Сноска
b Ӗлӗк-авал египтянсем 90 тӗрлӗ ҫӑкӑр тата кукӑль-икерчӗ пӗҫернӗ. Ҫапла вара ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхӗ пысӑк ҫын шутланнӑ. Эрех паракансен пуҫлӑхӗ фараона чи лайӑх эрех-сӑра парассишӗн яваплӑ тарҫӑсен ушкӑнне пӑхса тӑнӑ. Фараона хирӗҫ усал, кавар ӗҫсем тума час-часах хӑтланнӑ пирки ҫав тарҫӑсен ӑна кам та пулин наркӑмӑш ярса парса вӗлересрен те сыхламалла пулнӑ. Ҫавӑнпа эрех паракансен пуҫлӑхӗ патшан шанчӑклӑ ҫынни пулнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар.