Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w21 февраль 14—19 с.
  • Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?
  • АРҪЫН ТӐВАН ХӖРАРӐМ ТӐВАН ПУҪӖ-И?
  • СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ ТАТА ҪЕМЬЕ ПУҪӖСЕНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ВЛАСТЬ ПАНӐ?
  • ХРИСТОСА, ПУХУ ПУҪНЕ, ХИСЕПЛӖР
  • «Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Эпӗ хӗрарӑмсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑп-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иеговӑн пухӑвӗнче кашни хисепе тивӗҫлӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
w21 февраль 14—19 с.

7-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

Старейшинӑсен пухура мӗнле власть пур?

«Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ... Вӑлах вӗсене Ҫӑлаканӗ» (ЭФ. 5:23).

137-МӖШ ЮРӐ Турра шанчӑклӑ хӗрарӑмсем

ҪАК СТАТЬЯРАa

1. Мӗне пула Иеговӑн ҫемйинче мир тата пӗрлӗх?

ИЕГОВӐН ҫемйинче пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. Пирӗн хушшинче пӗрлӗх тата эпир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнатпӑр. Мӗне пула? Сӑмахран, эпир пурте Иегова кама власть панӑ, ҫавсене чунтан хисеплетпӗр тата пӑхӑнма тӑрӑшатпӑр. Камӑн кама пӑхӑнмаллине лайӑх ӑнланатпӑр пулсан вара, пирӗн хушшинчи пӗрлӗх ҫирӗпленсе пырӗ.

2. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Ҫак статьяра эпир Иегова пухура кама мӗнле власть панине курӑпӑр. Эпир ҫак виҫӗ ыйту ҫине хуравлӑпӑр: хӗрарӑм тӑвансем пухӑва хӑш енчен пулӑшса тӑраҫҫӗ? Пухура кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ пулать-и? Ҫемье пуҫӗсен ҫемьере мӗнле власть пур, старейшинӑсен те пухура ҫавӑн пекех власть пур-и? Малтан вара айтӑр хӗрарӑм тӑвансем ҫине мӗнле пӑхмаллине сӳтсе явар.

ХӖРАРӐМ ТӐВАНСЕМ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?

3. Хӗрарӑм тӑвансене ытларах хаклама мӗн пулӑшӗ?

3 Хӗрарӑм тӑвансем килтисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата пухури тӑвансене пулӑшаҫҫӗ. Эпир вӗсене питӗ хаклатпӑр! Иеговӑпа Иисус хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнине пӗлни вара пире хӗрарӑм тӑвансене тата ытларах хаклама хавхалантарать. Ҫак тӗлӗшрен эпир Павел апостолран та вӗренме пултаратпӑр.

4. Иегова арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пекех хакланине Библи мӗнле кӑтартса парать?

4 Библи тӑрӑх, Иегова арҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗр пекех хаклать. Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте Иегова арҫынсем ҫине те, хӗрарӑмсем ҫине те хӑйӗн святой сывлӑшне антарнӑ, вара вӗсем тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнӑ, сӑмахран, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4, 15—18). Христоспа пӗрле патшара ларакансем хушшинче те арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пур (Гал. 3:26—29). Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма та Иегова вӗсене те, кусене те шанчӑк панӑ (Ӳлӗм. 7:9, 10, 13—15). Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарма тата вӗренекенсене хатӗрлеме арҫын тӑвансене те, хӗрарӑм тӑвансене те хушнӑ (Матф. 28:19, 20). Сӑмахран, Прискилла хӑйӗн упӑшкипе пӗрле, Акилӑпа, Аполлос ятлӑ вӗреннӗ ҫынна чӑнлӑха лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 18:24—26).

5. Лука 10:38, 39, 42 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иисус хӗрарӑмсем ҫине мӗнле пӑхнӑ?

5 Иисус хӗрарӑмсене хисепленӗ. Вӑл вӗсем ҫине фарисейсем пӑхнӑ пек пӑхман. Лешсем хӗрарӑмсем ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ, вӗсемпе ҫынсем умӗнче калаҫман, Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнлантарса парасси пирки вара сӑмах та пулман. Иисус вара арҫынсене те, хӗрарӑмсене те чӑнлӑха ӑнлантарса панӑb. (Лука 10:38, 39, 42 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне Иисус хӗрарӑмсене хӑйӗнпе пӗрле пыма ирӗк панӑ (Лука 8:1—3). Тата хӑй чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсене пӗлтерме вӑл хӑш-пӗр хӗрарӑмсене хушнӑ. Ҫакӑ та вӑл вӗсене хисепленине кӑтартса парать (Иоанн 20:16—18).

6. Хӗрарӑмсене хисепленине Павел апостол мӗнле кӑтартнӑ?

6 Тимофей патне янӑ ҫырура Павел апостол хӗрарӑмсене хисеплемелле тесе палӑртнӑ. Вӑл ӑна ватӑ хӗрарӑм тӑвансем ҫине анне ҫине пӑхнӑ пек, ҫамрӑккисем ҫине вара аппа-йӑмӑк ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла тесе ҫырнӑ (1 Тим. 5:1, 2). Унсӑр пуҫне, Тимофее ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшас тесе Павел нумай вӑй хунӑ, анчах та вӑл ҫакна та ӑнланнӑ: Тимофее чӑнлӑха пӗлме чи малтан амӑшӗпе кукамӑшӗ пулӑшнӑ (2 Тим. 1:5, ҪТ; 3:14, 15). Римри христиансем патне янӑ ҫырура вара Павел хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансене ятран каласа саламланӑ. Вӑл ҫав хӗрарӑмсем сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине каланӑ ҫеҫ мар, вӑл вӗсене мухтанӑ та (Рим 16:1—4, 6, 12; Флп. 4:3).

7. Эпир халӗ мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?

7 Куртӑмӑр ӗнтӗ, Библире хӗрарӑмсем арҫынсенчен япӑхрах тесе каламан. Юратакан тата уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм тӑвансем пухушӑн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек хӗрарӑм тӑвансем пухура мир тата пӗрлӗх упрама пулӑшаҫҫӗ, старейшинӑсем те вӗсене шанаҫҫӗ. Ҫапах та хӑш-пӗр ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: мӗншӗн хӑш-пӗр лару-тӑрура Иегова хӗрарӑм тӑвансене пуҫа ҫыхма е тӑхӑнма хушать? Арҫын тӑвансене ҫеҫ пухура старейшинӑсем тата пулӑшакан ӗҫченсем пулма лартаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ пулнине пӗлтерет-и?

АРҪЫН ТӐВАН ХӖРАРӐМ ТӐВАН ПУҪӖ-И?

Ҫӳлте: Иисус пӗлӗтре патша пуканӗ ҫинче ларать; ҫӳлтен Иеговӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса тӑрать. Аялта: пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ иртет, ҫемье пӗрле Библи вӗренет, хӗрарӑм тӑван хӑй тӗллӗн Библи тӗпчет (8, 11—14 абзацсене пӑхӑр).

8. Эфес 5:23-мӗшӗ тӑрӑх, кирек хӑш арҫын тӑван кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.

8 Пухура кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ теме пулать-и? Кӗскен каласан, ҫук, мӗншӗн тесен хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ Христос. (Эфес 5:23 вуласа парӑр.) Ҫемьере Иегова упӑшкана пуҫ пулма лартнӑ. Шыва кӗнӗ ывӑл амӑшӗн пуҫӗ пулмасть (Эф. 6:1—3). Пухура та старейшинӑсен власть пур, анчах та ҫак влаҫӗн чикки пур (1 Фес. 5:12; Евр. 13:17). Ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнман качча кайман хӗрарӑм тӑвансем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем ашшӗ-амӑшне тата пухури старейшинӑсене хисеплеҫҫӗ, анчах та вӗсем те, арҫын тӑвансем пекех, Христоса пӑхӑнса тӑраҫҫӗ, вӑл вӗсен пуҫӗ.

Хӗрарӑм тӑван хӑй тӗллӗн Библи тӗпчесе ларать.

Мӑшӑрланман тӑвансем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле пурӑнмаҫҫӗ пулсан, вӗсен пуҫӗ — Христос (8-мӗш абзаца пӑхӑр)

9. Мӗншӗн хӗрарӑм тӑвансен хӑш-пӗр чухне пуҫа ҫыхмалла?

9 Иегова пухура йӗрке пултӑр тет, ҫавӑнпа та вӑл Христоса арҫыннӑн пуҫӗ пулма лартнӑ тата вӑл пухура ертсе пыма арҫынсене власть панӑ. Хӗрарӑмсене вара Иегова ҫакӑн пек ирӗк паман (1 Тим. 2:12). Ҫавӑнпа хӗрарӑм тӑванӑн ытти чухне арҫын тӑван тӑвакан ӗҫе тума тивет пулсан, пуҫа ҫыхмалла (1 Кор. 11:4—7)c. Ҫапла тума хушса Иегова хӗрарӑм тӑвансене кӳрентересшӗн мар. Пуҫа ҫыхнипе хӗрарӑмсем Иегова хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Халӗ вара айтӑр тепӗр ыйту ҫине куҫар: пухури старейшинӑсене тата ҫемье пуҫӗсене Иегова мӗнле власть панӑ?

Хӗрарӑм тӑвансен хӑҫан пуҫа ҫыхмалла?

Хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттерет. Вӑл пуҫне тутӑр ҫыхнӑ.

Пуҫа ҫыхмалла-и, ҫыхмалла мар-и, ҫавна пӗлес тесен хӗрарӑм тӑванӑн ҫак виҫӗ ыйту ҫине хуравламалла:

  1. 1. Эпӗ ыттисем умӗнче сасӑпа кӗлтунӑ чухне е ыттисене Библи тӑрӑх вӗрентнӗ чухне юнашар шыва кӗнӗ арҫын тӑван пулать-и? (1 Кор. 11:4, 5).

  2. 2.Юнашар шыва кӗнӗ арҫын тӑван ҫук пулсан та, эпӗ ытти чухне арҫын тӑван тӑвакан ӗҫе тӑватӑп-и? (1 Тим. 2:11, 12; Евр. 13:17).

  3. 3. Эпӗ ыттисем умӗнче сасӑпа кӗлтунӑ чухне е ыттисене Библи тӑрӑх вӗрентнӗ чухне мана упӑшка курать-и, илтет-и? (1 Кор. 11:3).

Хӗрарӑм тӑван пӗр ыйту ҫине те пулин «ҫапла» тесе хуравларӗ пулсан, унӑн пуҫне ҫыхас пулать. Вӑл пур ыйту ҫине те «ҫук» тесе хуравларӗ пулсан, пуҫне ҫыхмалла марf.

СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ ТАТА ҪЕМЬЕ ПУҪӖСЕНЕ ИЕГОВА МӖНЛЕ ВЛАСТЬ ПАНӐ?

10. Мӗншӗн старейшинӑн пухура правилӑсем палӑртса хума шухӑш ҫуралма пултарать?

10 Старейшинӑсем Христоса юратаҫҫӗ тата вӗсем Иеговӑпа Иисус хӑйсене шанса панӑ «сурӑхсене» те юратаҫҫӗ (Иоанн 21:15—17). Пухури тӑвансемшӗн юратса тӑрӑшнӑран старейшина хӑйне ашшӗ пек туйма пултарать. Тата хӑш-пӗр тӑвансем ӑна хӑйсемшӗн йышӑну тума ыйтма пултараҫҫӗ. Вара старейшинӑн ҫакӑн пек шухӑшсем ҫуралма пултараҫҫӗ: «Ҫемье пуҫӗ килтисене хӳтӗлес тесе правилӑсем палӑртса хума пултарать пулсан, эпӗ те тӑвансене хӳтӗлес тесе пухура правилӑсем палӑртса хума пултаратӑп». Анчах та старейшинӑсен тата ҫемье пуҫӗсен влаҫӗ пӗр пекех-ши?

Старейшина пухура сӑмах тухса калать.

Старейшинӑсем пухури тӑвансене юратнине кӑтартаҫҫӗ тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсен ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен тӑвана пухуран кӑларса яма ирӗк пур (11, 12 абзацсене пӑхӑр)

11. Старейшинӑсем тата ҫемье пуҫӗсем хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

11 Павел хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче старейшинӑсем тата ҫемье пуҫӗсем хушшинче хӑш-пӗр пӗрпеклӗхсем пуррине кӑтартнӑ (1 Тим. 3:4, 5). Сӑмахран, килтисен ҫемье пуҫне, пухури тӑвансен вара старейшинӑсене итлемелле (Кол. 3:20). Ҫемье пуҫӗн килтисемшӗн юратса тӑрӑшмалла тата вӗсене Иеговӑн тусӗсем пулма пулӑшмалла, старейшинӑсен те пухури тӑвансемшӗн ҫаплах тӑрӑшмалла — вӗсене юратнине кӑтартмалла тата Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Тата старейшинӑсем те, ҫемье пуҫӗсем те инкеке лекнисене пулӑшаҫҫӗ (Иак. 2:15—17). Унсӑр пуҫне, ҫемье пуҫӗн килтисене, старейшинӑсен вара пухури тӑвансене Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшмалла. Ҫакна та палӑртмалла: ҫав арҫын тӑвансен Библире мӗн ҫырнинчен иртмелле мар (1 Кор. 4:6).

Арҫын тӑван ҫемьепе пӗрле Библи вӗренет.

Ҫемье пуҫӗн ҫемьере йышӑнусем тума право пур. Килтисене юратакан ҫемье пуҫӗ мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн арӑмӗпе канашлать (13-мӗш абзаца пӑхӑр)

12, 13. Рим 7:2-мӗшӗнчи сӑмахсене шута илсен старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?

12 Анчах та старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑхсем те пур. Сӑмахран, Иегова старейшинӑсене пухура судьясем пулма лартнӑ. Ҫылӑх тунӑшӑн ӳкӗнмен тӑвана вӗсен пухуран кӑларса яма ирӗк пур (1 Кор. 5:11—13).

13 Ҫемье пуҫӗсен вара урӑхла ирӗк пур. Вӗсем ҫемьере правилӑсем палӑртса хума пултараҫҫӗ, старейшинӑсен вара пухура хӑйсен правилисене палӑртса хума ирӗк ҫук. (Рим 7:2 [ҪТ] вуласа парӑр.)d Сӑмахран, ҫемье пуҫӗ ачисене вӗсен киле миҫере таврӑнмаллине каласа хума пултарать, лешсем итлемесен вара вӑл вӗсене наказани пама пултарать (Эф. 6:1). Тата килтисене юратакан ҫемье пуҫӗ мӗнле те пулин правилӑна палӑртса хурас умӗн арӑмӗпе канашлать, мӗншӗн тесен вӗсем — «пӗр ӳт» (Матф. 19:6)e.

ХРИСТОСА, ПУХУ ПУҪНЕ, ХИСЕПЛӖР

Иисус пӗлӗтре патша пуканӗ ҫинче ларать; ҫӳлтен Иеговӑн мухтавлӑхӗ ҫутатса тӑрать.

Иегова хушнипе Иисус христиансен пухӑвне ертсе пырать (14-мӗш абзаца пӑхӑр)

14. а) Марк 10:45-мӗшӗ тӑрӑх, мӗншӗн Иисус пирки чи лайӑх пуҫлӑх теме пулать? ӑ) Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать? («Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать?» рамкӑна пӑхӑр.)

14 Иегова пирӗншӗн хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне панӑ. Ҫавӑнпа та пухури пур христианин та Иеговӑн теме пулать (Марк 10:45 вуласа парӑр; Ап. ӗҫ. 20:28; 1 Кор. 15:21, 22). Иегова Иисуса пуху пуҫӗ пулма лартнӑ. Иисус вара чи лайӑх пуҫлӑх, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемен. Пуху пуҫӗ пулнӑ май Иисусӑн кашни уйрӑм христианин валли, ҫемьесем валли тата пухусем валли правилӑсем палӑртса хума ирӗк пур тата ҫак правилӑсене тытса тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме те ирӗк пур (Гал. 6:2). Анчах Иисус правилӑсене палӑртса хурать кӑна мар, вӑл пирӗншӗн кашниншӗн юратса тӑрӑшать (Эф. 5:29).

Ертсе пыракан совет мӗн-мӗн тӑвать?

Ертсе пыракан советри тӑвансем пӗрле канашлама пухӑннӑ.

Ертсе пыракан советри тӑвансем ытти тӑвансемпе хуҫаланмаҫҫӗ (2 Кор. 1:24). Пухӑвӑн пуҫӗ Иисус пулнине вӗсем ӑнланаҫҫӗ тата вӑл вӗренекенӗсене «эсир... пурсӑр та тӑвансем» тенипе килӗшеҫҫӗ (Матф. 23:8). Ертсе пыракан советри тӑвансем пӗтӗм тӗнчери тӑвансене чун-чӗререн юратаҫҫӗ тата вӗсемшӗн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ. Иисус Христос ертсе пынипе вӗсем Иеговӑн халӑхӗн ӗҫ-хӗлне пӗтӗм тӗнчипе йӗркелесе тӑраҫҫӗ. Вӗсем филиалсен комитечӗсенче ӗҫлесе тӑма тата район надзирателӗсем пулма арҫын тӑвансене суйласа лартаҫҫӗ (Эф. 4:7—13). Район надзирателӗсем вара пухусенче старейшинӑсене лартаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 14:23; Тит 1:5). Унсӑр пуҫне, Ертсе пыракан советӑн тӑвансене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмалла. Вӗсем вара ҫак ӗҫ ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмаҫҫӗ. Ҫырусем, инструкцисем, публикацисем, JW телекуравра тухса тӑракан программӑсем, тӗрлӗ шкулсем, тӗлпулусем тата конгрессем урлӑ вӗсем Иеговӑн халӑхне вӗрентсе тӑраҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 15:22—35). Енчен те ӑҫта та пулин ҫутҫанталӑк инкекӗ е мӗнле те пулин урӑх инкек сиксе тухсан, тӑвансене юратнӑран Ертсе пыракан советри тӑвансем инкек курнисене тӳрех пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗg.

15, 16. Марли тата Бенджамин сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

15 Камӑн власть пур, ҫав арҫынсене пӑхӑннипе хӗрарӑм тӑвансем Христоса хисепленине кӑтартаҫҫӗ. Нумай хӗрарӑм тӑван Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Марли тӑванӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшет пулӗ: «Эпӗ арӑм тата христианка. Иегова панӑ ҫак тивӗҫсене эпӗ хаклатӑп. Паллах, упӑшкана тата старейшинӑсене пӑхӑнса пурӑнма манӑн малалла та вӗренмелле. Тата ҫакна та калас килет: упӑшка та, старейшинӑсем те мана хисеплеҫҫӗ тата эпӗ мӗн тунишӗн тав тӑваҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене пӑхӑнса тӑма йывӑрах мар».

16 Камӑн кама пӑхӑнмаллине лайӑх ӑнланакан арҫын тӑван хӗрарӑм тӑвансене хисеплет тата хаклать. Англири Бенджамин ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Хӗрарӑм тӑвансем пухура паракан комментарисенчен эпӗ нумай интереслине пӗлсе пыратӑп. Тата вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне е ҫынсемпе Библи вӗреннӗ чухне усӑ куракан меслетсемпе хам та усӑ курма тӑрӑшатӑп. Хӗрарӑм тӑвансем питӗ нумай тӑваҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсене тав тӑвас килет».

17. Мӗншӗн пирӗн Иегова хунӑ йӗркене пӑхӑнмалла?

17 Эпир пурте — хӗрарӑм тӑвансем те, арҫын тӑвансем те, ҫемье пуҫӗсем те, старейшинӑсем те — Иегова хунӑ йӗркене лайӑх ӑнланатпӑр пулсан тата камӑн власть пур, ҫавсене пӑхӑнатпӑр пулсан, пухура мир пулать. Чи кирли вара, ҫапла туса эпир хамӑра юратакан ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, мухтава кӑларатпӑр (Пс. 150:6).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Хӗрарӑм тӑвансем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

  • Кирек хӑш арҫын тӑван та кирек хӑш хӗрарӑм тӑванӑн пуҫӗ теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.

  • Старейшинӑсемпе ҫемье пуҫӗсем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?

123-МӖШ ЮРӐ Турӑ хунӑ йӗркене пӑхӑнса тӑратпӑр

a Хӗрарӑм тӑвансем пухӑва хӑш енчен пулӑшса тӑраҫҫӗ? Пухури кашни арҫын тӑван та хӗрарӑм пуҫӗ теме пулать-и? Иегова старейшинӑсене тата ҫемье пуҫӗсене пӗр пек власть панӑ-и? Айтӑр ҫакӑн ҫинчен Библире мӗн каланине пӑхса тухар.

b 2020 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Хӗрарӑм тӑвансене пулӑшса тӑрӑр» статьяри 6-мӗш абзаца пӑхӑр.

c «Хӗрарӑм тӑвансен хӑҫан пуҫа ҫыхмалла?» рамкӑна пӑхӑр.

d Рим 7:2, ҪТ: «Сӑмахран, закон тӑрӑх, качча кайнӑ хӗрарӑм упӑшки чӗрӗ чухне унпа пӗрлешнӗ пулать. Упӑшки вилсен вара арӑм упӑшкин законӗнчен ирӗке тухать».

e Ҫемьен хӑш пухӑва ҫӳремеллине камӑн йышӑну тумалли пирки 2020 ҫулхи август уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иеговӑн пухӑвӗнче кашни хисепе тивӗҫлӗ» статьяри 17—19 абзацсенче каланӑ.

f Ытларах пӗлес тесе «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнекене пӑхӑр, 209—212 страницӑсем.

g Ертсе пыракан совета Иегова мӗнле ӗҫсем шанса пани ҫинчен ытларах пӗлес тесен 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнине» пӑхӑр, 24—31 страницӑсем.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр