Эсир астӑватӑр-и?
Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?
Иеговӑпа калаҫма, ӑна итлеме тата ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрни пире мӗнле усӑ парӗ?
Эпир тӗрӗс йышӑнусем тӑвӑпӑр, лайӑхрах вӗрентекенсем пулӑпӑр, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленӗ тата эпир Иеговӑна хытӑрах юратӑпӑр (w22.01, 30—31 страницӑсем).
Иеговӑна тата вӑл суйласа лартнӑ арҫын тӑвансене мӗншӗн шанма вӗренмелле?
Уйрӑмах хальхи вӑхӑтра Турра шанма вӗренмелле, вӑл паракан хушусем тата старейшинӑсем тунӑ йышӑнусем тӗрӗс пулни пирки иккӗленмелле мар. Вара хӑрушла асап вӑхӑтӗнче панӑ хушусем вырӑнсӑр пек туйӑнсан та, мӗншӗн апла е капла тумаллине ӑнланмасан та, эпир вӗсене тытса тӑрӑпӑр (w22.02, 4—6 страницӑсем).
Ангел Захарийӑна «3оровавель аллинчи ҫурт тӑвакансен тӳркӗҫӗ» ҫинчен мӗншӗн каланӑ? (Зах. 4:8—10).
Ҫак сӑнар Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫакна шантарнӑ: ҫӗнӗ храм малтанхи храм пек чаплӑ пулмасть пулин те, вӑл Иегова шутласа хунӑ пек пулӗ (w22.03, 16—17 страницӑсем).
Хамӑр чӗлхе-ҫӑварпа тӗрӗс усӑ курас тесен мӗн тумалла? (1 Тим. 4:12).
Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ыррӑн та хисеплӗн калаҫатпӑр; тӗлпулусенче чун-чӗререн юрлатпӑр тата тӑтӑшах комментарисем паратпӑр; кулленхи пурнӑҫра ыттисен туйӑмӗсене шута илсе калаҫатпӑр, ҫынсене хӑртасран пӑрӑнатпӑр тата пӗр-пӗрне хавхалантаратпӑр (w22.04, 6—9 страницӑсем).
Мӗншӗн Даниил кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкри тӑватӑ тискер чӗрчунӑн (патшалӑхӑн) уйрӑмлӑхӗсем Ӳлӗмхи 13:1, 2 сӑвӑ йӗркисенче асӑннӑ тискер кайӑкӑн уйрӑмлӑхӗсемпе пӗр килеҫҫӗ?
Ӳлӗмхи кӗнекери 13-мӗш сыпӑкри тискер кайӑк пӗр-пӗр патшалӑха е хӑватлӑ державӑна, сӑмахран, Рима, пӗлтермест. Вӑл этемлӗх историйӗнчи пур патшалӑха та пӗлтерет (w22.05, 9-мӗш страница).
Иегова тӗрӗс суд тӑвасса ӗненнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
Кам та кам пире хӑртрӗ, хытӑ кӳрентерчӗ е пире хирӗҫ ҫылӑх турӗ пулсан, эпир тарӑхса, ҫилленсе ҫӳремӗпӗр, веҫех Иеговӑн аллине парӑпӑр. Вӑл ҫылӑха пула сиксе тухнӑ пур йывӑрлӑха та татса парӗ (w22.06, 10—11 страницӑсем).
Пухура е ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура кӗлтӑвакан арҫын тӑванӑн мӗн асра тытмалла?
Кӗлтунӑ чухне пухӑва канаш та памалла мар, пӗлтерӳсем те тумалла мар. Унсӑр пуҫне, арҫын тӑванӑн кӗлтунӑ чухне, уйрӑмах пуху умӗн кӗлтунӑ чухне, ытлашши нумай калаҫмалла мар (Матф. 6:7) (w22.07, 24—25 страницӑсем).
«Усал тунисем айӑпа юлмашкӑн [«суд валли», ҪТ] чӗрӗлӗҫ» тени мӗне пӗлтерет? (Иоан. 5:29).
Вӗсене хӑйсем виличчен тунӑ ӗҫсем тӑрӑх суд тумӗҫ. Иисус кам чӗрӗлсе тӑрӗ, ҫавсене хӑйсене те, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне те, ӗҫӗсене те тимлӗн сӑнаса тӑрӗ (w22.09, 18-мӗш страница).
1922 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче иртнӗ конгресра мӗн тума хавхалантарнӑ пулнӑ?
Сидар-Пойнтри (АПШ, Огайо штачӗ) конгресра Рутерфорд тӑван ҫапла чӗнсе каланӑ: «Патша патшара ларать! Эсир — унӑн хыпарҫисем. Ҫавӑнпа та Патшапа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерӗр, пӗлтерӗр, пӗлтерӗр!» (w22.10, 3—5 страницӑсем).
Исаия кӗнекинчи 30-мӗш сыпӑкра Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле виҫӗ майпа пулӑшса тӑни ҫинчен каланӑ?
Ҫав сыпӑкра каланӑ тӑрӑх, Иегова: 1) пирӗн кӗлӗсене тимлӗ итлет тата вӗсем ҫине хуравлать; 2) пире вӗрентсе, ертсе пырать; 3) пире халӗ пиллет тата пуласлӑхра та пиллӗ (w22.11, 9-мӗш страница).
Псалом 36:10, 11, 29 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем ӗлӗк-авал та пурнӑҫланнӑ, пуласлӑхра та пурнӑҫланӗҫ тесе мӗншӗн калама пулать?
Давидӑн сӑмахӗсем Израильти пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пулнине, сӑмахран, Соломон патшара ларнӑ чухне мӗнлерех пулнине, кӑтартнӑ. Рай пирки каланӑ чухне Иисус 11-мӗш сӑвӑ йӗркине илсе панӑ (Матф. 5:5; Лука 23:43) (w22.12, 8—10, 14 страницӑсем).