Эсир ыттисен халсӑрлӑхӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатӑр-и?
«Ӳт-пӗвӗн чи вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ» (1 КОР. 12:22).
1, 2. Павел вӑй-халсӑррисене мӗншӗн ӑнланма пултарнӑ?
ПИРӖНТЕН кашни вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑй-хал ҫуккине туять. Гриппа е аллергипе чирлени хушӑран халтан ямах пултарать, ҫавӑн чухне пире кулленхи ӗҫсене те тума йывӑр. Халӗ вара шухӑшласа пӑхӑр: эсир пӗр е икӗ эрне мар, темиҫе уйӑх хушши вӑй ҫуккине туятӑр. Ҫавӑн чухне ыттисем сире ӑнлансан тата хӗрхенсен, эсир вӗсене пархатарлӑ пулмастӑрччӗ-и вара?
2 Павел апостол пухури тата ытти йышши йывӑрлӑхсемпе кӗрешесси мӗне пӗлтернине те, вӗсем халтан янине те пӗлнӗ. Вӑл вӑй пӗтсе ҫитнине пӗрре кӑна мар туйнӑ (2 Кор. 1:8; 7:5). Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен тата шанчӑклӑ христианин пулнӑран чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен шухӑшланӑ май Павел каланӑ: «Халтан каяканпа пӗрле эпӗ халсӑр юлатӑп» (2 Кор. 11:29, ҪХ). Пухури тӑвансене ӳт-пӳ пайӗсемпе танлаштарнӑ хыҫҫӑн вӑл «вӑйсӑртарах пек туйӑнакан пайӗсем ҫав тери кирлӗ» тенӗ (1 Кор. 12:22). Павел ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ-ха? Пирӗн мӗншӗн вӑй-халсӑртарах пек туйӑнакан тӑвансем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхмалла? Тӑвансем ҫине ҫакӑн пек пӑхни пире мӗнле усӑ пама пултарать?
ИЕГОВА ПИРӖН ХАЛСӐРЛӐХ ҪИНЕ МӖНЛЕ ПӐХАТЬ?
3. Эпир мӗне пула пухури тӑвансем ҫинчен япӑх шухӑшлама пултаратпӑр?
3 Эпир ӑмӑртасси-тупӑшасси анлӑ сарӑлнӑ тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫамрӑклӑхпа вӑй-хала вара час-часах пуринчен ытла хаклаҫҫӗ. Нумайӑшӗ ниме пӑхмасӑр хӑйсеннех тума тӑрӑшаҫҫӗ, халсӑртарах ҫынсен туйӑмӗсене шута илмеҫҫӗ. Пирӗн хамӑра ҫакнашкал тытма юрамасть пулин те, эпир пулӑшу кирлӗ ҫынсем ҫинчен, пухури тӑвансем ҫинчен те, хамӑр ҫавна ӑнланмасӑрах япӑх шухӑшлама тытӑнма пултаратпӑр. Анчах та эпир ҫакӑн пек ҫынсем ҫине тӗрӗс, Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма вӗренме пултаратпӑр.
4, 5. а) 1 Коринф 12:12—23-мӗшӗсенчи тӗслӗх Иегова этем халсӑрлӑхӗ ҫине епле пӑхнине мӗнле ӑнланма пулӑшать? ӑ) Халсӑррисене пулӑшни пире мӗнле усӑ пама пултарать?
4 Павел Коринф ҫыннисем патне янӑ пӗрремӗш ҫырури тӗслӗх пире ҫынсен халсӑрлӑхӗ ҫине Иегова мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшать. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче 12-мӗш сыпӑкра Павел чи илемсӗр е халсӑр ӳт-пӳ пайӗсем те кирлине аса илтерет. (1 Коринф 12:12, 18, 21—23 вуласа пар.) Эволюцие ӗненекен ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем этем ӳт-пӗвӗ пирки урӑхла шухӑшлаҫҫӗ. Апла пулин те, этем организмне тӗпчекенсем унччен усӑсӑр шутланнӑ органсем те питӗ кирлине кӑтартса панӑa. Тӗслӗхрен, хӑшӗ-пӗрисем уран кача пӳрни ӳт-пӗвӗн усӑллӑ пайӗ пулни пирки иккӗленнӗ пулнӑ. Анчах та халӗ ученӑйсем уран кача пӳрни кӗлеткене тӳрӗ тытма пулӑшать теҫҫӗ.
5 Павел илсе панӑ тӗслӗх христиансен пухӑвӗнче усӑсӑр ҫынсем ҫуккине кӑтартса парать. Ҫынсене ним вырӑнне хуман Сатанапа танлаштарсан, Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пурте, халсӑртарах пек туйӑнаканнисем те, «кирлӗ» тесе шутлать (Иов 4:18, 19). Ҫак шухӑш пирӗнтен кашнине пухури тата Туррӑн пӗтӗм тӗнчери халӑхӗ хушшинчи вырӑна хаклама пулӑшӗ. Тӗслӗхрен, ватӑ ҫынна пулӑшас тесе юлашки хут хӑҫан эсир ӑна алран ҫавӑтса утнине аса илӗр-ха. Ун чухне сирӗн хулленрех утма тиврӗ пулӗ. Ҫапла эсир ҫав ҫынна ырӑ тунӑ, ҫакӑ вара сире те савӑнӑҫ кӳнӗ. Чӑнах та, кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсемшӗн тӑрӑшсан эпир савӑнӑҫ илетпӗр, ҫавӑн пекех чӑтӑмлӑрах пулма, пухури тӑвансене хытӑрах юратма вӗренетпӗр тата лайӑхрах христиансем пулса тӑратпӑр (Эф. 4:15, 16). Пирӗнтен кашнин халсӑр енсем пур пулин те, пухури тӑвансем пӗр-пӗрне хакласан, пухура юратупа килӗшӳ хуҫаланассине юратакан Аттемӗр пӗлет.
6. Павел хӑйӗн ҫырӑвӗсенче «халсӑр» тата «вӑйлисем» сӑмахсемпе мӗнле усӑ курнӑ?
6 Коринф ҫыннисем патне янӑ ҫырура Павел хӑйне мӗнле туйни ҫинчен тата пӗрремӗш ӗмӗрте ытти ҫынсем христиансем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен каланӑ чухне «вӑйсӑр» тата «халсӑр» сӑмахсемпе усӑ курнӑ (1 Кор. 1:26, 27; 2:3). Вӑл хӑшӗ-пӗрисем пирки «вӑйлисем» тенӗ чухне христиансенчен хӑшӗ те пулин мӑнаҫланма пултарать тесшӗн пулман (Рим 15:1). Пачах урӑхла, Павел опытлӑрах христиансене чӑнлӑхра ҫирӗпленсех ҫитейменнисемпе чӑтӑмлӑрах пулма хавхалантарнӑ.
ЫТТИСЕМ ҪИНЕ УРӐХЛАРАХ ПӐХМА ВӖРЕНМЕЛЛЕ-И?
7. Кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсене пулӑшма мӗншӗн эпир хушӑран тӑхтаса тӑратпӑр?
7 «Чухӑна» пулӑшнӑ чухне эпир Иегова пек пулма тӑрӑшатпӑр кӑна мар, вӑл ырлакан ҫынсем шутӗнче пулатпӑр (Пс. 40:2; Эф. 5:1). Анчах та эсир асӑрханӑ пулӗ, хӑш-пӗр чухне эпир кама та пулин пулӑшу кирлине пӗлнӗ ҫӗртенех, ун пирки тӗрӗс мар шухӑшланӑран, ӑна пулӑшма тӑхтаса тӑратпӑр. Е эпир мӗн каламаллине пӗлменрен хамӑра аван мар туятпӑр, ҫавӑнпа йывӑрлӑхсем тӳсекенсенчен пӑрӑнатпӑр. Синтияb, упӑшки пӑрахнӑ хӗрарӑм тӑван, каланӑ: «Тӑвансем хӑвӑнтан пӑрӑннӑ чухне е кӗтнӗ вӑхӑтра туссем пулӑшман чухне чун питӗ ыратать. Йывӑр вӑхӑтра кам та пулин юнашар пулни питӗ кирлӗ». Ӗлӗк-авал Давид та хӑйне тусӗсем хӑварсан калама ҫук куляннӑ (Пс. 30:13).
8. Ыттисене ытларах хӗрхенме пире мӗн пулӑшӗ?
8 Пирӗн хаклӑ тӑвансем пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва пула халсӑрланнине асра тытатпӑр пулсан, пире вӗсене хӗрхенме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Пӗрисем чир-чӗре пула асапланаҫҫӗ, теприсен килтисем чӑнлӑха йышӑнмаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вара депрессипе кӗрешеҫҫӗ. Эпир те ҫакнашкал лару-тӑрӑва лекме пултаратпӑр. Египетра пурӑннӑ чухне израильтянсем халсӑр та чухӑн халӑх пулнӑ. Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн вӗсене тӑванӗсем инкеке лексен чӗрисене хытармалла марри пирки аса илтернӗ. Иегова израильтянсен чухӑннисем пулӑшу илме тивӗҫлӗ мар тесе шутламалла мар тенӗ (Сак. аст. 15:7, 11; Лев. 25:35—38).
9. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ тӑвансене пулӑшнӑ чухне пирӗн чи малтан мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
9 Пирӗн ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнисене айӑпламалла мар е вӗсем ҫине шанмасӑр пӑхмалла мар. Пирӗн вӗсене Библири сӑмахсемпе усӑ курса йӑпатмалла (Иов 33:6, 7; Матф. 7:1). Сӑмахран, аварире суранланнӑ мотоциклист больницӑна лексен, тухтӑрсем кам айӑпне пула ҫак инкек пулнине пӗлме тӑрӑшӗҫ-ши? Ҫук, вӗсем вӑраха ямасӑр ӑна кирлӗ пулӑшӑва парӗҫ. Пухури тӑван хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене пула халсӑрланчӗ пулсан, пирӗн чи малтан Библири шухӑшсемпе унӑн кӑмӑлне ҫӗклемелле. (1 Фессалоника 5:14 вуласа пар.)
10. Халсӑр пек туйӑнакан тӑвансем чӑннипе «ҫирӗп ӗненекен» пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?
10 Халсӑр пек туйӑнакан тӑвансен лару-тӑрӑвӗ ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир вӗсем чӑннипе вӑйсӑр маррине курма пултаратпӑр. Килтисем хирӗҫ тӑнине нумай ҫул хушши тӳсӗмлӗн чӑтса пурӑнакан хӗрарӑм тӑвансем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑюсӑр тата черченкӗ пек туйӑнма пултараҫҫӗ, анчах та вӗсем хытӑ ӗненнине тата ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулнине кӑтартмаҫҫӗ-и-ха? Хӑйӗн ачисене пӗччен пӑхса ӳстерекен хӗрарӑм тӑван ачисемпе пӗрле пухусене тӑтӑшах ҫӳрет пулсан, унӑн ӗненӗвӗпе хастарлӑхӗ сирӗн чӗрене хускатмасть-и вара? Ҫамрӑк ачасем хӑйсен тантӑшӗсем япӑх витӗм кӳнине пӑхмасӑр чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пурӑнма вӑй хунине куратӑр-и эсир? Ҫапла, халсӑр пек туйӑнакан тӑвансем, лайӑхрах лару-тӑрура пурӑнаканнисем пекех, «ҫирӗп ӗненекен» пулма пултараҫҫӗ (Иак. 2:5).
ЫТТИСЕМ ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХӐР
11, 12. а) Пире этем халсӑрлӑхӗ ҫине урӑхларах пӑхма мӗн пулӑшать? ӑ) Иегова хӑйне Ааронпа мӗнле тытнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
11 Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнине пӑхса тухсан, пире ыттисен халсӑрлӑхӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма ҫӑмӑлтарах пулӗ. (Псалом 129:3 вуласа пар.) Тӗслӗхрен, Аарон ылтӑн пӑру тунӑ хыҫҫӑн эсир Моисейпе юнашар пулнӑ пулсан, Аарон тӳрре тухас тесе каланӑ сӑмахсем ҫинчен эсир мӗн шухӑшланӑ пулӑттӑр? (Тух. 32:21—24.) Вӑл Мариам аппӑшӗ витӗм кӳнипе Моисее ют халӑхран илнӗ арӑмӗшӗн айӑплама пуҫласан, эсир ун пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр? (Йыша шутл. 12:1, 2.) Иегова Мерива патӗнче тӗлӗнмелле майпа шыв парсан, Ааронпа Моисей Ӑна мухтава кӑларман чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? (Йыша шутл. 20:10—13.)
12 Ҫак лару-тӑрусенче кашнинчех Иегова Аарона тӳрех хаса пама пултарнӑ. Анчах та Турӑ, Аарон хӑш-пӗр чухне йӑнӑшнӑ пулин те, чӑннипе вӑл япӑх ҫын пулманнине пӗлнӗ. Аарон тепӗр чухне ыттисен витӗмне хирӗҫ тӑрайман, ҫавӑнпа хушӑран йывӑр лару-тӑрура тӗрӗс мар тунӑ. Апла пулин те, йӑнӑшӗсем ҫине кӑтартсан вӑл вӗсене тӳрех йышӑннӑ та Иеговӑн приговорӗсем пурнӑҫланччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Тух. 32:26; Йыша шутл. 12:11; 20:23—27). Иегова Аарон ӗненӗвне тата ӳкӗннине куҫ умӗнче тытнӑ. Ӗмӗрсем иртсен те Ааронпа унӑн тӑхӑмӗсем ҫинчен Иеговӑран хӑракан ҫынсем тесе шутланӑ (Пс. 113:18—20; 134:19, 20).
13. Ыттисен халсӑрлӑхӗ ҫине хамӑр епле пӑхнине мӗнле тӗрӗслемелле?
13 Ыттисен халсӑрлӑхӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхас тесен пирӗн халсӑррисем ҫинчен хамӑр мӗн шухӑшланине тӗрӗслемелле (1 Патш. 16:7). Сӑмахран, яш ача вӑйӑ-кулӑ тӗрӗс мар суйласа илнӗ е хӑйне ҫӑмӑлттайлӑн тытнӑ чухне эпир мӗн тӑватпӑр? Ҫакӑн пек чухне ҫитменлӗхсене ҫеҫ асӑрхамалла мар, ӑна Библири принципсемпе лайӑхрах усӑ курма пулӑшас тесе хамӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Халсӑр тӑвансене пулӑшас тесе пӗрремӗш утӑма хамӑр тӑватпӑр пулсан, ыттисен лару-тӑрӑвне лайӑхрах ӑнланма вӗренетпӗр тата вӗсене хытӑрах юратма пуҫлатпӑр.
14, 15. а) Илья пӗр вӑхӑт хушши хытӑ куляннӑ чухне Иегова мӗн туйнӑ? ӑ) Илья тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
14 Хамӑрӑн шухӑшсене Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хуйха ӳксен хӑйне вӗсемпе мӗнле тытнипе танлаштаратпӑр пулсан, эпир ыттисен лару-тӑрӑвне шута илме вӗренетпӗр. Тӗслӗхрен, Илья пророка илӗпӗр, вӑл Ваалӑн 450 пророкне хӑюллӑн Кармил тӑвӗ ҫине чӗннӗ, анчах каярахпа Иезавель патша ӑна вӗлерме шутлани ҫинчен пӗлсен вӑл тарнӑ. Илья Вирсавия хулине ҫитиччен 150 ҫухрӑм утнӑ, унтан вара пушхире кайнӑ. Инҫе ҫул тата хӗртекен хӗвел пророка халтан янӑ, вара вӑл «илсемччӗ ман чунӑма» теме пуҫланӑ (3 Патш. 18:19; 19:1—4).
15 Хӑйӗн шанчӑклӑ пророкӗ епле хуйхӑрнине пӗлӗтрен курсан Иегова мӗн туйнӑ-ха? Вӑл Илья пӗр вӑхӑт хушши хытӑ куляннине тата хӑраса ӳкнине курсан ун пирки хӑйӗншӗн ӗҫлеме юрӑхлӑ мар тесе шутланӑ-и? Пачах ҫук! Иегова Илья халсӑр та ҫитменлӗхлӗ ҫын пулнине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа хӑйӗн пӗр ангелне ун патне янӑ. Ангел икӗ хутчен Ильяна ҫиме каланӑ, мӗншӗн тесен лешӗн «инҫе ҫула» каймалла пулнӑ. (3 Патшасен 19:5—8 вуласа пар.) Уҫҫӑн курӑнать, Иегова малтан хӑйӗн пророкне тимлӗ итленӗ, унтан ӑна кирлӗ пулӑшӑва панӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн тин пӗр-пӗр ӗҫ тума хушнӑ.
16, 17. Иегова Ильяна пулӑшнӑ пекех, эпир пухури тӑвансене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?
16 Тӑрӑшакан Турӑ пек пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? Пирӗн канашсем пама васкамалла мар (Ытар. 18:13). Тен, хӑйӗн лару-тӑрӑвне пула ҫын хӑй пирки «хисеплех мар» тесе шутлать пулсан, чи малтанах ӑна тимлӗ итлени тата чӗререн хӗрхеннине кӑтартни аванрах пулать (1 Кор. 12:23). Ҫапла тусан эпир ӑна мӗн кирлине лайӑхрах ӑнланатпӑр, вара пулӑшма пултаратпӑр.
17 Тӗслӗхрен, кӑшт маларах асӑннӑ Синтиянах илер. Упӑшки ӑна икӗ хӗрӗпе пӑрахса хӑварсан, вӗсене хӑйсем никама та кирлӗ мар пекех туйӑннӑ. Пухури хӑш-пӗр тӑвансем вара мӗн тунӑ-ха? Вӑл каласа парать: «Эпӗ туссене шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн 45 минут иртсенех вӗсем пирӗн пата килчӗҫ. Вӗсен куҫӗсем шывланнӑччӗ. Малтанхи икӗ-виҫӗ кун вӗсем пирӗнпе юнашар пулчӗҫ. Эпир хытӑ куляннӑран тата апат та йӗркеллӗ ҫименрен вӗсем пире вӑхӑтлӑха хӑйсем патне илсе кайрӗҫ». Тен, ҫакӑ пире Иаковӑн ҫак сӑмахӗсене аса илтерет: «Тӑванӑр ҫарамас пулсан, унӑн кун каҫмалӑх ҫими те пулмасан, эсир хӑшӗ те пулин ӑна: „лӑпланса каях, ӑшӑн, апатлан“ тесен, анчах ӑна мӗн кирлине памасан, унӑн сӑмахӗнчен мӗн усси? Ӗненӳ те ҫавӑн пекех: ырӑ ӗҫсемсӗр пӗр ӗненӳ хӑй ҫеҫ — вилӗпе пӗрех» (Иак. 2:15—17). Пухури тӑвансем вӑхӑтра пулӑшнине пула Синтияпа унӑн хӗрӗсем ҫав инкек пулнӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхранах пулӑшакан пионер пулса ӗҫлеме пултарнӑ (2 Кор. 12:10).
НУМАЙӐШНЕ УСӐ ПАРАТЬ
18, 19. а) Эпир вӑхӑтлӑха халсӑрланнисене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? ӑ) Вӑйсӑррисене пулӑшни мӗнле усӑ парать?
18 Халтан яракан чиртен сывалма нумай вӑхӑт кирлине, тен, эсир хӑвӑр ҫинче туйнӑ? Хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене пула халсӑрланнӑ христианина та Турӑшӑн ӗҫлеме ҫӗнӗрен вӑй илме сахал мар вӑхӑт кирлӗ пулма пултарать. Паллах ӗнтӗ, ӗненӗве ҫирӗплетме пухури тӑвансен хӑйсен вӑй хумалла: Библи вӗренмелле, кӗлтумалла, ырӑ хыпар сармалла тата пухӑва ҫӳремелле. Анчах та пирӗн тӑван чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пуҫличчен эпир тӳсӗмлӗ пулӑпӑр-и? Эпир ӑна ниме пӑхмасӑр юратнине малалла та кӑтартӑпӑр-и? Вӑхӑтлӑха халтан кайнисем хӑйсене пухури тӑвансем юратнине тата хакланине туйса илччӗр тесе вӗсене хаваспах пулӑшӑпӑр-и? (2 Кор. 8:8.)
19 Асра тытӑр, эпир хамӑр тӑвансене пулӑшатпӑр пулсан, питӗ нумай савӑнӑҫ илетпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир тӳсӗмлӗрех пулма тата ытларах хӗрхенме вӗренӗпӗр. Анчах та ҫакӑ ҫеҫ мар-ха. Пухура ӑшӑ хутшӑнусем пулӗҫ. Чи кирли вара — ҫапла тунипе эпир Иегова пек пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр, вӑл вара кашнинех хаклать. Чӑнах, «вӑйсӑррисене» пулӑшма чӗнсе каланине пурнӑҫлама пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур (Ап. ӗҫ. 20:35).
a Чарлз Дарвин хӑйӗн «Происхождение человека» кӗнекинче хӑш-пӗр органсем «усӑсӑр» тесе ҫырнӑ. Унӑн теорийӗ майлӑ тӑракансенчен пӗри этем ӳт-пӗвӗнче вун-вун «аталанса ҫитеймен орган», аппендикспа пӗсехе парӗ пеккисем, пур тесе ҫирӗплетсе каланӑ.
b Ятне улӑштарнӑ.