Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 февраль 8—13 с.
  • Иегова пире каҫарать. Ҫакӑ мӗнле усӑ парать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова пире каҫарать. Ҫакӑ мӗнле усӑ парать?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ҪЫЛӐХА СИРСЕ ЯРАТЬ
  • ИЕГОВА ҪЫЛӐХА ҪУСА ТАСАТАТЬ
  • ИЕГОВА ПИРӖНПЕ ХӐЙӖН ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЕ МАЙЛАШТАРАТЬ
  • ИЕГОВА КАҪАРНИНЕ ХАКЛӐР
  • Иегова пире каҫарать. Мӗншӗн эпир ӑна ҫакӑншӑн пархатарлӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова каҫарнӑ ҫылӑхсене манать-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2017
  • Иегова пек каҫараканни урӑх никам та ҫук
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иегова каҫарни саншӑн мӗне пӗлтерет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 февраль 8—13 с.

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

15-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн малтанхи Ывӑлне мухтавлӑр!

Иегова пире каҫарать. Ҫакӑ мӗнле усӑ парать?

«Эсӗ каҫаратӑн» (ПС. 129:4).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫак статьяра эпир Библири темиҫе сӑнара пӑхса тухатпӑр. Вӗсем пире Иегова каҫарнине ытларах хаклама пулӑшӗҫ.

1. Ҫын «каҫаратӑп» тени мӗне пӗлтерме пултарать?

«ЭПӖ САНА КАҪАРАТӐП». Хӑвӑр кӳрентернӗ ҫын ҫавӑн пек сӑмахсем каласан, эсир ҫӑмӑллӑх туятӑр пулӗ. Анчах та ҫавӑн пек каланипе ҫын чӑннипех мӗн каласшӑн-ши? Вӑл сирӗн ҫине кӳренсе ҫӳремест тата эсир каллех туссем пулма пултаратӑр тесшӗн-ши? Е вӑл ҫакӑн ҫинчен урӑх калаҫасшӑн пулманран ҫакӑн пек калать-ши? Куратпӑр ӗнтӗ, ҫын «каҫаратӑп» тени тӗрлӗ япалана пӗлтерме пултарать.

2. Библире Иегова каҫарни пирки мӗн каланӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

2 Псалом юрлакан Иегова пирки: «Эсӗ каҫаратӑнa, Санӑн умӑнта хӑраса тӑччӑр», — тенӗ (Пс. 129:4). Иегова пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, каҫарни эпир пӗр-пӗрне каҫарнинчен тӗпрен уйрӑлса тӑрать. Иегова каҫарнӑ пек урӑх никам та каҫармасть. Хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисенче Иегова каҫарни пирки каланӑ чухне пӗр еврей сӑмахӗпе усӑ курнӑ, ҫынсем каҫарни пирки каланӑ чухне вара — урӑх сӑмахпа.

3. Иегова каҫарни ҫынсем каҫарнинчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? (Исаия 55:6, 7).

3 Иегова кама та пулин каҫарнӑ чухне унӑн ҫылӑхӗсене тасатать. Вара ҫыннӑн Турӑпа каллех лайӑх хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ. Эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн ҫылӑхсене йӑлтах каҫарать, тата вӑл ҫавна нумай хутчен тӑвать. (Исаия 55:6, 7 вуласа парӑр.)

4. Чӑн-чӑн каҫарни мӗн иккенне Иегова пире мӗнле ӑнланма пулӑшать?

4 Иегова мӗнле каҫарни эпир мӗнле каҫарнинчен ҫав тери уйрӑлса тӑрать пулсан, эпир, ҫитменлӗхлӗ ҫынсем, чӑн-чӑн каҫарни мӗн иккенне ӑнланма пултаратпӑр-и? Пултаратпӑр. Пире ҫавна ӑнланма пулӑшас тесе Иегова илемлӗ сӑнарсемпе усӑ курать. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисене пӑхса тухатпӑр. Ҫак сӑнарсем урлӑ Иегова хӑй мӗнле каҫарнине тӗрлӗ майпа кӑтартать. Эпир Иегова ҫылӑха мӗнле сирсе янине тата пирӗнпе хӑйӗн хушшинчи пӑсӑлнӑ хутшӑнусене мӗнле майлаштарнине курӑпӑр. Ҫак сӑнарсене пӑхса тухни пире хамӑрӑн ырӑ та хӗрхенекен Аттене пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ.

ИЕГОВА ҪЫЛӐХА СИРСЕ ЯРАТЬ

5. Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине мӗнпе танлаштарма пулать?

