УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
Хӑвӑрӑн чӗрене хатӗрлӗр
Библи тӗпченӗ чухне эпир Иеговӑн шухӑшӗсем пирӗн чӗре ҫине, урӑхла каласан, пирӗн шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм ҫине, витӗм кӳччӗр тетпӗр. Ҫавӑнпа та Туррӑн Сӑмахне тӗпчемешкӗн пирӗн хамӑрӑн чӗрене хатӗрлемелле. Ҫак тӗлӗшрен Ездра питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Иеговӑн законне тӗпчеме хӑйӗн чӗрине хатӗрленӗ (Езд. 7:10, ҪТ). Чӗрене хатӗрлес тесен мӗн тумалла?
Кӗлтӑвӑр. Библи тӗпчес умӗн кашнинчех кӗлтӑвӑр. Иеговӑран кӗлӗре хӑвӑр мӗн пӗлнине ӑнланма тата пурнӑҫа кӗртме пулӑшма ыйтӑр (Пс. 118:18, 34).
Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр. Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем Библие ӑнланмашкӑн хӑйсене пулӑшу кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫынсене Турӑ чӑнлӑха уҫса памасть (Лука 10:21). Хӑвӑр мӗн пӗлнипе ыттисене тӗлӗнтерес тесе ан тӗпчӗр. Хӑвӑрӑн хӑш-пӗр енчен улшӑнмаллине куртӑр пулсан, хӑвӑра кӗҫӗне хурса улшӑнма тӑрӑшӑр.
Пирӗн юрӑсене итлӗр. Музыка пирӗн чӗре ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та вӗренме пуҫлас умӗн пирӗн юрӑсенчен пӗрне итлетпӗр пулсан, ҫакӑ хамӑрӑн чӗрене Иеговӑран вӗренме хатӗрлӗ.