Иисус чӗрӗлсе тӑни пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ
«Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ» (МАТФ. 28:6).
1, 2. а) Тӗн пуҫлӑхӗсем Петртан мӗн ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ тата вӑл вӗсене мӗн хуравланӑ? ӑ) Петра ҫав самантра хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?
ИИСУС вилсен кӑшт вӑхӑт иртсен Петр апостолӑн тӑшманла тӑракан арҫынсен ушкӑнӗ умӗнче тӑма тивнӗ. Кусем иудейсен сумлӑ тӗн пуҫлӑхӗсем пулнӑ. Вӗсем хӗтӗртнипе Иисуса вӗлернӗ. Ҫав ҫынсем Петра ӑнлантарса пама хушнӑ. Унччен маларах Петр уксах ҫуралнӑ ҫынна сыватнӑ, ҫавӑнпа вӗсем вӑл ҫакна мӗнле вӑйпа е кам ячӗпе тунине пӗлесшӗн пулнӑ. Петр хӑюллӑн хуравланӑ: «Эсир... пӑталанӑ, кайран Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Назарет Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ ӑна, сирӗн умӑра ӑна Ҫавӑн ячӗпе сыватса тӑратнӑ» (Ап. ӗҫ. 4:5—10).
2 Маларах Петр хӑранипе Иисусран виҫӗ хутчен туннӑ (Марк 14:66—72). Халӗ вара тӗн пуҫлӑхӗсем умӗнче тӑнӑ чухне ӑна хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? Ҫакӑнта святой сывлӑшӑн тӳпи пысӑк пулнӑ. Апла пулин те Петр Иисус чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗп ӗненни те пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Иисус чӗрӗ пулни пирки Петр мӗншӗн пӗртте иккӗленмен-ха? Тата мӗншӗн эпир те ҫавна ҫирӗп ӗненме пултаратпӑр?
3, 4. а) Апостолсем ҫураличченех кам-кам чӗрӗлсе тӑнӑ? ӑ) Иисус кама чӗртсе тӑратнӑ?
3 Вилнисем каллех пурӑнма пултарни апостолсемшӗн темӗн ҫӗнни пулман. Вилнисем чӗрӗлни унччен те пулнӑ-ҫке. Ҫавнашкал тӗлӗнмелле ӗҫсем тума Турӑ Ильяпа Елисей пророксене вӑй-хӑват пани ҫинчен апостолсем пӗлнӗ (3 Патш. 17:17—24; 4 Патш. 4:32—37). Пӗр вилнӗ ҫын вара, унӑн кӗлеткине тупӑклӑха пӑрахсан, Елисей шӑммине пырса ҫапӑннӑ та чӗрӗлсе тӑнӑ (4 Патш. 13:20, 21). Эпир Турӑ Сӑмахӗ чӑнлӑх иккенне ӗненнӗ пекех, малтанхи христиансем Сӑваплӑ Ҫырури ҫав ӗҫсем чӑннипех пулса иртнине ӗненнӗ.
4 Иисус ҫынсене чӗртсе тӑратни ҫинчен вуланӑ чухне ҫакӑ пирӗн чуна пырса тивнӗ пулӗ. Вӑл тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлне чӗртсе тӑратсан, ҫав хӗрарӑм мӗн тери савӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (Лука 7:11—15). Тепрехинче Иисус 12 ҫулхи хӗрачана чӗртсе тӑратнӑ. Хӗрӗ чӗрӗлсе тӑрсан, хуйха ӳкнӗ ашшӗпе амӑшӗ мӗн тери хӗпӗртенӗ тата тӗлӗннӗ пулӗ (Лука 8:49—56). Ҫавӑн пекех Лазарь тупӑклӑхран чӗрӗ те чипер-йӗркеллех тухнине курнӑ ҫынсем хытӑ савӑннине куҫ умне тӑратӑр-ха (Иоанн 11:38—44).
ИИСУС ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ МӖНПЕ УЙРӐЛСА ТӐНӐ?
5. Иисуса чӗртсе тӑратни вилнисене унччен чӗртсе тӑратнисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?
5 Иисус чӗрӗлни ҫынсем унччен чӗрӗлнинчен уйрӑлса тӑнине апостолсем пӗлнӗ. Ҫав ҫынсене чӗртсе тӑратнӑ чухне этем кӗлеткинех панӑ, анчах каярахпа вӗсем каллех вилнӗ. Иисуса вара ангелсенни пек, вилӗмсӗр кӗлеткепе чӗртсе тӑратнӑ. (Апостолсен ӗҫсем 13:34 вуласа пар.) Петр Иисус пирки каланӑ: «Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлнӗ». Унсӑр пуҫне, вӑл «Туррӑн сылтӑм енче ларать» тата «Ӑна ангелсем, пуҫлӑхсем, хӑватсем пӑхӑнса тӑраҫҫӗ» (1 Петр 3:18—22). Унччен ҫынсене чӗртсе тӑратни тӗлӗнмелле япала пулнӑ, анчах та вӗсенчен пӗрне те Иисус чӗрӗлсе тӑнипе танлаштарма ҫук.
6. Иисус чӗрӗлсе тӑни унӑн вӗренекенӗсене мӗнле витӗм кӳнӗ?
6 Иисус чӗрӗлсе тӑни унӑн вӗренекенӗсене вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Тӑшманӗсем Иисус вилнӗ тесе шутланӑ, анчах та вӑл чӗрӗ пулнӑ. Иисус хӑватлӑ ангел пулса тӑнӑран ҫынсенчен никам та ӑна урӑх сиен кӳме пултарайман. Ӑна чӗртсе тӑратни вӑл Турӑ Ывӑлӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Унӑн вӗренекенӗсем ҫакна пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӗсем хуйхӑрма пӑрахнӑ та савӑнма пуҫланӑ, хӑрани вырӑнне вара хӑюлӑх килнӗ. Иисус чӗрӗлсе тӑни Иегова мӗн тума шутласа хунинче тӗп вырӑн йышӑннӑ тата ырӑ хыпарӑн тӗп пайӗ пулнӑ.
7. Халӗ Иисус мӗн тӑвать тата эпир мӗнле ыйтусем пӑхса тухӑпӑр?
7 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑран эпир Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ аслӑ ҫын ҫеҫ маррине, вӑл халӗ чӗррине тата ҫӗр ҫинчи кашни ҫынна пырса тивекен ӗҫе ертсе пынине лайӑх пӗлетпӗр. Туррӑн пӗлӗтри Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май, Иисус Христос кӗҫех ҫӗре усаллӑхран тасатӗ те унта илемлӗ рай туса хурӗ, унта ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Лука 23:43). Иисус чӗрӗлсе тӑман пулсан, ҫаксенчен нихӑшӗ те пулас ҫук. Ҫавӑнпа ҫак ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: вӑл чӗрӗлсе тӑнине ӗненме пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? Вӑл чӗрӗлсе тӑни пирӗншӗн мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
ИЕГОВА ВИЛӖМРЕН ТЕ ВӐЙЛӐРАХ
8, 9. а) Иудейсен тӗн ертӳҫисем Иисусӑн тупӑклӑхне мӗншӗн хураллама ыйтнӑ? ӑ) Хӗрарӑмсем тупӑклӑх патне пырсан мӗн пулса иртнӗ?
8 Иисуса пӑталанӑ хыҫҫӑн аслӑ священниксемпе фарисейсем Пилат патне килнӗ те каланӑ: «Хуҫамӑр! хайхи ултавҫӑ чӗрӗ чухне: „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тесеччӗ, ҫав аса килчӗ пире; ҫавӑнпа эсӗ Унӑн тупӑклӑхне виҫӗ кун хушши хураллама хушсам — Унӑн вӗренекенӗсем ҫӗрле пырса Ун ӳтне вӑрласа ан кайччӑр, халӑха: „Вӑл вилӗмӗнчен чӗрӗлсе тӑчӗ“ тесе ан калаччӑр. Вара кайранхи ултавӗ малтанхинчен те усалтарах пулӗ, тенӗ. Пилат вӗсене каланӑ: сирӗн хуралҫӑрсем пур, кайӑр та хӑвӑра кирлӗ пек хураллӑр». Вӗсем ҫапла тунӑ та (Матф. 27:62—66).
9 Иисусӑн ӳт-пӗвне чул тӑва касса кӗрсе тунӑ тупӑклӑха хунӑ, унта кӗмелли шӑтӑка пысӑк чулпа хупласа хӑварнӑ. Иудейсен тӗн ертӳҫисен Иисуса ҫавӑнта — тупӑклӑхра — яланлӑхах хӑварас килнӗ. Анчах та Иегова пач урӑхла тума шухӑшласа хунӑ. Иисус вилнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунхине Мария Магдалинӑпа тепӗр Мария тупӑклӑх патне пырсан, йӑвантарса хунӑ чул ҫинче ангел ларнине курнӑ. Ангел хӗрарӑмсене тупӑклӑх ӑшне пӑхма, вӑл пушӑ пулнине курма сӗннӗ. «Вӑл кунта ҫук,— тенӗ ангел.— Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ» (Матф. 28:1—6). Иисус чӗрӗ пулнӑ!
10. Иисус чӗрӗлсе тӑнине кӑтартакан мӗнле ҫирӗплетӳсем ҫинчен Павел ҫырнӑ?
10 Ҫавӑн хыҫҫӑнхи 40 кун хушшинче мӗн пулса иртни Иисус чӗрӗлсе тӑни пирки пӗр иккӗленӳ те хӑварман. Ҫакӑн ҫинчен Павел Коринфри христиансем патне акӑ мӗн ҫырса янӑ: «Эпӗ сире чӑн малтан акӑ ҫакна, хама пӗлтернине, каласа патӑм: Ҫырура каланӑ пек, Христос пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн вилнӗ, Ӑна ӗнтӗ пытарнӑ, Ҫырура каланӑ пек, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑнӑ, Кифана, унтан вуниккӗшне курӑннӑ; унтан пӗр харӑсах пилӗкҫӗр ытла тӑвана курӑннӑ, вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ; унтан Иакова, ҫавӑн пекех тата пур апостола та курӑннӑ; пуринчен кайран мана та, тивӗҫсӗрскере, курӑнчӗ» (1 Кор. 15:3—8).
ИИСУС ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИНЕ ЭПИР ӐҪТАН ПӖЛЕТПӖР?
11. Мӗншӗн Иисус чӗрӗлсе тӑни «Ҫырура каланӑ пек» пулса иртнӗ теме пулать?
11 Пӗрремӗш сӑлтавӗ — Иисус чӗрӗлсе тӑни «Ҫырура каланӑ пек» пулса иртнӗ. Иисус чӗрӗлсе тӑни ҫинчен Туррӑн Сӑмахӗнче малтанах каланӑ пулнӑ. Тӗслӗхрен, Давид Турӑ хӑйӗн «сӑваплӑ ҫыннине» шеолта, е тупӑклӑхра, хӑвармӗ тесе ҫырнӑ. (Псалом 15:10 вуласа пар.) Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта, Аллӑмӗш кун уявӗнче Петр апостол ҫак пророкла сӑмахсене Иисуспа ҫыхӑнтарнӑ, вӑл: «Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ»,— тенӗ (Ап. ӗҫ. 2:23—27, 31).
12. Чӗрӗлнӗ Иисуса камсем курнӑ?
12 Иккӗмӗш сӑлтавӗ — Иисус чӗрӗлсе тӑнине курнӑ ҫынсем каласа панисем. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус 40 кун хушши хӑйӗн вӗренекенӗсене тӗрлӗ вырӑнсенче курӑннӑ, ҫав шутра тупӑклӑх вырнаҫнӑ садра тата Эммауса каякан ҫул ҫинче (Лука 24:13—15). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсемпе уйрӑммӑн та, тӗслӗхрен Петрпа, ҫавӑн пекех ушкӑнпа та калаҫнӑ. Чӗрӗлнӗ Иисус пӗррехинче пӗр вӑхӑтрах 500 ҫынна курӑннӑ! Ҫакна курнӑ нумай ҫын каласа панисене шута илмесӗр тӑма юрамасть.
13. Иисусӑн вӗренекенӗсем хастарлӑ пулни вӗсем Иисус чӗрӗлсе тӑнине ҫирӗп ӗненнине мӗнле кӑтартать?
13 Виҫҫӗмӗш сӑлтавӗ — Иисус чӗрӗлсе тӑни ҫинчен унӑн вӗренекенӗсем хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳрени. Христос чӗрӗлсе тӑнӑ тесе хастаррӑн пӗлтерсе ҫӳресе вӗсем асапланма, хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме тата вилме хатӗр пулнӑ. Иисус чӗрӗлсе тӑман пулсан, ҫакӑ ултав ҫеҫ пулнӑ пулсан, Иисуса курайман тата ӑна вӗлерттернӗ тӗн ертӳҫисем умӗнче Петр, хӑйне вӗлересрен хӑрамасӑр, ҫакӑн ҫинчен пӗлтернӗ пулӗччӗ-ши? Петр та, Иисусӑн ытти вӗренекенӗсем те вӑл чӗррине тата Туррӑн ӗҫне ертсе пынине ҫирӗп ӗненнӗ. Унсӑр пуҫне, Иисус чӗрӗлсе тӑни унӑн вӗренекенӗсене вӗсем те чӗрӗлсе тӑрасси пирки шантарнӑ. Сӑмахран, вилнӗ чухне Стефан вилнисем чӗрӗлесси пирки иккӗленмен (Ап. ӗҫ. 7:55—60).
14. Иисус чӗррине эсир мӗншӗн ӗненетӗр?
14 Тӑваттӑмӗш сӑлтавӗ — Иисус паян Патша пулнине тата христиансен пухӑвӗн Пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленине кӑтартакан ҫирӗплетӳсем. Ҫавна пула чӑн христиансем паян йышлӑланса пыраҫҫӗ. Иисус чӗрӗлмен пулсан, ҫакӑ пулма пултаратчӗ-ши вара? Вӑл чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир, тен, ун ҫинчен нихӑҫан та илтмен пулӑттӑмӑр? Анчах та Иисус чӗррине, вӑл пире ҫул кӑтартса тӑнине тата пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынине ӗненмешкӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур.
ИИСУС ЧӖРӖЛСЕ ТӐНИ МӖНШӖН ПЫСӐК ПӖЛТЕРӖШЛӖ?
15. Иисус чӗрӗлсе тӑни пире мӗнле майпа хӑюлӑх парать?
15 Иисус чӗрӗлсе тӑнине пула эпир ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма пултаратпӑр. Акӑ 2 000 ҫул хушши ӗнтӗ Туррӑн тӑшманӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартас тесе тем тӗрлӗ хӗҫ-пӑшалпа та усӑ кураҫҫӗ: чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсемпе, мӑшкӑллани-кулнипе, халӑх тапӑннипе, ирӗк паманнипе, асаплантарнипе тата вӗлернипе. Апла пулин те, пирӗнпе «вӑрҫӑ вӑрҫма хатӗрленӗ кӑрал» Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе чарса лартайман (Ис. 54:17). Эпир Сатана хӳрешкисенчен, е унӑн чурисенчен, хӑрамастпӑр, мӗншӗн тесен пирӗнпе Иисус. Вӑл, хӑй шантарса каланӑ пекех, пире пулӑшса тӑрать (Матф. 28:20). Пирӗн хӑрама сӑлтав ҫук, тӑшмансем пире шӑплантарма хӑтланни нихӑҫан та ӑнӑҫлӑ пулаймӗ!
16, 17. а) Иисус чӗрӗлсе тӑни вӑл мӗне вӗрентни чӑннине мӗнле ҫирӗплетсе парать? ӑ) Иоанн 11:25-мӗшӗ тӑрӑх, Турӑ Иисуса мӗнле власть панӑ?
16 Иисус чӗрӗлсе тӑни вӑл мӗне вӗрентни пурте чӑннине ҫирӗплетсе парать. Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир мӗне вӗрентни те, мӗне ӗненни те харама каять тесе ҫырнӑ Павел. Пӗр Библи тӗпчевҫи ҫапла ҫырнӑ: «Христос чӗрӗлсе тӑман пулсан... Христиансем тӗлӗнмелле ултав хыҫҫӑн кайнӑ айвансем пек курӑнаҫҫӗ». Иисус чӗрӗлмен пулсан, Евангели вӑл — тӑшманӗсем вӗлернӗ ӑсчах ҫинчен ҫырнӑ хурлӑхлӑ калав ҫеҫ. Анчах та Христос чӗрӗлсе тӑнӑ, ҫакӑнпа вӑл хӑй мӗне вӗрентни пурте, ҫав шутра пуласлӑх пирки мӗн калани чӑннине ҫирӗплетсе панӑ. (1 Коринф 15:14, 15, 20 вуласа пар.)
17 Иисус каланӑ: «Чӗртсе тӑратакан та, чӗрӗлӗх паракан та Эпӗ; Мана ӗненекен вилсен те чӗрӗлӗ» (Иоанн 11:25). Ҫак чаплӑ сӑмах пани пурнӑҫланатех. Иегова Иисуса пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пуррисене ҫеҫ мар, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанчӑк пур миллиард-миллиард ҫынна чӗртсе тӑратма та власть панӑ. Иисус тӳлесе илнине тата чӗрӗлсе тӑнине пула вилӗм урӑх пулмӗ ӗнтӗ. Ҫакна ӑнланни сире кирек епле йывӑрлӑхра та, вилес хӑрушлӑхпа тӗл пулсан та, хӑюллӑ пулма пулӑшмасть-и вара тата вӑй кӗртмест-и-ха?
18. Иисус чӗрӗлсе тӑнине пула эпир мӗне ҫирӗп ӗненетпӗр?
18 Иисус чӗрӗлсе тӑни пире ҫынсене Туррӑн тӳрӗ нормисем тӑрӑх суд тӑвассине ӗнентерет. Ӗлӗк-авал Афинӑри ҫынсене Павел каланӑ: «[Турӑ] ӗнтӗ Хӑй малтанах суйласа хунӑ Ҫын урлӑ пӗтӗм тӗнчене тӳррипе сут тума кун палӑртнӑ; ҫавна пурне те пӗлтерсе хума Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ» (Ап. ӗҫ. 17:31). Ҫапла, Иисус — Турӑ лартнӑ судья, ҫавӑнпа вӑл тӗрӗс тата юратупа суд тӑвасса эпир ӗненетпӗр. (Исаия 11:2—4 вуласа пар.)
19. Иисус чӗрӗлсе тӑнине ӗненни пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
19 Иисус чӗрӗлнине ӗненни пире Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хавхалантарать. Иисус тӳлесе илмен тата чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтӑлайман пулӑттӑмӑр (Рим 5:12; 6:23). Иисус чӗрӗлсе тӑман пулсан, эпир: «Ӗҫер те ҫиер, ыран пурпӗр вилетпӗр»,— тесе каланӑ пулӑттӑмӑр (1 Кор. 15:32). Анчах та эпир хамӑрӑн мӗн тӑвас килнине ҫеҫ тума тӑрӑшмастпӑр. Эпир чӗрӗлсе тӑрас шанчӑка питӗ хаклатпӑр тата пирӗн Иегова вӗрентсе тӑнине тимлеме пур сӑлтав та пур.
20. Иисус чӗрӗлсе тӑни мӗнле майпа Туррӑн аслӑлӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать?
20 Иисус чӗрӗлсе тӑни Иеговӑн аслӑлӑхӗ ҫинчен сӑмахсӑрах, ҫав хушӑрах уҫҫӑн пӗлтерсе тӑрать, «Хӑйне шыракансене Вӑл ырӑлӑх кӑтартса тавӑр[ать]» (Евр. 11:6). Иегова Иисуса чӗртсе тӑратнинчен тата пӗлӗтре вилӗмсӗрлӗх панинчен мӗн тери пысӑк ӑслӑлӑх тата вӑй курӑнса тӑрать! Унсӑр пуҫне, ҫапла майпа Иегова хӑйӗн пур сӑмахне те пурнӑҫлама пултарнине кӑтартнӑ. Ун шутне Турӑ пророкла калани те кӗрет, ҫакӑнпа килӗшӳллӗн «вӑрлӑх» ҫут тӗнчери аслӑ влаҫпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва татса парас тӗлӗшрен пысӑк вырӑн йышӑнать. Ҫак пророкла каланине пурнӑҫа кӗртмешкӗн Иисусӑн вилмелле, унтан чӗрӗлсе тӑмалла пулнӑ (Пулт. 3:15).
21. Чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
21 Ҫынсен чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурришӗн эпир Иеговӑна мӗн тери пархатарлӑ! Сӑваплӑ Ҫырура ҫапла шантарса каланӑ: «Акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ». Ҫак тӗлӗнмелле лайӑх сӑмах панине Иоанн апостола уҫса панӑ та каланӑ: «Ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс». Туррӑн ҫак сӑмахӗсене Иоана кам пӗлтернӗ? Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос (Ӳлӗм. 1:1; 21:3—5).