Вырсарникун, октябрӗн 26-мӗшӗ
Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ тӑрать, хӑйсене кӗҫӗне хуракансене вара виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартать (Иак. 4:6).
Библире Иеговӑна юратнӑ тата уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ нумай хӗрарӑм ҫинчен ҫырнӑ. Ҫав хӗрарӑмсем пур тӗлӗшрен те виҫине пӗлнӗ тата шанчӑклӑ пулнӑ (1 Тим. 3:11). Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем вӗсенчен тата хӑйсен пухӑвӗнчи чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианкӑсенчен тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑвансем, эсир лайӑх тӗслӗх кӑтартакан хӗрарӑм тӑвансене пӗлетӗр-и? Вӗсен мӗнле лайӑх енсем пур? Ҫав лайӑх енсене аталантарас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин хӑйне кӗҫӗне хурать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан хӗрарӑм тӑванӑн Иеговӑпа та, ыттисемпе те хутшӑнусем лайӑх. Сӑмахран, Иеговӑна юратакан хӗрарӑм хӑйӗн ҫӳлти Ашшӗ кама пуҫ пулма лартнӑ, ҫавсене пӑхӑнса тӑрать (1 Кор. 11:3). Ҫак принципа вӑл пухура та, ҫемьере те хӑйне кӗҫӗне хурса тытса тӑрать. w23.12 19 с., 3—5 абз.
Тунтикун, октябрӗн 27-мӗшӗ
Упӑшкасен... хӑйсен арӑмӗсене хӑйсен кӗлеткисене юратнӑ пек юратмалла (Эф. 5:28).
Иегова упӑшка арӑмне юратасса тата ӑна пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерессе кӗтет. Унсӑр пуҫне, упӑшкин арӑмӗшӗн ҫывӑх тус пулмалла тата Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене упраса хӑварма пулӑшмалла. Ҫавӑнпа та арҫын тӑвансен Иегова пек шухӑшлама вӗренмелле, хӗрарӑмсене хисеплемелле тата шанӑҫа тивӗҫлӗ пулмалла. Ҫакӑ веҫех лайӑх упӑшка тата ҫемье пуҫӗ пулма пулӑшӗ. Авлансан санӑн ачасем ҫуралма пултараҫҫӗ. Лайӑх атте пулас тӗлӗшрен Иеговӑран вӗренме пулать (Эф. 6:4). Сӑмахран, Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, юратни тата ырлани пирки калама вӑтанман (Матф. 3:17). Санӑн ачасем ҫуралсан вӗсене юрататӑп тесе каласах тӑр. Вӗсем тӑвакан ырӑ ӗҫсемшӗн, вӗсем пӗлтерӗшлех мар пулсан та, мухтаса ил. Иеговӑран тӗслӗх илекен ашшӗсем хӑйсен ачисене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Лайӑх атте пулмашкӑн эсӗ халех хатӗрленме пултаратӑн. Килтисемшӗн тата пухури тӑвансемшӗн тӑрӑш. Вӗсене юратни пирки тата мӗншӗн вӗсене хаклани пирки калама вӗрен (Иоанн 15:9). w23.12 28—29 с., 17, 18 абз.
Ытларикун, октябрӗн 28-мӗшӗ
[Иегова] сире... тӗреклентерӗ (1 Пётр 5:10).
Эпир Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулин те, ытти ҫынсем пекех, йывӑрлӑхсем тӳсме тата чирлеме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Туррӑн халӑхне курайман ҫынсем пире хирӗҫ тӑма е хӗсӗрлеме пултараҫҫӗ. Иегова пире ҫавӑн пек йывӑрлӑхсенчен хӑтармасть пулин те, пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10). Вӑл пулӑшнипе эпир савӑнӑҫлӑ пулма, тӗрӗс йышӑнусем тума тата питӗ йывӑр лару-тӑрусенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултаратпӑр. Иегова пире канӑҫлӑх паратӑп тесе шантарать (Флп. 4:6, 7). Ҫав канӑҫлӑх вӑл — хамӑрпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене пула хамӑр туякан лӑпкӑлӑх. Ку вӑл «ҫынсем ӑнланма пултарайман канӑҫлӑх». Вӑл эпир шутланинчен те чаплӑрах. Тен, хӑвӑрӑн та ҫакӑн пекки пулнӑ: хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн эсир сасартӑк хӑвӑра лӑпкӑ туйма пуҫланӑ. Шӑп ҫавӑ — Иегова паракан канӑҫлӑх. w24.01 20 с., 2 абз.; 21 с., 4 абз.