ИЮЛӖН 21—27
ЫТАРӐШСЕМ 23
97-мӗш юрӑ тата кӗлӗ | Малтанхи сӑмахсем (1 мин.)
1. Эрех ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан ӑслӑ канашсем
(10 мин.)
Эрех-сӑра ӗҫме шутларӑр пулсан, виҫине пӗлсе ӗҫӗр (Ыт 23:20, 21; lff 43 урок, 2 пункт).
Ӗҫкӗпе иртӗхни мӗн патне илсе ҫитерме пултарассине асра тытӑр (Ыт 23:29, 30, 33—35; it-2-U 578 с., 10 абз. — 579 с., 1 абз.).
Эрех ӗҫни нимех те мар пек туйӑнма пултарать, анчах ку апла мар (Ыт 23:31, 32).
2. Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем шыратпӑр
(10 мин.)
Ыт 23:20, 21. Ӗҫсе ҫиес тӗлӗшрен Иегова пирӗнтен мӗн кӗтет? (w23.02 21 с., 6, 7 абз.).
Ку эрнере вуланӑ Библи сыпӑкӗсенче эсир мӗнле хаклӑ чӑнлӑхсем тупрӑр?
3. Библи вулани
(4 мин.) Ыт 23:1—24 (th 5 урок).
4. Калаҫу пуҫлӑр
(2 мин.) ХАЛӐХ ЙЫШЛӐ ҪӲРЕКЕН ВЫРӐНТА ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР (lmd 3 урок, 5 пункт).
5. Интереса аталантарӑр
(5 мин.) КИЛТЕН КИЛЕ ЫРӐ ХЫПАР САРАТПӐР. Ҫынна Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтарт (lmd 9 урок, 5 пункт).
6. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
(5 мин.) Библи вӗренекенпе ӑна чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума мӗн чӑрмантарни ҫинчен калаҫса ил (lmd 12 урок, 4 пункт).
35-мӗш юрӑ
7. Хӑнасене эрех-сӑра сӗнмелле-и?
(8 мин.). Сӳтсе явни.
Пӗрле пуҫтарӑннӑ чухне, сӑмахран, туй ирттернӗ чухне, хӑнасене эрех-сӑра сӗнмелле-и? Ҫакӑн пирки кашни хӑй йышӑну тӑвать. Йышӑну тӑвас умӗн Библири принципсене тата ытти япаласене шута илмелле.
ВИДЕО кӑтарт: «Туйра эрех-сӑра сӗнмелле-и?». Унтан ыйтусем пар:
Хӑнасене эрех-сӑра сӗнесси пирки йышӑну тунӑ чухне, Библири ҫак принципсем мӗнле пулӑшаҫҫӗ?
Ин 2:9. Иисус туйра шывран хӗрлӗ эрех тунӑ.
1Кр 6:10. «Ӗҫке ернисем... Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ».
1Кр 10:31, 32. «Эсир ҫиетӗр-и, ӗҫетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр. Никама та... ан кӳрентерӗр».
Тата мӗн-мӗн шута илмелле?
Йышӑну тунӑ чухне мӗншӗн Библири пӗр принципа кӑна мар, темиҫе принципа шута илмелле? (Ек 7:16—18; Рм 12:1).
8. Пухӑва мӗн кирлине шута илни
(7 мин.)
9. Пухура Библи вӗренни
(30 мин.) lfb 2 урок, 2 пайӗнчи малтанхи сӑмахсем тата 3 урок