Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lr 34 сыпӑк, 177—181 с.
  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
  • Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус Лазаре чӗртсе тӑратать
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсем валли чӑн-чӑн шанчӑк
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Вилнӗ ҫывӑх ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
    Вилнӗ ҫывӑх ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
Ытларах пӗлӗр
Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
lr 34 сыпӑк, 177—181 с.

34-МӖШ СЫПӐК

Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

ЭСӖ пӗлетӗн пулӗ, ҫынсем пурте ватӑлаҫҫӗ, чирлеҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Ачасем те вилме пултараҫҫӗ. Анчах та вилӗмрен е вилнисенчен хӑрамалла-и? ~ Ҫын вилсен мӗн пулать? ~

Вилнисенчен нихӑшӗ те чӗрӗлсе тӑрса ҫак ыйтӑва хуравлама пултараймасть. Анчах та Аслӑ Вӗрентекен пурӑннӑ вӑхӑтра ҫавӑн пек ҫын пулнӑ. Атя унпа паллашар тата вилнисемпе мӗн пулнине пӗлер. Ҫав ҫын Иисусӑн тусӗ пулнӑ. Вӑл Вифанире, Иерусалимран инҫех мар вырнаҫнӑ пысӑках мар ялта, пурӑннӑ. Ӑна Лазарь тесе чӗннӗ. Унӑн икӗ пӗртӑван пулнӑ: Марфӑпа Мария. Ҫав ҫемьепе мӗн пулнине атя пӗлер.

Пӗррехинче Лазарь хытӑ чирлесе ӳкнӗ. Иисус ҫав вӑхӑтра питӗ аякра пулнӑ. Ҫавӑнпа Марфӑпа Мария шӑллӗ чирлени ҫинчен пӗлтерме Иисус патне ҫын янӑ. Вӗсем Иисус килсе Лазаре сыватма пултарасса ӗненнӗ. Иисус тухтӑр пулман, анчах унӑн пур тӗрлӗ чире сиплеме Турӑ панӑ вӑй пулнӑ (Матфей 15:30, 31).

Лазарӗн сывлӑхӗ япӑхлансах пынӑ, вӑл Иисус киличченех вилсе кайнӑ. Апла пулин те Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Пирӗн Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Эпӗ ӑна вӑратма каятӑп». Вӗренекенӗсем ӑна ӑнланман. Ҫавӑнпа Иисус вӗсене тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ». Иисус сӑмахӗсенчен эпир вилӗм ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? ~ Вилӗме тарӑн ыйхӑпа танлаштарма пулать. Вилсен ҫын ним туйми ҫывӑрать, тӗлӗксем те курмасть.

Иисус Марфӑпа Мария патне каять. Унта ҫемье тусӗсемпе хурӑнташӗсем питӗ нумай пуҫтарӑннӑ. Ҫавсем пурте вӗсене йӑпатма килнӗ. Иисус килни пирки илтсен Марфа ӑна кӗтсе илме тухать. Кӗҫех Мария та килет. Вӑл шутсӑр хуйхӑрать тата пӗр чарӑнми йӗрет. Иисуса курсан вӑл унӑн ури умне ӳкет. Мария хыҫҫӑн пыракан тусӗсем те йӗреҫҫӗ.

Аслӑ Вӗрентекен: «Ӑҫта пытартӑр эсир ӑна?»,— тесе ыйтать. Ҫынсем вара Иисуса Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне илсе пыраҫҫӗ. Йӗри-тавра пурте хуйхӑрни-йӗнине кура Иисус та хуйхӑрать тата йӗрет. Вӑл ҫывӑх ҫынсене ҫухатма йывӑррине пӗлет.

Ту хӑвӑлне кӗмелли шӑтӑка чулпа хупласа хунӑ, ҫавӑнпа Иисус калать: «Чулне илӗр». Анчах ҫакна тумалла-ши? ~ Марфӑна ҫакӑ килӗшмест. «Эй Ҫӳлхуҫамӑр! ӗнтӗ виле шӑрши ҫапать; вӑл вилни тӑватӑ кун»,— тет вӑл.

Апла пулин те Иисус: «Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и Эпӗ сана?»,— тесе калать. Иисус сӑмахӗсем тӑрӑх, Марфӑн Турра мухтав кӳрекеннине темӗскер курмалла пулнӑ. Иисус мӗн тӑвас тет-ха? Чулне илеҫҫӗ, вара Иисус сасӑпах Иеговӑна кӗлтӑвать. Унтан вӑл хытӑ сасӑпа кӑшкӑрать: «Лазарь, тух!» Нивушлӗ Лазарь тухӗ? Ҫакӑ пулма пултарать-и? ~

Шухӑшласа пӑх-ха, эсӗ ҫывӑракан ҫынна вӑратма пултаратӑн-и? ~ Паллах! Эхер те эсӗ кама та пулин хыттӑн чӗнтӗн пулсан вӑл вӑранатех. Анчах та вилӗм ыйхипе ҫывӑрса кайнӑ ҫынна вӑратма пулать-и? ~ Ҫук. Эсӗ тем пек хытӑ кӑшкӑрсан та, вилнӗ ҫын сана нихӑҫан та илтмӗ. Эсӗ те, эпӗ те, ҫӗр ҫинче никам та вилнӗ ҫынна вӑратма пултараймасть.

Анчах Иисус ҫакна тума пултарнӑ. Унӑн Турӑ панӑ ятарлӑ вӑй пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Лазаре чӗнсен ӗненмелле мар япала пулса иртнӗ. Тӑватӑ кун каялла вилнӗ ҫын ту хӑвӑлӗнчен тухнӑ! Вӑл каллех пурӑнма пуҫланӑ! Вӑл сывлама, утма тата калаҫма пултарнӑ! Ҫапла, Иисус Лазаре чӗртсе тӑратнӑ (Иоанн 11:1—44).

Халӗ шухӑшласа пӑх-ха: вилнӗ хыҫҫӑн Лазарьпе мӗн пулнӑ? Унӑн мӗнле те пулин пайӗ кӗлеткинчен уйрӑлса урӑх ҫӗрте пурӑнма пуҫланӑ-и? Тен, Лазарӗн чунӗ пӗлӗте кайнӑ? Тен, вӑл ҫав тӑватӑ кун хушшинче Турӑпа тата ангелсемпе юнашар пулнӑ? ~

Ҫук. Аса ил-ха, Иисус Лазарь ҫывӑрать тенӗ. Ҫын ҫывӑрнӑ чухне вара мӗн пулать? Хытӑ ҫывӑрнӑ чухне йӗри-тавра мӗн пулса иртнине пӗлместӗн, ҫапла вӗт? ~ Вӑрансан вара, сехет ҫине пӑхмасан хӑв мӗн чухлӗ ҫывӑрнине калама пултараймастӑн.

Вилнисемпе те ҫавӑн пеккиех пулса иртет. Вӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем нимӗн те туймаҫҫӗ. Тата вӗсем ним тума та пултараймаҫҫӗ. Лазарь пирки те ҫавнах калама пулать. Вилӗме тарӑн ыйхӑпа, ҫын ним туйми ҫывӑрнӑ вӑхӑтпа, танлаштарма пулать. Библире каланӑ: «Вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5, 10).

Ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑх: Лазарь ҫав тӑватӑ кун хушшинче пӗлӗтре пулнӑ пулсан, нивушлӗ ҫавӑн ҫинчен каласа паман пулӗччӗ? ~ Тата нивушлӗ Иисус ӑна ҫав илемлӗ вырӑнтан ҫӗр ҫине каялла илнӗ пулӗччӗ? ~ Ҫук паллах!

Анчах та нумайӑшӗ пирӗн чун пур теҫҫӗ тата вӑл ҫын вилнӗ хыҫҫӑн та пурӑнать теҫҫӗ. Лазарь вилнӗ хыҫҫӑн унӑн чунӗ пӗр-пӗр вырӑнта малалла та пурӑннӑ теҫҫӗ вӗсем. Анчах та Библи ҫапла вӗрентмест. Ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн Адам вилнӗ тенӗ Библире. Вӑл вилнӗ, вӑл каялла тӑпра пулса тӑнӑ. Библире Адамӑн пур тӑхӑмӗ те ҫылӑхлӑ тата вилӗмлӗ пулса тӑнӑ тенӗ (Рим 5:12).

Ҫапла, кӗлеткерен уйрӑм пурӑнакан нимӗнле чун та ҫукки уҫҫӑн курӑнать. Пирӗнтен кашниех — чун. Ҫынсене пӗрремӗш ҫынран, Адамран, ҫылӑх куҫнӑ пирки Библире каланӑ: «Ҫылӑх тӑвакан чун — вӑл вилӗ» (Иезекииль 18:4).

Хӑш-пӗрисем вилнисенчен хӑраҫҫӗ. Вӗсем ҫӑва (масар) патне ҫывхарма хӑраҫҫӗ. Вӗсем вилнӗ ҫыннӑн кӗлеткерен уйрӑм пурӑнакан чун пур, вӑл вара чӗррисене сиен кӳме пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах та вилнисем чӗррисене усал тума пултараҫҫӗ-и? ~ Ҫук паллах.

Хӑш-пӗрисем вилнисем чӗрӗ ҫынсене мӗлке пек курӑнаҫҫӗ тенине те ӗненеҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӗрӗ ҫынсем вӗсем валли апат-ҫимӗҫ хӑвараҫҫӗ. Чӑннипе вара ҫавӑн пек ҫынсем Библи мӗне вӗрентнине пӗлмеҫҫӗ те, ӗненмеҫҫӗ те. Эпир Туррӑн сӑмахӗсене ӗненетпӗр пулсан, вилнисенчен хӑрамӑпӑр. Пире пурнӑҫ панӑшӑн Турра чӑнах та пархатарлӑ пулсан эпир ӑна килӗшекен ӗҫсем тӑвӑпӑр.

Анчах та Турӑ вилнӗ ачасене чӗртсе тӑратӗ-ши? Санӑн ҫак ыйтӑвӑн хуравне те пӗлес килет пулӗ. Унӑн ҫакна тӑвас килет-и? Ҫакӑн ҫинчен эсӗ тепӗр сыпӑкран пӗлӗн.

Вилнисем ҫинчен тата ҫын хӑй чун пулни ҫинчен Библире тата мӗн каланине атя вулар: Псалом 113:25; 145:3, 4 тата Исаия 29:8.

[179-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Иисус Лазарь валли мӗн тунӑ?

[180-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Лазарь вилнӗ хыҫҫӑн унпа мӗн пулнӑ?

[181-мӗш страницӑри ӳкерчӗк]

Мӗншӗн вилнисенчен хӑрама кирлӗ мар?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр