Сноска
a Ҫак статья пире Турӑ панӑ хаклӑ парнене — хамӑр пурнӑҫа — тата хытӑрах хаклама пулӑшӗ. Эпир инкек сиксе тухсан хамӑр пурнӑҫа, сывлӑха упраса хӑварма пулӑшакан канашсене тата хамӑра ӑнсӑртран хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерес мар тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех хамӑра васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ чухне хатӗр пулмашкӑн мӗн тумаллине курӑпӑр.