БИОГРАФИ
«Халӗ эпӗ ырӑ хыпар сарма питӗ юрататӑп!»
ЭПӖ ҫӗнӗ Зеландире, Кӑнтӑр утравӗ ҫинче вырнаҫнӑ Балклута ятлӑ пӗчӗк хулара ҫуралса ӳснӗ. Ача чухне Иегова маншӑн чӑн-чӑн тус пулнӑ тата мана уншӑн ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ. Эпӗ хаваспах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреттӗм тата хама унта питӗ лайӑх туяттӑм. Хам именчӗк пулсан та, хаваспах кашни эрнере ырӑ хыпар сараттӑм. Эпӗ пӗрле вӗренекенсене те, ытти ҫынсене те чӑнлӑх ҫинчен каласа пама вӑтанмастӑмччӗ. Хам Иегова Свидетелӗ пулнишӗн эпӗ питӗ мухтанаттӑмччӗ. Вара 11 ҫулта хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм.
ИЕГОВӐН ӖҪӖ САВӐНӐҪ ПАМА ПӐРАХРӖ
Шел пулин те, яш чухне эпӗ Иеговӑран сивӗнме пуҫларӑм. Пӗрле вӗренекенсем хӑйсен мӗн тӑвас килнӗ, ҫавна тӑватчӗҫ. Манӑн та вӗсем пек пурӑнас килетчӗ. Аттепе анне мана хытӑ тытаҫҫӗ, христиансен нормисем вара ирӗклӗхе хӗсеҫҫӗ тесе шутлаттӑм. Ҫавӑнпа Иеговӑшӑн ӗҫлесси маншӑн йывӑр ҫӗклем пулса тӑчӗ. Иегова пурри пирки эпӗ нихӑҫан та иккӗленмен, анчах та эпӗ унпа малтанхи пек ҫывӑх пулманнине туяттӑм.
Эпӗ ырӑ хыпар сарма пӑрахмарӑм, анчах та ҫавна ячӗшӗн ҫеҫ тӑваттӑмччӗ. Ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне эпӗ хатӗрленместӗмччӗ, ҫавӑнпа ҫынсемпе калаҫма пуҫлама тата калаҫӑва тӑсма мана питӗ йывӑрччӗ. Вара ырӑ хыпар сарни мана савӑнӑҫ пама пӑрахрӗ. Эпӗ ҫак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулманнине кураттӑм, ҫавӑнпа ырӑ хыпар сарма мана сахалрах та сахалрах килӗшетчӗ. Эпӗ ҫапла та шутлаттӑмччӗ: «Мӗнле-ха тӑвансем эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх ырӑ хыпар сараҫҫӗ?»
17 тултарсан ирӗклӗрех пулас килнӗрен эпӗ япаласене пуҫтартӑм та Австралие тухса кайрӑм. Эпӗ тӑван килтен тухса кайсан аттепе анне питӗ кулянса юлчӗҫ. Вӗсем маншӑн пӑшӑрханатчӗҫ тата ҫӗнӗ вырӑнта эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлессе шанатчӗҫ.
Австралире эпӗ Иеговӑшӑн тата сахалрах ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ тӗлпулусене сиктереттӗмччӗ. Тата эпӗ пухури хам пек ҫамрӑксемпе туслашса кайрӑм. Эпир тӗлпулусене ҫӳреттӗмӗр, ҫав вӑхӑтрах клуба та ӗҫме тата ташлама каяттӑмӑр. Ҫав вӑхӑта аса илсе эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: эпӗ иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнаттӑмччӗ, ҫапах та хама ни пухура та, ни ҫак тӗнчере те лайӑх туймастӑмччӗ.
ТӐВАН ТӖСЛӖХӖ ПӖР КИРЛӖ ЯПАЛАНА ӐНЛАНМА ПУЛӐШАТЬ
Пӗр икӗ ҫул иртсен эпӗ пӗр хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Вӑл хӑй сисмесӗрех ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Вара эпӗ хам пурнӑҫа мӗнле пурӑнса ирттерни ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Эпир ун чухне ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансемпе пиллӗккӗн пурӑнаттӑмӑрччӗ. Пирӗн пата район надзирателӗ килсен эпир ӑна арӑмӗпе пирӗн патра пурӑнма чӗнтӗмӗр. Вӑл пухури ӗҫсене тунӑ чухне унӑн арӑмӗ, Тамара, пирӗнпе килте юлатчӗ. Эпир вӑхӑта питӗ хаваслӑн ирттереттӗмӗр. Ҫакӑ мана питӗ килӗшрӗ. Тамарӑпа хутшӑнма питӗ кӑмӑллӑччӗ тата унпа калаҫма мана питӗ килӗшетчӗ. Иеговӑшӑн ҫавӑн пек нумай ӗҫлекен ҫын вӑхӑта ҫав тери хаваслӑн ирттерме пултарать тесе эпӗ шутламан та.
Тамара Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлетчӗ. Унӑн тӗслӗхӗ ыттисене чӑнлӑха юратма тата Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлеме хавхалантаратчӗ. Вӑл Иеговӑна чи лайӑххине паратчӗ, ҫавӑнпа телейлӗччӗ. Эпӗ вара Иеговӑшӑн ячӗшӗн ҫеҫ ӗҫлесе тӑраттӑмччӗ, ҫавӑнпа та телейсӗрччӗ. Тамарӑн лайӑх шухӑш-кӑмӑлӗ тата вӑл чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулни ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ. Ун ҫине пӑхса эпӗ ҫак чӑнлӑха ӑнлантӑм: Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хӑйӗншӗн «савӑнса ӗҫлесе» тӑччӑр тет (Пс. 99:2).
ТУРӐШӐН САВӐНСА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП
Манӑн та, Тамара пекех, чӑннипех те телейлӗ пулас килетчӗ. Анчах та манӑн пурнӑҫра улшӑнусем нумай тумаллаччӗ. Паллах, вӗсене тума вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Майӗпен-майӗпен эпӗ кирлӗ улшӑнусем туса пыраттӑмччӗ: ырӑ хыпар сарас умӗн хатӗрленме пуҫларӑм, вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеттӗм. Ҫакӑ мана ырӑ хыпар сарнӑ чухне сахалрах хумханма тата хӑюллӑрах пулма пулӑшрӗ. Тата эпӗ ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Библипе ытларах усӑ курма пуҫларӑм, вара ырӑ хыпар сарма мана ытларах та ытларах килӗшетчӗ. Кӗҫех эпӗ кашни уйӑхра пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм.
Эпӗ чӑнлӑха юратакан тата Иеговӑшӑн хастаррӑн ӗҫлесе тӑракан тӗрлӗ ҫулхи тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнма пуҫларӑм. Вӗсен тӗслӗхӗ мана пурнӑҫра мӗн чи кирли пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ, вара эпӗ кашни кун Библи вулама пуҫларӑм. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ мана ытларах та ытларах савӑнӑҫ паратчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ тулли пионер пулса тӑтӑм. Нумай ҫул хушши эпӗ телейсӗрччӗ, ун чухне вара хам чӑннипех те телейлӗ пулнине туйса илтӗм, пухура та хама килти пек туйма пуҫларӑм.
ХАМ ВАЛЛИ ЮЛТАШ ТУПАТӐП
Пӗр ҫул иртсен эпӗ Алекспа, ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ тӑванпа паллашрӑм, вӑл вара Иеговӑна тата сӑваплӑ ӗҫе питӗ юрататчӗ. Алекс пулӑшакан ӗҫченччӗ тата ҫав вӑхӑт тӗлнелле вӑл ултӑ ҫул хушши ӗнтӗ тулли пионер пулса ӗҫленӗ. Тата вӑл темиҫе уйӑх хушши Малавире, хыпарҫӑсем ҫитсех кайман вырӑнта, ырӑ хыпар сарнӑ. Унта вӑл миссионерсемпе паллашнӑ, вӗсемпе хутшӑнни ун ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Ҫав миссионерсем ӑна Турӑ Патшалӑхне яланах малти вырӑна хума хавхалантарнӑ.
2003 ҫулта эпир Алекспа пӗрлешрӗмӗр, унтанпа пӗрле Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе тӑратпӑр. Ҫак ҫулсем хушшинче эпир нумаййине вӗрентӗмӗр, Иегова вара пире питӗ нумай пиллӗх пачӗ.
ИЕГОВА ПИРЕ ТАТА ЫТЛАРАХ ПИЛЛЕТ
Глену хулинче (Хӗвелтухӑҫ Тимор) ырӑ хыпар саратӑп
2009 ҫулта пире Малайя архипелагӗнчи пӗр пӗчӗк ҫӗршыва, Хӗвелтухӑҫ Тимора, куҫса кайма сӗнчӗҫ. Эпир пӗр вӑхӑтрах тӗлӗнсе те кайрӑмӑр, савӑнса та ӳкрӗмӗр тата хӑраса та кайрӑмӑр. Вара пилӗк уйӑх иртсенех эпир ҫав ҫӗршывӑн тӗп хулине, Дили хулине, ҫитрӗмӗр.
Хӗвелтухӑҫ Тиморта пурнӑҫ пачах урӑхлаччӗ. Пирӗн ҫӗнӗ культурӑна, ҫӗнӗ чӗлхене, ҫӗнӗ апата тата ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхмаллаччӗ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир час-часах чухӑн, вӗренмен тата нумай тӗрӗсмарлӑх курнӑ ҫынсене тӗл пулаттӑмӑр. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче нумайӑшӗ сусӑр пулса тӑнӑ тата самай хӗн курнӑa.
Хӗвелтухӑҫ Тиморта ырӑ хыпар мӗнле сарнине нихӑҫан та манас ҫук! Пӗррехинче эпӗ 13 ҫулхи хӗрачана тӗл пултӑм, вӑл питӗ салхуллӑччӗ. Темиҫе ҫул маларах унӑн амӑшӗ вилнӗ, ашшӗпе вара вӑл сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулнӑ. Ун ҫулхи нумай ача пекех, вӑл мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илмеллине пӗлмен. Астӑватӑп, пӗррехинче вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ чухне макӑрса ячӗ. Эпӗ вара чӗлхене япӑх пӗлнӗрен вӑл мӗн каланине пачах ӑнланмарӑм. Эпӗ Иеговӑна кӗлӗре ӑна лӑплантарма пулӑшсам тесе ыйтрӑм. Унтан ӑна Библири йӑпатакан сӑвӑ йӗркисене вуласа патӑм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӑнлӑх унӑн пурнӑҫне улӑштарчӗ. Вӑл мӗнле улшӑнса пынине эпӗ хам куҫпах курса тӑтӑм: вӑл урӑхла тӑхӑнма, хӑйне урӑхла тытма пуҫларӗ. Вӑл шыва кӗчӗ, халӗ вара хӑй те ҫынсемпе Библи вӗренет. Халӗ ҫав хӗрӗн пысӑк та хӑйне юратакан ҫемье — пухури тӑвансем пур.
Хӗвелтухӑҫ Тиморта Иегова ырӑ хыпар сарас ӗҫе пиллесе тӑрать. Хыпарҫӑсенчен ытларахӑшӗ юлашки вун ҫул хушшинче шыва кӗнӗ пулсан та, вӗсенчен нумайӑшӗ пионерсем, пулӑшакан ӗҫченсем е старейшинӑсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем вара куҫаракансен аякри офисӗнче ӗҫлесе пирӗн публикацисене вырӑнти чӗлхесем ҫине куҫарма пулӑшаҫҫӗ. Тӑвансем тӗлпулусенче юрланине илтсе, вӗсем йӑл кулнине курса тата вӗсем Иеговӑпа ҫывӑхланса пынине курса эпӗ питӗ савӑнаттӑмччӗ.
Алекспа пӗрле нимле пухӑва та уйӑрса паман территорири ҫынсене Каҫхи апат уявне чӗнме каятпӑр
ЧИ ЛАЙӐХ ПУРНӐҪ!
Хӗвелтухӑҫ Тиморти пурнӑҫ Австралири пурнӑҫран пачах уйрӑлса тӑратчӗ, ҫапах та эпӗ питӗ телейлӗччӗ. Хӑш-пӗр чухне пирӗн халӑх лӑк тулли пӗчӗк автобуспа ҫӳреме тиветчӗ, ҫитменнине тата ҫынсем пасартан типӗтнӗ пулӑ тата пахча-ҫимӗҫ йӑтатчӗҫ. Тата хӑш-пӗр чухне эпир питӗ пӗчӗк пӳртсенче ҫынсемпе Библи вӗренеттӗмӗр. Унта питӗ пӑчӑччӗ, ҫӗр урай тӑрӑх чӑхсем чупса ҫӳретчӗҫ. Ҫав-ҫавах йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпӗ час-часах: «Кунта мӗн тери лайӑх!» — тесе шутлаттӑмччӗ.
Ырӑ хыпар сарма каятпӑр
Аттепе анне мана Иеговӑн саккунӗсене вӗрентнӗшӗн тата эпӗ Иеговӑран сивӗнме пуҫласан та мана пулӑшса тӑнӑшӑн эпӗ питӗ пархатарлӑ. Ытарӑшсем 22:6-мӗшӗнчи сӑмахсем чӑн пулнине эпӗ хам ҫинче туйса илтӗм. Эпир Алекспа Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑнишӗн аттепе анне питӗ савӑнаҫҫӗ тата пирӗнпе мухтанаҫҫӗ. 2016 ҫултанпа вара эпир Австралазири филиал пӑхса тӑракан территоринче район надзирателӗн ӗҫне туса тӑратпӑр.
Ачасене Кольӑпа Соня ҫинчен калакан мультфильма кӑтартатӑп
Тахҫан мана ырӑ хыпар сарни килӗшменнине ӗненме те йывӑр. Халӗ эпӗ ырӑ хыпар сарма питӗ юрататӑп! Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: пурнӑҫра ырри те, усалли те пулать, анчах та Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлени ҫеҫ чӑннипех телейлӗ тӑвать. Юлашки 18 ҫул — Алекспа пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫленӗ ҫулсем — чи телейлӗ ҫулсем. Пӗр псаломра Давид Иегова ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Сана шанакансем пурте савӑнӗҫ, ӗмӗрӗпе хавасланӗҫ... Санӑн ятна юратакансем Санпа мухтанӗҫ» (Пс. 5:12). Халӗ эпӗ Давид мӗншӗн ҫапла ҫырнине лайӑх ӑнланатӑп.
Хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсемпе Библи вӗренни нумай савӑнӑҫ парать
a 1975 ҫултанпа Хӗвелтухӑҫ Тиморта 20 ҫул хушши граждан вӑрҫи пынӑ, халӑх ирӗклӗхшӗн кӗрешнӗ.