Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w23 февраль 26—30 с.
  • Эпӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне курса тӑтӑм

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эпӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне курса тӑтӑм
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪУРҪӖР ИРЛАНДИ: «БОМБӐСЕМПЕ ПУЛЬӐСЕН ҪӖРӖ»
  • СЬЕРРА-ЛЕОНЕ: ЧУХӐНЛӐХА ПӐХМАСӐР ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ТӐВАНСЕМ
  • НИГЕРИ: ҪӖНӖ КУЛЬТУРӐПА ПАЛЛАШАТПӐР
  • КЕНИ: ТӐВАНСЕМ МАНПА ПИТӖ ТӲСӖМЛӖЧЧӖ
  • АПШ: ЫТЛӐ-ҪИТЛӖ ПУРНӐҪА ПӐХМАСӐР ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐВАНСЕМ
  • Сире итлекенсене Турӑ ҫӑлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Иегова хӑйне итлекенсене пиллет
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
w23 февраль 26—30 с.
Роберт Ландис.

БИОГРАФИ

Эпӗ Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ӗненӗвне курса тӑтӑм

КАЛАСА ПАРАКАНӖ РОБЕРТ ЛАНДИС

ЭСИР хӑвӑр пурнӑҫ ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ калаҫусене астӑватӑр пулӗ. Манӑн ҫавӑн пек калаҫу 50 ҫул каялла пулса иртрӗ. Ун чухне эпир туспа Кенире кӑвайт умӗнче лараттӑмӑр. Темиҫе уйӑх хушши ҫулҫӳревре пулнӑран хӗвелпе пиҫсе хуралнӑскерсем, эпир тӗнпе ҫыхӑннӑ хамӑр пӑхнӑ фильм ҫинчен калаҫса лараттӑмӑр. Ӑнсӑртран тус мана: «Библире пачах урӑхла ҫырнӑ»,— терӗ.

Эпӗ кулса ятӑм, мӗншӗн тесен ман тус ӗненекен ҫын пек курӑнмастчӗ. Вара унран: «Эсӗ Библи ҫинчен мӗн пӗлетӗн?» — тесе ыйтрӑм. Вӑл тӳрех хуравламарӗ. Кӑшт тӑрсан вӑл унӑн амӑшӗ Иегова Свидетелӗ, Библире мӗн ҫырнине вӑл унран пӗлнӗ тесе каларӗ. Нумайрах пӗлес килнӗрен эпӗ ӑна ытларах каласа пама ыйтрӑм.

Эпир тахҫанчченех калаҫса лартӑмӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, тӗнче Шуйттан аллинче тесе ӑнлантарчӗ тус (Иоанн 14:30). Тен, эсир ҫакӑн ҫинчен яланах пӗлнӗ. Эпӗ вара ҫак шухӑша пӗрремӗш хут илтрӗм тата вӑл мана интереслентерсе ячӗ. Мана тӗнче Турӑ аллинче тата Турӑ тӳрӗ те ырӑ тетчӗҫ, анчах та ҫакна ӗненме йывӑрччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пурнӑҫра пачах урӑххине кураттӑмччӗ. Хам 26-ра кӑна пулнӑ пулин те эпӗ нумай хура-шур курнӑ.

Манӑн атте Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сывлӑш ҫарӗнче тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ача чухнех эпӗ ҫакна ӑнланаттӑм: ядерлӑ вӑрҫӑ пулас хӑрушлӑх пур, кирек хӑш самантра та ядерлӑ бомба пӑрахма пултараҫҫӗ. Калифорнире колледжра вӗреннӗ чухне Вьетнамра вӑрҫӑ пыратчӗ. Эпӗ студентсен протесчӗсене хутшӑнаттӑмччӗ. Полици ҫыннисем пире дубинкӑсемпе хӑваласа яратчӗҫ тата куҫҫуль юхтаракан газпа усӑ куратчӗҫ. Вара эпир сывлайми, курми пулса аран тараттӑмӑр. Ҫав саманара нимӗнле йӗрке те пулман. Политика пуҫлӑхӗсене вӗлеретчӗҫ, ҫынсем протестсене хутшӑнатчӗҫ тата пӑлхав ҫӗклетчӗҫ. Мӗн тумалли пирки пурте тӗрлӗрен шутлатчӗҫ. Халӑх вӑйлӑ пӑтранатчӗ.

