ТУРӐ СӐМАХӖНЧИ ХАКЛӐ ЧӐНЛӐХСЕМ | ПУЛТАРНИ 3—5
Пӗрремӗш суя сӑмах ҫав тери пысӑк инкек патне илсе ҫитернӗ
3:1—6, 15—19
Сатана ҫынсене Евӑна улталанӑранпах улталать (Ӳлӗм 12:9). Вӑл каланӑ ҫак суя сӑмахсем ҫынсене Иеговӑпа ҫывӑхланма мӗнле чӑрмантараҫҫӗ?
Пурне те Тума Пултаракан Турӑ ҫук.
Турӑ — пӗлсе ҫитме ҫук Троица.
Туррӑн ят ҫук.
Турӑ ҫынсене вутлӑ тамӑкра ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпех асаплантарать.
Пурте — ырри те, усалли те — Турӑ ирӗкӗпе пулса иртет.
Турӑ ҫынсемпе пачах та интересленмест.
Ҫак суя сӑмахсем санра мӗнле туйӑмсем вӑратаҫҫӗ?
Сатана Турӑ пирки каланӑ сӑмахсем суя пулнине эсӗ мӗнле ҫирӗплетсе пама пултаратӑн?