Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ijwbq 155 статья
  • Библире парасси пирки мӗн каланӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Библире парасси пирки мӗн каланӑ?
  • Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Библире мӗн каланӑ?
  • Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра сӑвӑнтарать?
  • Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра хурлантарать?
  • Уҫӑ кӑмӑлпа пани савӑнӑҫ парать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
  • Уҫӑ кӑмӑллисем телейлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Чи лайӑх парне парнелес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2017
Библи: ыйтусем тата хуравсем
ijwbq 155 статья
Арҫын аллинче парне

Библире парасси пирки мӗн каланӑ?

Библире мӗн каланӑ?

Библи пире ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне ҫавна хаваспах тата тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа тума хавхалантарать. Ҫакӑ илекеннине те, параканнине те савӑнӑҫ парать (Ытарӑшсем 11:25; Лука 6:38). Иисус Христос ҫапла каланӑ: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать» (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35).

  • Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра сӑвӑнтарать?

  • Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра хурлантарать?

  • Библире парасси ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем

Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра сӑвӑнтарать?

Эпир хаваспах, хамӑр ирӗкпе пани Турра савӑнтарать. «Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Коринф 9:7, Ҫӗнӗ Халал).

Турра тӗрӗс пуҫҫапакансем парасса та чун-чӗререн параҫҫӗ (Иаков 1:27). Ыттисене хаваспах пулӑшакан ҫын Турра юрӑхлине тӑвать, Турӑ вара хӑй ҫав ҫынна парӑмлӑ тесе шутлать (Ытарӑшсем 19:17). Библире хаваспах паракан ҫынсене Турӑ пиллетех тенӗ (Лука 14:12—14).

Мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пани Турра хурлантарать?

Ҫын хӑйӗншӗн ҫеҫ шухӑшлать пулсан. Сӑмахран, вӑл:

  • ыттисене тӗлӗнтересшӗн пулсан (Матфей 6:2);

  • мӗн те пулин пани вырӑнне каялла мӗн те пулин илесшӗн пулсан (Лука 14:12—14);

  • Турӑ тивлетне, е ырӑлӑхне, туянасшӑн пулсан (Апостолсен ӗҫӗсем 8:20).

Ҫын мӗн парать, ҫавӑ ыттисене Турра юрӑхсӑр ӗҫсене е йӑласене тума хавхалантарать пулсан. Сӑмахран, ҫын укҫана азартлӑ вӑйӗсем выляса, чӗлӗм туртса, наркотикпе е эрехпе иртӗхсе пӗтерет пулсан, ӑна укҫа пани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ (1 Коринф 6:9, 10; 2 Коринф 7:1). Ҫын хӑйне пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме пултарнӑ ҫӗртенех ӗҫлесшӗн мар пулсан, ӑна та укҫа-тенкӗпе пулӑшни йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ (2 Фессалоника 3:10).

Ҫын хӑйне Турӑ шанса панӑ тивӗҫе тӑвасшӑн мар пулсан. Библире ҫемье пуҫӗн хӑйӗн килӗнчисемшӗн тӑрӑшмалла тесе каланӑ (1 Тимофей 5:8). Вӑл ҫемйинчен ытларах ыттисемшӗн тӑрӑшать пулсан, ҫапла вӑл хӑйне тӗрӗс мар тытать. Ҫавӑн пекех Иисус хӑйсен ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхасшӑн пулман ҫынсене сивленӗ. Вӗсем хӑйсене тӳрре кӑларас тесе хӑйсен укҫи-тенкине «Турӑ валли» уйӑрса хутӑмӑр тенӗ (Марк 7:9—13).

Библире парасси ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем

Ытарӑшсем 11:25: «Ыттисене пулӑшакан чуна ырлӑх-пурлӑх ҫитӗ, ыттисене ӗҫтерекене хӑйне те ӗҫтерӗҫ».

Пӗлтерӗшӗ. Ыттисене пани паракана та, илекене те усӑ парать.

Ытарӑшсем 19:17: «Чухӑна пулӑшакан Ҫӳлхуҫана кивҫен парать, Вӑл ӑна ырӑ ӗҫӗшӗн ырӑпа тавӑрать».

Пӗлтерӗшӗ. Нушаланакана пулӑшакан ҫынна Иегова парӑмлӑ тесе шутлать, ҫавӑнпа вӑл ӑна пиллеме сӑмах парать.

Матфей 6:2: «Ырӑлӑх тунӑ чухне ан шавла, хӑйсене ҫын мухтатӑр тесе... икӗ питлӗ ҫынсем ҫапла тӑваҫҫӗ».

Пӗлтерӗшӗ. Пирӗн ыттисене хамӑр ҫине пӑхтарас тесе памалла мар.

Апостолсен ӗҫӗсем 20:35: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать».

Пӗлтерӗшӗ. Хаваспах пани телей кӳрет.

2 Коринф 9:7: «Пурсӑр та кӑмӑл курса, кӳренмесӗр, хӑвӑр ирӗкӗрпе парӑр: хӑй ирӗкӗпе паракана Турӑ юратать».

Пӗлтерӗшӗ. Хамӑр ирӗкпе пани Турра савӑнтарать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр