Шӑматкун, сентябрӗн 13-мӗшӗ
Эсӗ Турӑшӑн хаклӑ ҫын (Дан. 9:23, ҪТ).
Даниила тӑван килӗнчен уйӑрса аякри Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ чухне вӑл ҫап-ҫамрӑк пулнӑ. Унта ӑна тӳрех асӑрханӑ, мӗншӗн тесен вӑл «ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен пӗр кӑлтӑксӑр, хитре сӑн-питлӗ» пулнӑ тата ятлӑ-сумлӑ ҫемьерен тухнӑ. Ҫавӑнпа ӑна патша керменӗнче ӗҫлесе тӑма хатӗрлеме пуҫланӑ (Дан. 1:3, 4, 6; 1 Пат. 16:7). Даниил Иеговӑна юрама чун-чӗререн тӑрӑшнӑ, ҫавӑншӑн Иегова ӑна юратнӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Даниил 20 ҫулсенче кӑна пулнӑ, ҫапах та ӑна Иегова хӑйӗншӗн вун-вун ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ Нойпа тата Иовпа пӗр шая тӑратнӑ (Пулт. 5:32; 6:9, 10; Иов 42:16, 17; Иез. 14:14). Даниил нумай пурӑннӑ тата унӑн пурнӑҫӗнче тем те пулнӑ, Иегова вара ӑна нихӑҫан та юратма пӑрахман (Дан. 10:11, 19). w23.08 2 с., 1, 2 абз.
Вырсарникун, сентябрӗн 14-мӗшӗ
Чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне ӑнланса ил[ӗр] (Эф. 3:18).
Эсир ҫурт туянасшӑн пулсан, ӑна вак-тӗвек таранах пӑхса тухӑр пулӗ. Библи вуланӑ тата тӗпченӗ чухне те эпир ҫапларах тума пултаратпӑр. Ӑна хӑвӑрттӑн вуласа тухсан «Туррӑн сӑваплӑ сӑмахӗнчи тӗп чӑнлӑхсене» кӑна пӗлме пулать (Евр. 5:12). Ҫавӑнпа та, ҫурт илнӗ чухнехи пекех, «шала» кӗрсе вак-тӗвексене тӗпчемелле. Сӑмахран, Библи тӗпчемелли лайӑх майсенчен пӗри — унта мӗн ҫырни пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине курма тӑрӑшни. Хӑвӑр мӗне ӗненнине тата мӗншӗн ҫавна ӗненнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Турӑ Сӑмахне лайӑх ӑнланас тесен ӑна тарӑн тӗпчемелле. Павел апостол тӑвансене «чӑнлӑхӑн сарлакӑшне, вӑрӑмӑшне, ҫӳллӗшне тата тарӑнӑшне» ӑнланса илмешкӗн Сӑваплӑ Ҫырӑва тӑрӑшса тӗпчеме хавхалантарнӑ. Вара ҫав христиансем ӗненӳре тымар ярса ӗненӗвӗн «ҫирӗп никӗсӗ ҫинче» тӑма пултарнӑ пулӗччӗҫ (Эф. 3:14—19). Пирӗн те ҫаплах тумалла. w23.10 18 с., 1—3 абз.
Тунтикун, сентябрӗн 15-мӗшӗ
Тӑвансем, асапсене чӑтса ирттерес тӗлӗшрен тата тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова ячӗпе калаҫнӑ пророксенчен тӗслӗх илӗр (Иак. 5:10).
Библире тӳсӗмлӗ пулнӑ нумай ҫын ҫинчен ҫырса панӑ. Эпир вӗсем ҫинчен ытларах пӗлме тӗллев лартма пултаратпӑр. Тӗслӗхшӗн Давида илер. Вӑл ҫамрӑк пулнӑ чухнех Иегова ӑна Израиль патши пулма суйласа илнӗ. Анчах та патша пулса тӑриччен унӑн нумай ҫул кӗтме тивнӗ. Симеонпа Анна пирки калас пулсан та, вӗсем Мессия килессе кӗтнӗ май Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Лука 2:25, 36—38). Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен пурнӑҫне тӗпченӗ май хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Мӗне пула ҫак ҫын тӳсӗмлӗ пулнӑ? Тӳсӗмлӗ пулни ӑна мӗнле усӑ панӑ? Унран тӗслӗх илес тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» Тӳсӗмлӗ пулман ҫынсен тӗслӗхӗсенчен те эсир вӗренме пултаратӑр (1 Пат. 13:8—14). Сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен шутласа пӑхма пулать: мӗншӗн вӑл тӳсӗмлӗ пулман? Ҫавӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? w23.08 25 с., 15 абз.