Чи малтан тумалли ӗҫ
1. Пирӗншӗн хаклӑ сӑваплӑ ӗҫшӗн эпир мӗн тума хатӗр?
1 Мӗншӗн пире сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма вӑхӑт уйӑрма, вӑя пама тата укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑма яланах хавхалантараҫҫӗ? Мӗншӗн тесен ырӑ хыпар сарса ҫӳресси — пур ӗҫсенчен те чи кирли. Ҫак ӗҫ — урӑх нихӑҫан та пулас ҫук ӗҫ — мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланӑ май пирӗн ҫак ӗҫе тата та хастаррӑн хутшӑнас килет (Апост. ӗҫ. 20:24).
2. Эпир ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрени мӗнле майпа Иеговӑн аслӑ ятне сӑваплӑ тума пулӑшать?
2 Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвать. Ҫынсен патшалӑхӗсем вырӑнне Иегова хӑйӗн Патшалӑхне — Иисус Христос патша пулса ертсе пыракан Патшалӑхне — лартасси пирки тата ҫак Патшалӑх ҫынсене хӗн-асап кӑтартакан пур йывӑрлӑхӗсене те татса парасси пирки эпир пӗлтерсе ҫӳретпӗр (Матф. 6:9, 10). Пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарнипе Иегова мухтава тухӗ. Ҫакна вӑл кӑна тума пултарать (Ис. 25:8; 33:24). Эпир Иегова ячӗпе каласа ҫӳретпӗр, ҫавӑнпа та хамӑра лайӑх тытнипе тата хастаррӑн ырӑ хыпар каланипе ыттисене те ӑна мухтама хавхалантарма пултаратпӑр (1 Пет. 2:12). Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракан Иеговӑн ятне пӗтӗм тӗнчипе каласа ҫӳресси вӑл — мӗн тери пысӑк чыс! (Пс. 82:19).
3. Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне йышӑнакансем мӗнле пиллӗхсем илеҫҫӗ?
3 Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать. Иегова «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Пет. 3:9). Анчах та ҫынсене вӗрентмесессӗн, Иегова умӗнче мӗн тӗрӗс е мӗн тӗрӗс маррине вӗсем мӗнле пӗлме пултарӗҫ-ха? (Иона 4:11; Рим 10:13—15). Ырӑ хыпара йышӑнсан, ҫынсен пурнӑҫӗ лайӑхланса пырать, мӗншӗн тесен вӗсем сиен кӳрекен ӗҫсене тума пӑрахаҫҫӗ (Мих. 4:1—4). Унтан та ытларах, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк илеҫҫӗ. Хастаррӑн ырӑ хыпар сарнипе тата вӗренекенсене хатӗрленипе эпир хамӑр пурнӑҫа кӑна мар, пире итлекен ҫынсен пурнӑҫӗсене те ҫӑлатпӑр (1 Тим. 4:16). Ҫак питӗ кирлӗ ӗҫе хутшӑннипе эпир чыслӑ ӗҫ тӑватпӑр!
4. Мӗншӗн пирӗн хастаррӑн Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне сармалла тата вӗренекенсене хатӗрлемелле?
4 Кӗҫех, пит пысӑк хуйхӑ вӑхӑтӗнче, ҫак йӗркесӗр тӗнче тӗппипех пӗтет. Камсем Иегова майлӑ тӑраҫҫӗ, ҫавсем ҫӑлӑнӗҫ. Ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарса ҫӳресси тата вӗренекенсене хатӗрлесси вӑл — паян туса тӑракан пур ӗҫсенчен чи пысӑк пӗлтерӗшли тата вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫ. Ҫак ӗҫ пирӗншӗн те чи малтан тумалли ӗҫ пултӑрччӗ! (Матф. 6:33).