Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 октябрь 29—31 с.
  • Ҫӗр ҫул каялла. 1921 ҫул

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫӗр ҫул каялла. 1921 ҫул
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӐЮЛЛӐ ХЫПАРҪӐСЕМ
  • ХАРПӐР ХӐЙ ТӖЛЛӖН ТАТА ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ БИБЛИ ВӖРЕННИ
  • ҪӖНӖ КӖНЕКЕ!
  • ӖҪ НУМАЙЛАНСА ПЫРАТЬ
  • Иегова хӑйне итлекенсене пиллет
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Ҫӗр ҫул каялла. 1922 ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Ҫӗр ҫул каялла. 1923 ҫул
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 октябрь 29—31 с.

Ҫӗр ҫул каялла. 1921 ҫул

1921 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Библи Тӗпчекенсене ҫапла ыйту панӑ пулнӑ: «Кӑҫал пирӗн мӗн тумалла?» Ҫак ыйту ҫине Исаия 61:1-мӗшпе 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсемпе хуравланӑ пулнӑ: «Мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ... Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ». Ҫак сӑмахсем Библи Тӗпчекенсене ырӑ хыпар сармаллине аса илтернӗ.

ХӐЮЛЛӐ ХЫПАРҪӐСЕМ

Хӑйсене хушнӑ ӗҫе тӑвас тесен Библи Тӗпчекенсен питӗ хӑюллӑ пулмалла пулнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен «мӗскӗнсене ырӑ хыпар» сарассисӗр пуҫне усал ҫынсене «тавӑру кунӗ» ҫитесси пирки те пӗлтермелле пулнӑ.

Канадӑри Джон Хоскин арҫын тӑван питӗ хӑюллӑ хыпарҫӑ пулнӑ. 1921 ҫулта, ҫуркунне, вӑл ырӑ хыпар сарнӑ чухне методистсен чиркӗвӗнче ӗҫлекене тӗл пулнӑ. Джон ӑна ҫапла каланӑ: «Айтӑр лӑпкӑн Библи ҫинчен калаҫса илер. Мӗнле те пулин ыйту пирки пӗр-пӗринпе килӗшмесен ыррӑн сывпуллашӑпӑр». Анчах ҫав ҫын тарӑхса кайнӑ. Джон тӑван ҫапла аса илет: «Эпир пӗр-ик минут та калаҫаймарӑмӑр — вӑл алӑкне хупрӗ. Вӑл алӑка ытла хытӑ шаплаттарса хупнӑран алӑк ҫинчи кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлсе каять пуль терӗм».

«Христианин пулманнисемпе кайса калаҫ»,— тесе кӑшкӑрчӗ ҫав арҫын. Джон ӑна нимӗн те хуравламан, анчах хӑй ӑшӗнче: «Эпӗ шӑпах ҫавӑн пек ҫынпа калаҫрӑм та ӗнтӗ»,— тесе шутланӑ.

Методистсен чиркӗвӗнче ӗҫлекен ҫын ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахман. Джон каланӑ тӑрӑх, тепӗр кунне хӑйӗн чиркӗвӗнче проповедь каланӑ чухне вӑл ҫынсене Джон пирки ултавҫӑ тата ӑна пӗрсе вӗлермелле тесе каланӑ. Ҫапах та Джон хӑраса ӳкмен. Вӑл малалла та хастаррӑн ырӑ хыпар сарнӑ тата унӑн ӗҫӗ ӑнса пынӑ. Ҫав вӑхӑт пирки Джон ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпар сарни мана нумай савӑнӑҫ паратчӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем „сана Турӑ янӑ“ тесе те калатчӗҫ. Вӗсем пулӑшу та сӗнетчӗҫ».

ХАРПӐР ХӐЙ ТӖЛЛӖН ТАТА ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ БИБЛИ ВӖРЕННИ

Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе Библи Тӗпчекенсем «Ылтӑн ӗмӗр»a журналта тӗрлӗ ярӑмсем пичетленӗ. Сӑмахран, «Библие тӗпчекен ҫамрӑксем» ярӑм ашшӗ-амӑшӗсене ачисене вӗрентме пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене унта ҫырса хунӑ ыйтусене панӑ та хуравне Библире тупма пулӑшнӑ. Хӑш-пӗр ыйтусем ҫӑмӑл пулнӑ, сӑмахран: «Библире миҫе кӗнеке?» Теприсем вара, ҫакӑн евӗрлисем: «Кашни христианина хӗсӗрлӗҫ-и?», ҫамрӑксене хӑюллӑ хыпарҫӑсем пулма пулӑшнӑ.

Унсӑр пуҫне, Библие тарӑнрах тӗпчес текенсем валли ятарлӑ рубрика пичетленӗ пулнӑ. Унта «Ҫырӑва тӗпчени» кӗнекен пӗрремӗш томӗнче сӳтсе явнӑ хӑш-пӗр темӑсене илсе панӑ пулнӑ. Ҫак рубрикӑсем пин-пин вулакана усӑ панӑ. Ҫавах та 1921 ҫулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче тухнӑ «Ылтӑн ӗмӗр» журналӑн кӑларӑмӗнче ҫак рубрикӑсене текех пичетлемӗҫ тесе пӗлтернӗ. Мӗншӗн?

ҪӖНӖ КӖНЕКЕ!

«Туррӑн арфи» кӗнеке

Хӑш страницӑсене вуламаллине кӑтартакан карточка

Ыйтусем ҫырса хунӑ карточка

Арҫын тӑвансем кам чӑнлӑхпа интересленет, ҫавсемпе темӑсем тӑрӑх Библие вӗренмеллине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа 1921 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче «Туррӑн арфи» кӗнекене кӑларнӑ. Ҫын ҫак кӗнекене илсен харпӑр хӑй тӗллӗн Библи вӗренмелли программа тӑрӑх вӗренме пуҫланӑ. Ҫапла вара вӑл Турӑ ҫынсем валли мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлме пултарнӑ. Ҫав кӗнекепе мӗнле вӗреннӗ-ха?

Ҫынна кӗнекепе пӗрле карточка панӑ. Унта вара хӑш страницӑсене вуламаллине ҫырса хунӑ пулнӑ. Эрне иртсен вӗренекене почтӑпа тепӗр карточка ярса панӑ. Ҫав карточка ҫине вуланӑ материалпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тата тепӗр эрнере хӑш-хӑш страницӑсене вуламаллине ҫырса хунӑ пулнӑ.

Ҫак программа тӑрӑх 12 эрне вӗренмелле пулнӑ. Вырӑнти Библи Тӗпчекенсен кружокӗ (ун чухне пухусене ҫапла каланӑ) вӗренекенсене кашни эрнере ҫӗнӗ карточкӑсем ярса тӑнӑ. Ытларах чухне карточкӑсене ватӑ тӑвансем тата сывлӑх япӑх пулнине пула килтен киле ҫӳреме пултарайман тӑвансем ярса тӑнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Анна Гарднер тӑван ҫапла аса илнӗ: «Ман аппа Тейл инвалидчӗ, анчах та „Туррӑн арфи“ кӗнекене пула вӑл Иеговӑшӑн ытларах тума пултаратчӗ. Вӑл вӗренекенсене ыйтусем ҫырса хунӑ карточкӑсене ярса паратчӗ». Библи вӗренмелли программа тӑрӑх вӗренсе пӗтерсен вӗренекене Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшас тесе ун патне пӗр-пӗр Библи Тӗпчекенӗ кайнӑ.

Тейл Гарднер инвалид креслинче

ӖҪ НУМАЙЛАНСА ПЫРАТЬ

1921 ҫул вӗҫӗнче Рутерфорд тӑван Библи Тӗпчекенсен пур кружокне те ҫыру янӑ. Ҫырура вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «Ытти ҫулсемпе танлаштарсан, кӑҫал ырӑ хыпар анлӑрах сарӑлнӑ тата эпир ытларах ҫынна Библири чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӑмӑр». Рутерфорд тӑвансене малалла та ҫапла хастар пулма хавхалантарнӑ: «Ӗҫӗ татах та нумай. Ыттисене те хӑвӑрпа пӗрле ҫак сӑваплӑ ӗҫе тума чӗнӗр». Библи Тӗпчекенсем ҫак сӑмахсене итленӗ. Вара 1922 ҫулта вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тата хӑюллӑрах та хастарлӑрах пӗлтернӗ.

Хӑюллӑ туссем

Библи Тӗпчекенсем пӗр-пӗрне тӑванла юратнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне хӑюллӑн хӳтӗленӗ тата инкекре пулӑшнӑ (Ытар. 17:17). Акӑ ҫакна кӑтартакан пӗр тӗслӗх.

1921 ҫулта майӑн 31-мӗшӗнче, ытларикун, Талс хулинче (Оклахома штачӗ, АПШ) хура ӳтлӗ арҫынна шурӑ ӳтлӗ хӗрарӑма тапӑннӑшӑн тӗрмене хупнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пин ытла шурӑ ӳтлӗ арҫын шучӗпе сахалрах хура ӳтлӗ арҫынсемпе ҫапӑҫма тухнӑ. Ҫапӑҫакансем хура ӳтлӗ ҫынсем пурӑнакан района, Гринвуда, ҫитнӗ. Вара унти 1 400 ытла ҫуртпа лавккана ҫаратса тухнӑ та ҫунтарса янӑ. Влаҫсем каланӑ тӑрӑх, унта 36 ҫын вилнӗ. Анчах та, тӗрӗссипе каласан, ун чухне ҫӗр-ҫӗр ҫын вилме пултарнӑ. Каярахпа ҫак ҫапӑҫӑва «Талсра юн юхтарни» теме пуҫланӑ.

Хура ӳтлӗ Ричард Хилл тӑван Гринвудра пурӑннӑ. Вӑл акӑ мӗн каланӑ: «Хирӗҫӳ сиксе тухнӑ каҫ эпир Библи Тӗпчекенсен кружокӗн тӗлпулӑвӗнче пултӑмӑр. Тӗлпулу вӗҫленсен эпир хула варринче пӑшалпа пенине илтрӗмӗр. Пӑшал сасси ҫурҫӗрчченех илтӗнсе тӑчӗ». Тепӗр кунне вара хулара лару-тӑру тата япӑхланнӑ. Ричард каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне темле ҫынсем пынӑ та «ҫӑлӑнас тесен сирӗн тӑхтаса тӑмасӑр хулари театр ҫуртне кайса пытанмалла» тенӗ. Вара вӑл хӑйӗн арӑмӗпе тата пилӗк ачипе вӗсем каланӑ пек тунӑ. Театр ҫуртне хулара йӗрке кӗртекен салтаксем хӳтӗленӗ пулнӑ. Унта 3 000-е яхӑн хура ӳтлӗ арҫынпа хӗрарӑм хӳтлӗх тупнӑ.

Шурӑ ӳтлӗ арҫын тӑван, Артур Клаус, ҫав вӑхӑт пирки ҫапла каласа панӑ: «Эпӗ Гринвуд районӗнче йӗркесӗр ҫынсем ҫуртсене ҫаратнине тата ҫунтарнине илтрӗм. Вара хам туса, Хилл тӑвана, кайса курас терӗм».

Артур Клаус 14 ачаран тӑракан ушкӑна «Туррӑн арфи» кӗнеке тӑрӑх Библи вӗрентнӗ

Ричард ҫурчӗ патне ҫитсен вӑл алла винтовка тытнӑ шурӑ ӳтлӗ арҫынна тӗл пулнӑ. Ҫав арҫын Ричардӑн кӳрши пулнӑ, вӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннӑ. Ҫав арҫын Артура ҫаратакан вырӑнне хунӑ та: «Эсӗ кунта мӗн туса ҫӳретӗн?» — тесе кӑшкӑрнӑ.

«Вӑл мана персе вӗлерме хатӗрччӗ,— каласа панӑ Артур.— Эпӗ ӑна «эпӗ Ричардӑн тусӗ» тесе тата «эпӗ ун патне час-часах килнӗ» тесе шантартӑм. Вара вӑл мана ӗненчӗ». Ричард ҫурчӗ патӗнче кӳрши тата Артур пулнӑран ҫуртне никам та тӗкӗнмен.

Каярахпа Артур Хилл ҫемйи театр ҫуртӗнче пулнине пӗлнӗ. Анчах та Барретт генерал ирӗк памасӑр унтан пӗр хура ӳтлӗ ҫын та тухма пултарайман иккен. Артур ҫапла аса илнӗ: «Генералпа тӗл пулса калаҫма питӗ йывӑрччӗ. Эпӗ ӑна хам мӗн тӑвасшӑн пулни ҫинчен каласа парсан вӑл манран ҫапла ыйтрӗ: „Эсӗ ҫак ҫемьене хӳтӗлетӗн-и? Вӗсемшӗн тӑрӑшатӑн-и?“ Паллах ӗнтӗ, эпӗ „тӑрӑшатӑп“ тесе каларӑм».

Генералтан хут илсен Артур театра вӗҫтернӗ. Генерал панӑ хута офицера кӑтартсан лешӗ питӗ тӗлӗнсе кайнӑ: «Пӑх-ха, кунта генерал хӑй ал пуснӑ! Унччен кунтан ҫынсене илсе тухни пулманччӗ-ха»,— тенӗ вӑл. Артур хӑвӑртах Ричард ҫемйине шыраса тупнӑ та вӗсем пурте пӗрле машинӑна кӗрсе ларса киле кайнӑ.

«Турра халалланӑ халӑх хушшинче пурте пӗр тан»

Артур Клаус Ричард ҫемйине хӳтӗлес тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тунӑ. Вӑл хӑюллӑ пулни тата тӑвансене юратни нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Артур ҫапла аса илнӗ: «Ричард кӳрши Библи Тӗпчекенсене ытларах хисеплеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, нумай ҫынна Библири чӑнлӑх интереслентерсе ячӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне ӳт тӗсне кура уйӑрманнине тата Турра халалланӑ халӑх хушшинче пурте пӗр тан пулнине курнӑ».

a 1937 ҫулта «Ылтӑн ӗмӗр» журнала «Йӑпату» тесе ят панӑ, 1946 ҫулта — «Вӑранӑр!» тесе ят панӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр