Хушса пани
^ 1 3-мӗш абзац. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсенчен килмен сӑлтавсене пула, сӑмахран йывӑр чирленӗрен, тӗлпулусене пӗрмаях ҫӳреймеҫҫӗ. Иегова вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланнине тата хӑйне пуҫҫапас тесе вӗсем мӗн тума пултарнине пурне те питӗ хакланине ҫирӗп шанма пултараҫҫӗ. Старейшинӑсем ҫав хыпарҫӑсене пулӑшма пултараҫҫӗ, тӗслӗхрен, тӗлпулӑвӑн программине телефонпа е аудио ҫырӑвӗсем туса итлеттерме пултараҫҫӗ.