Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 апрель 26—30 с.
  • Эпир «хаклӑ ӗнчӗ» тупрӑмӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эпир «хаклӑ ӗнчӗ» тупрӑмӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • «Нумай-нумай утрав хӗпӗртентӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 апрель 26—30 с.
Уинстонпа Пэм Пейнсем ҫамрӑк чухне тинӗс патӗнче пысӑк чул ҫинче лараҫҫӗ

БИОГРАФИ

Эпир «хаклӑ ӗнчӗ» тупрӑмӑр

Уинстон тата Памела Пейнсем каласа панӑ

УИНСТОН тата Памела (Пэм) Пейнсем Австралази филиалӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах вӗсен йывӑрлӑхсем те пулнӑ. Сӑмахран, вӗсен ытти халӑх культурине хӑнӑхма тивнӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен ҫуралман ачи вилнӗ. Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах вӗсем Иеговӑна тата унӑн халӑхне юратма пӑрахман, сӑваплӑ ӗҫре те савӑнӑҫа ҫухатман. Ҫак интервьюра эпир вӗсене хӑйсем ҫинчен кӑштах каласа пама ыйтрӑмӑр.

Уинстон, эсӗ Турра мӗнле шыранине каласа пама пултаратӑн-и?

Эпӗ Австралире, Квинсленд штатӗнче, Турра ӗненмен ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ. Пирӗн ферма пулнӑ тата эпир ытти ҫынсенчен аякра пурӑннӑ, ҫавӑнпа та эпӗ килтисемпе анчах хутшӑннӑ. 12 ҫула ҫитсен эпӗ Турра шырама пуҫларӑм. Турра кӗлтуса мана хӑвӑн ҫинчен пӗлме пулӑш тесе ыйтаттӑм. Вӑхӑт иртсен эпӗ фермӑран Аделаидӑна (Кӑнтӑр Австрали штачӗ) куҫса кайрӑм та унта ӗҫе вырнаҫрӑм. 21 ҫулта пулнӑ чухне отпускра эпӗ Сиднее кайрӑм, унта вара Пэмпа паллашрӑм. Вӑл мана «Британи израилизмӗ» ятлӑ тӗн юхӑмӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ҫак тӗн юхӑмӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑракансем шутланӑ тӑрӑх, англосакссем Израилӗн ҫухалнӑ йӑхӗсенчен — пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте тыткӑна илсе кайнӑ ҫурҫӗр патшалӑхӗн вунӑ йӑхӗнчен — пулса кайнӑ. Аделаидӑна таврӑнсан эпӗ ҫакӑн пирки хампа пӗрле ӗҫлекене, Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренекене, каласа патӑм. Эпир унпа темиҫе сехет хушши калаҫрӑмӑр, ытларах Иегова Свидетелӗсем мӗне ӗненни ҫинчен. Ҫав вӑхӑтра эпӗ пӗчӗккӗ чухне кӗлӗре каланӑ сӑмахсем ҫине Турӑ хуравланине ӑнлантӑм. Эпӗ хама пултарнӑ Турӑ пирки тата унӑн Патшалӑхӗ пирки калакан чӑнлӑха пӗлтӗм! Ҫапла эпӗ «хаклӑ ӗнчӗ» тупрӑм (Матф. 13:45, 46).

Пэм, эсӗ те ҫамрӑклах «хаклӑ ӗнчӗне» шырама тытӑннӑ. Эсӗ ӑна мӗнле тупнӑ?

Эпӗ Кофс-Харбор хулинче (Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс штачӗ) Турра ӗненекен ҫемьере ҫитӗнсе ӳснӗ. Манӑн аттепе анне тата кукаҫипе кукамай «Британи израилизмӗ» ятлӑ тӗн юхӑмӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑнӑ. Мана, шӑллӑма, аппана тата хурӑнташсен ачисене мӗн пӗчӗкренех Турӑ англосакссене кӑмӑллать тесе вӗрентнӗ. Анчах эпӗ ҫакна ӗненместӗмччӗ тата хампа Турӑ хушшинчи хутшӑнусем ҫывӑх пулнине туймастӑмччӗ. 14 ҫулта эпӗ юнашар пулнӑ тӗрлӗ чиркӳсене кайса килтӗм. Сӑмахран, эпӗ англикансем, баптистсем тата адвентистсем патӗнче пулса куртӑм, анчах вӗсем мана Турӑ ҫинчен пӗлме пулӑшмарӗҫ.

Каярахпа пирӗн ҫемье Сидней хулине куҫса кайрӗ. Унта эпӗ Уинстона тӗл пултӑм, вӑл ун чухне отпускра пулнӑ. Вӑл каларӗ ӗнтӗ, эпир Турӑ ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ. Эпир пӗр-пӗрин патне ҫырусем ҫырса яраттӑмӑрччӗ, унӑн кашни ҫырӑвӗнче Библи сӑвӑ йӗркисем нумайччӗ. Чӑннипе каласан, малтанах ҫакӑ мана пӑшӑрхантаратчӗ, тарӑхтаратчӗ те! Анчах майӗпен эпӗ Уинстон мӗн ҫырни чӑнлӑх пулнине ӑнланма пуҫларӑм.

1962 ҫулта эпӗ Уинстонпа ҫывӑхрах пурӑнас тесе Аделаидӑна куҫса кайрӑм. Вӑл мана пурӑнмалли вырӑн тупса пачӗ. Пурӑнасса эпӗ Томаспа Джанис Слоумансем патӗнче пурӑнтӑм. Унччен ҫак мӑшӑр Папуа — Ҫӗнӗ Гвинейӑра миссионерсем пулса ӗҫленӗ. Вӗсем манпа калама ҫук ырӑччӗ. Эпӗ 18 ҫулта кӑначчӗ, вӗсем мана Иегова ҫинчен ытларах пӗлме пулӑшрӗҫ. Ҫапла эпӗ Библи вӗренме тытӑнтӑм та кӗҫех чӑнлӑха тупнине ӑнлантӑм. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн эпир Уинстонпа Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Йывӑрлӑхсем те пулчӗҫ, анчах ҫак ӗҫ пире хамӑр тупнӑ «хаклӑ ӗнчӗне» тата хытӑрах хаклама пулӑшрӗ.

Уинстон, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн эсир Иеговӑшӑн мӗнле ӗҫлени пирки каласа пар-ха.

Район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне ҫӳренӗ вырӑнсем; хӑш-пӗр утравсенчи почта маркисем; Фунафути утравӗ (Тувалу)

А Район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне эпир ҫӳренӗ вырӑнсем

Ӑ Хӑш-пӗр утравсенчи почта маркисем. Кирибати тата Тувалу утравсем малтан Гилберт тата Эллис ятлӑ пулнӑ

Б Илемлӗ Фунафути утрав Тувалу ҫӗршывӗ шутне кӗрет. Ҫак утрав — эпир миссионерсем киличчен хамӑр сӑваплӑ ӗҫе тунӑ утравсенчен пӗри

Пэмпа пӗрлешсен, нумай вӑхӑт та иртмерӗ, Иегова пире валли нумай «пысӑк алӑкран» пӗрне уҫса пачӗ (1 Кор. 16:9). Ҫав «алӑкран» кӗме пире Джек Портер тӑван хавхалантарчӗ. Вӑл район надзирателӗ пулса ӗҫленӗ чухне пирӗн пӗчӗк пухӑва килсе каятчӗ. (Халӗ вӑл манпа пӗрле Австралази филиалӗн комитетӗнче ӗҫлет.) Джек тата унӑн арӑмӗ Розлин пире пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Ҫак ӗҫе эпир пилӗк ҫул хушши туса тӑтӑмӑр. Унтан, эпӗ 29 ҫула ҫитсен, пире Пэмпа пӗрле Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ утравсенче, Фиджи филиалӗ пӑхса тӑракан территоринче, район надзирателӗн ӗҫне шанса пачӗҫ. Пирӗн ҫак ӗҫе Америкӑн Самоа, Самоа, Вануату, Кирибати, Науру, Ниуэ, Токелау, Тонга тата Тувалу утравӗсенче туса тӑмалла пулнӑ.

Ҫав ҫулсенче аякри утравсенче пурӑнакан ҫынсем Иегова Свидетелӗсенчен хӑратчӗҫ, ҫавӑнпа пирӗн ӑнкаруллӑ пулмаллаччӗ (Матф. 10:16). Хӑш-пӗр чухне пире ҫӗр каҫма вырӑн тупса пама тӑвансене йывӑрччӗ, мӗншӗн тесен пухусем пӗчӗккӗ пулнӑ. Вара эпир ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсенчен ҫӗр каҫма яма ыйтаттӑмӑр. Вӗсем яланах пире хапӑл туса йышӑнатчӗҫ.

Уинстон, эсӗ куҫару ӗҫӗпе питӗ интересленетӗн. Мӗншӗн?

Уинстон Пейн старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкула ирттерет (Самоа)

Старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкулта (Самоа)

Ҫав вӑхӑтра Тонга утравӗсем ҫинче пурӑнакан тӑвансен тонган чӗлхи ҫине куҫарнӑ темиҫе буклетпа брошюра кӑна пулнӑ. Вӗсем ырӑ хыпар сарнӑ чухне акӑлчанла кӑларнӑ «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» ятлӑ кӗнекепе усӑ курнӑ, ун чухне ҫынсемпе ҫак кӗнекепе Библи вӗреннӗ. Каярахпа акӑлчан чӗлхине кӑштах пӗлекен вырӑнти виҫӗ старейшина ҫак кӗнекене тонган чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ӑна вӗсем старейшинӑсем валли йӗркеленӗ шкулта, тӑватӑ эрне пыракан шкулта, вӗреннӗ чухне куҫарма пуҫланӑ. Куҫарнӑ текста Пэм машинкӑпа пичетлерӗ те эпир ӑна Америкӑри филиала ярса патӑмӑр. Унта ҫав кӗнекене тонган чӗлхипе пичетлесе кӑларчӗҫ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак ӗҫ сакӑр эрнене тӑсӑлчӗ. Ҫак куҫару пирки чаплӑ пулнӑ тесе калаймӑн, анчах ҫак кӗнеке тонган чӗлхипе калаҫакан нумай ҫынна чӑнлӑха пӗлме пулӑшнӑ. Эпир Пэмпа куҫаракансем мар, анчах ҫав пулса иртнӗ ӗҫе пула куҫару ӗҫӗпе интересленсе кайрӑмӑр.

Пэм, утравсем ҫинчи пурнӑҫ Австралири пурнӑҫран мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

Уинстонпа Пэм Пейнсем автобус умӗнче тӑраҫҫӗ, район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне вӗсем пӗр вӑхӑт ҫак автобусра пурӑннӑ

Район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне эпир автобусра та пурӑннӑ

Унти пурнӑҫ пачах урӑхлаччӗ! Пӗр енчен илес пулсан унта вӑрӑмтунасемпе йӗкехӳресем питӗ нумайччӗ, ҫанталӑк шӑрӑх та нӳрӗ тӑратчӗ, чир-чӗр сахал марччӗ тата хушӑран апат ҫитсех каймастчӗ. Тепӗр енчен вара эпир кашни кун хамӑр килтен океан ҫине киленсе пӑхаттӑмӑр. Пирӗн ҫуртӑн тӑрри улӑмран пулнӑ, стенисем ҫукчӗ. (Полинезире ҫакӑн пек ҫуртсем пирки самоанла фале теҫҫӗ.) Янкӑр ҫутӑ каҫсенче эпир пальмӑсене тата океан ҫийӗпе уйӑх ҫути ялтӑртатнине ытараймасӑр пӑхса савӑнаттӑмӑр. Ҫав самантсенче эпир кӗлтӑваттӑмӑр тата шухӑшлаттӑмӑр. Ҫакӑ пире япӑххине мар, лайӑххине курса тӑма пулӑшрӗ.

Унта пурӑнакан ачасене эпир юратса пӑрахрӑмӑр. Вӗсем пирӗн ҫине, шурӑ ӳтлӗ ҫынсем ҫине, тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ тата хӑйсене кулӑшла тыткалатчӗҫ. Пӗррехинче Ниуэ утравӗ ҫинче пӗр арҫын ача Уинстона алран ачашланӑ чухне: «Санӑн тӗксем мана килӗшеҫҫӗ»,— тесе каларӗ. Унччен вӑл нихӑҫан та ал ҫинче ҫӑм пулнине курман, ҫавӑнпа та вӗсем пирки мӗнле каламаллине пӗлмен.

Ҫынсем ҫав тери чухӑн пурӑннине кура пирӗн чӗре ырататчӗ. Ҫак илемлӗ вырӑнта медицина пулӑшӑвне илме май ҫукчӗ теме пулать, ӗҫмелли шыв та ҫитсех каймастчӗ. Ҫав-ҫавах пирӗн тӑвансем хуйха ӳкместчӗҫ. Вӗсем ҫакӑн пек пурӑнма хӑнӑхнӑ. Тӑвансем телейлӗччӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫемьепе пӗрле пулнӑ, вӗсен Турра пуҫҫапмалли вырӑн пулнӑ тата вӗсем Иеговӑна мухтава кӑларма пултарнӑ. Ҫав тӑвансен тӗслӗхӗ пире чи кирлине мала хума тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшрӗ.

Пэм, хӑш-пӗр чухне санӑн шыв ӑсса килме тата хӑнӑхман лару-тӑрура апат пӗҫерме тивнӗ. Ҫакна эсӗ мӗнле тунӑ?

Пэм тазра тата витрере япала ҫӑвать (Тонга)

Пэм япала ҫӑвать (Тонга утравӗсем)

Атте мана нумай мӗне вӗрентнӗ, ҫавӑншӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Сӑмахран, вӑл мана кӑвайт чӗртсе ун ҫинче апат пӗҫерме тата ҫивӗч лару-тӑрура ал айӗнчи япаласемпе усӑ курса ҫӑлӑнса юлма вӗрентнӗ. Пӗррехинче эпир Уинстонпа Кирибатине ҫитсе пӗр ҫуртра чарӑнтӑмӑр. Ҫак ҫуртӑн тӑрри улӑмран, стенисем бамбукран пулнӑ, урайне вара вакланӑ коралсене сарса хунӑ. Эпӗ урайӗнче шӑтӑк чавса кӑвайт чӗртмелли вырӑн турӑм, ҫунтарма вара кокос хуппине ҫунтартӑм. Шыв ӑсма кайсан ҫӑл патӗнче хӗрарӑмсем черетре тӑнине куртӑм. Шыва вӗсем вӑлта пек тунӑ япалапа усӑ курса ӑсса илетчӗҫ. Икӗ метрлӑ патак ҫине кантра ҫыхса хунӑ, ҫак «вӑлтан» йӗппи вырӑнне вара тимӗр банка пулнӑ. Хӗрарӑмсем черетпе ҫав «вӑлтана» яратчӗҫ те банкӑна тӳнтерес тесе патакне кирлӗ самантра туртса илетчӗҫ. Хамӑн черет ҫитиччен ҫакна тума питӗ ҫӑмӑл пек туйӑнатчӗ мана. Темиҫе хут та туса пӑхрӑм, анчах усси пулмарӗ: банка шыва ӳкетчӗ, анчах путмастчӗ! Ман хыҫра тӑракан хӗрарӑмсем кулса тӑратчӗҫ, анчах кайран пӗр хӗрарӑмӗ пычӗ те мана пулӑшрӗ. Ҫав вырӑнта пурӑнакан ҫынсем яланах пирӗнпе ырӑччӗ.

Утравсем ҫинче хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тума сире питӗ килӗшнӗ. Уйрӑмах мӗн асра юлнӑ?

Уинстон: Хӑш-пӗр йӑласене ӑнланмашкӑн пире вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Сӑмахран, тӑвансем патне хӑнана пырсан, ҫав тӑвансем хӑйсен апатне — мӗн пуррине, пурне те — сӗтел ҫине лартатчӗҫ. Малтанах эпир йӑлтах ҫисе яраттӑмӑрччӗ, мӗншӗн тесен ҫав тӑвансем валли мӗн те пулин хӑвармаллине пӗлмен. Анчах кайран эпир хамӑр тӗрӗс мар тунине ӑнлантӑмӑр. Апла пулсан та тӑвансем пире ӑнланма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫавӑн пекех эпир вӗсен пухӑвне ҫур ҫулта пӗрре килсе кайнишӗн вӗсем питӗ савӑнатчӗҫ. Вӗсем хутшӑнма пултаракан Иегова Свидетелӗсем хушшинче вырӑнти тӑвансемсӗр пуҫсӑр эпир кӑна пулнӑ.

Уинстонпа ытти хыпарҫӑсем мотоциклсемпе ырӑ хыпар сарма каяҫҫӗ (Ниуэ)

Ырӑ хыпар сарма каятпӑр (Ниуэ утравӗ)

Эпир килсе кайнине тӑвансен кӳршисем те асӑрхатчӗҫ. Вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн тӑвансем хӑйсен тӗнне хӑйсем шутласа кӑларнӑ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем аякри ҫӗршывсенчен килнӗ Свидетельсене курсан питӗ тӗлӗнетчӗҫ тата пирӗн организаци пӗтӗм тӗнчери организаци пулнине ӑнланатчӗҫ.

Пэм: Кирибати утравӗ ҫинче пирӗнпе пулса иртнӗ пӗр ӗҫ халӗ те асран каймасть. Унти пухура темиҫе тӑван кӑначчӗ. Пӗррехинче ҫав пухури пӗртен-пӗр старейшина, Синикай Матера, пирӗн пата килчӗ. Аллинче вӑл карҫинкка тытнӑччӗ, унта вара пӗр ҫӑмарта выртатчӗ. «Ҫакӑ сире валли»,— терӗ вӑл. Ун чухне чӑх ҫӑмартине эпир сайра хутра ҫеҫ ҫиме пултарнӑ. Уҫӑ кӑмӑлпа панӑ ҫав пӗчӗк парне пирӗн чӗрене пырса тиврӗ.

Пэм, темиҫе ҫул иртсен санӑн ҫуралман ача вилнӗ. Ҫак инкеке тӳссе ирттерме сана мӗн пулӑшнӑ?

1973 ҫулта эпӗ йывӑр ҫын пулса тӑтӑм. Ун чухне эпир Уинстонпа Лӑпкӑ океанри утравсенче пулнӑ. Эпир Австралие таврӑнас терӗмӗр, унта таврӑнсан тӑватӑ уйӑх иртсен вара пирӗн ҫуралман ача вилчӗ. Эпир Уинстонпа питӗ хуйхӑртӑмӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн чӗре сахалрах ыратрӗ, анчах 2009 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» илсен ҫеҫ чӗре ыратма пӑрахрӗ. «Вулакансен ыйтӑвӗсем» ярӑмра ача амӑшӗн варӗнчех вилсен вӑл чӗрӗлсе тӑрасса шанма пулать-и текен ыйтӑва сӳтсе явнӑ пулнӑ. Ҫав статья пире веҫех Иегова аллинче пулнине тата вӑл яланах тӗрӗссине тунине хытӑрах ӗненме пулӑшрӗ. Ҫак усал тӗнче пирӗн чӗрере нумай суран хӑварнӑ, Иегова вара вӗсене сиплӗ. Ҫавна вӑл хӑйӗн Ывӑлне «шуйттан ӗҫне аркатма» хушсан тӑвӗ (1 Иоанн 3:8). Ҫав статьяна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эпир Иегова хӑйӗн халӑхне парнеленӗ «хаклӑ ӗнчӗне» тата хытӑрах хаклама пуҫларӑмӑр. Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннӑ шанчӑк пулман пулсан эпир мӗн тунӑ пулӑттӑмӑр-ши?!

Ҫав инкек хыҫҫӑн эпир сӑваплӑ ӗҫе каллех тулли вӑхӑтпа тума пуҫларӑмӑр. Темиҫе уйӑх хушши эпир Австралири Вефильте ӗҫлерӗмӗр, унтан каллех район надзирателӗн ӗҫне тума тытӑнтӑмӑр. Ҫак ӗҫе эпир Ҫӗнӗ Кӑнтӑр Уэльс штатӗнче — ялсенче те, Сидней хулинче те — тӑватӑ ҫул туса тӑтӑмӑр. 1981 ҫулта вара пире Австралири филиала (ун чухне вӑл ҫапла ятлӑччӗ) ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Эпир халӗ те кунтах ӗҫлетпӗр.

Уинстон, халӗ эсӗ Австралазири филиалӑн комитетӗнче ӗҫлетӗн. Лӑпкӑ океанри утравсенче ӗҫлесе пухнӑ опыт сана пулӑшать-и?

Ҫапла, питӗ пулӑшать. Малтанах пирӗн филиала Америкӑн Самоана тата Самоана пӑхса тӑма хушнӑччӗ. Унтан пире Ҫӗнӗ Зеландири филиалпа пӗрлештерчӗҫ. Халӗ вара Австралазири филиал пӑхса тӑракан территори шутне Австрали, Америкӑн Самоа, Самоа, Хӗвелтухӑҫ Тимор, Кук утравӗсем, Ниуэ, Ҫӗнӗ Зеланди, Токелау тата Тонга кӗреҫҫӗ. Ҫак ҫӗршывсемпе территорисенчен нумайӑшне эпӗ филиалӑн представителӗ пек кайса килтӗм. Утравсенче пурӑнакан шанчӑклӑ тӑвансемпе пӗрле ӗҫлени мана нумай мӗне вӗрентрӗ. Халӗ ҫавна пула эпӗ филиалта ӗҫлесе вӗсемшӗн тӑрӑшма пултаратӑп.

Уинстонпа Пэм Пейнсем Австралазири филиалта

Уинстонпа Пэм Пейнсем Австралазири филиалта

Юлашкинчен ҫакна калас килет: аслисем кӑна мар, ачасем те Турра шыранине эпир Пэмпа пӗрре кӑна мар куртӑмӑр. Ҫакна пирӗнпе мӗн пулса иртни те кӑтартса парать. Килтисем чӑнлӑхпа интересленмеҫҫӗ пулсан та ҫамрӑксем «хаклӑ ӗнчӗне» шырама пултараҫҫӗ (4 Патш. 5:2, 3; 2 Ҫулс. 34:1—3). Юратакан Турӑ пулнӑран Иегова пурне те — ҫамрӑккисене те, ваттисене те — ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасшӑн.

50 ҫул ытла каялла эпир Пэмпа Турра шырама пуҫласан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитересси пирки эпир шутлама та пултарайман. Турӑ Патшалӑхӗ пирки калакан чӑнлӑх питӗ хаклӑ ӗнчӗ пекех, эпир ӑна питӗ хаклатпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр