Сноска
b ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑвана ашшӗ-амӑшӗ мӗн пӗчӗкренех кӗлтума вӗрентнӗ, вара ҫакӑ унӑн йӑлана кӗнӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл пионер пулса тӑнӑ та сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫулсем иртсен унӑн упӑшки хытӑ чирлесе ӳксен вӑл Иеговӑна йӑлӑнса пурне те чӑтса ирттерме вӑй ыйтнӑ. Халӗ те, упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн, вӑл яланах кӗлтӑвать. Вӑл Иегова унӑн кӗллисем ҫине унччен хуравланӑ пекех халӗ те хуравласса ҫирӗп шанать.