Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w17 июнь 22—26 с.
  • Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва асра тытӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва асра тытӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ҪАК ЫЙТУ ҪАВ ТЕРИ ПӖЛТЕРӖШЛӖ?
  • ПИРЕ ҪӐЛАССИНЧЕН ТЕ КИРЛӖРЕХ
  • ИОВ ХӐЙӖН ШУХӐШНЕ УЛӐШТАРАТЬ
  • ЧИ КИРЛИНЕ АСРА ТЫТАТПӐР
  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрӑр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Иеговӑна шанӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Иегова — пирӗн Аслӑ Патша!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2010)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
w17 июнь 22—26 с.
Сатана хӑй мӗн калани тӗрӗссине Турӑ куртӑр тесе Иов ҫине хӗн-асап янӑ: Иов йывӑр чирпе чирлесе кайнӑ тата тусӗсем хурласа калаҫнӑран хуйха ӳкнӗ

Чи пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва асра тытӑр

«Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» (ПС. 82:19).

ЮРӐСЕМ: 9, 22

ЭСИР ҪАК СТАТЬЯРАН МӖН ПӖЛТӖР?

  • Иеговӑн аслӑ влаҫа тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе парасси мӗншӗн кашни ҫыннах пырса тивет?

  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине Иов мӗнле кӑтартнӑ, анчах та хӑш енчен вӑл йӑнӑш тунӑ?

  • Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

1, 2. а) Мӗнле ыйту кашни ҫыннах пырса тивет? ӑ) Мӗншӗн ҫак ыйту пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

ҪЫНСЕНЧЕН нумайӑшӗ укҫа ҫинчен ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Вӗсем пурлӑх пухас е ӑна упраса хӑварас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ыттисем вара хӑйсен тӗллевӗсене пурнӑҫлассине, сывлӑхне е ҫемйине мала хураҫҫӗ.

2 Пирӗншӗн вара чи кирли — Иеговӑн влаҫа тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе парасси пулмалла. Ҫакна яланах асра тытмалла. Анчах та мӗне пула эпир тавлашуллӑ ыйту ҫинчен манса кайма пултаратпӑр? Асӑрхануллӑ пулмасан, кулленхи ӗҫсем ӑшне пуҫӗпех кӗрсе ӳкме пулать, ҫапла вара эпир ҫав ыйту мӗн тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине куҫран вӗҫертме пултаратпӑр. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑратпӑр пулсан, пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах пулать, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусем те ҫирӗпрех пулаҫҫӗ.

МӖНШӖН ҪАК ЫЙТУ ҪАВ ТЕРИ ПӖЛТЕРӖШЛӖ?

3. Сатана Туррӑн влаҫӗ пирки мӗн тенӗ?

3 Сатана, пӑлхав ҫӗклесен, Иеговӑн власть тытса тӑма право ҫук тесе каланӑ. Вӑл Иегова пирки япӑх пуҫлӑх тата чи лайӑххине ҫынсенчен пытарать тенӗ. Шуйттан ҫынсем хӑйсем пуҫ пулса ертсе пыма пуҫласан чылай телейлӗрех пулӗҫ тесшӗн пулнӑ (Пулт. 3:1—5). Унсӑр пуҫне, вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫын та Турра чун-чӗререн парӑнса пурӑнмасть: йывӑр лару-тӑрӑва лексен никам та Туррӑн влаҫне пӑхӑнса тӑмӗ (Иов 2:4, 5). Сатана тавлашуллӑ ыйтусем кӑларса тӑратнӑ пирки Иегова ҫынсене вӑхӑт панӑ, влаҫа Хӑй тытса тӑмасан пурнӑҫ мӗн тери япӑх пулассине курччӑр тенӗ.

4. Мӗншӗн тавлашуллӑ ыйтӑва татса памаллах?

4 Шуйттан суеҫӗ пулнине Иегова пӗлнӗ паллах. Мӗншӗн апла Турӑ Сатанана хӑй мӗн калани тӗрӗссине ҫирӗплетсе патӑр тесе вӑхӑт панӑ? Ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ пурне те — ҫынсене те, ангелсене те пырса тивет. (Псалом 83:18 вуласа пар.) Адампа Ева Иеговӑн влаҫне пӑхӑнма пӑрахнӑ, вӗсен тӑхӑмӗсем те нумайӑшӗ ҫаплах тунӑ. Ҫавӑнпа ангелсен те, ҫынсен те иккӗленчӗк шухӑшсем ҫуралма пултарнӑ: тен, Шуйттан тӗрӗсех каланӑ? Ҫав иккӗленӳсене пӗтермесӗр те халӑхсем, расӑсем, йӑхсем, ҫемьесем тата уйрӑм ҫынсем хушшинче пӗрлӗх пулас ҫук. Анчах та Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларсан ӑна итлекенсем пурте унӑн влаҫне пӑхӑнса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. Вара пӗтӗм Ҫут тӗнчере чӑн-чӑн мир пулӗ (Эф. 1:9, 10).

5. Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

5 Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларӗ, вара влаҫа Сатанапа ҫынсем тытса тӑни ниме те тӑманни уҫҫӑн курӑнӗ, унтан вӗсен влаҫӗ тӗп пулӗ. Иегова Мессианла Патшалӑх урлӑ ертсе пынӑ вӑхӑтра пуриншӗн те унӑн влаҫӗ чи лайӑх власть пулни паллӑ пулӗ, Турра шанчӑклӑ ҫынсем вара этем Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юлма тата унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑма пултарнине ҫирӗплетсе парӗҫ (Ис. 45:23, 24). Пирӗн вӗсем хушшинче пулас килмест-и вара? Ҫавӑнпа пирӗн яланах тавлашуллӑ ыйтӑва асра тытмалла тата вӑл мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнланмалла.

ПИРЕ ҪӐЛАССИНЧЕН ТЕ КИРЛӖРЕХ

6. Иеговӑн влаҫа тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе парасси мӗн таран пысӑк пӗлтерӗшлӗ?

6 Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, Иеговӑн влаҫа тытса тӑма право пуррине ҫирӗплетсе парасси — ҫынсене пырса тивекен чи пӗлтерӗшлӗ ыйту. Ҫак ыйтӑва татса парасси пирӗн телейрен те кирлӗрех. Анчах та ҫакӑ эпир ҫӑлӑнасси пӗлтерӗшлех маррине е Иегова пире чӑннипе юратманнине пӗлтерет-и? Паллах, ҫук! Мӗншӗн ҫапла калама пулать?

7, 8. Иегова хӑйӗн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси вӑл мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлассипе тачӑ ҫыхӑннӑ тесе мӗншӗн калама пулать?

7 Иегова ҫынсене питӗ юратать тата вӗсене хаклать. Пире ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе вӑл хӑйӗн Ывӑлне те панӑ (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 4:9). Иегова пирӗн пуласлӑх пирки хӑй сӑмах панине пурнӑҫламасан Сатана мӗн калани тӗрӗс пулать. Вӑл Иегова суять, чи лайӑххине ҫынсенчен пытарать тата влаҫа вӑл тӗрӗслӗхпе тытса тӑмасть тесе элекленӗ. Ҫавӑн пекех Иеговӑна хирӗҫ тӑракан ҫынсем Вӑл сӑмах панинчен ҫапла мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ: «Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать» (2 Петр 3:3, 4). Анчах та Иегова хӑйӗн сӑмахне пурнӑҫлатех. Вӑл хӑйӗн влаҫне тӳрре кӑларӗ, ҫакӑн шутне вара хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене ҫӑлса хӑварасси те кӗрет. (Исаия 55:10, 11 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне, Иеговӑн влаҫӗ юрату ҫинче тытӑнса тӑрать. Акӑ мӗншӗн эпир Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене яланах юратасса тата вӗсене хакласса ҫирӗп шанатпӑр (Тух. 34:6).

8 Иеговӑн влаҫне тӳрре кӑларасси ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулни пире ҫӑласси уншӑн пӗлтерӗшлех маррине пӗлтермест. Иегова пирӗншӗн хытӑ тӑрӑшать. Пирӗн вара тавлашуллӑ ыйту мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине асра тытмалла тата Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ҫирӗп тӑмалла.

ИОВ ХӐЙӖН ШУХӐШНЕ УЛӐШТАРАТЬ

9. Сатана Иов пирки мӗн каланӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Иов кӗнекинчен, Библири чи малтан ҫырнӑ кӗнекесенчен пӗринчен, чи кирли мӗн пулнине курма пулать. Ҫак кӗнекере каланӑ тӑрӑх, Сатана Иов пысӑк йывӑрлӑхпа тӗл пулсан Турӑран пӑрӑнать тесе каланӑ. Иова тӗрӗслесе пӑхма вӑл Иеговӑна хӑйнех сӗннӗ. Анчах та Турӑ килӗшмен. Вӑл ҫавна тума Сатанана ирӗк панӑ. Турӑ каланӑ: «Акӑ унӑн мӗн пуррине йӑлтах санӑн аллуна паратӑп». (Иов 1:7—12 вуласа пар.) Иов кӗске вӑхӑт хушшинчех тарҫӑсене те, пурлӑхне те, юратнӑ ачисене те ҫухатнӑ. Сатана ҫав хӗн-хура пурне те Турӑ янӑ пек курӑнтӑр тесе тӑрӑшнӑ (Иов 1:13—19). Ҫавӑн хыҫҫӑн Сатана Иова хытӑ асаплантаракан, йӗрӗнмелле чирпе чирлеттерсе янӑ (Иов 2:7). Унсӑр пуҫне, арӑмӗ тата суя тусӗсем мӗн каланине илтсен Иовӑн чӗри хӗҫпе каснӑ пекех ыратнӑ пулӗ (Иов 2:9; 3:11; 16:2).

10. а) Иов Турра шанчӑклӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Иов хӑш енчен йӑнӑш тунӑ?

10 Ӗҫсем мӗнпе вӗҫленнӗ-ши? Сатана мӗн калани тӗрӗс пулманни уҫҫӑн курӑннӑ. Иов Турра пӑрахман (Иов 27:5). Анчах та пӗр вӑхӑтра вӑл чи пӗлтерӗшли мӗн пулнине манса кайнӑ. Вӑл ытларах хӑй айӑпсӑррине кӑтартас тесе тӑрӑшнӑ тата мӗншӗн асапланнине ӑнлантарса пама Турӑран ҫине тӑрсах ыйтнӑ (Иов 7:20; 13:24). Иов хӑйне мӗншӗн ҫапла тытнине ӑнланма пулать, апла пулин те Иегова ӑна тӳрлетмеллех тесе шутланӑ. Вӑл ӑна мӗн каланӑ-ши?

11, 12. Иегова Иова мӗн ӑнланма пулӑшнӑ тата Иов Туррӑн сӑмахӗсене мӗнле йышӑннӑ?

11 Иеговӑн Иова каланӑ сӑмахӗсене Иов кӗнекинчи тӑватӑ сыпӑкра, 38—41 сыпӑксенче, ҫырса панӑ. Анчах та унта Турӑ Иова мӗншӗн ӑна хуйхӑ пырса ҫапнине каланӑ тесе ҫырман. Иовпа калаҫнӑ чухне Иеговӑн мӗншӗн унӑн хӗн-хур тӳсмелле пулнине ӑнлантарса пама тӗллев пулман, мӗншӗн тесен Туррӑн никам умӗнче те хӑйне тӳрре кӑлармалла мар. Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканпа танлаштарсан, Иов ҫав тери пӗчӗк. Иегова ӑна ҫакна ӑнланса илме пулӑшас тенӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл Иова унӑн йывӑрлӑхӗсенчен те пӗлтерӗшлӗрех ыйтусем пуррине ӑнланма пулӑшнӑ. (Иов 38:18—21 вуласа пар.) Ҫавна пула Иов чи кирли мӗн пулнине аса илнӗ.

12 Ҫав тери нумай хӗн-хур тӳссе ирттернӗ Иова Иегова тӳрлетме пуҫлани пирки Вӑл хӑйне унпа ытла та хаяррӑн тытнӑ тесе калама пулать-и? Ҫук. Иов хӑй те ҫапла шутламан. Вӑл Турӑ ӑна мӗн каласшӑн пулнине ӑнланнӑ тата хӑйне тӳрлетнӗшӗн пархатарлӑ пулнӑ. Иов ҫапла та каланӑ: «Эпӗ хамӑн сӑмахӑма каялла илетӗп, тусанпа кӗл ҫине ӳксе ӳкӗнетӗп». Иегова тӳррӗн каласа канаш пани мӗн тери витӗмлӗ пулнӑ! (Иов 42:1—6.) Унччен Иова Елиуй ятлӑ ҫамрӑк арҫын та канаш панӑ (Иов 32:5—10). Иегова Иов хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарнине курнӑ тата шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн ӑна ырланине ыттисене кӑтартнӑ (Иов 42:7, 8).

13. Иеговӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлани Иова хӗн-хурлӑ вӑхӑта тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн та мӗнле пулӑшма пултарнӑ?

13 Иеговӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлани Иова хӗн-хурлӑ вӑхӑта тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн та пулӑшма пултарнӑ. «Турӑ... Иовӑн юлашки кунҫулне унчченхинчен те ытларах пилленӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн «унӑн ҫичӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫуралнӑ» (Иов 42:12—14). Иов вӗсене хытӑ юратнӑ, анчах та Сатанана пула вилнӗ ачисемшӗн те тунсӑхланӑ паллах. Унсӑр пуҫне, хӑй те, ҫемйи те тӳссе ирттернӗ хӗн-хура вӑл манайман пулӗ. Кайран Иов хӑй мӗншӗн асап тӳсмелле пулнине ӑнланнӑ пулсан та, ҫав-ҫавах вӑл ҫапла шухӑшлама пултарнӑ: ҫавӑн чухлех хӗн-хур тӳсмелле пулнӑ-ши манӑн? Пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем явӑннӑ пулсан, Иов хӑйне Турӑ мӗн калани ҫинчен аса илме пултарнӑ. Ҫакӑ ӑна хӑйпе мӗн пулса иртни ҫине тӗрӗс пӑхма тата чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшнӑ пулӗ (Пс. 93:19).

Больницӑра выртакан хӗрарӑм тӑван медсестрана ырӑ хыпар пӗлтерет; арҫын тӑван сӑнӳкерчӗке кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ; ҫутҫанталӑк инкекӗ пулса иртнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм тӑван аллинче хӗрачине йӑтса тӑрать

Йывӑр килнӗ чухне те эсир тавлашуллӑ ыйтӑва асра тытатӑр-и? (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

14. Иов тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

14 Иовпа мӗн пулса иртни ҫинчен вуланӑ май эпир чи кирлине асра тытма вӗренетпӗр тата чун канӑҫлӑхне тупма пултаратпӑр. Иегова пире «тӳсӗмлӗ пулса, Ҫыру сӑмахӗпе лӑпланса шанӑҫа татмасӑр пурӑнтарасшӑн... пире ӳкӗтлесе» Иов кӗнекине ҫырнӑ (Рим 15:4). Иовӑн тӗслӗхӗ пире ҫакна вӗрентет: Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси ҫинчен манса каймалла пуличченех хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшласа ҫӳремелле мар. Иов пекех, эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине йывӑр килнӗ вӑхӑтра та ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнипе кӑтартатпӑр.

15. Йывӑр килнӗ чухне те Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни мӗншӗн кӑлӑхах мар?

15 Эпир шанчӑклӑ пулнине Иегова хаклать. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пирӗн чуна лӑплантарать, мӗншӗн тесен эпир хӗн-хур тӳссе ирттерни кӑлӑхах мар. Йывӑрлӑхсем сиксе тухни Иегова пире ырлама пӑрахнине пӗлтермест, пачах урӑхла, ҫакӑ пире Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ ҫирӗп тӑнине кӑтартма май парать (Ытар. 27:11). Эпир тӳсӗмлӗ пулсан Иегова пире ырлать, пирӗн шанчӑк та ҫирӗпрех пулать. (Рим 5:3—5 вуласа пар.) Иовпа мӗн пулса иртни Иегова «ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулнине ҫирӗплетсе парать (Иак. 5:11). Ҫавӑнпа Турӑ хӑйӗн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑракансене пиллӗх парасси пирки эпир иккӗленместпӗр. Ҫакна астуса тӑни пире «тӳсӗмлӗ пулса... пурне те савӑнса чӑтса» ирттерме пулӑшӗ (Кол. 1:11).

ЧИ КИРЛИНЕ АСРА ТЫТАТПӐР

16. Тавлашуллӑ ыйтӑва мӗншӗн яланах асра тытмалла?

16 Паллах, тавлашуллӑ ыйтӑва яланах асра тытма ҫӑмӑл мар. Хушӑран йывӑрлӑхсен вӗҫӗ-хӗрри ҫук пек туйӑнма пултарать. Пӗчӗк йывӑрлӑхсем те, эпир вӗсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа ҫӳретпӗр пулсан, пирӗншӗн тем пысӑкӑш пулса тӑма пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн хамӑра пӗрмаях ҫакӑн ҫинчен астутарса тӑмалла: йывӑр лару-тӑрура Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрасси — чи кирли.

17. Иегова шанса панӑ ӗҫе туса тӑни пире тавлашуллӑ ыйту ҫинчен манса каясран мӗнле пулӑшать?

17 Иегова пире шанса панӑ ӗҫе туса тӑни те тавлашуллӑ ыйту ҫинчен манса каясран пулӑшать. Акӑ Рене ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ. Унӑн инсульт пулнӑ, унсӑр пуҫне, вӑл ракпа тата ытти вӑраха кайнӑ чирсемпе чирленӗ. Больницӑсенче вӑл унта ӗҫлекенсене пурне те, ҫавӑн пекех ытти чирлекенсене те, килен-каянсене те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Пӗррехинче вӑл икӗ эрне ҫурӑ хушшинче ҫеҫ 80 сехет ырӑ хыпар сарма пултарнӑ. Хӑй вилессине пӗлнӗ пулин те Рене тавлашуллӑ ыйтӑва асра тытнӑ. Ҫакӑ ӑна чӗрери мире упрама пулӑшнӑ.

18. Иегова аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑни усӑ панине пӗр хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ мӗнле кӑтартать?

18 Паллах, пирӗн кулленхи йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне те, канӑҫсӑрлатакан лару-тӑрӑва лекнӗ чухне те Иеговӑн аслӑ влаҫӗ ҫинчен манмалла мар. Пӗррехинче Дженнифер ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн аэропортра виҫӗ кун ирттерме тивнӗ. Вӑл хӑйӗн рейсне кӗтнӗ, анчах та вӑхӑтне пӗрмай улӑштарнӑ. Вӑл халран кайнӑ тата хӑйне пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑн туйнӑ. Ҫакӑн пек чухне ҫӑмӑллӑнах хамӑра шеллеме пуҫлама пулать. Анчах та вӑл хӑйӗн пекех йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтнӑ. Малалла мӗн пулнӑ-ха? Дженнифер чӑнлӑха нумай ҫынна пӗлтернӗ тата самай литература салатнӑ. Вӑл каласа парать: «Йывӑр лару-тӑрура пулнӑ пулсан та Иегова мана пиллерӗ тата хӑйӗн ятне мухтава кӑларма пулӑшас тесе вӑй пачӗ». Дженнифер Иегова мӗн тума шутласа хунине асра тытни уҫҫӑн курӑнать.

19. Туррӑн ӗҫлекенӗсем унӑн аслӑ влаҫӗпе ҫыхӑннӑ ыйту ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ?

19 Суя христиансемпе танлаштарсан, чӑн христиансем Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларасси чи кирли пулмаллине ӑнланаҫҫӗ. Туррӑн халӑхӗ тахҫантанпах унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрать. Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗн Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнипе тӑманнине харпӑр хӑйне тӗрӗслесе тӑмалла.

20. Иегова эпир унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине курса мӗн туять?

20 Иегова эсир уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнине тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах унӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑнине курса тӑрать тата ҫавна хаклать (Пс. 17:26). Тепӗр статьяран эпир Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрас тесе мӗншӗн пӗтӗм вӑя хумаллине тата ҫакна эпир мӗнле тума пултарнине пӗлетпӗр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр