ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | МАТФЕЙ 12, 13
Тулӑпа пукра ҫинчен калакан ытарӑш
Иисус тулӑпа пукра ҫинчен каласа парса пӗтӗм «тулла» — святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене — мӗнле тата хӑҫан пухассине кӑтартса панӑ (святой сывлӑшпа суйласа лартма пирӗн эрӑри 33 ҫулта тытӑннӑ).
«Пӗр ҫын хӑй хирне ырӑ вӑрлӑх акнӑ»
Акакан: Иисус Христос
Ырӑ вӑрлӑх акни: Иисусӑн вӗренекенӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартни
Хир: тӗнче, е этемлӗх
«Ҫынсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра унӑн тӑшманӗ пынӑ та тулӑ хушшине пукра акса хӑварнӑ»
Тӑшман: Шуйттан
Ҫынсем ҫывӑрни: апостолсем вилни
«Выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр»
Тулӑ: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем
Пукра: суя христиансем
«Малтан пукрине пухӑр... туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр»
Чурасем/выракансем: ангелсем
Пукрине пухни: суя христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен уйӑрни
Кӗлете пухни: святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ пухӑва пухни
Вырма вӑхӑчӗ пуҫлансан чӑн христиансем суя христиансенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
Ҫак ытарӑша ӑнланни мана мӗнле усӑ парать?