37-мӗш юрӑ
Библи — Туррӑн Ҫырӑвӗ
1. Библи — ҫутӑ, вӑл пире
Ҫул кӑтартать тӗттӗмре.
Ун чӑнлӑхне тытса тӑрсан,
Ирӗклӗхпе савӑнӑпӑр.
2. Библи — Туррӑн Сӑмахӗ,
Пурӑнма вӑл вӗрентет,
Тӳрлетет, ӳкӗтлет, питлет,
Турӑран вӗренме чӗнет.
3. Библи кӑтартрӗ пире
Туррӑн чӑн юратӑвне.
Кашни кун ӑна вулани
Ҫӑлӑнма ӑслӑлӑх парать.
(Ҫаксене те пӑх: Пс. 118:105; Ытар. 4:13.)