Эсир астӑватӑр-и?
Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?
Иегова хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхать тата эпир унран мӗне вӗренме пултаратпӑр?
Иегова хӗрарӑмсем арҫынсенчен япӑхрах тесе шутламасть. Вӑл вӗсене итлет. Хӗрарӑм мӗн туйни тата мӗн пирки пӑшӑрханни Иеговӑшӑн пурпӗрех мар. Вӑл вӗсене тӗрлӗ ӗҫсем шанса парать (w24.01, 15—16 страницӑсем).
Эфес 5:7-мӗшӗнче «вӗсемпе ан явӑҫӑр» тенипе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен мӗн тумалла?
Павел Турӑ куҫӗ умӗнче усал тӑвакан ҫынсемпе хутшӑнасран асӑрхаттарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсемпе хутшӑнсан пире Библири нормӑсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма йывӑртарах пулӗччӗ. Ҫавӑн пек ҫынсемпе хальхи вӑхӑтра тӗл пулса кӑна мар, социаллӑ сетьсенче те хутшӑнма пулать (w24.03, 22—23 страницӑсем).
Хамӑра мӗнле-мӗнле суя информацирен хӳтӗлемелле?
Пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен суя информаци пирӗн пата тӗрлӗ майпа ҫитме пултарать. Сӑмахран, туссем информацие тӗрӗслемесӗрех пире каласа пама е ярса пама пултараҫҫӗ. Е пирӗн пата электронлӑ ҫыру килме пултарать. Унсӑр пуҫне, эпир хӑйсене Библипе интересленекен пек кӑтартакан чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсене тӗл пулма пултаратпӑр (w24.04, 12-мӗш страница).
Иегова Соломон пирки, унсӑр пуҫне, ҫӗре шыв илнӗ чухне тата Содомпа Гоморрӑна пӗтернӗ чухне вилнӗ ҫынсем пирки мӗнле приговор йышӑнасси ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр, мӗне вара пӗлместпӗр?
Эпир Иегова вӗсене ӗмӗрлӗхех пӗтерме приговор йышӑннӑ тесе ҫирӗппӗн калама пултараймастпӑр. Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: йышӑну тунӑ чухне пирӗн хӗрхенекен Турӑ пур факта та шута илӗ (w24.05, 3—4 страницӑсем).
Мӗншӗн Иеговӑна чул хысакӗпе танлаштарнӑ? (Сак. аст. 32:4, ҪТ).
Эпир Иеговӑра хӳтлӗх шырама пултаратпӑр. Вӑл шанӑҫа тивӗҫлӗ Турӑ, хӑй сӑмах панисене яланах пурнӑҫлать. Иегова улшӑнмасть: хӑй те улшӑнмасть, хӑйӗн тӗллевне те улӑштармасть (w24.06, 26—28 страницӑсем).
Ҫӗнӗ пухӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшӗ?
Иеговӑна шанӑр. Вӑл хӑйӗн авалхи ӗҫлекенӗсене пулӑшнӑ пек сире те пулӑшӗ. Ҫӗнӗ пухӑва унчченхипе ан танлаштарӑр. Пуҫаруллӑ пулӑр тата ҫӗнӗ туссем тупӑр (w24.07, 26—28 страницӑсем).
Матфей 25-мӗш сыпӑкри Иисус каласа панӑ виҫӗ ытарӑшран эпир мӗне вӗренетпӗр?
Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен каласа панӑ ытарӑш шанчӑклӑ пулмаллине тата чунтан парӑнмаллине кӑтартса парать. Ӑслӑ-тӑнлӑ тата ӑссӑр хӗрсем пирки калакан ытарӑш хатӗр пулмаллине тата сыхӑ тӑмаллине палӑртать. Талантсем ҫинчен калакан ытарӑш вара ӗҫчен пулма хавхалантарать (w24.09, 20—24 страницӑсем).
Соломон храмӗн умӗнчи пӑлтӑрӗ мӗн ҫӳллӗш пулнӑ?
2 Ҫулсеренхи 3:4-мӗшӗнче Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче храм умӗнчи пӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗ «120 чике», е урӑхла каласан, 53 метр, тенӗ. Анчах та шанӑҫа тивӗҫлӗ урӑх алҫырусенче Соломон храмӗн пӑлтӑрӗн ҫӳллӗшӗ 20 чике, е 9 метра яхӑн, тесе ҫырнӑ. Пӑлтӑрӑн стенисен хулӑнӑшне шута илсен, пӑлтӑрӑн ҫӳллӗшӗ 20 чике тени тӗрӗсрех пек туйӑнать (w24.10, 31-мӗш страница).
«Пухура пулӑшаканӑн пӗр арӑм пулмалла» тени мӗне пӗлтерет? (1 Тим. 3:12).
Христианинӑн пӗр хӗрарӑма ҫеҫ качча илмелле тата аскӑн ӗҫ тумалла мар. Унӑн хӑйӗн арӑмне шанчӑклӑ пулмалла тата ытти хӗрарӑмсемпе якӑлтатмалла мар (w24.11, 19-мӗш страница).
Мӗншӗн Иоанн 6:53-мӗшӗнчи сӑмахсем Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗпе ҫыхӑнман тесе калама пулать?
Иоанн 6:53-мӗшӗнче ҫынсен Иисусӑн кӗлеткине ҫимелле тата унӑн юнне ӗҫмелле тенӗ. Иисус ҫак сӑмахсене пирӗн эрӑри 32-мӗш ҫулта Галилейӑра еврейсене — камӑн ӑна ӗненмелле пулнӑ, ҫавсене — каланӑ. Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявне вара Иисус ҫулталӑк иртсен Иерусалимра пуҫарса янӑ. Унта пуласлӑхра Иисуспа пӗрле патшара ларакансем пулнӑ (w24.12, 10—11 страницӑсем).