13-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Ачасене Иегова ҫинчен вӑл тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе вӗрентӗр
«Кам пултарнӑ ӑна?» (ИС. 40:26).
11-МӖШ ЮРӐ Мӗн пултарни Турра мухтаса тӑрать
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене хӑш енчен пулӑшасшӑн?
ХАКЛӐ ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна пӗлме пулӑшса ӑна юратма вӗрентесшӗн пулнине эпир пӗлетпӗр. Анчах эпир Турра курма пултараймастпӑр-ҫке. Эсир хӑвӑр ачӑрсене Турӑ чӑнах та пуррине кӑтартма тата унпа ҫывӑхланма мӗнле пулӑшма пултаратӑр? (Иак. 4:8).
2. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑн лайӑх енӗсене пӗлме пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
2 Ачасене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тесе вӗсемпе Библи вӗренмелле (2 Тим. 3:14—17). Сӑваплӑ Ҫырура урӑх май ҫинчен те каланӑ. Ытарӑшсем кӗнекере ашшӗ хӑйӗн ывӑлне Турӑ тунӑ япаласенче унӑн лайӑх енӗсене курма пулӑшать те вӗсене асра тытма хавхалантарать (Ытар. 3:19—21). Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑпа паллашма пулӑшас тесе вӑл тунӑ япаласем ҫине тимлеттерме пултараҫҫӗ. Айтӑр ҫакна тума пулӑшакан темиҫе шухӑша пӑхса тухар.
ИЕГОВА ТУНӐ ЯПАЛАСЕМ ҪИНЕ ТИМЛЕТТЕРСЕ АЧАСЕНЕ МӖНЛЕ ВӖРЕНТМЕЛЛЕ?
3. Ашшӗ-амӑшӗсен ачисене хӑш тӗлӗшрен пулӑшмалла?
3 Библире ҫапла ҫырнӑ: «Туррӑн куҫа курӑнман лайӑх енӗсем тӗнчене тунӑранпах уҫӑмлӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир вӗсене вӑл тунӑ япаласене тӗпчесе пӗлме пултаратпӑр» (Рим 1:20). Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑр ачӑрсемпе уҫӑ сывлӑшра пулма питӗ юрататӑр пулӗ. Ҫав самантсенче вӗсене Иегова тунӑ япаласем унӑн лайӑх енӗсемпе мӗнле ҫыхӑннине курма пулӑшӑр. Ҫакна мӗнле тумаллине эсир Иисусран вӗренме пултаратӑр.
4. Турӑ тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе Иисус ҫынсене мӗнле вӗрентнӗ? (Лука 12:24, 27—30).
4 Турӑ тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе Иисус ҫынсене мӗнле вӗрентнӗ? Пӗррехинче вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫӑхансемпе лилисем ҫине пӑхма ыйтнӑ. (Лука 12:24, 27—30 вуласа парӑр.) Иисус кирек мӗнле чӗрчун е ӳсентӑран ҫинчен те калама пултарнӑ, анчах итлекенсем лайӑх пӗлекен кайӑкпа чечек ҫине тимлеттернӗ. Вӗренекенӗсем тӳпере вӗҫекен ҫӑхансене тата уйра чечеке ларнӑ лилисене курма пултарнӑ. Иисус вӗсем ҫине тӗллесе каланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӗсем ҫинчен асӑннӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренекенӗсене мӗне вӗрентнӗ-ши? Вӑл ҫӳлти Ашшӗ уҫӑ кӑмӑллӑ та ырӑ пулнине кӑтартса панӑ. Иегова ҫӑхансемпе лилисемшӗн тӑрӑшнӑ пекех, хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те тӑрантарӗ тата тӑхӑнтартӗ.
5. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иегова ҫинчен вӗрентес тесе вӑл тунӑ мӗнле япаласем ҫинчен калама пултараҫҫӗ?
5 Ашшӗ-амӑшӗсем, ачасене вӗрентнӗ чухне Иисусран тӗслӗх илес тесен мӗн тума пултаратӑр? Сӑмахран, ачана хӑвӑра килӗшекен чӗрчун е ӳсентӑран ҫинчен каласа парӑр та ӑна сӑнаса Иегова ҫинчен мӗне вӗренме пултарнине ӑнлантарӑр. Кайран ачаран ӑна мӗнле чӗрчун е чечек килӗшнине ыйтӑр. Эсир ачапа ӑна мӗн интереслентерни пирки калаҫсан, Иегова ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл сире, тен, тимлӗрех итлӗ.
6. Кристоферӑн амӑшӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
6 Ашшӗ-амӑшӗсен пӗр-пӗр чӗрчун е ӳсентӑран Иегова пирки мӗне вӗрентни ҫинчен каласа парас умӗн вӗсем ҫинчен ытларах тӗпчеме нумай вӑхӑт уйӑрмалла-и? Тӗплӗн тӗпчемесен те юрать. Иисус ҫӑхансем мӗн ҫинине тата лилисем мӗнле ӳснине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа паман. Тен, хӑш-пӗр чухне сирӗн ачана ҫутҫанталӑк ҫинчен ытларах та тӗплӗнрех каласа пани килӗшет те, анчах Иегова ҫинчен вӗрентес тесе темиҫе сӑмах калани е пӗр ыйту пани ҫителӗклӗ пулма пултарать. Кри́стофер хӑйӗн ачалӑхӗ пирки ҫапла аса илет: «Анне ахаль сӑмахсемпех таврари япаласем ҫине тимлеттерсе Иегова ҫинчен вӗрентетчӗ. Сӑмахран, тусем ҫумӗнче вӑл пире ҫапла калатчӗ: „Пӑхӑр-ха, мӗн тери ҫӳллӗ те хитре тусем! Иегова чаплӑран та чаплӑ ӳнерҫӗ, ҫапла мар-и?“ Е тинӗс хӗрринче пулнӑ чухне вӑл пире: „Мӗн тери хӑватлӑ хумсем! Иегова питӗ вӑйлӑ, килӗшетӗр-и?“ — тесе калама пултаратчӗ». Кристофер малалла ҫапла калать: «Ҫак ансат сӑмахсем питӗ витӗмлӗччӗ, пире шухӑша яратчӗҫ».
7. Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен шухӑшлама ачасене мӗнле вӗрентмелле?
7 Ачасем ӳссе пынӑҫемӗн вӗсене Иегова тунӑ япаласем ҫинчен тата вӗсем Иеговӑн лайӑх енӗсем пирки мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшлама вӗрентӗр. Сӑмахран, Турӑ пултарнӑ пӗр-пӗр япала ҫинчен ачаран ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Ун ҫине пӑхса эсӗ Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗн?» Ачан тарӑн хуравӗ сире тӗлӗнтерсе яма пултарать (Матф. 21:16).
ТУРӐ ТУНӐ ЯПАЛАСЕМ ҪИНЕ ТИМЛЕТТЕРСЕ АЧАСЕНЕ ХӐҪАН ТАТА ӐҪТА ВӖРЕНТМЕ ПУЛАТЬ?
8. Израильте ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе пӗрле ҫула тухсан вӗсен мӗнле май уҫӑлнӑ?
8 Израильте Иегова ашшӗ-амӑшӗсене ачисене килте кӑна мар, «ҫулпа пынӑ чухне» те вӗрентме хушнӑ (Сак. аст. 11:19). Ҫулсем Израильте ялсем витӗр тухнӑ. Унта вара тӗрлӗ чӗрчунсем те, кайӑксем те, чечексем те пулнӑ. Ҫулпа пынӑ чух ашшӗ-амӑшӗсен ачисемпе Иегова тунӑ япаласем ҫинчен калаҫма май уҫӑлнӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн те ҫакӑн евӗрлӗ майсем пур пулӗ. Айтӑр хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхне пӑхса тухар.
9. Эсир Пунитӑпа Катьӑран мӗне вӗренме пултаратӑр?
9 Индири пысӑк хулара пурӑнакан Пуни́та акӑ мӗн калать: «Упӑшкапа тата ачасемпе пӗрле хурӑнташсем патне яла кайсан, эпир ачасене Иегова пултарнӑ япаласем ҫинчен каласа пама тӑрӑшатпӑр. Шавлӑ хулапа танлаштарсан, ялта Иегова тунӑ япаласене курма тата вӗсем ҫинчен шухӑшлама ачасене ҫӑмӑлтарах тесе шутлатӑп». Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир ачасемпе пӗрле пӗр-пӗр илемлӗ вырӑнта вӑхӑта ирттерни яланлӑхах вӗсен асӗнче юлма пултарать. Молдовӑри Катя ҫапла калать: «Хамӑн ачалӑхри чи ӑшӑ асаилӳсем атте-аннепе хула тулашӗнче ирттернӗ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Аттепе анне мана чарӑнса тӑрса Турӑ тунӑ япаласене сӑнама тата Турӑ ҫинчен шухӑшлама мӗн ачаранпах вӗрентетчӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫавӑншӑн питӗ пархатарлӑ».
Пысӑк хулара та Иегова тунӑ япаласем ҫине тимлеттерсе ачасене унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен каласа пама пулать (10-мӗш абзаца пӑхӑр)
10. Ҫемйине хула тулашне тухса ҫӳреме йывӑр пулсан ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать? («Ашшӗ-амӑшӗсем валли» рамкӑна пӑхӑр.)
10 Хула тулашне кайса ҫӳреме май ҫук пулсан вара мӗн тумалла? Индире пурӑнакан Амо́л ҫапла калать: «Хам пурӑнакан вырӑнта ашшӗ-амӑшӗсен нумай ӗҫлеме тивет. Хула тулашне кайса ҫӳреме те самаях укҫа кирлӗ. Ҫапах та пӗчӗк паркра та е балкон ҫинче те Иегова тунӑ япаласене сӑнаса унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен калаҫма май пур». Тавралӑха тимлӗ сӑнасан Турӑ тунӑ нумай япалана килпе юнашарах курма тата ачасене вӗсем ҫине тимлеттерме пулать (Пс. 103:24). Сирӗн патра кайӑксем, хурт-кӑпшанкӑ, ӳсентӑран е тата мӗн те пулин пурах пулӗ. Германири Карина ҫапла калать: «Ача чухне аннепе пӗрле уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл яланах илемлӗ чечексем ҫине тимлеттеретчӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене питӗ юратать». Унсӑр пуҫне, пирӗн организаци Иегова пултарнийӗсем ҫинчен калакан нумай статья тата видео кӑларнӑ. Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир вӗсемпе усӑ куратӑр-и? Сирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та эсир ачасене Турӑ тунӑ япаласене сӑнама вӗрентме пултараятӑр. Халӗ вара эсир ачасене Иеговӑн хӑш лайӑх енӗсем ҫине тимлеттерме пултарнине пӑхса тухар.
«ТУРРӐН КУҪА КУРӐНМАН ЛАЙӐХ ЕНӖСЕМ... УҪӐМЛӐН КУРӐНСА ТӐРАҪҪӖ»
11. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑн юратӑвне курма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
11 Ачасене Иеговӑн юратӑвне курма пулӑшас тесе чӗрчунсем хӑйсен ҫурисене мӗнле ҫепӗҫҫӗн пӑхни ҫине тимлеттерӗр (Матф. 23:37). Тата Турӑ тунӑ япаласем мӗн тери тӗрлӗрен пулнине палӑртма пулать. Маларах асӑннӑ Карина ҫапла аса илет: «Аннепе уҫӑлма тухсан вӑл чарӑнса чечексем ҫине пӑхма сӗнетчӗ. Вӑл мана кашни чечек хӑй евӗрлӗ пулни ҫинчен тата чечек илемӗнчен Иеговӑн юратӑвӗ мӗнле курӑнни ҫинчен шухӑшлама хавхалантаратчӗ. Унтанпа чылай ҫул иртрӗ ӗнтӗ, эпӗ вара халӗ те чечексене тимлӗн сӑнатӑп. Вӗсем пӗр пек пулманни тата вӗсен илемӗ манӑн чуна савӑнтарать. Чечексем халӗ те мана Иегова хамӑра мӗн тери хытӑ юратнине аса илтереҫҫӗ».
Ачасене хамӑр тӗлӗнмелле кӗлетке ҫинчен каласа парса Турӑ мӗн тери ӑслӑ пулни ҫине тимлеттерӗр (12-мӗш абзаца пӑхӑр)
12. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑн ӑслӑлӑхне курма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? (Псалом 138:14). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
12 Хӑвӑрӑн ачӑрсене Туррӑн ӑслӑлӑхне курма пулӑшӑр. Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ пирӗннинчен чылай ирттерет (Рим 11:33). Ҫакна палӑртас тесе эсир ачана, сӑмахран, ҫапла калама пултаратӑр: «Пӗлӗтсем ҫине пӑх-ха. Вӗсенче питӗ нумай шыв. Ҫапах та вӗсем тӳпере мӗн тери ҫӑмӑллӑн шуса ҫӳреҫҫӗ» (Иов 38:36—38). Унсӑр пуҫне, пирӗн кӗлеткене мӗн тери тӗлӗнмелле туни ҫинчен та калама пулать. (Псалом 138:14 вуласа парӑр.) Владимир пӗррехинче акӑ мӗнле тунӑ. Вӑл калать: «Пирӗн ывӑл велосипед ҫинчен ӳксе чӗркуҫҫине чӗрсе ячӗ. Темиҫе кунран суранӗ тӳрленчӗ. Вара эпир арӑмпа пӗрле ӑна Иегова пирӗн кӗлеткене хӑйне хӑй тӳрленмелле тунӑ терӗмӗр. Ҫынсем вара хӑйне хӑй тӳрлетме пултаракан механизмсене тума пултараймаҫҫӗ тесе ӑнлантартӑмӑр. Сӑмахран, машина аварие лекнӗ хыҫҫӑн хӑйне хӑй юсаймасть. Хӑйӗнпе мӗн пулса тухни пирӗн ывӑла Иегова питӗ ӑслӑ пулнине курма пулӑшрӗ».
13. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иеговӑн хӑватне курма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? (Исаия 40:26).
13 Иегова пире тӳпенелле пӑхса хӑйӗн хӑвачӗ ҫинчен шухӑшлама хавхалантарать. Унӑн иксӗлми вӑйне пула ҫӑлтӑрсем тӳпере хӑйсен вырӑнӗсенче тытӑнса тӑраҫҫӗ. (Исаия 40:26 вуласа парӑр.) Эсир те ачасемпе тӳпе ҫине пӑхса вӗсем унта мӗн курни ҫинчен ыйтса пӗлме пултаратӑр. Тайваньри Тинти́н ятлӑ хӗрарӑм тӑван ачалӑхне аса илсе ҫапла калать: «Пӗррехинче эпир аннепе похода кайрӑмӑр. Каҫпа эпир ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса лартӑмӑр. Эпир хуларан аякра пулнӑран вӗсем питӗ лайӑх курӑнатчӗҫ. Ун чухне мана шкулта пӗрле вӗренекенсем питӗ вӑйлӑ хӗсетчӗҫ. Ҫавӑнпа Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлаймастӑп пуль тесе пӑшӑрханаттӑмччӗ. Анне мана ҫав пур ҫӑлтӑра та тумашкӑн Иеговӑна мӗн тери пысӑк хӑват кирлӗ пулни ҫинчен шухӑшлама хавхалантарчӗ. Вара вӑл Иегова сана та пур йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшас тесе ҫав вӑйпах усӑ курма пултарать тесе шантарчӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн манӑн Иегова ҫинчен ытларах пӗлес килсе кайрӗ тата уншӑн ӗҫлес кӑмӑл ҫирӗпленчӗ».
14. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене Иегова телейлӗ Турӑ пулнине курма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
14 Иегова пултарнийӗсенчен вӑл телейлӗ Турӑ тата пире те савӑнӑҫлӑ пултарасшӑн пулни курӑнать. Учёнӑйсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, чӗрчунсенчен ытларахӑшӗ, ҫав шутрах кайӑксемпе пулӑсем те, выляма юратаҫҫӗ (Иов 40:15). Ачасем чӗрчунсем мӗнле вылянине сӑнаса кулнине эсир пӗрре анчах мар курнӑ пулӗ. Тен, вӗсем кушак ҫури ҫӑмха хыҫҫӑн чупса ҫӳренине е йытӑ ҫурисем пӗр-пӗринпе вылянине пӑхса хӗпӗртенӗ. Тепрехинче сирӗн ачасем чӗрчунсен тыткаларӑшне пӑхса ахӑрнӑ чухне вӗсене эпир телейлӗ Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнине аса илтерӗр (1 Тим. 1:11, ҪТ).
ИЕГОВА ТУНӐ ЯПАЛАСЕНЕ СӐНАСА ПӖТӖМ ҪЕМЙИПЕ САВӐНӐР
Уҫӑ сывлӑшра, тен, ачасем хӑйсене ирӗклӗрех туйӗҫ тата вӗсене хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каласа пама ҫӑмӑлтарах пулӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)
15. Ачисен шухӑшӗсене пӗлме ашшӗ-амӑшӗсене мӗн пулӑшма пултарать? (Ытарӑшсем 20:5). (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
15 Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗсем ачин темӗнле йывӑрлӑх пуррине туяҫҫӗ, анчах та ӑна нимӗнле те калаҫтарса яраймаҫҫӗ. Эсир те ҫавӑн пекрех лару-тӑрӑва лекнӗ пулсан, ачан шухӑшӗсене пӗлме тӑрӑшӑр. (Ытарӑшсем 20:5 вуласа парӑр.) Нумай ашшӗ-амӑшӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ҫакна ачисемпе пӗрле уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта ирттернӗ чухне тума ҫӑмӑлтарах. Мӗншӗн? Сӑмахран, ҫавӑн пек чухне ачисене те, ашшӗ-амӑшӗсене те чӑрмантараканни сахалтарах. Тайваньре пурӑнакан Масахи́ко арҫын тӑван тепӗр сӑлтав ҫинчен калать: «Ачасемпе уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта пӗрле ирттернӗ чухне, тӗслӗхрен, ту ҫине хӑпарнӑ чухне е пляжра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, вӗсем ялан тенӗ пекех хӑйсене ирӗклӗрех туяҫҫӗ. Ҫавна пула пире вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме ҫӑмӑлтарах». Маларах асӑннӑ Катя та ҫапла калать: «Шкул хыҫҫӑн эпир аннепе час-часах илемлӗ парка ҫӳреттӗмӗр. Ҫав лӑпкӑ вырӑнта мана хама мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен тата шкулта мӗн пулса иртни ҫинчен аннене каласа пама ҫӑмӑлтарахчӗ».
16. Мӗнле майпа ҫемьесем Иегова тунӑ япаласем хушшинче вӑхӑта пӗрле ирттерме пултараҫҫӗ?
16 Ҫемьесем уҫӑ сывлӑшра Иегова пултарнийӗсем хушшинче канса вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттерме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ ҫемьене ҫирӗплетет. Библире «кулмалли вӑхӑт» тата «ташламалли вӑхӑт» пур тенӗ (Еккл. 3:1, 4). Иегова ҫӗр ҫинче нумай илемлӗ вырӑн тунӑ. Эпир унта хамӑр юратнӑ ӗҫсене тума пултаратпӑр. Нумай ҫемьене вӑрманта уҫӑлса ҫӳреме, ту ҫине хӑпарма е тинӗс хӗрринче канма килӗшет. Ачасем паркра чупса ҫӳреме, выляма, шывра ишме тата чӗрчунсене сӑнама юратаҫҫӗ. Илемлӗ вырӑнта Иегова тунӑ япаласене пӑхса савӑнмашкӑн пирӗн майсем питӗ нумай.
17. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗсен ачисене Иегова тунӑ япаласем ҫине пӑхса савӑнма вӗрентмелле?
17 Ҫӗнӗ тӗнчере ашшӗ-амӑшӗпе ачисен Иегова тунӑ япаласемпе киленсе савӑнмашкӑн нумай май уҫӑлӗ. Пирӗн чӗрчунсенчен шикленмелле пулмӗ, вӗсем те пирӗнтен хӑрамӗҫ (Ис. 11:6—9). Ун чухне эпир Иегова хамӑра парнеленӗ япаласемпе пӗр вӗҫӗмсӗр савӑнма пултарӑпӑр (Пс. 21:27). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене халех, ҫӗнӗ тӗнче ҫитичченех, Турӑ ҫинчен каласа парӑр тата вӑл пултарнисем ҫине пӑхса савӑнма вӗрентӗр. Вара, тен, сирӗн ачасем Давид патша каланӑ сӑмахсемпе килӗшӗҫ. Вӑл Иеговӑна: «Санӑн ӗҫӳсем пек ӗҫсем те ҫук»,— тесе каланӑ (Пс. 85:8).
134-МӖШ ЮРӐ Ачасем — Турӑ панӑ еткер
a Нумай христианин ача чухне Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле уҫӑ сывлӑшра вӑхӑта ирттернине ӑшӑ туйӑмпа аса илет. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ Иегова ҫинчен каласа парас тесе ҫав самантсемпе усӑ курнине халӗ те астӑваҫҫӗ. Сирӗн ачасем пур пулсан, вӗсене Иеговӑн лайӑх енӗсене пӗлме пулӑшас тесе вӑл тунӑ япаласем ҫине мӗнле тимлеттерме пулать? Айтӑр пӑхса тухар.