43-мӗш юрӑ
Сыхӑ, хӑватлӑ тӑрӑр, тӗреклӗ пулӑр
1. Сыхӑ тӑрӑр, тӗрекленӗр,
Ҫирӗп пултӑр ӗненӳ.
Малалла хӑюллӑ пӑхӑр,
Вӗт пит ҫывӑх ҫӗнтерӳ.
Христос мӗн хушнине тӑватпӑр,
Эпир ҫар пек ҫирӗп тӑратпӑр.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Сыхӑ тӑрӑр, тӗреклӗ пулӑр!
Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе!
2. Сыхӑ тӑрӑр, асра тытӑр
Христос Пуҫлӑх пулнине.
Хапӑл туса тытса тӑрӑр
Чура мӗн вӗрентнине.
Старейшинӑсене те итлер,
Вӗсем панӑ канаша тимлер.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Сыхӑ тӑрӑр, тӗреклӗ пулӑр!
Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе!
3. Сыхӑ тӑрӑр, пурте пӗрле
Ыр хыпар майлӑ тӑрар.
Тӑшмансем пире чараймӗҫ
Ырӑ хыпар калама.
Янравлӑн Турра мухтав кӳрер.
Ак, Иеговӑн кунӗ пит ҫывӑх!
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Сыхӑ тӑрӑр, тӗреклӗ пулӑр!
Пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе!
(Ҫаксене те пӑх: Матф. 24:13; Евр. 13:7, 17; 1 Пет. 5:8.)