45-мӗш юрӑ
Малалла та малалла!
1. Малалла, малалла пӗлсе пыр Турра!
Пултаруллӑ пулма Турӑ пире пулӑшать.
Ӑсталӑхна ӳстер сӑваплӑ ӗҫре,
Турӑран пиллӗх илӗн.
Туррӑн пурне валли те ӗҫ пур.
Иисус та ҫав ӗҫех тунӑ, кур.
Кам Турра шырать, ҫав ӑнӑҫлӑ пулӗ.
Ҫирӗп тӑр тӳрӗлӗхшӗн!
2. Малалла, малалла хӑюллӑ пӗлтер!
Пур ҫынна та кала ӗмӗрлӗх ырӑ хыпар.
Иегова Патшана мухтаса тӑр,
Хыпар сар килрен киле.
Тӑшмансем пире хӑратасшӑн,
Каялла чакма шутламастпӑр,
Патшалӑх савӑнӑҫне пӗлтерӗпӗр,
Чӑнлӑха вӗрентӗпӗр.
3. Малалла, малалла ӑсталӑх ӳстӗр,
Ӗҫ нумай, ҫавна пӗл, тӑрӑшса ӗҫлесе тӑр.
Святой сывлӑш сана пулӑшса тӑтӑр,
Турӑра савӑнӑҫ туп.
Юратса эс вӗрент ҫынсене,
Хускат чӗрисене, ӑстӑнне,
Ҫитӗнӳсем тума пулӑш вӗсене,
Чӑнлӑх ҫутаттӑр ҫапла.
(Ҫаксене те пӑх: Флп. 1:27; 3:16; Евр. 10:39)