Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 апрель 14—19 с.
  • Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ПИРӖН ПӖР-ПӖРИНПЕ ҪЫВӐХЛАНМАЛЛА?
  • ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛӖР
  • «СИРӖН ХУШШӐРТА ПАЙЛАНСА КАЯССИ АН ПУЛТӐР»
  • «ПИРӖН ЧУН-ЧӖРЕРЕН ЮРАТМАЛЛА, ЮРАТНИНЕ ӖҪПЕ КӐТАРТМАЛЛА»
  • Иегова сире ҫепӗҫҫӗн юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Пирӗншӗн «Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей»!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • «Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 апрель 14—19 с.

16-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

87-МӖШ ЮРӐ Кил те хавхалану ил!

Пухури тӑвансемпе туссем пулӑр

«Тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (ПС. 132:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Пухури тӑвансемпе ҫывӑхланма мӗн пулӑшать тата вӗсемпе туслӑ пулни мӗнле пиллӗхсем парать?

1, 2. Иегова ҫынсем ҫине мӗнле пӑхать тата вӑл пирӗнтен мӗн кӗтет?

ЭПИР хамӑра ытти ҫынсемпе мӗнле тытни Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иисус ҫывӑх ҫынсене хамӑра юратнӑ пек юратмалла тесе вӗрентнӗ (Матф. 22:37—39). Ҫавӑнпа та эпир ыттисемпе — вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеҫҫӗ-и, ӗҫлемеҫҫӗ-и — ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр. Ҫапла тунипе эпир Турӑран тӗслӗх илетпӗр, вӑл вара «хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать тата ҫумӑрне те тӳррисем ҫине те, тӳрӗ маррисем ҫине те ҫутарать» (Матф. 5:45).

2 Иегова пӗтӗм этемлӗхе юратать, анчах хӑйне итлесе пурӑнакансене вӑл хытӑрах юратать (Иоанн 14:21). Вӑл пирӗнтен те хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ыттисенчен ытларах юратасса кӗтет. Ҫавӑнпа вӑл пире пӗр-пӗрне «хытӑ» тата «чун-чӗререн» юратма хавхалантарать (1 Пётр 4:8; Рим 12:10). Апла пулсан, пухури тӑвансене пирӗн хамӑрӑн пӗртӑвансене е ҫывӑх туссене юратнӑ пек юратмалла.

3. Ҫак абзацран эпир юрату пирки мӗн пӗлтӗмӗр?

3 Юратӑва килти чечекпе танлаштарма пулать. Чечек лайӑх ӳстӗр тесен ӑна шӑварса тӑмалла. Павел апостол христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Пӗр-пӗрне тӑванла юратма ан пӑрахӑр» (Евр. 13:1). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсен хушшинчи юрату ӳссе пытӑр тет. Ҫак статьяра эпир мӗншӗн пирӗн тӑвансемпе ҫывӑхланмаллине тата ҫавна мӗнле тумаллине пӑхса тухатпӑр.

МӖНШӖН ПИРӖН ПӖР-ПӖРИНПЕ ҪЫВӐХЛАНМАЛЛА?

4. Хамӑрӑн тӑванлӑха хаклама пире мӗн пулӑшӗ? (Псалом 132:1). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

4 Псалом 132:1 вуласа парӑр. Псалом юрлакан Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ пулни «ырӑ» та «илемлӗ» тенӗ. Вӑл ҫырнӑ сӑмахсемпе эпир килӗшетпӗр. Анчах эпир хамӑр тӑванлӑха хаклама пӑрахма та пултаратпӑр. Ҫакӑн пек тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Калӑпӑр, пӗр ҫын кашни кун пысӑк илемлӗ йывӑҫ патӗнчен иртсе каять. Анчах та вӑл унӑн илемне асӑрхамасть. Ҫавӑн пекех эпир те хамӑрӑн тӑвансем пӗрлӗхре пурӑнни мӗн тери илемлӗ пулнине асӑрхамасан та пултаратпӑр. Пухури тӑвансене эпир час-часах, тен, эрнере темиҫе хут та куратпӑр. Вӗсене хаклама пӑрахас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн вӗсем пухушӑн тата хамӑршӑн мӗн тери хаклӑ пулни ҫинчен шухӑшламалла. Ҫакна туни пире вӗсене хытӑрах юратма пулӑшӗ.

Ӳкерчӗксем: 1) хӗрарӑм тӑван илемлӗ йывӑҫ ҫине пӑхса савӑнать; 2) каярахпа вӑл регион конгресӗнче хӗрарӑм тӑвана ыталать. Юнашар тӑвансем савӑнса пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ.

Хамӑрӑн тӑвансем пӗрлӗхре пурӑнни мӗн тери илемлӗ пулнине асӑрхама тӑрӑшӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. Эпир пӗр-пӗрне юратни урӑх ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

5 Пирӗн тӗлпулусене пӗрремӗш хут килнӗ хӑш-пӗр ҫынсем эпир пӗр-пӗрне юратнине курсан питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем чӑнлӑха тупнине ӑнланса илеҫҫӗ. Иисус ҫапла каланӑ: «Сирӗн хушшӑрта юрату пулсан, пурте эсир манӑн вӗренекенсем пулнине пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35). Акӑ Марийӑн тӗслӗхӗ. Вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗреннӗ. Хӗрарӑм тӑван ӑна регион конгресне чӗннӗ. Конгресӑн пӗрремӗш кунӗнчех Мария ҫапла каланӑ: «Аттепе анне мана нихӑҫан та ыталаман. Кунта вара мана пӗр кун хушшинчех 52 хут ыталарӗҫ! Ҫак ҫынсем урлӑ Иегова мана хытӑ юратнине кӑтартрӗ. Эпӗ те ҫак юратакан ҫемьен пайӗ пуласшӑн». Мария малалла та Библи вӗреннӗ тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тунӑ. 2024 ҫулта вара вӑл шыва кӗнӗ. Чӑнах та, пирӗн ырӑ ӗҫсем тата эпир пӗр-пӗрне юратни нумай ҫынна Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама хавхалантарать (Матф. 5:16).

6. Пухури тӑвансемпе туслӑ пулни пире мӗнле хӳтӗлет?

6 Пухури тӑвансемпе туслӑ пулни пире хӳтӗлеме пултарать. Павел апостол христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Улталама пултаракан ҫылӑха пула кутӑн пулса каяс мар тесе... кашни кун пӗр-пӗрне хавхалантарӑр» (Евр. 3:13). Эпир ӗмӗт татӑлнине пула тата хуйхӑрнине пула тӗрӗс ҫулран пӑрӑнма пуҫласассӑн, Иегова пире пӗр-пӗр тимлӗ тӑван урлӑ пулӑшма пултарать (Пс. 72:2, 16, 17, 23). Пирӗн ҫавӑн пек туссем пулни мӗн тери лайӑх!

7. Юрату пӗрлӗхе упрама мӗнле пулӑшать? (Колоссӑ 3:13, 14).

7 Пӗтӗм тӗнчери тӑвансем пӗр-пӗрне юратнине кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ нумай пиллӗх кӳрет (1 Иоанн 4:11). Сӑмахран, юрату пире пӗр-пӗрин ҫитменлӗхӗсене чӑтма хавхалантарать, ҫакӑ вара пӗрлӗхе упрама пулӑшать (Колоссӑ 3:13, 14 вуласа парӑр; Эф. 4:2—6). Пухура тӑвансем хушшинче пулма питӗ кӑмӑллӑ, ҫакӑн пек ӑшӑ хутшӑнусене ҫак тӗнчере урӑх ниҫта та тупаймастӑн.

ПӖР-ПӖРНЕ ХИСЕПЛӖР

8. Иегова пире пӗрлӗхре пурӑнма мӗнле пулӑшать?

8 Пӗтӗм тӗнчери тӑвансем пӗрлӗхре пурӑнни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ҫакӑн пек пӗрлӗх Иеговӑна пула ҫеҫ пулма пултарать. Вӑл пире, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене, пӗрлештерчӗ (1 Кор. 12:25). Библире каланӑ тӑрӑх, «пӗр-пӗрне юратма» пире Турӑ хӑй вӗрентет (1 Фес. 4:9). Ҫакна вӑл мӗнле тӑвать? Библи урлӑ вӑл пире пӗр-пӗринпе туслӑ пулма пулӑшакан канашсем парать. Туррӑн Сӑмахне тӗпчесен тата унта мӗн ҫырнине тытса тӑрсан, эпир Иеговӑна хамӑра вӗрентме май паратпӑр (Евр. 4:12; Иак. 1:25). Пӗтӗм тӗнчипе пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем ҫавна тума тӑрӑшаҫҫӗ те.

9. Рим 12:9—13 сӑвӑ йӗркисенчен пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен эпир мӗне вӗренетпӗр?

9 Турӑ Сӑмахӗ пире пӗр-пӗриншӗн лайӑх туссем пулма мӗнле пулӑшать? Павел апостол Рим 12:9—13 сӑвӑ йӗркисенче ҫавӑн пирки мӗн каланине пӑхса тухар (вуласа парӑр). Асӑрхӑр-ха, вӑл: «Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр», — тенӗ. Ҫак сӑмахсене пурнӑҫра эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Пирӗн пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине кӑтартма майсем шырамалла. Сӑмахран, эпир уҫӑ кӑмӑллӑ пулма, пӗр-пӗрне хӑнана чӗнме тата пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарма пултаратпӑр (Эф. 4:32). Ҫакна ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр, вара эсир телейлӗрех пулатӑр. Мӗншӗн тесен Иисус ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать» (Ап. ӗҫ. 20:35).

10. Пӗр-пӗрне пулӑшас тӗлӗшрен ӗҫчен пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

10 «Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр» тенӗ хыҫҫӑнах Павел: «Ӗҫчен пулӑр, ан кахалланӑр», — тенӗ. Ӗҫчен ҫын тӑрӑшса ӗҫлет. Ӑна мӗн те пулин тума хушсан, вӑл ҫавна туса пӗтермесӗр хӑвармасть. Ытарӑшсем 3:27, 28 сӑвӑ йӗркисенче ҫапла ҫырнӑ: «Аллунта ҫынна пулӑшмалӑх хевте пур чухне ҫитменнипе тертленекене ырӑлӑх тумасӑр ан тӑр». Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр тӑвана пулӑшу кирлине курсан, эпир ӑна хӑвӑртрах пулӑшма тӑрӑшатпӑр, вӑраха ямастпӑр тата ӑна кам та пулин урӑххи пулӑшӗ-ха тесе шутласа тӑмастпӑр (1 Иоанн 3:17, 18).

Ҫамрӑк арҫын тӑван пусма ҫинче тӑрать, вӑл ватӑ арҫын тӑванӑн пӳрт тӑррине ҫулҫӑсенчен тасатать.

Кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пирӗн хамӑрӑн пулӑшу сӗнмелле (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пире мӗн пулӑшӗ?

11 Пӗр-пӗрне хисепленине кӑтартмалли тепӗр май вӑл — пӗр-пӗрне каҫарни. Пире кам та пулин кӳрентерсен, эпир ӑна хӑвӑртрах каҫарма тӑрӑшатпӑр. Эфес 4:26-мӗшӗнче: «Хӗвел анса лариччен сирӗн ҫилӗ иртсе кайтӑр», — тенӗ. Ҫакӑн пек туни мӗншӗн питӗ кирлӗ? 27-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек тусан эпир Шуйттана хамӑр ҫине витӗм кӳме памастпӑр. Иегова хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире пӗр-пӗрне каҫармалли ҫинчен аса илтерсех тӑрать. Колоссӑ 3:13-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пӗр-пӗрне пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарӑр». Хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетес тесен пирӗн пӗр-пӗрне каҫарма вӗренмелле. Ҫакӑ пире пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тата пӗрлӗхе упрама пулӑшӗ (Эф. 4:3).

12. Иегова пире пӗр-пӗрне каҫарма мӗнле пулӑшать?

12 Паллах, хамӑра кӳрентернӗ ҫынна каҫарма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Анчах святой сывлӑш пулӑшнипе эпир ҫавна тума пултаратпӑрах. «Пӗр-пӗрне тӑванла, чун-чӗререн юратӑр» тата «ӗҫчен пулӑр» тенине вуланӑ хыҫҫӑн эпир Библире ҫакӑн пек сӑмахсем тупатпӑр: «Святой сывлӑш сире хастарлӑ пулма хавхалантарса тӑтӑр». Апла пулсан, святой сывлӑш пире Турӑ мӗн тума ыйтнине туса тӑрас тӗлӗшрен хастарлӑ пулма пулӑшма пултарать. Акӑ мӗншӗн Иеговӑран святой сывлӑш ыйтсах тӑмалла (Лука 11:13).

«СИРӖН ХУШШӐРТА ПАЙЛАНСА КАЯССИ АН ПУЛТӐР»

13. Мӗне пула пирӗн хушӑра пайланса каясси пулма пултарать?

13 Пухура тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫын пур (1 Тим. 2:3, 4). Ҫавна пула мӗн тӑхӑнас, мӗнле сипленес тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен эпир тӗрлӗ йышӑнусем тума пултаратпӑр (Рим 14:4; 1 Кор. 1:10). Асӑрхануллӑ пулмасан, ҫакӑ пире пайласа яма пултарать. Ҫавӑнпа та пирӗн эпӗ лайӑхрах пӗлетӗп тесе ыттисене хамӑр пек тутарттармалла мар. Ҫапла эпир пӗр-пӗрне юратма Турӑран вӗреннине кӑтартӑпӑр (Флп. 2:3).

14. Пирӗн яланах мӗн тума тӑрӑшмалла тата мӗншӗн?

14 Унсӑр пуҫне, пухура пайланса каясси ан пултӑр тесен пирӗн ыттисене хавхалантарса, ҫирӗплетсе тӑмалла (1 Фес. 5:11). Кам ырӑ хыпар калама е пухусене ҫӳреме пӑрахнӑ тата кама пухуран кӑларса янӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ юлашки вӑхӑтра каялла таврӑнаҫҫӗ. Вӗсене курма эпир питӗ хавас! (2 Кор. 2:8). Вунӑ ҫул хушши тӗлпулусене ҫӳремен пӗр хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залне килсен акӑ мӗн каланӑ: «Мана йӑл кулса, ал парса кӗтсе илчӗҫ» (Ап. ӗҫ. 3:19). Ҫавӑн пек ӑшшӑн кӗтсе илни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл ҫапла калать: «Иегова хӑй мана алран тытса эпӗ каллех телейлӗ пулма пултаракан вырӑна илсе килнӗ пек туйӑнчӗ». Эпир ыттисене ҫирӗплетме тӑрӑшатпӑр пулсан, Христос «йывӑр ӗҫлесе халтан кайнисене тата йывӑр ҫӗклем йӑтса ҫӳрекенсене» вӑй кӗртес тесе пирӗнпе усӑ курма пултарать (Матф. 11:28, 29).

15. Пӗрлӗхе упрама пире тата мӗн пулӑшӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

15 Пӗрлӗхе упрама пире тата мӗн пулӑшӗ? Мӗн каласси пирки маларах шухӑшлани. Иов 12:11-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Сӑмаха илтекенӗ хӑлха мар-и? ҫимӗҫ тутине туяканӗ чӗлхе мар-и?» Хӑй хатӗрленӗ апатне хӑнасене лартса париччен ҫын ӑна тутанса пӑхать. Ҫавӑн пекех пирӗн те мӗн те пулин калас умӗн лайӑх шухӑшламалла (Пс. 140:3). Эпир хамӑрӑн сӑмахсем ыттисене хавхалантарччӑр, ҫирӗплетчӗр, яланах усӑ паччӑр тетпӗр (Эф. 4:29).

Арҫын тӑван хатӗрленӗ апатне хӑнасене лартса париччен ӑна тутанса пӑхать.

Мӗн каласси пирки маларах шухӑшлӑр, сӑнарлӑ каласан, сӑмахсен тутине пӗлме тӑрӑшӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр)


16. Уйрӑмах камӑн хавхалантаракан сӑмахсем калама тӑрӑшмалла?

16 Уйрӑмах упӑшкасен тата ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен сӑмахӗсемпе хавхалантарма тӑрӑшмалла (Кол. 3:19, 21; Тит 2:4). Старейшинӑсен те Иеговӑн сурӑхӗсене хавхалантармалла тата йӑпатмалла (Ис. 32:1, 2; Гал. 6:1). Ахальтен мар Библире: «Вӑхӑтра каланӑ сӑмах мӗн тери лайӑх!» — тесе каланӑ (Ытар. 15:23).

«ПИРӖН ЧУН-ЧӖРЕРЕН ЮРАТМАЛЛА, ЮРАТНИНЕ ӖҪПЕ КӐТАРТМАЛЛА»

17. Тӑвансене чун-чӗререн юратма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Иоанн апостол пирӗн «сӑмахпа е чӗлхепе ҫеҫ юратмалла мар, пирӗн чун-чӗререн юратмалла, юратнине ӗҫпе кӑтартмалла» тенӗ (1 Иоанн 3:18). Эпир тӑвансене чун-чӗререн юратасшӑн. Ҫакӑн пек юратас тесен мӗн тумалла? Мӗн чухлӗ ытларах эпир тӑвансемпе вӑхӑта пӗрле ирттеретпӗр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсемпе ҫывӑхланса пыратпӑр тата ҫавӑн чухлӗ ытларах вӗсене юрататпӑр. Ҫавӑнпа та вӗсемпе хутшӑнма майсем шырӑр. Сӑмахран, вӗсемпе пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тата ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫӑр. Вӗсем патне хӑнана ҫӳрӗр, хӑвӑр пата та вӗсене чӗнӗр. Ҫакӑн пек тунипе эпир пӗр-пӗрне юратма Турӑран вӗреннине кӑтартӑпӑр (1 Фес. 4:9). Вара эпир «тӑванпа тӑван пӗрле пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ» пулнине яланах курса тӑрӑпӑр (Пс. 132:1).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗринпе ҫывӑхланмалла?

  • Пӗр-пӗрне хисеплес тӗлӗшрен хамӑр пӗрремӗш утӑм мӗнле тума пултаратпӑр?

  • Пӗрлӗхе упрама пире мӗн пулӑшӗ?

90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр