31-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
«Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр»
«Савнӑ тӑванӑмсем, тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр» (1 КОР. 15:58).
122-МӖШ ЮРӐ Тӗреклӗ пулӑр, ан иккӗленӗр!
ҪАК СТАТЬЯРАa
1, 2. Хӑш тӗлӗшрен христианин ҫӳллӗ ҫурт пек пулма пултарать? (1 Коринф 15:58).
1978 ҫулта Токиора 60 хутлӑ ҫурт туса лартнӑ. Ҫав хулара час-часах ҫӗр чӗтреннисем пулса иртнӗрен ҫынсем ҫав ҫурт мӗнле чӑтӗ-ши тесе шутланӑ. Унӑн ҫирӗплӗхӗн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре пулнӑ-ха? Инженерсем шутласа кӑларнӑ конструкци пӗр енчен ҫирӗп пулнӑ, тепӗр енчен — кӑшт хускалма тата авӑнма пултарнӑ. Ҫавна пула вӑл ҫӗр чӗтреннӗ чухне ишӗлсе анман. Христиансене ҫавӑн пек питӗ ҫӳллӗ ҫуртпа танлаштарма пулать. Мӗншӗн?
2 Пӗр енчен, христианинӑн ҫирӗп пулмалла. Унӑн Туррӑн законӗсемпе нормисене тытса тӑма ҫирӗп шут тытмалла. (1 Коринф 15:58 вуласа парӑр.) Тата кирек мӗнле лару-тӑрура та Турра «пӑхӑнса тӑма хатӗр» пулмалла. Тепӗр енчен, христианинӑн «авӑнма» пӗлмелле, урӑхла каласан, май пур чухне е уйрӑмах ҫавна тума кирлӗ чухне «ӑслӑ-тӑнлӑ» пулса хӑйӗнни ҫинче тӑмалла мар (Иак. 3:17, ҪТ). Эппин, христианинӑн виҫине пӗлмелле: хӑйӗнни ҫинче те тӑмалла мар, ҫемҫешке те пулмалла мар. Ҫак статьяра эпир мӗнле лару-тӑрусенче ҫирӗп пулмаллине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пире Иеговӑна итлеме йывӑр пултӑр тесе Шуйттан мӗнле пилӗк майпа усӑ курнине пӗлӗпӗр тата ӑна хирӗҫ тӑрас тесен мӗн тумалли ҫинчен калаҫӑпӑр.
ХӐҪАН ПИРӖН ҪИРӖП ПУЛМАЛЛА?
3. Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29 сӑвӑ йӗркисенче Иеговӑн мӗнле законӗсене ҫырса панӑ?
3 Иегова — Закон Паракан, вӑл закон паракансенчен чи асли. Иегова хӑйӗн халӑхне яланах ӑнланма ҫӑмӑл законсем панӑ (Ис. 33:22). Сӑмахран, пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет христиансен мӗнле виҫӗ лару-тӑрура ҫирӗп пулмаллине каланӑ. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен сыхланмалла, Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗншӗн юн сӑваплӑ пулмалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен, Библири нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнмалла. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29 вуласа парӑр.) Христиансен ҫак виҫӗ лару-тӑрура Иеговӑна итлес тесен мӗн тумалла?
4. Эпир Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапни ӑҫтан курӑнать? (Ӳлӗмхи 4:11).
4 Эпир йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен сыхланатпӑр, Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапатпӑр. Турӑ израильтянсене хӑйне ҫеҫ пуҫҫапма хушнӑ (Сак. аст. 5:6—10). Иисус та, хӑйне Шуйттан илӗртнӗ чухне, Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла тесе тӳррӗн каланӑ (Матф. 4:8—10). Ҫавӑнпа та эпир йӗрӗхсене пуҫҫапмастпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир ҫынсене те — тӗн пуҫлӑхӗсене, политиксене, спортсменсене е тӗрлӗ артистсене — турӑ вырӑнне хумастпӑр. Эпир Иеговӑна кӑна, кам «пурне те пултарнӑ» ҫавна, пуҫҫапатпӑр. (Ӳлӗмхи 4:11 вуласа парӑр.)
5. Мӗншӗн эпир Иегова пурнӑҫпа юн пирки панӑ закона тытса тӑратпӑр?
5 Эпир Иегова пурнӑҫпа юн пирки панӑ закона тытса тӑратпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен юн пурнӑҫа — Турӑ панӑ хаклӑ парнене — пӗлтерет (Лев. 17:14). Иегова ҫынсене аш ҫиме ирӗк парсан, юн ҫиме чарнӑ (Пулт. 9:4). Израильтянсене Моисей законне панӑ чухне Турӑ ҫавӑн ҫинчен тепӗр хут аса илтернӗ (Лев. 17:10). Христиансене те вӑл пӗрремӗш ӗмӗрти ертсе пыракан совет урлӑ «юнран... сыхланмалла» тенӗ (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Сипленмелли меслет суйланӑ чухне эпир ҫак заповеде ҫирӗп тытса тӑратпӑрb.
6. Иеговӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнас тесе эпир мӗн тӑватпӑр?
6 Эпир Иеговӑн нравственность нормисем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытрӑмӑр (Евр. 13:4). Павел апостол пире тӗрӗс мар кӑмӑл-туртӑмсене пӗтерме, урӑхла каласан, вӗсемпе пӗтӗм вӑйран кӗрешме хавхалантарнӑ. Эпир аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртекен ӳкерчӗксем ҫинче чарӑнса тӑмастпӑр тата ун патне илсе пыма пултаракан нимӗнле ӗҫ те тумастпӑр (Иов 31:1; Кол. 3:5). Пирӗн мӗн те пулин япӑххине тума кӑмӑл ҫуралсан эпир хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма пултаракан пур шухӑша та, пур ӗҫе те тӳрех пӑрахӑҫлатпӑр.
7. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла тата мӗншӗн?
7 Иегова пирӗнтен хӑйне «пӗтӗм чӗререн» итлесе тӑрасса кӗтет (Рим 6:17). Эпир Иеговӑн хӑш законӗсене тытса тӑмаллине суйлама пултараймастпӑр. Пирӗн унӑн пур законӗ те усӑ панине асра тытмалла (Ис. 48:17, 18; 1 Кор. 6:9, 10). Эпир Иеговӑна савӑнтарас тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр. Тата псалом юрлакан пекех: «Хамӑн чӗреме Санӑн йӗркӳсене ӗмӗрех, мӗн виличченех туса тӑма хатӗрлерӗм»,— тетпӗр (Пс. 118:112). Анчах та Шуйттана эпир Иеговӑна итлеме ҫирӗп шут тытни килӗшмест. Пире Иеговӑран пӑрса ярас тесе вӑл мӗн тӑвать-ши?
ШУЙТТАН ПИРЕ ИЕГОВА ЕНЧЕ ҪИРӖП ТӐМА ПӐРАХТАРАС ТЕСЕ МӖН ТӐВАТЬ?
8. Шуйттан пире Иегова енче ҫирӗп тӑма пӑрахтарас тесе хӗсӗрленипе мӗнле усӑ курать?
8 Хӗсӗрлени. Пире Иегова енче ҫирӗп тӑма пӑрахтарас тесе Шуйттан пусмӑрпа тата хирӗҫ тӑнипе усӑ курать. Вӑл пире «ҫӑтасшӑн ҫӳрет» — хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха аркатма хӑтланать (1 Петр 5:8). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем тӗрӗссине тума ҫирӗп шут тытнӑ пулнӑ. Ҫавӑншӑн вӗсене хӑратнӑ, хӗненӗ, вӗлернӗ те (Ап. ӗҫ. 5:27, 28, 40; 7:54—60). Шуйттан паянхи кун та Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлет. Ҫакна Раҫҫейре тата ытти ҫӗршывсенче пирӗн тӑвансене пусмӑрлани ҫирӗплетсе парать. Тӗрӗссипе каласан, Туррӑн кашни ӗҫлекенӗ хӗсӗрленипе тӗл пулать.
9. Мӗншӗн пирӗн чеен хӗснине хатӗр пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Чеен хӗсни. Шуйттан уҫҫӑн тапӑннисӗр пуҫне чеен те хӑтланать. Ҫавӑнпа та пирӗн унӑн «чеелӗхне» пӗлмелле (Эф. 6:11). Акӑ Ро́берт тӗслӗхӗ. Ӑна питӗ пӗлтерӗшлӗ операци тумалла пулнӑ. Больницӑра вӑл тухтӑрсене кирек мӗн пулсан та юн яма килӗшмест тесе каланӑ. Хирург унпа хисеплӗн калаҫса вӑл тунӑ йышӑнупа килӗшнӗ. Анчах та операци умӗнхи каҫ, Робертӑн тӑванӗсем киле кайсан, ун патне палатӑна анестезиолог кӗнӗ. Вӑл Роберта: «Юн яма тивмӗ пулӗ, ҫапах та эпир ӑна ал айӗнчех тытӑпӑр. Кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин сиксе тухсан, эпир хатӗр пулӑпӑр»,— тенӗ. Тен, ҫав тухтӑр Робертӑн тӑванӗсем юнашар пулмасан вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарӗ тесе шутланӑ. Анчах та Роберт ҫирӗп пулнӑ, кирек мӗн сиксе тухсан та, юн яма килӗшместӗп тенӗ.
10. Иеговӑн законӗсене пӑхӑнман ҫынсен шухӑшӗсем мӗнле сиен кӳме пултараҫҫӗ? (1 Коринф 3:19, 20).
10 Иеговӑн законӗсене пӑхӑнман ҫынсен шухӑшӗсем. Эпир ҫак тӗнчери ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫласан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иеговӑна та, унӑн нормисене те манса кайма пултаратпӑр. (1 Коринф 3:19, 20 вуласа парӑр.) Ку тӗнченӗн ӑслӑлӑхӗ ҫылӑхлӑ кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайма час-часах хистет. Пергамри тата Фиатирӑри хӑш-пӗр христиансем аскӑнланса тата йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннӑ ҫынсен витӗмне лекнӗ. Иисус ҫав икӗ пухӑва тӳррӗн канаш панӑ, мӗншӗн тесен вӗсем христиансем аскӑнланса пурӑнни ҫине куҫ хупнӑ (Ӳлӗм. 2:14, 20). Хальхи вӑхӑтра эпир тӗрлӗ тӗрӗс мар шухӑшсем илтетпӗр. Хурӑнташсем тата паллакан ҫынсем пире хамӑра ирӗклӗрех тытма хистеме пултараҫҫӗ тата Иеговӑн пӗр-пӗр законне пӑссан нимех те мар тесе ӗнентересшӗн. Сӑмахран, вӗсем хамӑрӑн кӑмӑл-туртӑм хыҫҫӑн кайнинчен ним япӑххи те ҫук, Библири нормӑсем кивелнӗ теме пултараҫҫӗ.
11. Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑрас тесен мӗнрен асӑрханмалла?
11 Хӑш-пӗр чухне эпир Иегова панӑ хушусем ҫителӗксӗр тесе шутлама пултаратпӑр. Пирӗн Библире мӗн ҫырнинчен иртме кӑмӑл та ҫуралма пултарать (1 Кор. 4:6). Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра тӗн пуҫлӑхӗсем ҫапла тунӑ та. Вӗсем Туррӑн законӗ ҫумне хӑйсем шутласа кӑларнӑ правилӑсем хушса ахаль ҫынсен пурнӑҫне йывӑрлатса янӑ (Матф. 23:4). Иегова хӑйӗн Сӑмахӗпе организацийӗ урлӑ уҫӑмлӑ хушусем парать. Хамӑртан мӗн те пулин хушма кирлӗ те мар (Ытар. 3:5—7). Ҫавӑнпа эпир Библире мӗн ҫырнинчен тухмастпӑр тата ҫыннӑн хӑй пӗлнӗ пек тума ирӗк пур пулсан, ун валли правилӑсем шутласа кӑлармастпӑр.
12. Шуйттан «суя сӑмахсемпе» мӗнле усӑ курать?
12 Суя. Шуйттан ҫынсене улталас тата пайласа ярас тесе «суя сӑмахсемпе» тата «ҫак тӗнчере сарӑлнӑ» шухӑшсемпе усӑ курать (Кол. 2:8). Пӗрремӗш ӗмӗрте вӑл ҫынсен шухӑшӗсем ҫинче никӗсленнӗ философипе тата Туррӑн Ҫырӑвӗпе килӗшсе тӑман иудейсен вӗрентӗвӗсемпе усӑ курнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл христиансен Моисей законне тытса тӑмалла тесе ӗнентересшӗн пулнӑ. Ҫав шухӑшсем суя пулнӑ, мӗншӗн тесен ӑслӑлӑхӑн чӑн Ҫӑлкуҫӗнчен, Иеговӑран, пӑрса янӑ. Хальхи вӑхӑтра Шуйттан ҫынсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе тата социаллӑ сетьсемпе усӑ курса улталать. Вӑл ним ҫинче те никӗсленмен сас-хура, суя хыпарсем тата политика пропагандине сарать. COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче ҫавӑ уҫҫӑн палӑрчӗc. Суя информацие итлекенсем ытлашши хытӑ пӑшӑрханса ҫӳренӗ. Туррӑн организацийӗ панӑ хушусене итлекен Иегова Свидетелӗсем вара хӑйсене чылай лӑпкӑрах туйнӑ (Матф. 24:45).
13. Мӗншӗн хамӑра ниме те чӑрмантарма памалла мар?
13 Чӑрмантаракан ӗҫсем. Пирӗн «мӗн кирлӗрех пулнине» асра тытмалла (Флп. 1:9, 10). Чӑрмантаракан ӗҫсене пула пирӗн усӑллине тума вӑхӑтпа вӑй юлмасан та пултарать. Кулленхи ӗҫсем — сӑмахран, ӗҫсе-ҫини, канни, ӗҫлени — пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пулса тӑраҫҫӗ пулсан, пире чӑрмантарма пултараҫҫӗ (Лука 21:34, 35). Унсӑр пуҫне, хыпарсенче халӑх пӑлханни ҫинчен тата политиксен тавлашӑвӗсем ҫинчен кашни кунах нумай калаҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗншӗн таната пулса тӑма пултарать, мӗншӗн тесен эпир пӗлсе тӑрсах е хамӑр асӑрхамасӑрах кам енне те пулин тӑма пултаратпӑр. Шуйттан ҫак меслетсемпе усӑ курасса та, пӗртен-пӗр тӗллевпе усӑ курать — вӑл пире Иегова енче ҫирӗп тӑма пӑрахтарасшӑн. Айтӑр Шуйттана хирӗҫ тӑрас тесен тата малалла та ҫирӗп пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.
МАЛАЛЛА ТА ҪИРӖП ПУЛАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
Малалла та ҫирӗп пулас тесен хӑвӑр пурнӑҫа Турра халаллани ҫинчен тата шыва кӗни ҫинчен шухӑшлӑр, Турӑ Сӑмахне тӗпчесе мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшлӑр, ҫирӗп чӗреллӗ пулӑр тата Иеговӑна шанӑр (14—18 абзацсене пӑхӑр)
14. Иегова енче ҫирӗп тӑма сире мӗн пулӑшӗ?
14 Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллани тата шыва кӗни ҫинчен шухӑшлӑр. Мӗншӗн эсир ҫав утӑмсене тӑвас терӗр? Мӗншӗн тесен сирӗн Иегова енне тӑрас килнӗ. Хӑвӑр чӑнлӑх тупнине сире мӗн ӗнентернине аса илӗр. Эсир Иегова ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илтӗр, вара хӑвӑр ҫӳлти Аҫӑра юратма тата хисеплеме пуҫларӑр. Эсир ҫирӗп ӗненӳ аталантартӑр тата хӑвӑр унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнтӗр. Чӗре хистенипе эсир Иегова курайман ӗҫсене тума пӑрахса ӑна килӗшекен ӗҫсем тума пуҫларӑр. Турӑ хӑвӑра каҫарнине ӑнланса илсен чунӑр лӑштах пулчӗ (Пс. 31:1, 2). Эсир христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата хӑвӑр пӗлнӗ чӑнлӑхсене ыттисене каласа пама пуҫларӑр. Кайран хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗтӗр. Халӗ эсир пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пыратӑр, ҫав ҫултан пӑрӑнса каяс мар тесе хӑвӑртан мӗн килнине веҫех тума ҫирӗп шут тытрӑр (Матф. 7:13, 14).
15. Библие тӗпчени тата шухӑшлани мӗнле усӑ парать?
15 Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшлӑр. Йывӑҫ тарӑн тымар янине пула ҫирӗп тӑнӑ пек, эпир те Иеговӑна хытӑ ӗненсен ҫирӗп тӑма пултаратпӑр. Йывӑҫ ӳссе пынӑҫемӗн тарӑнрах та тарӑнрах тымар ярать. Эпир тӗпченӗ тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланӑ чухне хамӑр ӗненӗве ҫирӗплететпӗр тата Турӑ пире кӑтартнӑ ҫул чи лайӑххи пулнине хытӑрах та хытӑрах ӗненетпӗр (Кол. 2:6, 7). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле хӳтӗлени ҫинчен тата унӑн канашӗсемпе хушӑвӗсем вӗсене мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, Иегова Иезекииле курӑнура ангел храма питӗ тӗплӗн виҫсе тухнине кӑтартнӑ. Пророк ҫавна тимлӗн сӑнанӑ. Ҫав курӑну ӑна ҫирӗплетнӗ. Вӑл пирӗншӗн те питӗ усӑллӑ. Вӑл пире Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас тесе унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма вӗрентет (Иез. 40:1—4; 43:10—12)d. Пирӗн те Турӑ Сӑмахӗнчи тарӑн чӑнлӑхсене тӗпчемешкӗн тата вӗсем ҫинчен шухӑшламашкӑн вӑхӑт уйӑрмалла.
16. Ҫирӗп чӗреллӗ пулни Роберта мӗнле хӳтӗленӗ? (Псалом 111:7).
16 Ҫирӗп чӗреллӗ пулӑр. Давид патша Иеговӑна яланах юратма ҫирӗп шут тытнӑ. Вӑл ҫапла юрланӑ: «Эй Турӑҫӑм, чӗрем хатӗр [«ҫирӗп», ҪТ]» (Пс. 56:8). Эпир Иеговӑна чун-чӗререн шанатпӑр пулсан, пирӗн те чӗре ҫирӗп пулӗ. (Псалом 111:7 вуласа парӑр.) Айтӑр ҫирӗп чӗреллӗ пулни маларах асӑннӑ Роберта мӗнле пулӑшнине пӑхар. Анестезиолог ӑна операци вӑхӑтӗнче юн ал айӗнчех пулӗ тесе каласан, Роберт тӳрех ҫапла хуравланӑ: «Сирӗн мана юн яма шухӑш пур пулсан, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр больницӑран тухса каятӑп». Каярахпа ҫав вӑхӑта аса илсе Роберт акӑ мӗн каланӑ: «Хам тӗрӗс йышӑну туни пирки иккӗленместӗмччӗ. Мӗн пуласси пирки те пӑшӑрханмастӑмччӗ».
Ҫирӗп ӗненӳ аталантартӑмӑр пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерӗпӗр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)
17. Робертпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
17 Роберт хӑйӗн йышӑнӑвне улӑштарман, ҫирӗп пулнӑ, мӗншӗн тесен мӗн тумаллине вӑл больницӑна выртиччен чылай маларах шутласа хунӑ пулнӑ. Малтанах унӑн Иеговӑна савӑнтарма кӑмӑл ҫуралнӑ. Кайран вӑл Библипе пирӗн публикацисенче Турӑ пурнӑҫпа юн ҫине мӗнле пӑхнине тӗплӗн тӗпченӗ. Юлашкинчен вара Турӑ хамӑртан мӗн те пулин ыйтать пулсан, ҫакӑ пире хамӑрах усӑ панине ӑнланса илнӗ. Эпир те, кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, ҫирӗп чӗреллӗ пулма пултаратпӑр.
Варак хӑйӗн ҫар ҫыннисемпе пӗрле хӑюллӑн Сисарӑн ҫарне хӑвалать (18-мӗш абзаца пӑхӑр)
18. Варак тӗслӗхӗ Иеговӑна шанма мӗнле вӗрентет?
18 Иеговӑна шанӑр. Иеговӑна шанса вӑл панӑ хушусене тытса тӑни Варак судьяна ҫапӑҫура ҫӗнтерме мӗнле пулӑшнӑ? Израильтянсен щит та, сӑнӑ та пулман, Ханаан ҫар пуҫӗн Сисарӑн ҫарӗ вара лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ пулнӑ. Апла пулин те Иегова Варака ҫапӑҫӑва тухма хушнӑ (Тӳр. 5:8). Девора хӗрарӑм пророк Варака тӳремлӗхе анма, Сисарӑпа унӑн 900 ҫар урапине хирӗҫ тухма каланӑ. Тӳрем вырӑнта израильтянсене хӑвӑрт чупакан ҫар ураписене хирӗҫ тӑма питӗ йывӑр пулма пултарнӑ пулин те, Варак хӑйне мӗн каланине тунӑ. Ҫар ҫыннисем Фавор тӑвӗ ҫинчен аннӑ чухне Иегова тӑшмансем ҫине вӑйлӑ ҫумӑр янӑ. Сисарӑн ҫар ураписем пылчӑк ӑшне путнӑ. Вара Иегова Варака тӑшмансене ҫӗнтерме пулӑшнӑ (Тӳр. 4:1—7, 10, 13—16). Иеговӑпа унӑн представителӗсене шанса вӗсем мӗн каланине тусан, эпир те ҫӗнтерӳҫӗсем пулӑпӑр (Сак. аст. 31:6).
ҪИРӖП ПУЛӐР
19. Мӗншӗн эсир Иегова енче ҫирӗп тӑрасшӑн?
19 Ҫак усал тӗнчере Иегова енче ҫирӗп тӑрас тесе пирӗн пӗрмаях кӗрешме тивет (1 Тим. 6:11, 12; 2 Петр 3:17). Айтӑр хӗсӗрленине, чеен хӗснине, Иеговӑн законне пӑхӑнман ҫынсен шухӑшӗсене, суяна тата чӑрмантаракан ӗҫсене хамӑра тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса яма парар мар (Эф. 4:14). Ҫирӗп, Иеговӑна шанчӑклӑ пулар тата вӑл панӑ хушусене тытса тӑма ҫирӗп шут тытар. Хӑш чухне вара пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулса хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар. Ҫав тӗлӗшрен пире Иеговӑпа Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Ҫавна эпир тепӗр статьяра тӗплӗнрех пӑхса тухӑпӑр.
129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
a Адампа Ева пурӑннӑ вӑхӑтранпах Шуйттан ҫынсене мӗн ырӑ, мӗн усал пулнине вӗсем хӑйсем палӑртса хума пултараҫҫӗ тесе ӗнентересшӗн. Вӑл пире те Иеговӑн законӗсене тата унӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене пӑхӑнса тӑмалла-и е ҫук-и, пирӗн хамӑрӑн йышӑну тума право пур тесе шутлаттарасшӑн. Ҫак статья пире Шуйттанӑн тӗнчинчи ҫынсем пек Турра хирӗҫ каясран сыхлӗ тата Турӑ енне тӑма ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ.
b Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхни пирки ытларах пӗлес тесе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 39-мӗш урока пӑхӑр.
c jw.org сайтра «Защитите себя от дезинформации!» статьяна пӑхӑр.
d Ытларах пӗлес тесе «Чистое поклонение Иегове восстановлено!» кӗнекери 13-мӗшпе 14-мӗш сыпӑксене пӑхӑр.