5 Библире ҫылӑхсене час-часах йывӑр ҫӗклемпе танлаштарнӑ. Давид патша хӑй мӗн туйни ҫинчен акӑ мӗн каланӑ: «Ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ӗҫӗмсем пуҫ тӳпинчен те иртсе кайрӗҫ, мана йывӑр ҫӗклем пек пусса тӑраҫҫӗ» (Пс. 37:5). Анчах та Иегова ӳкӗнекен ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫарать (Пс. 24:18; 31:5). «Каҫарма» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ, тӗпрен илсен, «ҫӗклеме» е «йӑтса пыма» тенине пӗлтерет. Иегова пирӗн хулпуҫҫи ҫинчен ҫылӑх ҫӗклемне илет те йӑтса пырать теме пулать.

Пысӑк алӑ арҫын тӑванӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен пысӑк йывӑр миххе илет.

«Каҫартӑн» (Пс. 31:5)


6. Иегова пирӗн ҫылӑхсене мӗн тери аякка илсе каять?

6 Иегова пирӗн ҫылӑхсене мӗн тери аякка илсе кайнине тепӗр сӑнар кӑтартса парать. Псалом 102:12-мӗшӗнче: «Тухӑҫ анӑҫран епле аякра, йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене Вӑл пирӗнтен ҫапла аякка сирчӗ», — тенӗ. Тухӑҫпа анӑҫ пӗр-пӗринчен питӗ аякра, вӗсем иккӗшӗ те пӗр вырӑнта нихӑҫан та пулма пултараймаҫҫӗ. Урӑхла каласан, Турӑ пирӗн ҫылӑхсене калама ҫук аякка илсе каять. Ҫапла Иегова хӑй пире йӑлтах каҫарнине кӑтартать.

Хӗвел анать.

«Тухӑҫ анӑҫран епле аякра» (Пс. 102:12)


7. Иегова пирӗн ҫылӑхсемпе мӗн тӑвать? (Михей 7:18, 19).

7 Эппин, Иегова пирӗн ҫылӑхсене аякка илсе каять. Анчах та малалла вӑл вӗсемпе мӗн тӑвать? Вӗсене ӑҫта та пулин упрать-ши? Ҫук. Езекия патша Иегова пирки: «Манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн», — тенӗ (Ис. 38:9, 17). Куҫ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑрать: Иегова ӳкӗннӗ ҫыннӑн ҫылӑхӗсене илет те вӗсем ҫине пӑхас мар тесе вӗсене кӑларса пӑрахать. Ҫак сӑмахсене ҫапла та куҫарма пулать: «Эсӗ манӑн ҫылӑхсене пулман пекех турӑн». Ҫавӑн пекрех шухӑш Михей 7:18, 19 сӑвӑ йӗркисенче те (вуласа парӑр) пур. Унта Иегова пирӗн ҫылӑхсене тинӗс авӑрне путарать тенӗ. Ӗлӗк-авал тинӗс тӗпне ӳкнӗ япалана тупма май пулман.

Ӳкерчӗксем: 1) пысӑк йывӑр миххе Иеговӑн тӳпери престолӗ хыҫне пӑрахнӑ; 2) пысӑк йывӑр михӗ тинӗс тӗпне анать.

«Манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн» (Ис. 38:17)

«Эсӗ пирӗн пӗтӗм ҫылӑха тинӗс авӑрне путарӑн» (Мих. 7:19)


8. Ҫак статьян малтанхи пайӗнчен эпир мӗн пӗлтӗмӗр?

8 Ҫак сӑнарсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ чухне вӗсене йӑлтах сирсе ярать, пирӗн хамӑра айӑпласа пурӑнмалла ан пултӑр тет. Давид ҫапла каланӑ: «Камӑн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарнӑ, камӑн ҫылӑхӗсене манӑҫа хӑварнӑ, ҫавӑ телейлӗ. Камӑн ҫылӑхне Иегова асра тытмасть, ҫав ҫын телейлӗ» (Рим 4:7, 8). Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл чӑн-чӑн каҫарни!

ИЕГОВА ҪЫЛӐХА ҪУСА ТАСАТАТЬ

9. Иегова пире йӑлтах каҫарнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

9 Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова ӳкӗнекен ҫынсен ҫылӑхӗсене ҫуса тасатма пултарать. Айтӑр ҫакна кӑтартакан Библири ытти сӑнарсене пӑхса тухар. Иегова, сӑнарлӑ каласан, ҫыннӑн ҫылӑхӗсене ҫуса тасатать те ҫын таса пулса тӑрать (Пс. 50:9; Ис. 4:4; Иер. 33:8). Ҫакӑ мӗн парать? Иегова хӑй калать: «Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп; йӑмӑх хӗрлӗ пулсассӑн — шурӑ ҫӑм пек шуратӑп» (Ис. 1:18). Тумтире мӗнпе те пулин хӗрлипе вараласан, ӑна ҫуса тасатма питӗ йывӑр. Ҫапах та Иегова сирӗн ҫылӑхӑрсене ҫуса тасатӑп та вӗсен йӗрӗ те юлмасть тесе шантарать.

Хӗрарӑм тӑванӑн шурӑ футболки ҫинче пысӑк хӗп-хӗрлӗ вараланчӑк. Каярахпа хӗрарӑм тӑван ҫав футболкӑпах, футболки — тап-таса.

«Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп» (Ис. 1:18)


10. Иегова пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнине Библире мӗнле кӑтартнӑ?

10 Унчченхи статьяра ҫылӑхсене парӑмсемпе танлаштарма пулать тенӗччӗ (Матф. 6:12; Лука 11:4). Эпир мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ умӗнче пысӑк парӑмлӑ. Эпир ҫылӑх тунӑ чухне кашнинче вара ҫав парӑм ӳссех пырать. Анчах та Иегова пире каҫарнӑ чухне вӑл ҫак парӑма пӑрахӑҫлать теме пулать. Вӑл пире хӑй каҫарнӑ ҫылӑхшӑн явап тыттармасть. Парӑмне каҫарнӑ ҫын питӗ савӑнать. Эпир те Иегова пире каҫарнине пӗлсен хамӑра ҫавӑн пек туятпӑр.

Алӑсем хут листине ҫураҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын тӑван чун-чӗререн кӗлтӑвать.

«Пирӗн парӑмсене каҫар» (Матф. 6:12)


11. Библире пирӗн ҫылӑхсем тасалӗҫ тенине мӗнле ӑнланмалла? (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19).

11 Апостолсен ӗҫӗсем 3:19 вуласа парӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче «каҫарӑнӗҫ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «тасалӗҫ» тенине те пӗлтерме пултарать. Иегова пирӗн парӑмсене, е ҫылӑхсене, пӑрахӑҫлать кӑна мар, вӑл вӗсене тасатать. Калӑпӑр, эсир пӗр-пӗр ҫын умӗнче парӑмлӑ пулса тӑнӑ. Вӑл сирӗн парӑм пирки ҫырнине туртса хурать. Ҫавах та туртса хунӑ цифрӑсем курӑнаҫҫӗ. Анчах та туртса хурас вырӑнне ҫырнине тасатма та пулать. Авалхи вӑхӑтра чернила мӗнрен тунине аса илер. Ӑна хӑрӑмпа сӑмалана шывпа хутӑштарса тунӑ, ҫавӑнпа та ҫын йӗпе губка илсе мӗн ҫырнине шӑлса тасатма пултарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унччен мӗн ҫырнине никам та курма пултарайман. Ҫапла майпа тасатнӑ хыҫҫӑн парӑм нихӑҫан та пулман пек пулнӑ. Ҫавӑн пекех Иегова та пирӗн ҫылӑхсене пӑрахӑҫлать кӑна мар, вӑл вӗсене пӗтӗмпех тасатать. Ҫавӑншӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ (Пс. 50:11).

Губка тытнӑ алӑ хут ҫинче ҫырнине ҫуса тасатать.

«Вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ [е, тасалӗҫ]» (Ап. ӗҫ. 3:19)


12. Иегова ҫӑра пӗлӗтсем ҫинчен каланипе пире мӗне вӗрентет?

12 Хӑй ҫылӑхсене йӑлтах каҫарнине кӑтартмашкӑн Иегова тепӗр сӑнарпа та усӑ курать. Вӑл ҫапла калать: «Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп [«ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплӑп», ҪТ]» (Ис. 44:22). Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ чухне вӗсене ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплать теме пулать. Вара ҫылӑхсене вӑл та курмасть, эпир те курмастпӑр.

Ҫӑра пӗлӗтсем.

«Санӑн ҫылӑхусене ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплӑп» (Ис. 44:22, ҪТ)


13. Иегова сирӗн ҫылӑхсене каҫарсан, эсир мӗн туятӑр?

13 Ҫак сӑнарсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова пире каҫарсан, пирӗн хамӑра тек айӑпласа ҫӳремелле мар, ҫав ҫылӑхсенчен мӗн виличченех тасалаймӑпӑр тесе те шутламалла мар. Иисус Христосӑн юнӗ пирӗн парӑмсене йӑлтах пӑрахӑҫлать, вӗсем пирки ҫырса хуни те юлмасть. Эпир ӳкӗнсен Иегова пире шӑп ҫапла каҫарать те.

ИЕГОВА ПИРӖНПЕ ХӐЙӖН ХУШШИНЧИ ХУТШӐНУСЕНЕ МАЙЛАШТАРАТЬ

Хӗрарӑм тӑван паркра шухӑшласа тӑрать.

Ҫӳлти Атте пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине пула эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. Иегова пире каҫарни пирки мӗншӗн пирӗн иккӗленмелле мар? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

14 Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине пула эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Вӑл пире каҫарсан, эпир хамӑра тек айӑпласа ҫӳреместпӗр. Турӑ халӗ те пирӗн ҫине ҫилленет тата пире наказани пама май шырать тесе пирӗн хӑраса пурӑнмалла мар, мӗншӗн тесен Иегова нихӑҫан та ун пек тумасть. Вӑл каҫаратӑп тет пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки иккӗленмелле мар. Иеремия пророк Туррӑн сӑмахӗсене ҫырса хунӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп» (Иер. 31:34). Павел апостол та Еврейсем 8:12-мӗшӗнче ҫав шухӑшах каланӑ. Иегова «аса илмӗп» тенине мӗнле ӑнланмалла?

Арҫын тӑван тӳпенелле пӑхса тӑрать.

«Вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп» (Иер. 31:34)


15. Иегова сирӗн ҫылӑхсене «урӑх аса илмӗп» тенине мӗнле ӑнланмалла?

15 Библире «аса илнӗ» тени унччен мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшланине кӑна пӗлтермест, вӑл кам та пулин мӗн те пулин тунине пӗлтерме пултарать. Сӑмахран, Иисуспа юнашар ҫакӑнса тӑнӑ вӑрӑ-хурах ҫапла каланӑ: «Иисус, Патша пулса тӑрсан, аса илсем мана» (Лука 23:42, 43). Ҫакӑн пек каланипе вӑл хӑйӗн ҫинчен шухӑшлама кӑна ыйтман, хӑйӗншӗн темскер тума ыйтнӑ. Иисус вара ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах панӑ. Ҫавӑнпа та Иегова сирӗн ҫылӑхсене «урӑх аса илмӗп» тени ҫылӑхсене каҫарнине пӗлтерет. Вӑл ҫав ҫылӑхсемшӗн халӗ те, пуласлӑхра та наказани памӗ.

16. Библи пире кампа танлаштарать?

16 Тата тепӗр сӑнара пӑхса тухар. Вӑл пире Иегова каҫарнине пула илнӗ ирӗклӗхе тата ытларах хаклама пулӑшӗ. Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран Библи пирӗн пирки «ҫылӑх чурисем» тет. Анчах Иегова каҫарнине пула эпир ҫак чуралӑхран хӑтӑлтӑмӑр (Рим 6:17, 18; Ӳлӗм. 1:5). Ҫын нумай ҫул хушши чуралӑхра пулнӑ хыҫҫӑн ирӗке тухсан питӗ савӑнать. Эпир те ҫавӑн пекех савӑнатпӑр.

Тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ алӑсем сӑнчӑра татаҫҫӗ.

«Эсир унччен ҫылӑх чурисем пулнӑ... ...Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чурисем пулса тӑтӑр» (Рим 6:17, 18)


17. Мӗншӗн Иегова каҫарни пире сыватать теме пулать? (Исаия 53:5).

17 Исаия 53:5 вуласа парӑр. Библире тепӗр сӑнар пур: ҫылӑхлӑ ҫынсене вилмеллех чирленӗ ҫынсемпе танлаштарнӑ. Анчах та Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине пула эпир сывалнӑ (1 Пётр 2:24). Ҫылӑх хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене хавшатать, тӳлесе илме панӑ парнене пула вара ҫав хутшӑнусем каллех лайӑхланаҫҫӗ. Ҫын хытӑ чирленӗ хыҫҫӑн сывалсан питӗ хытӑ савӑнать. Эпир те «сывалсан», урӑхла каласан, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярсан тата каллех ӑна юрӑхлӑ пулса тӑрсан, питӗ савӑнатпӑр.

Ӳкерчӗксем: Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем лайӑхланаҫҫӗ: 1) Иисус асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑрать; 2) арҫын тӑван паркра кӗлтуса ларать.

«Эпир... Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ» (Ис. 53:5)


ИЕГОВА КАҪАРНИНЕ ХАКЛӐР

18. Иегова мӗнле каҫарнине кӑтартакан сӑнарсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир мӗн пӗлтӗмӗр? («Иегова мӗнле каҫарать?» рамкӑна та пӑхӑр.)

18 Иегова мӗнле каҫарнине кӑтартакан сӑнарсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Каҫарнӑ чухне вӑл пирӗн ҫылӑхсене йӑлтах каҫарать тата ҫав ҫылӑхсемшӗн пуласлӑхра пире наказани памасть. Ҫавна пула пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттепе лайӑх хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ. Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: каҫарни вӑл — парне. Ӑна эпир илме тивӗҫлӗ пулнӑран мар, Иегова пире юратнӑран тата вӑл хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартнӑран илетпӗр (Рим 3:24).

Ҫак статьяра пӑхса тухнӑ сӑнарсем. Ӳкерчӗксем: вӑл ҫылӑха сирсе ярать: 1) «Каҫартӑн»: пысӑк алӑ арҫын тӑванӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен пысӑк йывӑр миххе илет; 2) «Тухӑҫ анӑҫран епле аякра»: хӗвел анать; 3) «Манӑн пур ҫылӑхӑма Хӑвӑн ҫурӑму хыҫне пӑрахрӑн»: пысӑк йывӑр миххе Иеговӑн тӳпери престолӗ хыҫне пӑрахнӑ; 4) «Эсӗ пирӗн пӗтӗм ҫылӑха тинӗс авӑрне путарӑн»: пысӑк йывӑр михӗ тинӗс тӗпне анать. Ӳкерчӗксем: вӑл ҫылӑха ҫуса тасатать: 1) «Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп»: хӗрарӑм тӑванӑн шурӑ футболки ҫинче пысӑк хӗп-хӗрлӗ вараланчӑк. Каярахпа хӗрарӑм тӑван ҫав футболкӑпах, футболки — тап-таса; 2) «Пирӗн парӑмсене каҫар»: алӑсем хут листине ҫураҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра арҫын тӑван чун-чӗререн кӗлтӑвать; 3) «Вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ [е, тасалӗҫ]»: губка тытнӑ алӑ хут ҫинче ҫырнине ҫуса тасатать; 4) «Санӑн ҫылӑхусене ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплӑп»: ҫӑра пӗлӗтсем. Ӳкерчӗксем: вӑл пирӗнпе хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене майлаштарать: 1) «Вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп»: арҫын тӑван тӳпенелле пӑхса тӑрать; 2) «Эсир унччен ҫылӑх чурисем пулнӑ... ...Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чурисем пулса тӑтӑр»: тимӗр тӑлӑпа тӑлланӑ алӑсем сӑнчӑра татаҫҫӗ; 3) «Эпир... Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ»: Иисус асап юпи ҫинче ҫакӑнса тӑрать; тепӗр ӳкерчӗк ҫинче: арҫын тӑван паркра кӗлтуса ларать.

19. а) Эсир Иеговӑна мӗншӗн пархатарлӑ? (Рим 4:8). ӑ) Тепӗр статьяран эпир мӗн пӗлӗпӗр?

19 Рим 4:8 вуласа парӑр. Иегова хамӑра каҫарнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ (Пс. 129:4). Анчах вӑл пире каҫартӑр тесен пирӗн хамӑрӑн та темскер тумалла. Иисус ҫапла каланӑ: «Енчен те эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫылӑх тӑвакансене каҫармастӑр пулсан, ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ» (Матф. 6:14, 15). Ҫавӑнпа та ыттисене каҫарма пирӗн Иеговӑран вӗренмелле. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшӗ? Ҫакӑн ҫинчен эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова пирӗн ҫылӑхсене сирсе янине Библи мӗнле кӑтартать?

  • Иегова пирӗн ҫылӑхсене ҫуса тасатнине Библи мӗнле кӑтартать?

  • Иегова каҫарнине эсир мӗншӗн хаклатӑр?

46-МӖШ ЮРӐ Иегова, сана тав тӑватпӑр

a «Каҫаратӑн» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахне ҫавӑн пекех «эсӗ чӑннипех каҫаратӑн» тесе куҫарма та пулать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр