Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w18 февраль 28—30 с.
  • Савӑнӑҫ — Турӑ панӑ парне

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Савӑнӑҫ — Турӑ панӑ парне
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЧӐН-ЧӐН САВӐНӐҪ
  • ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХСЕМ
  • САВӐНМАЛЛИ СӐЛТАВСЕМ
  • НУМАЙРАХ САВӐНӐҪ ИЛЕС ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА?
  • САВӐНӐҪ НУМАЙ УСӐ ПАРАТЬ
  • «Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
w18 февраль 28—30 с.

Савӑнӑҫ — Турӑ панӑ парне

  • ЮРАТУ

  • САВӐНӐҪ

  • КАНӐҪЛӐХ

  • ТӲСӖМЛӖХ

  • ЫРӐ КӐМӐЛ

  • ЫРӐЛӐХ

  • ӖНЕНӲ

  • ЙӐВАШЛӐХ

  • ЧАРУЛӐХ

ПУР ҫыннӑн та савӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнас килет. Анчах та ҫак юлашки кунсенче кашниех йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Библире эпир пурӑнакан вӑхӑт пирки «йывӑр самана» тенӗ (2 Тим. 3:1). Тӗрӗсмарлӑх, япӑх сывлӑх, ӗҫ ҫукки, ҫывӑх ҫынна ҫухатни тата ытти пӑшӑрханусем пирӗн савӑнӑҫа пӗтерсе хума пултараҫҫӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем те хуйха ӳкме тата майӗпен савӑнӑҫа ҫухатма пултараҫҫӗ. Сирӗнпе ҫакӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, каллех савӑнӑҫ тупас тесен мӗн тумалла?

Малтан айтӑр чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗн иккенне пӗлер тата йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Унтан вара савӑнӑҫа ҫухатас мар тесен, ҫавӑн пекех нумайрах савӑнӑҫ илес тесен пирӗн мӗн тумаллине сӳтсе явар.

ЧӐН-ЧӐН САВӐНӐҪ

Чӑн-чӑн савӑнӑҫа ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа пӑтраштарма кирлӗ мар. Тӗслӗх илсе парар. Самаях ӗҫсен ҫын хӑйне питӗ савӑнӑҫлӑ туйма пултарать. Урӑла пуҫласан вара унӑн кулас шухӑш ҫук, йывӑрлӑхӗсем сахалланманнине те ӑнланать. Ҫакнашкал кӗске вӑхӑта пыракан савӑнӑҫ пирки чӑн-чӑн савӑнӑҫ тесе калаймӑн (Ытар. 14:13).

Савӑнӑҫ вӑл — шалти вӑйлӑ туйӑм, «вӑл тем лайӑххине илнинчен е лайӑххине кӗтнинчен килет». Савӑнӑҫлӑ ҫын лайӑх лару-тӑрура та, япӑх лару-тӑрура та хӑйне телейлӗ туять (1 Фес. 1:6, ҪХ). Ӑна мӗн те пулин пӑшӑрхантарсан та, ҫавӑ унӑн чӗрери савӑнӑҫне пӗтермест. Тӗслӗхрен, пӗррехинче апостолсене Христос ҫинчен каласа ҫӳренӗшӗн хӗненӗ, анчах та вӗсем «Иисус Ҫӳлхуҫа ячӗшӗн хурлӑх курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн синедрионран савӑнса тухса кайнӑ» (Ап. ӗҫ. 5:41). Апостолсем хӑйсене наказани панӑшӑн мар, Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑшӑн савӑннӑ.

Ҫын ҫуралнӑ чухнех чӑн-чӑн савӑнӑҫпа ҫуралмасть, ҫак туйӑм хӑйне хӑй те аталанмасть. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Мӗншӗн тесен чӑн-чӑн савӑнӑҫ — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен. Святой сывлӑш пулӑшнипе эпир «ҫӗнӗ этем» пулса тӑма пултаратпӑр, унашкал ҫын вара чӑн-чӑн савӑнӑҫ пуррипе те палӑрса тӑрать (Эф. 4:24; Гал. 5:22). Чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулсан пире пурнӑҫри йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах пулӗ.

ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХСЕМ

Иегова пур ҫынна та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн. Анчах та хальхи вӑхӑтра тӗнче йӗркесӗрлӗхпе тулнӑ. Ҫакӑ Турра савӑнӑҫсӑр тӑратса хӑварнӑ-и? Ҫук. Библире каланӑ: «Унӑн [сӑваплӑ] вырӑнӗнче — хӑват та чаплӑ илем [«савӑнӑҫ», ҪТ]» (1 Ҫулс. 16:27). Унсӑр пуҫне, Иеговӑна унӑн ӗҫлекенӗсен ырӑ ӗҫӗсем савӑнтараҫҫӗ (Ытар. 27:11).

Эпир Иеговӑран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Ӗҫсем хамӑр кӗтнӗ пек пулмасан, ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Ун вырӑнне пирӗн халӗ мӗн ырри пурри ҫинчен шухӑшламалла тата лару-тӑру лайӑхланасса тӳсӗмлӗн кӗтмеллеa. Ҫакӑ савӑнӑҫа ҫухатма памӗ.

Йывӑр килнӗ вӑхӑтра савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем Библире нумай. Вӗсенчен пӗри — Авраам. Унӑн пурнӑҫӗ пӗрре анчах мар хӑрушлӑхра пулнӑ тата ыттисене пула унӑн нумай хӗн-хур тӳсме тивнӗ (Пулт. 12:10—20; 14:8—16; 16:4, 5; 20:1—18; 21:8, 9). Ҫавна пӑхмасӑрах Авраам савӑнӑҫа ҫухатман. Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл Мессия ертсе пынӑ вӑхӑтра ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнас шанчӑка асран яман (Пулт. 22:15—18; Евр. 11:10). Иисус ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Авраам, сирӗн аҫӑр, питех те Ман кунӑма курасшӑнччӗ; курчӗ те — савӑнмаллипех савӑнчӗ» (Иоанн 8:56). Авраам пекех эпир те пулас пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр (Рим 8:21).

Павелпа Сила та Турра Авраам пекех ҫирӗп ӗненнӗ тата вӗсем, нумай йывӑрлӑх витӗр тухма тивнӗ пулин те, савӑнӑҫа ҫухатман. Тӗслӗхрен, пӗррехинче вӗсене патакпа хытӑ хӗненӗ, унтан тӗрмене хупнӑ. Анчах та вӗсем «ҫӗр варринче кӗлтуса, Турра мухтаса юрланӑ» (Ап. ӗҫ. 16:23—25). Павелпа Силӑна шанчӑк тӗреклетсе тӑнӑ. Хӑйсем Христос ячӗшӗн асапланнине пӗлсе тӑнӑран вӗсем савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарнӑ. Айтӑр, Павелпа Сила пекех, Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни пире нумай пиллӗх пани ҫинчен асра тытар (Флп. 1:12—14).

Хальхи вӑхӑтра та йывӑр килнӗ чухне савӑнӑҫа упракан тӑвансем Туррӑн халӑхӗ хушшинче нумай. Акӑ пӗр тӗслӗх. 2013 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче Филиппинӑн вӑтам пайне «Хайян» ятлӑ питӗ хӑватлӑ тайфун килсе ҫапнӑ. Иегова Свидетелӗсен 1 000 ытла ҫемйи килсӗр-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Таклобан хулинче пурӑнакан Джорджӑн ҫурчӗ те тӗппипех арканнӑ пулнӑ. Вӑл каланӑ: «Ниме пӑхмасӑрах тӑвансем телейлӗ. Эпир мӗнле савӑнӑҫ туйнине сӑмахпа каласа параяс та ҫук». Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ вӑхӑтра эпир Иегова пирӗншӗн мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан тата ҫавӑншӑн ӑна пархатарлӑ пулсан савӑнӑҫа упраса хӑварма пултарӑпӑр. Савӑнма пирӗн тата мӗнле сӑлтавсем пур?

САВӐНМАЛЛИ СӐЛТАВСЕМ

Савӑнмалли тӗп сӑлтав вӑл — Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем пурри. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, эпир Ҫут тӗнчене Тытса Тӑракана пӗлетпӗр! Вӑл пирӗн Аттемӗр, Туррӑмӑр тата Тусӑмӑр (Пс. 70:17—19).

Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑна пире пурнӑҫ парнеленӗшӗн тата пурнӑҫпа савӑнса пурӑнмалла тунӑшӑн пархатарлӑ (Еккл. 3:12, 13). Хӑйӗн патне ҫывхарма Иегова пире хӑй пулӑшнӑ, ҫавӑнпа эпир Турӑ пирӗнтен мӗн кӗтнине ӑнланатпӑр, тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр тата пурнӑҫра чи кирли мӗнне пӗлетпӗр (Кол. 1:9, 10). Ҫынсем нумайӑшӗ вара хӑйсем мӗншӗн пурӑннине уҫҫӑнах калама пултараймаҫҫӗ. Павел апостол ҫак уйрӑмлӑх пирки ҫапла ҫырнӑ: «„Турӑ Хӑйне юратакансем валли хатӗрлесе хунине куҫ та курман, хӑлха та илтмен, ҫакна этем чӗри те туйман...“ Турӑ пире ун ҫинчен Хӑйӗн Сывлӑшӗ урлӑ пӗлтерчӗ» (1 Кор. 2:9, 10). Иеговӑн ирӗкне тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хунине пӗлни пире питӗ савӑнтарать.

Иегова хӑйӗн халӑхӗшӗн тата мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тӗслӗхрен, вӑл пирӗн ҫылӑхсене каҫарма хатӗр (1 Иоанн 2:12). Иегова кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче пуласси пирки пире шанчӑк парнеленӗ (Рим 12:12). Вӑл пулӑшнипе пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑх пур (Пс. 132:1). Иегова хӑйӗн халӑхне Сатанапа демонсенчен хӳтӗлесе тӑрать (Пс. 90:11). Ҫак пиллӗхсем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пирӗн савӑнӑҫ ӳссе пынине курӑпӑр (Флп. 4:4).

НУМАЙРАХ САВӐНӐҪ ИЛЕС ТЕСЕ МӖН ТУМАЛЛА?

Христианин ахаль те савӑнӑҫлӑ пулсан, вӑл тата ытларах савӑнӑҫ илме пултарать-и? Иисус каланӑ: «Эпӗ ҫакна Хамӑн савӑнӑҫӑм сире те пултӑр, сирӗн савӑнӑҫӑр тулли пултӑр тесе каларӑм» (Иоанн 15:11). Апла пулсан, эпир тата нумайрах савӑнӑҫ илме пултаратпӑр. Пирӗн савӑнӑҫа кӑвайтпа танлаштарма пулать. Кӑвайт вӑйлӑрах ҫунтӑр тесен унта вутӑ пӑрахсах тӑмалла. Савӑнӑҫ ӳссех пытӑр тесен вара пире святой сывлӑш кирлӗ. Ҫавӑнпа пирӗн яланах Иеговӑран святой сывлӑш ыйтмалла тата святой сывлӑш пӗлтернипе ҫырнӑ Библири сӑмахсем ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 1:1, 2; Лука 11:13).

Ҫавӑн пекех Иегова ырлакан ӗҫсене хастаррӑн туса тӑни те пире ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшать (Пс. 34:27; 111:1). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Иегова пире пултарнӑ чухне хӑйӗнчен хӑраса пурӑнмалла тата хӑйӗн ӳкӗчӗсене тытса тӑмалла тунӑ (Еккл. 12:13). Урӑхла каласан, эпир ҫуралнӑ чухнех Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлас туртӑмпа ҫуралатпӑр. Ҫавӑнпа Иеговӑшӑн ӗҫлени пире питӗ пысӑк савӑнӑҫ панинчен ним тӗлӗнмелли те ҫукb.

САВӐНӐҪ НУМАЙ УСӐ ПАРАТЬ

Чӑн-чӑн савӑнӑҫ пире тӗрлӗ енчен усӑ парать. Сӑмахран, эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла та савӑнӑҫа ҫухатмасӑр Ҫӳлти Аттемӗршӗн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, ӑна тата ытларах савӑнтарӑпӑр (Сак. аст. 16:15; 1 Фес. 5:16—18). Унсӑр пуҫне, чӑн-чӑн савӑнӑҫ мӗнрен килнине асра тытатпӑр пулсан, эпир ырлӑх-пурлӑхшӑн ҫунас вырӑнне Турӑ Патшалӑхӗшӗн тата ытларах ӗҫлес тесе тӑрӑшӑпӑр (Матф. 13:44). Ҫакӑ мӗнле пиллӗхсем панине курса тӑнӑ май эпир тата нумайрах савӑнӑҫ илӗпӗр, хамӑра лайӑх туйӑпӑр, ыттисем те телейлӗ пулччӑр тесе тӑрӑшӑпӑр (Ап. ӗҫ. 20:35; Флп. 1:3—5).

Унсӑр пуҫне, эпир хамӑра савӑнӑҫлӑ туятпӑр пулсан, ҫакӑ пирӗн сывлӑх ҫине лайӑх витӗм кӳме пултарать. Библире каланӑ: «Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать» (Ытар. 17:22). Небраска штатӗнчи (АПШ) университетра сывлӑха тӗпчекен пӗр ученӑй Библипе килӗшсе тӑракан сӑмахсене каланӑ: «Эсир халӗ телейлӗ пулсан тата хӑвӑр мӗнле пурӑнни сире килӗшет пулсан, пуласлӑхра сирӗн сывлӑх лайӑх пуласса шанма пулать».

Лӑпкӑ мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр пулин те эпир кӗлтунипе, Иеговӑн Сӑмахне тӗпченипе тата унта мӗн ҫырни ҫинчен шухӑшланипе святой сывлӑш илсе чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, Иегова пире халех мӗнле пиллени ҫинчен шутласан, унӑн ытти ӗҫлекенӗсем ӗненнӗ пек ӗненсен тата Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама тӑрӑшсан эпир тата ытларах савӑнӑҫ илме пултаратпӑр. Ҫапла эпир Псалом 63:11-мӗшӗнче: «Тӳрӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӗ, Ӑна шанса тӑрӗ»,— тени тӗрӗс пулнине курӑпӑр.

a Тӳсӗмлӗх пирки святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем ҫинчен калакан статьясенчен пӗринче пӑхса тухӑпӑр.

b Ҫавӑн пекех «Ытларах савӑнӑҫ илес тесен тата мӗн тума пулать?» рамкӑна пӑхӑр.

Ытларах савӑнӑҫ илес тесен тата мӗн тума пулать?

  • Ансат пурнӑҫпа пурӑнӑр (Лука 12:15).

  • Хӑвӑртан ытлашшине ан кӗтӗр (Мих. 6:8).

  • Кулленхи графикра ӗҫ, вӗренӳ тата кану валли ҫеҫ мар, Иеговӑшӑн туллин ӗҫлеме те вӑхӑт уйӑрнипе уйӑрманнине тӗрӗслӗр (Эф. 5:15, 16).

  • Ырӑ ӑслӑ пулса хӑвӑр ҫине те, ыттисем ҫине те тӗрӗс пӑхӑр (Флп. 4:5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр