УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Куҫкӗскипе тӗрӗс усӑ курӑр
Иаков Библие куҫкӗскипе танлаштарнӑ, мӗншӗн тесен Библи пире эпир мӗнлерех ҫынсем пулнине курма пулӑшать (Иак. 1:22—25). Ҫак сӑнарлӑ куҫкӗскипе тӗрӗс усӑ курас тесен мӗн тумалла?
Тимлӗ вулӑр. Ҫын куҫкӗски ҫине хӑвӑрт ҫеҫ пӑхса илет пулсан, хӑйӗн мӗн тӳрлетмеллине асӑрхамасан та пултарать. Библи вуланӑ чухне те хамӑрта мӗн улӑштармаллине курас тесен ӑна тимлӗ вуламалла.
Ыттисем ҫине мар, хӑвӑр ҫине пӑхӑр. Куҫкӗски ҫине айккинчен пӑхсан, унта хамӑра мар, урӑх ҫынна курма пулать. Библи вуланӑ чухне те ҫакӑн пекки пулма пултарать: эпир хамӑрӑн ҫитменлӗхсем ҫинчен шутлас вырӑнне ыттисен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен шутлама пултаратпӑр. Анчах та ҫакӑн пек туни пире лайӑхланса пыма пулӑшмӗ.
Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр. Куҫкӗски ҫине пӑхнӑ чухне хамӑрӑн кӑлтӑксене ҫеҫ куратпӑр пулсан, эпир кулянса ӳкме пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех, Библи вуланӑ чухне те пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулса хамӑртан ытлашшине кӗтмелле мар, мӗншӗн тесен Иегова пирӗнтен ытлашшине кӗтмест (Пс. 102:14).