Иегова хӑйӗн халӑхне епле хӑтармаллине пӗлет
«Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран [«епле», ҪХ] хӑтармаллине... пӗлет» (2 ПЕТР 2:9, 10).
1. «Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» мӗн-мӗн пулӗ?
ТУРРӐН приговорӗ, Сатанан тӗнчи пирки йышӑннӑ приговор, кӗтмен ҫӗртен пурнӑҫланма пуҫлать (1 Фес. 5:2, 3). «Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ кунӗ» этем обществине пӑтратса-аптратса ӳкерӗ (Соф. 1:14—17). Ун чухне инкек-синкекпе хӗн-хур ҫав тери нумай пулнӑран, Библи ҫав вӑхӑт пирки «ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман» тесе калать. (Матфей 24:21, 22 вуласа пар.)
2, 3. а) «Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» Турӑ халӑхӗн мӗн курма тивӗ? ӑ) Пулас событисем умӗн пире мӗн тӗреклӗлетме пултарать?
2 «Хӑрушла асап вӑхӑчӗ» вӗҫнелле «Магог ҫӗрӗнчи Гог» Турӑ халӑхӗ ҫине юлашки хут тапӑнӗ. Ҫавӑн пек тапӑннӑ чухне «сумсӑр йышлӑ ҫар» Турӑ халӑхне хирӗҫ «хура пӗлӗт пек ҫӗкленӗ» (Иез. 38:2, 14—16). Ҫынсен нимле организацийӗ те Иеговӑн халӑхне хӳтӗлемӗ. Унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ Турӑран кӑна килӗ. Тӑшман аллинчен пӗтес хӑрушлӑх сиксе тухсан, Турӑ халӑхӗ хӑйне мӗнле тытӗ?
3 Эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлетӗн пулсан, Иегова хӑйӗн халӑхне хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлма пултарнине тата ҫӑласса ӗненетӗн-и? Петр апостол ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа сӑваплисене асапран [«епле», ҪХ] хӑтармаллине, йӗркесӗррисене... хаса памашкӑн сут кунӗ валли [«епле», ҪХ] упрамаллине пӗлет» (2 Петр 2:9, 10). Иегова хӑйӗн халӑхне ӗлӗк мӗнле ҫӑлни ҫинчен шухӑшлани пире пулас событисем умӗн тӗреклӗлетме пултарать. Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑлма пултарнине ҫирӗп ӗненме пулӑшакан виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар.
Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне панӑ ҫӑлӑнӑҫ
4. Пӗтӗм ҫӗре шыв илес умӗнхи кунсенче Туррӑн ирӗкне пурнӑҫа кӗртессинче мӗншӗн вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ?
4 Чи малтан Ной вӑхӑтӗнче пӗтӗм ҫӗре шыв илнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене пӑхса тухар. Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлассинче вӑхӑт пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Пӗтӗм ҫӗре шыв илме пуҫличчен шутсӑр пысӑк ковчег туса хурса ун ӑшне чӗрчунсем пуҫтарса кӗртмелле пулнӑ. Пултарни кӗнекере каланӑ тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗре шыв илтерме хӑҫан пуҫламаллине палӑртса хурас тесе Иегова ковчег туса пӗтерессе — ковчег тӑвасси чылая тӑсӑлсан каярах пуҫлама пулать тесе — кӗтсе тӑманни курӑнать. Ун вырӑнне, Турӑ Ноя ковчег тӑвасси ҫинчен мӗн те пулин каличчен чылай маларах пӗтӗм ҫӗре шыв илтерме пуҫламалли датӑна палӑртса хунӑ. Ҫавна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
5. Пултарни 6:3-мӗш сӑвӑ йӗркинчен эпир Иеговӑн мӗнле йышӑнӑвӗ ҫинчен пӗлетпӗр тата ӑна хӑҫан йышӑннӑ пулнӑ?
5 Библире Иегова хӑй тунӑ йышӑну ҫинчен пӗлӗтре пӗлтерни пирки каланӑ. Пултарни 6:3-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, вӑл каланӑ: «Ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул пултӑр». Иегова кунта этем вӑтамран мӗн чухлӗ пурӑнни ҫинчен каламан. Ҫакӑ вӑл суд тумалли йышӑну пулнӑ, унта Иегова ҫӗре йӗркесӗрлӗхрен хӑҫан тасатасси ҫинчен пӗлтернӗa. Пӗтӗм ҫӗре шыв илесси пирӗн эрӑчченхи 2370 ҫулта пуҫланнӑран Турӑ ҫавна пирӗн эрӑчченхи 2490 ҫулта йышӑннӑ тесе пӗтӗмлетме пулать. Ҫавӑн чухне Ной 480 ҫулта пулнӑ (Пулт. 7:6). Тепӗр 20 ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, пирӗн эрӑчченхи 2470 ҫулта, Нойӑн ывӑлӗсем ҫуралма пуҫланӑ (Пулт. 5:32). Пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен ҫӗр ҫула яхӑн вӑхӑт юлнӑ, анчах Иегова Ноя ун валли палӑртса хунӑ ятарлӑ ӗҫ ҫинчен тата ҫав ӗҫ этемлӗхе ҫӑлӑнса юлма мӗнле пулӑшни ҫинчен ун чухне те нимӗн те пӗлтермен пулнӑ. Ноя ҫавна каличчен Турӑ тата мӗн чухлӗ кӗтсе танӑ?
6. Иегова Ноя ковчег хӑҫан тума хушнӑ?
6 Иегова хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине Ноя пӗлтерес умӗн вун-вун ҫул кӗтнӗ пулас. Мӗншӗн эпир ҫавӑн пек шутлатпӑр? Библире каланӑ хыпар тӑрӑх, Турӑ Ноя ковчег тума хушнӑ чухне Нойӑн ывӑлӗсем ҫитӗнсе ҫитнӗ, авланнӑ ҫынсем пулнӑ. Иегова Ноя каланӑ: «Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗрӗҫ» (Пулт. 6:9—18). Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тума пулать: Ноя ковчег тума хушнӑ чухне пӗтӗм ҫӗре шыв иличчен 40 е 50 ҫул ҫеҫ тӑрса юлнӑ пулнӑ.
7. а) Нойпа унӑн ҫемйи ӗненӳ мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Пӗтӗм ҫӗре шыв хӑҫан илесси ҫинчен Турӑ Ноя хӑҫан каланӑ?
7 Ковчег тунӑ чухне Нойпа унӑн ҫемйи Турӑ хӑй мӗн тума шутласа хунине мӗнле пурнӑҫлӗ-ши тата пӗтӗм ҫӗре шыв илесси хӑҫан пуҫланӗ-ши тесе ыйтусем панӑ пулӗ. Анчах та пурне те пӗтӗмпех пӗлменни вӗсене ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса ҫитерме чӑрмантарайман. Библире каланӑ: «Ной пӗтӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ» (Пулт. 6:22). Ҫӗре шыв илес умӗн ҫичӗ кун маларах (Нойпа унӑн ҫемйине чӗрчунсене ковчег ӑшне кӗртме шӑп ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулнӑ) Иегова тинех Ноя пӗтӗм ҫӗре шыв илесси хӑҫан пуҫланассине пӗлтернӗ. Ҫавӑнпа та «Ной пурӑнӑҫӗн ултҫӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗмӗш кунӗнче» аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайсан, пурте хатӗр пулнӑ (Пулт. 7:1—5, 11).
8. Пӗтӗм ҫӗре шыв илесси ҫинчен калакан хыпар Иегова хӑйӗн халӑхне хӑҫан ҫӑлмаллине пӗлет тесе мӗнле шантарать?
8 Библире пӗтӗм ҫӗре шыв илни ҫинчен калакан хыпар Иегова хӑйӗн халӑхне хӑҫан тата мӗнле ҫӑлмаллине яланах пӗлсе тӑнине кӑтартса парать. Ҫак тӗнче пӗтесси ҫывхарса килнӗ май Иегова мӗн тума шутласа хунисем палӑртса хунӑ вӑхӑтра, шӑп «ҫав кунра», шӑп «ҫав сехетре», пурнӑҫланасса шанса тӑма пултаратпӑр эпир (Матф. 24:36; Аввакум 2:3 вуласа пар).
Хӗрлӗ тинӗс патӗнче панӑ ҫӑлӑнӑҫ
9, 10. Египет ҫарне капкӑна илӗртсе кӗртес тесе Иегова хӑйӗн халӑхӗпе мӗнле усӑ курнӑ?
9 Иегова хӑй мӗн тума шутласа хунипе ҫыхӑннӑ событисем хӑҫан пулмаллине пӗтӗмпех йӗркелеме пултарнине куртӑмӑр ӗнтӗ. Эпир пӑхса тухас иккӗмӗш тӗслӗх Иегова хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫламашкӑн хӑйӗн виҫесӗр вӑйӗпе усӑ курнине кӑтартса парать. Ҫакӑ вӑл хӑйӗн халӑхне ҫӑлма пултарнине ӗненме пулӑшакан тепӗр сӑлтав. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене кирек мӗнле хӑрушлӑхран та ҫӑлма пултарнӑран вӑл хӑш-пӗр чухне хӑйӗн халӑхӗпе усӑ курса тӑшмана капкӑна илӗртсе кӗртме пултарать. Вӑл израильсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ чухне шӑп ҫапла тунӑ та.
10 Египетран тухнӑ израильсен шучӗ виҫӗ миллиона яхӑн пулнӑ. Иегова вӗсене Моисей урлӑ хӑйне майлӑ ҫулпа илсе кайнӑран фараон вӗсем аташса кайнӑ тесе шутлама пуҫланӑ. (Тухни 14:1—4 вуласа пар.) Ҫав илӗртмӗше ӗненсе фараон унчченхи чурасене Хӗрлӗ тинӗс патӗнче ярса илес тесе хӑйӗн ҫарӗпе вӗсем хыҫҫӑн хӑвалама пуҫланӑ. Израильсемшӗн тарса хӑтӑлмалли нимле май та ҫук пек курӑннӑ (Тух. 14:5—10). Тӗрӗссипе каласан, вӗсемшӗн фараон ҫарӗ хӑрушлӑх пулман. Мӗншӗн? Иегова вӗсемшӗн хута кӗме хатӗр пулнӑ.
11, 12. а) Иегова хӑйӗн халӑхӗн хутне мӗнле кӗнӗ? ӑ) Турӑ ҫавӑнта хутшӑнни мӗнпе вӗҫленнӗ тата ҫавӑнтан эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлтӗмӗр?
11 Израильсене ертсе пыракан «пӗлӗт юпа» вӗсем хыҫне пырса тӑнӑ та фараон ҫарӗн ҫулне пӳлсе лартнӑ, вӗсене сӗм тӗттӗмлӗхе кӗртсе ӳкернӗ. Анчах ҫав юпа израильсене ҫӗрле тӗлӗнмелле майпа ҫутӑ парса тӑнӑ. (Тухни 14:19, 20 вуласа пар.) Унтан Иегова тухӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрекен ҫилпе усӑ курса тинӗс шывне уйӑрнӑ та «тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ». Ҫавна тума чылай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Библире каланӑ тӑрӑх, ҫил «ҫӗрӗпех» вӗрнӗ, унтан «Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варрипе типӗ ҫӗртен кайнӑ». Израильсем фараон ҫар ураписем пек хӑвӑрт пырайман. Анчах та Египет ҫыннисем вӗсене ним тусан та хӑваласа ҫитме пултарайман, мӗншӗн тесен Иегова Израиль майлӑ ҫапӑҫнӑ. Иегова «Египет ҫарне пӑлхатса янӑ; вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ» (Тух. 14:21—25).
12 Израильсем тӗрӗс-тӗкел тепӗр ҫыран ҫине тухсанах Иегова Моисея ҫапла хушнӑ: «Аллуна тинӗс ҫине тӑс, шыв ӗнтӗ Египет ҫыннисем ҫине, вӗсен урапаллӑ ҫарӗ ҫине, вӗсен юланутҫисем ҫине кайтӑр». Ҫар ҫыннисем хӑйсене хӑваласа пыракан шывран тарма пикенсе пӑхсан, «Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче... путарнӑ». Ҫӑлӑнма май пулман. «Вӗсенчен пӗри те хӑтӑлса юлайман» (Тух. 14:26—28). Ҫапла Иегова хӑйӗн халӑхне кирек мӗнле лару-тӑруран та хӑтарма вӑй пуррине кӑтартнӑ.
Иерусалима тӗп тунӑ чухне панӑ ҫӑлӑнӑҫ
13. Иисус мӗн-мӗн тума хушнӑ тата ун хыҫҫӑн пыракансене мӗнле ыйту хумхантарма пултарнӑ?
13 Хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫласа пыракан событисем мӗнле аталанса пынине Иегова тӗп-тӗрӗс пӗлет. Ҫакӑ эпир пӑхса тухакан виҫҫӗмӗш тӗслӗхрен лайӑх курӑнать. Эпир пӗрремӗш ӗмӗрте Иерусалим ҫине Рим ҫарӗ тапӑнни ҫинчен калаҫӑпӑр. Пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта Иерусалима тӗп тӑвичченех Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ Иерусалимра тата Иудейӑра пурӑнакан христиансене ҫӑлӑнмашкӑн мӗн-мӗн тума кирлине пӗлтернӗ. Иисус каланӑ: «Даниил пророк каланӑ пек, сӑваплӑ вырӑнта йӗрӗх [«ирсӗрлӗх», ҪТ] ларнине курсассӑн... Иудейӑра пурӑнакансем тусем хушшине [«ҫине», ҪХ] тарччӑр» (Матф. 24:15, 16). Анчах та пророкла сӑмахсем пурнӑҫланма пуҫланине Иисус хыҫҫӑн пыракансем мӗнле пӗлме пултарнӑ?
14. Событисем аталанса пыни Иисус мӗн-мӗн тума хушнин пӗлтерӗшне мӗнле майпа ӑнланмалла тунӑ?
14 Событисем аталанса пынӑ май Иисус каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшӗ ӑнланмалла пулса тӑнӑ. Пирӗн эрӑри 66-мӗш ҫулта Цестий Галл ертсе пыракан Рим ҫарӗ иудейсен пӑлхавне путарса лартас тесе Иерусалим патне ҫитнӗ. Иудейсен пӑлхавҫисем, зелотсем теекеннисем, храм ҫумӗнчи крепоҫе пытанса ларма хӑтлансан, Рим салтакӗсем храмӑн стени айӗнчен кӗрес тесе ҫӗр чавма пуҫланӑ. Тимлӗ христиансемшӗн ҫак ӗҫсен пӗлтерӗшӗ ӑнланмалла пулнӑ: суя тӗнлӗ халӑхӑн ҫарӗ йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ пек чыслакан штандарчӗсемпе («ирсӗрлӗхпе») храмӑн стенисем («сӑваплӑ вырӑн») патнех ҫитнӗ. Ҫакӑ Иисус хыҫҫӑн пыракансемшӗн «тусем ҫине» тармалли вӑхӑт пулнӑ. Анчах та хупӑрласа илнӗ хуларан вӗсен мӗнле-ха тухса тарас? Малалла ӗҫсем сасартӑк улшӑннӑ.
15, 16. а) Иисус мӗнле конкретлӑ хушусем панӑ тата хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене мӗншӗн вӗсене тытса тӑни кирлӗ пулнӑ? ӑ) Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ мӗнрен килӗ?
15 Цестий Галл ҫарӗ витӗмлӗ сӑлтавсӑрах Иерусалима хӑварнӑ та чакма пуҫланӑ. Зелотсем вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ. Хулара Рим ҫарӗ те, иудейсен пӑлхавҫисем те пулманран Иисус хыҫҫӑн пыракансем валли кӗтмен ҫӗртен тармалли май уҫӑлнӑ. Иисус вӗсене хӑйсемпе пӗрле япаласем илмелле мар тата пӗр тӑхтамасӑр каймалла тесе тӳррӗн каланӑ. (Матфей 24:17, 18 вуласа пар.) Чӑнах та вӑраха яма кирлӗ пулман-и? Кӗҫех ҫавӑ уҫҫӑн курӑннӑ. Тепӗр темиҫе кунтан зелотсем таврӑннӑ та Иерусалимпа Иуда ҫыннисене хӑйсемпе пӗрле пӑлхава хутшӑнма хистенӗ. Иудейсен пӗр-пӗринпе хирӗҫекен ушкӑнӗсем влаҫшӑн кӗрешме пуҫланӑран хулари пурнӑҫ хӑвӑртах япӑхланса кайнӑ. Иерусалимран тарма йывӑрлансах пынӑ. Пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта римлянсем таврӑнсан, тарма пӗр май та юлман (Лука 19:43). Тӑрса юлнисем капкӑна лекнӗ! Иисус мӗн тума хушнине итлесе тусем ҫине тарнӑ христиансем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ҫӑлмаллине пӗлнине вӗсем хӑйсем куҫӗпех курнӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
16 Христиансен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Турӑ Сӑмахӗнче тата унӑн организацийӗ мӗн каланине тытса тӑмалла пулать. Сӑмахран, Иисус тусем ҫине тарма хушни паянхи кунсемпе те ҫыхӑннӑ. Ҫавӑн пек тарасси мӗнле пуласси пире халӗ паллӑ мар-ха. Анчах ҫав хушусене пурнӑҫламалли вӑхӑт ҫитсен, Иегова вӗсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса паратех. Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ итлесе-пӑхӑнса тӑнинчен килнӗрен, пирӗн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн-мӗн тума хушни ҫине эпӗ мӗнле пӑхатӑп: вӗсене эпӗ тӳрех тытса тӑма пуҫлатӑп-и е пурнӑҫлама васкамастӑп-и?» (Иак. 3:17, ҪХ.)
Пуласлӑх валли хатӗрленнӗ
17. Пуласлӑхра Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнасси ҫинчен Аввакум пророкла калани мӗн уҫса парать?
17 Айтӑр каллех Турӑ халӑхӗ ҫине Гог тапӑнни ҫинчен калаҫар. Иезекииль пекех Аввакум пророк та ҫав вӑхӑт ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ: «Ҫакна илтрӗм те манӑн ӑшӑм-чиккӗм ҫӳҫенсе кайрӗ. Ҫав хыпартан манӑн тута чӗтреме пуҫларӗ. Манӑн шӑмӑ ӑшне ҫӗрӗк кӗчӗ. Эпӗ ҫӳҫенсе кайрӑм, анчах [Турӑран] килекен тата халӑх [Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӑратса тӑракан ҫар] ҫине тапӑнакан хӗн-асап кунне эпӗ лӑпкӑн кӗтӗп» (Аввак. 3:16, ҪТ). Пророк Турӑ халӑхӗ ҫине тапӑнасси ҫинчен илтсенех унӑн вар-хырӑмӗ пӑчӑртаннӑ, тути чӗтреме тытӑннӑ тата вӑл халран кайнӑ. Аввакум хӑйне мӗнле тытни ҫакна кӑтартса парать: Гог эшкерӗ пирӗн ҫине ҫил-тӑвӑл пек тапӑнсан, пире хамӑр лару-тӑру сехре хӑпмалла пек хӑрушӑ курӑнӗ. Анчах пророк Иегова хӑйӗн халӑхне ҫӑласса шанса Иеговӑн аслӑ кунне лӑпкӑн кӗтсе илме хатӗр пулнӑ. Эпир те ҫавнашкал ҫирӗппӗн шанса тӑма пултаратпӑр (Аввак. 3:18, 19).
18. а) Пулас тапӑнуран пирӗн мӗншӗн хӑрама кирлӗ мар? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
18 Эпир пӑхса тухнӑ виҫӗ тӗслӗх Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле хӑтармаллине пӗлсе тӑнине витӗмлӗ кӑтартса парать. Вӑл мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме нимӗн те чӑрмантарма пултараймасть, вӑл тӑшманӗсене пурпӗр ҫӗнтерет. Иеговӑн ҫав чаплӑ ҫӗнтерӗвне курас тесен пирӗн вӗҫне ҫитиччен шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Иегова пире хальхи вӑхӑтра айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма мӗнле пулӑшса тӑрать? Ҫавна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
[Сноска]
a 2010 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи брошюрӑри «Проявляйте рвение к истинному поклонению» статьяна пӑхӑр, 30—31-мӗш страницӑсем.