33-мӗш юрӑ
Вӗсенчен ан хӑрӑр!
1. Малалла ут, манӑн халӑх,
Пӗлтер ырӑ хыпара.
Тӑшманран эс ан хӑра.
Йӑваш ҫынсене кала:
Патшана Христос ларсассӑн,
Ҫӗнтернӗ тӑшмансене,
Шуйттана кӗҫ ҫыхса хурӗ,
Парӗ ирӗклӗх пире.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ман халӑхӑм ан хӑра тек,
Эпӗ хӳтӗлӗп сире.
Куҫ шӑрҫине упранӑ пек,
Упрӑп шанчӑклисене.
2. Тӑшмансем нумай пулин те —
Хӑмсараҫҫӗ, хӑртаҫҫӗ,
Улталас тесе сире
Вӗсем йӑпӑлтатаҫҫӗ —
Вӗсем хӗснинчен ан хӑрӑр,
Хӑвармӑп пӗччен сире:
Сирӗнпе пӗрле эп пулӑп
Ҫак тӗнче пӗтичченех.
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ман халӑхӑм ан хӑра тек,
Эпӗ хӳтӗлӗп сире.
Куҫ шӑрҫине упранӑ пек,
Упрӑп шанчӑклисене.
3. Нихӑҫан сире пӑрахмӑп,
Эпӗ — сирӗн хӳтлӗх, вӑй.
Вилсессӗн те ман сире
Вилӗмрен чӗртме вӑй пур.
Вӗлерекенрен ан хӑрӑр,
Пӗтереймӗ вӑл чуна.
Шанчӑклӑ тӑрса ҫеҫ юлӑр,
Ӗмӗр пурӑнӑр вара!
(ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ)
Ман халӑхӑм ан хӑра тек,
Эпӗ хӳтӗлӗп сире.
Куҫ шӑрҫине упранӑ пек,
Упрӑп шанчӑклисене.
(Ҫаксене те пӑх: Сакк. аст. 32:10; Неем. 4:14; Пс. 58:2; 82:3, 4.)