2011 ҫулхи календарь темине ҫемьепе Турра пуҫҫапнине халалланӑ
Иегова Свидетелӗсен 2011 ҫулхи календарӗн теми — ҫемьепе Турра пуҫҫапни. Календарьте эсир хальхи тата авалхи вӑхӑтри ҫемьесен ӳкерчӗкӗсене курма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех унта Библие тӗпчекен Иеговӑн ӗҫлекенӗсене, ҫемьеллисене те, ҫемьесӗррисене те, ӳкерсе кӑтартнӑ.
Календарьте ӳкерсе панӑ Библи персонажӗсем Иеговӑн законӗсенче савӑнӑҫ тупнӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче пулнӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарнӑ (Пс. 1:2, 3). Иллюстрацисем пире ҫемьепе Турра пуҫҫапни кирлине аса илтерӗҫ: пирӗн ҫемье пысӑк-и е пӗчӗк, чӑнлӑха йышӑннӑ-и е ҫук — ҫакна туни кирлӗ. Ҫавӑн пекех сирӗн ҫемье Турра пуҫҫапма хӑш куна суйласа илнӗ, ҫавна палӑртмашкӑн календарьте вырӑн уйӑрнӑ. Эсир ҫав куна ҫырса хунӑ-и?