Роберт мотоцикл патӗнче тӑрса карттӑ ҫинче хӑй ӑҫталла кайнине кӑтартать.

Лондонран Вӑтаҫӗр Африкӑна каятӑп

1970 ҫулта манӑн Аляскӑн ҫурҫӗр ҫыранӗнче ӗҫлеме май килчӗ. Унта эпӗ нумай укҫа ӗҫлесе илтӗм. Вара Лондона кайса мотоцикл туянтӑм та ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнталла ҫул тытрӑм. Темиҫе уйӑхран Африкӑна ҫитрӗм. Ҫул тӑршшӗпех эпӗ хам пек таҫта таракан нумай ҫынна куртӑм. Вӗсем йӗркеллӗ пурӑнма паман йывӑрлӑхсенчен тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ.

Пурнӑҫра нумай курнӑран пӗтӗм тӗнчене усал сывлӑш тытса тӑрать тени мана тӗлӗнтермерӗ. Апла, Турӑ мӗн тӑвать-ши? Манӑн ҫавна пӗлес килетчӗ.

Темиҫе уйӑх хушшинче эпӗ хуравне пӗлтӗм. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вара тӗрлӗ лару-тӑрура пӗртен-пӗр чӑн Турра шанчӑклӑ пулнӑ нумай ҫынпа паллашрӑм та вӗсене юратса пӑрахрӑм.

ҪУРҪӖР ИРЛАНДИ: «БОМБӐСЕМПЕ ПУЛЬӐСЕН ҪӖРӖ»

Лондона таврӑнсан эпӗ хамӑн тусӑн амӑшӗпе ҫыхӑнтӑм та вӑл мана Библи пачӗ. Каярахпа, Амстердамра пулнӑ чухне, пӗр арҫын тӑван эпӗ урамра хунар ҫутинче Библи вуланине курчӗ, вара мана ун ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшрӗ. Унтан эпӗ Дублина кайрӑм та Иегова Свидетелӗсен Ирланди филиалне шыраса тупрӑм. Филиалта эпӗ ӑслӑ та опытлӑ арҫын тӑванпа, Артур Маттьюзпа, паллашрӑм. Ӑна хампа Библи вӗренме ыйтрӑм та вӑл килӗшрӗ.

Эпӗ Библи вӗренессине пуҫӗпех путрӑм, Иегова Свидетелӗсем кӑларнӑ кӗнекесемпе журналсене пӗр чарӑнмасӑр вулаттӑм. Паллах, эпӗ Библие хӑйне те вулаттӑм. Мана калама ҫук килӗшетчӗ! Тӗлпулусенче эпӗ ачасем те хуравланине кураттӑм. Вӗсем ӑслӑ ҫынсем ҫӗр-ҫӗр ҫул хушши тупайман ыйтусен хуравӗсене пӗлетчӗҫ: «Мӗншӗн усаллӑх пур? Кам вӑл Турӑ? Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?» Эпӗ Свидетельсемпе ҫеҫ хутшӑнаттӑмччӗ. Ҫакна тума йывӑрах марччӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫӗршывра эпӗ урӑх никама та пӗлмен. Вӗсем мана Иеговӑна юратма пулӑшрӗҫ, вара манӑн унӑн ирӗкне тӑвас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Найджел, Денис тата эпӗ

Эпӗ 1972 ҫулта шыва кӗтӗм. Ҫулталӑк иртсен вара пионер пулса тӑтӑм та Ньюрири (Ҫурҫӗр Ирланди) пӗчӗк пухӑва куҫрӑм. Эпӗ ту айккинчи чул ҫурта арендӑна илтӗм. Ҫывӑхри уйра ӗнесем ҫӳретчӗҫ. Вӗсем умӗнче докладсем каласа репетици тӑваттӑм. Ӗнесем кавленӗ май мана питӗ тимлӗн итленӗ пек туйӑнатчӗ. Паллах, вӗсем мана канаш параймастчӗҫ, анчах та вӗсене пула эпӗ доклад тунӑ чухне итлекенсем ҫине пӑхма вӗрентӗм. 1974 ҫулта мана ятарлӑ пионер пулма лартрӗҫ. Ҫак ӗҫе эпӗ Найджел Питт арҫын тӑванпа пӗрле туса тӑраттӑм. Вӑл яланлӑхах манӑн тус пулса тӑчӗ.

Ҫав вӑхӑтра Ҫурҫӗр Ирландире пусмӑр анлӑ сарӑлнӑччӗ. Такам ҫав ҫӗршыва «бомбӑсемпе пульӑсен ҫӗрӗ» тесе те ят панӑ. Час-часах урамра ҫынсем ҫапӑҫатчӗҫ, пӑшалсемпе перетчӗҫ, ҫынсене вӗлеретчӗҫ тата машинсене сирпӗтетчӗҫ. Йывӑрлӑхсем политикӑпа та, тӗнпе те ҫыхӑннӑччӗ. Ҫапах та протестантсем те, католиксем те Иегова Свидетелӗсем политикӑна хутшӑнманнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та эпир ирӗклӗн, хамӑр ҫине тапӑнасса хӑрамасӑр ырӑ хыпар сарма пултарнӑ. Ытларах чухне ҫынсем хирӗҫӳсем хӑҫан тата ӑҫта пулассине пӗлетчӗҫ. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарнӑ чухне кил хуҫисем пире унта ан кайӑр тесе асӑрхаттаратчӗҫ.

Ҫапах та хӑрушӑ лару-тӑрусем пулкалатчӗҫ. Пӗррехинче эпир Денис Карриган пионерпа кӳршӗ хулара ырӑ хыпар сартӑмӑр, унта Свидетельсем пулман. Унччен эпир ҫав хулара пӗрре анчах пулса курнӑччӗ. Пӗр хӗрарӑм пире эпир хывӑнса тӑхӑннӑ Британи салтакӗсем тесе айӑпларӗ. Эпир Ирланди акценчӗпе калаҫманран вӑл ҫапла шутларӗ пулӗ. Дениспа эпир хӑраса ӳкрӗмӗр, мӗншӗн тесен салтаксемпе ыррӑн калаҫнӑшӑнах ҫынна вӗлерме е чӗркуҫҫинчен пеме пултарнӑ. Чарӑнура шӑнса автобуса кӗтсе тӑнӑ чухне эпир ҫав хӗрарӑм ларнӑ кафе тӗлне машин пырса тӑнине куртӑмӑр. Хӗрарӑм тухрӗ те пирӗн ҫине пӳрнипе тӗллесе арҫынсемпе тем ҫинчен пӑлханса калаҫрӗ. Вара ҫав машин вӑраххӑн пирӗн пата ҫитсе тӑчӗ те, арҫынсем пирӗнтен автобус расписанийӗ пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Автобус ҫитсен вӗсем водительпе калаҫрӗҫ. Калаҫу мӗн ҫинчен пынине эпир илтмерӗмӗр. Автобусра пирӗнсӗр пуҫне урӑх никам та пулман, ҫавӑнпа та хуларан тухсан вӗсем пирӗнпе мӗн те пулин туса хурӗҫ тесе шутларӑмӑр. Анчах та веҫех йӗркеллех пулчӗ. Автобусран тухнӑ чухне эпӗ водительрен: «Ҫав арҫынсем... Вӗсем пирӗн ҫинчен пӗлесшӗн пулчӗҫ-и?» — тесе ыйтрӑм. Вара вӑл: «Эпӗ эсир кам иккенне пӗлетӗп, вӗсене те каларӑм. Ан пӑшӑрханӑр, вӗсем сире нимӗн те тумӗҫ»,— терӗ.

Робертпа Полина пӗрлешнӗ кун.

Эпир пӗрлешнӗ кун. 1977 ҫулхи март уйӑхӗ

1976 ҫулта Дублинри область конгресӗнчеa эпӗ Полина Ломакс хӗрарӑм тӑванпа, Англирен килнӗ ятарлӑ пионеркӑпа, паллашрӑм. Вӑл Иеговӑна хытӑ ӗненекен, сӑпайлӑ тата хитре хӗрарӑмччӗ. Вӑл та, унӑн шӑллӗ Рей те чӑнлӑха мӗн ачаранпах пӗлнӗ. Ҫулталӑк иртсен эпир Полинӑпа пӗрлешрӗмӗр те Ҫурҫӗр Ирландири Баллиминӑра малалла та ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр.

Пӗр вӑхӑт эпир ҫулҫӳрев ӗҫӗнче вӑй хутӑмӑр. Пирӗн района Бе́лфаст, Лондонде́рри тата ытти лӑпках мар вырӑнсем те кӗретчӗҫ. Пире тӑвансен ӗненӗвӗ мӗн тери ҫирӗп пулни тӗлӗнтеретчӗ. Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе вӗсем тарӑн тымар янӑ тӗн йӑли-йӗркисене, курайманлӑха, ҫынна камне кура уйӑрас йӑлана пӗтернӗ. Иегова вӗсене пиллени тата хӳтӗлени уҫҫӑн курӑнатчӗ.

Ирландире эпӗ 10 ҫул пурӑнтӑм. Вара 1981 ҫулта пире Галаад шкулӗнче 72-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Унтан Сьерра-Леонена (Хӗвеланӑҫ Африка) ячӗҫ.

СЬЕРРА-ЛЕОНЕ: ЧУХӐНЛӐХА ПӐХМАСӐР ИЕГОВӐНА ШАНЧӐКЛӐ ТӐВАНСЕМ

Миссионер ҫуртӗнче пирӗнпе тата 11 тӑван пурӑнатчӗ. Пирӗн пӗр кухня, виҫӗ туалет, икӗ душ, телефон, кӗпе ҫумалли тата типӗтмелли машинӑсем пурччӗ. Час-часах кӗтмен ҫӗртен электричество сӳнсе ларатчӗ. Мачча тӑрринче йӗке хӳресем чупса ҫӳретчӗҫ, путвалта вара кобрӑсем хуҫаланатчӗҫ.

Роберт ыттисемпе пӗрле плот ҫинче юханшыв урлӑ каҫать, вӗсен мотоциклӗсем те пӗрлех.

Кӳршӗри Гвинейӑна конгреса кайнӑ чухне юханшыв урлӑ каҫатпӑр

Пурӑнмалли вырӑн лайӑхах марччӗ пулин те, ырӑ хыпар сарни пире нумай савӑнӑҫ кӳретчӗ. Ҫынсем Библие хисеплетчӗҫ тата пире лайӑх итлетчӗҫ. Нумайӑшӗ Библи вӗренетчӗ тата Свидетель пулса таратчӗ. Ҫав вырӑнта пурӑнакансем мана «мистер Роберт», Полинӑна вара «миссис Роберт» тесе чӗнетчӗҫ. Анчах та каярахпа, филиалта нумай ӗҫ пулнине пула, эпӗ сахалрах ырӑ хыпар сарма пуҫласан ҫынсем Полинӑна «миссис Полина», мана вара «мистер Полина» теме пуҫларӗҫ. Ҫакӑ Полинӑна питӗ килӗшетчӗ.

Робертпа Полина ҫулсӑр-мӗнсӗр ҫӳреме пултаракан машина патӗнче тӑраҫҫӗ.

Сьерра-Леонера ырӑ хыпар саратпӑр

Нумай тӑван чухӑнччӗ. Анчах та Иегова вӗсемшӗн тӑрӑшатчӗ (Матф. 6:33). Хӑш-пӗр чухне вӑл ҫавна мӗнле туни питӗ тӗлӗнтеретчӗ. Пӗр тӗслӗх аса килет. Хӗрарӑм тӑванӑн хӑйне валли тата ачисем валли ҫимелли илмелӗх ҫеҫ укҫи тӑрса юлнӑ пулнӑ. Ҫапах та вӑл ҫав укҫана пӗр арҫын тӑвана малярирен сипленмелли эмель илмешкӗн парса янӑ. Пӗлетӗр-и, ҫав кунах кӗтмен ҫӗртен ҫав хӗрарӑм тӑван патне пӗр хӗрарӑм килсе ҫӳҫ кастарма ыйтнӑ. Ҫапла вара вӑл укҫа ӗҫлесе илнӗ. Ҫавӑн пек тӗслӗхсем нумайччӗ.

НИГЕРИ: ҪӖНӖ КУЛЬТУРӐПА ПАЛЛАШАТПӐР

Сьерра-Леонера тӑхӑр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн пире Нигерири Вефиле куҫарчӗҫ. Эпир пысӑк филиалта ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Эпӗ Сьерра-Леонера тунӑ ӗҫех тӑваттӑмччӗ. Полинӑн ҫӗнӗ ӗҫе хӑнӑхма тиврӗ, ӑна ҫӑмӑл пулмарӗ. Унччен вӑл кашни уйӑхра 130 сехет ырӑ хыпар саратчӗ тата нумай ҫынпа Библи вӗренетчӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫитӗнӳсем тунӑ. Филиалта вара ӑна ҫӗвӗ мастерскойне ячӗҫ. Унта вӑл кунӗпех тумтир ҫӗлесе-сапласа ларатчӗ. Хӑнӑхмашкӑн ӑна вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Анчах та хӑй тӑвакан ӗҫе тӑвансем хакланине ӑнланса илсен, Полина ыттисене хавхалантарма тӑрӑшма пуҫларӗ.

Нигерири йӑласем пирӗншӗн ҫӗнӗ пулчӗҫ, пирӗн нумай япалана вӗренмеллеччӗ. Пӗррехинче ман офиса пӗр арҫын тӑван кӗчӗ. Вӑл мана тин кӑна Вефиле ӗҫлеме килнӗ хӗрарӑм тӑванпа паллаштарасшӑнччӗ. Хӗрарӑм тӑвана ал парас тесе тӑрсан вӑл ман ура умне ӳксе пуҫ тайрӗ. Эпӗ шалт аптраса ӳкрӗм. Пуҫа тӳрех Апостолсен ӗҫӗсем 10:25, 26 тата Ӳлӗмхи 19:10 сӑвӑ йӗркисем пырса кӗчӗҫ. «Ӑна апла ан ту темелле мар-ши?» — тесе шутласа илтӗм. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ ҫапла та шутларӑм: «Ӑна Вефиле ӗҫлеме чӗннӗ пулсан, вӑл Библи мӗне вӗрентнине пӗлет».

Калаҫу вӗҫленичченех эпӗ хама аван мар туйрӑм. Кайран вара тӗпчесе пӑхас терӗм. Ҫӗршыври хӑш-пӗр вырӑнсенче ура умне ӳксе пуҫ таяс йӑла пулнӑ иккен. Арҫынсем те ҫапла тунӑ. Апла пулсан, хӗрарӑм тӑван хӑйсен йӑлипе килӗшӳллӗн мана хисепленине кӑтартрӗ, вӑл мана Турра пуҫҫапнӑ пек пуҫҫапасшӑн пулман. Библире те ҫавӑн пекрех тӗслӗхсем пур (1 Патш. 24:8). Ҫавӑн чухне тӑвана хам мӗн шутланине каласа аванмарлантарса яманшӑн эпӗ питӗ савӑнтӑм.

Эпир Нигерире Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ чылай тӑванпа паллашрӑмӑр. Вӗсенчен пӗри Айзая Адагбонаb. Вӑл чӑнлӑха ҫамрӑклах пӗлнӗ, кайран вара ӑна тилҫе ернӗ. Ӑна лепрозорие янӑ. Унта вӑл пӗртен-пӗр Свидетель пулнӑ. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах ҫав арҫын тӑван 30 ытла тилҫеллӗ ҫынна чӑнлӑха йышӑнма пулӑшнӑ тата лепрозорире пуху йӗркеленӗ.

КЕНИ: ТӐВАНСЕМ МАНПА ПИТӖ ТӲСӖМЛӖЧЧӖ

Кенире амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ носорог ҫурипе паллашатӑп

1996 ҫулта пире Кенири филиала ячӗҫ. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ калаҫу хыҫҫӑн эпӗ ҫав ҫӗршывра пӗрре те пулман. Эпир Вефильте пурӑнаттӑмӑр. Унта час-часах верветкӑсем — пӗчӗк симӗс упӑтесем — кӗрсе тухатчӗҫ. Вӗсем улма-ҫырла йӑтнӑ хӗрарӑм тӑвана курсан ӑна «ҫарататчӗҫ». Пӗррехинче Вефильти хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пӳлӗмӗнчи кантӑкне хупма манса кайнӑ. Каялла таврӑнсан вӑл верветкӑсен ҫемйине курнӑ, вӗсем унӑн апатне ҫинӗ. Хӗрарӑм тӑван кӑшкӑрса ярса пӳлӗмӗнчен чупса тухнӑ, упӑтесем вара ҫухӑрса кантӑкран тухса тарнӑ.

Эпир Полинӑпа суахили чӗлхипе иртекен пухӑва ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Кӑшт вӑхӑт иртсен мана пухӑвӑн кӗнеке вӗренӗвне (халӗ ӑна пухура Библи вӗренни теҫҫӗ) ирттерме ыйтрӗҫ. Анчах та эпӗ чӗлхене пӗлменпе пӗрехчӗ. Эпӗ материала маларах тӗпчеттӗм, ҫавӑнпа та ыйтӑва вуласа пама пултараяттӑм. Анчах та хуравӗсем мӗн ҫырнинчен кӑшт та пулин уйрӑлса тӑратчӗҫ пулсан эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑмччӗ. Хама питӗ аван мар туяттӑмччӗ, тӑвансене те шеллеттӗмччӗ. Тӑвансем хӑйсене мӗнле тытни ман ҫине вӑйлӑ витӗм кӳчӗ: вӗсем тӳсӗмлӗччӗ тата хӑйсене кӗҫӗне хуратчӗҫ. Тӗлпулусене мана, чӗлхене пӗлмен ҫынна, ирттерме шанса пачӗҫ вӗт.

АПШ: ЫТЛӐ-ҪИТЛӖ ПУРНӐҪА ПӐХМАСӐР ТУРРА ШАНЧӐКЛӐ ТӐВАНСЕМ

Эпир Кенире ҫулталӑк та пурӑнмарӑмӑр. 1997 ҫулта пире Бруклинри (Нью-Йорк) Вефиле чӗнчӗҫ. Ҫак ҫӗршывра ҫынсем ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ та йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарать (Ытар. 30:8, 9). Ҫапах та кунти тӑвансен те ӗненӗвӗ питӗ ҫирӗп. Вӗсем хӑйсен пурлӑхӗпе тата вӑхӑчӗпе пуяс тесе мар, Иеговӑн организацийӗн ӗҫӗ ӑнса пытӑр тесе усӑ кураҫҫӗ.

Ҫак ҫулсем хушшинче эпир тӑвансем темӗн тӗрлӗ лару-тӑрура Иеговӑна шанчӑклӑ пулнине курнӑ. Вӗсем Ирландире пусмӑра пӑхмасӑр, Африкӑра чухӑн пулнине тата Свидетельсем пулман вырӑнта пурӑннине пӑхмасӑр, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннине пӑхмасӑр Турра шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Иегова тӑвансем кирек мӗнле лару-тӑрура та хӑйне юратнине курса питӗ савӑнать.

Полинӑпа Уорвикра

Ҫулсем питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗҫ (Иов 7:6). Халӗ эпир Уорвикри тӗп управленире вӑй хуратпӑр. Пӗр-пӗрне чунтан-вартан юратакан тӑвансемпе халӗ те ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑни пире питӗ савӑнтарать. Эпир телейлӗ, мӗншӗн тесен вӑй ҫитнӗ таран Иисус Христос Патшашӑн ӗҫлесе тӑратпӑр. Вӑл вара кӗҫех хӑйне шанчӑклӑ нумай ҫынна пиллӗ (Матф. 25:34).

a Ун чухне регион конгресӗсене ҫапла тенӗ.

b Айзая Адагбона биографине 1998 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (выр.) вулама пулать, 22—27 страницӑсем. Вӑл 2010 ҫулта вилнӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр