Вилнӗ ҫывӑх ҫынсен мӗнле шанчӑк пур?
«Пӗр вилсессӗн этем кайран тата пурӑнать-и?» — нумай ҫул каяллах ыйтнӑ Иов (Иов 14:14). Ҫакӑн пирки, тен, эсӗ те шухӑшланӑ. Ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, чи лайӑх условисенче ҫывӑх ҫынсемпе каллех пӗрле пулма пулни ҫинчен пӗлтӗн пулсан, санӑн мӗнле туйӑм пулнӑ пулӗччӗ?
Библи сӑмах парать: «Санӑн вилнӗ ҫыннусем чӗрӗлӗҫ, вилнӗ ӳтсем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!» Библи ҫавӑн пекех калать: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Исаия 26:19; Псалом 36:29).
Ҫак сӑмах панисене чӑннипех те шанас тесен пирӗн малтан хӑш-пӗр тӗп ыйту ҫине хурав илмелле: ҫынсем мӗншӗн вилеҫҫӗ? Ҫын вилсен ӑҫта каять? Тата вӗсем каллех пурӑнасса эпир мӗншӗн ӗненме пултаратпӑр?
Вилӗм тата эпир вилсен пирӗнпе мӗн пулать
Чи малтан Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх ҫынсен вилмелле пулманнине Библи уҫҫӑн кӑтартать. Вӑл пӗрремӗш мӑшӑра, Адампа Евӑна, пултарсан вӗсене ҫӗр ҫинчи Эдем ятлӑ рая вырнаҫтарнӑ та ача-пӑча ҫуратма тата пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе рай туса пыма хушнӑ. Вӑл вӗрентсе каланине итлемен пулсан кӑна вӗсем вилнӗ пулӗччӗҫ (Пултарни 1:28; 2:15—17).
Адампа Ева Турӑ ырӑлӑхне хакламан, ҫавӑнпа итлеме пӑрахнӑ, вӗсене вара, малтанах каланӑ пек, наказани панӑ. «Ҫӗртен пулнӑскер,— тенӗ Турӑ Адама,— эсӗ каялла ҫӗре кӗр[ӗн]... эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн» (Пултарни 3:19). Адам хӑйне пултариччен пулман; вӑл тӑпра пулнӑ. Хӑй итлеменнишӗн, е ҫылӑхӗшӗн, Адама каялла тӑпра пулса тӑма, е пурнӑҫне ҫухатмалла, тунӑ.
Ҫавӑнпа вилӗм вӑл — пурнӑҫ ҫукки. Библи уйрӑмлӑха кӑтартать: «Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (Рим 6:23). Вилӗм вӑл — пӗр шухӑш-туйӑм та тата курма-илтме пулманни, ҫакна кӑтартса Библи калать: «Чӗррисем хӑйсем вилессе пӗлсе тӑраҫҫӗ, вилнисем вара нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5).
Кам та пулин, тен, ыйтӗ: «Вилнӗ хыҫҫӑн юлакан вилӗмсӗр чунӗ ҫук-и вара ҫыннӑн?» Нумайӑшӗ ҫапла вӗрентет тата вилсен ҫын урӑх тӗнчене каять тесе калать. Анчах ҫапла каланине Библирен илмен. Ҫын вилсен, Библи тӑрӑх, ҫакӑ пулать: «Чунӗ-чӗмӗ тухать те унӑн, вӑл каллех ҫӗре кӗрет: ҫав кун унӑн [пӗтӗм] шухӑшланӑ шухӑшӗ пӗтет» (Псалом 145:3, 4). Вилнӗ ҫын шухӑшлама-туйма, курма-илтме пачах та пултараймасть пулсан, вӑл урӑх ҫӗрте пурӑнма пултарать-и вара? Ҫакӑ уҫҫӑн кӑтартать: вилӗм — пурнӑҫӑн вӗҫӗ.
Анчах ҫав заповеде Эдемра Адампа Ева кӑна пӑснӑ пулсан, эпир мӗншӗн-ха пурте вилетпӗр? Ҫакӑ эпир пурте Адам Турра итлемен хыҫҫӑн ҫуралнӑран тата унран пире ҫылӑхпа вилӗм куҫнӑран пулса иртет. Библи ӑнлантарать: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12; Иов 14:4).
Ҫынсем каллех пурӑнма мӗнле пултараҫҫӗ
Тӗнчене ҫылӑхпа вилӗм кӗнӗ хыҫҫӑн Турӑ вилнисене пурӑнма чӗртсе тӑратасси пирки хӑй шухӑшласа хунине уҫса панӑ. Ҫавӑнпа Библи ӑнлантарать: «Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл [хӑйӗн ывӑлне Исаака] вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ» (Еврейсем 11:17—19). Авраам сӑлтавсӑр мар ҫирӗп ӗненнӗ, мӗншӗн тесен Библи Пурне те Пултаракан Турӑ пирки калать: «Турӑ Вӑл вилнисен Турри мар, чӗррисен Турри: Уншӑн пурте чӗрӗ» (Лука 20:37, 38).
Ҫапла, Пурне те Пултаракан Туррӑн хӑй шухӑшласа хунӑ пек ҫынсене чӗртсе тӑратма вӑй кӑна мар, кӑмӑл та пур. Иисус Христос каланӑ: «Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: тупӑкра выртакансен пурин те Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес вӑхӑт ҫитсе пырать... [вӗсем] чӗрӗлӗҫ» (Иоанн 5:28, 29; Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).
Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн кӗҫех Иисус Израильти Наин хулинчен вилнӗ ҫынна ҫӗклесе тухакан халӑха тӗл пулнӑ. Вилнӗ яш ача тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ. Вӑл ҫав тери хуйхӑрнине кура Иисус ӑна питӗ хӗрхеннӗ. Ҫавӑнпа вӑл вилнӗ ҫын кӗлеткине хушнӑ: «Ачам, сана калатӑп — тӑр!» Вилнӗскерӗ тӑрса ларнӑ, вара Иисус ӑна амӑшне панӑ (Лука 7:11—17).
Ҫак тӑлӑх арӑм тӗслӗхӗнче пулнӑ пекех, Иисус Иудӑри синагога пуҫлӑхӗ Иаир килне килсен, калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Ҫакӑн умӗн унӑн 12 ҫулти хӗрӗ вилнӗ. Анчах Иисус Иаир килне килсен вилнӗ ача патне пынӑ та каланӑ: «Хӗрӗм, тӑр!» Лешӗ вара тӑнӑ! (Лука 8:40—56.)
Кӑшт вӑхӑт иртсен Иисусӑн тусӗ Лазарь вилнӗ. Иисус вӑл пурӑннӑ ял патне ҫывхарнӑ чухне Лазарь вилни тӑватӑ кун пулнӑ ӗнтӗ. Унӑн йӑмӑкӗ Марфа питӗ вӑйлӑ хуйхӑрнӑ пулин те, шаннине кӑтартнӑ, вӑл каланӑ: «Эпӗ пӗлетӗп: вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне, юлашки кун, чӗрӗлсе тӑрӗ вӑл». Апла пулин те Иисус тупӑклӑх патне пынӑ, чулне илме хушнӑ та чӗннӗ: «Лазарь, тух!» (Иоанн 11:11—44.)
Халӗ ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхӑр: Лазарь тӑватӑ кун хушши вилнӗ пулнӑ вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Лазарь пӗлӗтри райра е асаплантаракан тамӑкра хӑй пулни пирки нимӗн те каламан, вӑл унта пулнӑ пулсан, паллах, ҫакӑн пирки каланӑ пулӗччӗ. Вилнӗ Лазарӗн ӑс-тӑнӗ нимӗн чухлӗ те ӗҫлемен, Иисус ҫавӑн чухне ӑна пурӑнма чӗртсе тӑратман пулсан, вӑл «юлашки кун» чӗрӗлсе тӑричченех ҫакӑн пек юлнӑ пулӗччӗ.
Иисусӑн ҫак тӗлӗнмелле ӗҫӗсем вӑхӑтлӑха кӑна усӑ пани тӗрӗс, мӗншӗн тесен вӑл чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем каллех вилнӗ. Анчах вӑл вӗсемпе 1 900 ҫул каяллах ҫакна ҫирӗплетсе панӑ: вилнӗ ҫынсем Турӑ вӑйӗпе чӑннипех те каллех пурӑнма пултараҫҫӗ! Ҫавӑнпа Иисус хӑйӗн тӗлӗнмелле ӗҫӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртессе пӗчӗк масштабпа кӑтартнӑ.
Ҫывӑх ҫын вилсен
Чӗрӗлсе тӑни пуласса эсӗ ӗненетӗн пулсан та, вилӗм-тӑшман килсен, санӑн хуйху калама ҫук пысӑк пулма пултарать. Авраам хӑйӗн арӑмӗ каллех пурӑнасса ӗненнӗ, ҫапах та эпир «Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ» тенине вулатпӑр (Пултарни 23:2). Иисус вара хӑйне мӗнле тытнӑ? Лазарь вилсен Иисус «питех те хурланса пӑлханса кайнӑ», ҫакӑн хыҫҫӑн кӗҫех унӑн «куҫӗсем шывланнӑ» (Иоанн 11:33, 35). Ҫавӑнпа та хӑв юратнӑ ҫынну вилнӗ чухне эсӗ йӗни санӑн кӑмӑлу ҫирӗп пулманнине пӗлтермест.
Ача вилни амӑшне уйрӑмах питӗ асаплантарать. Ҫавӑнпа амӑшӗ чунтан хурланма пултарнине йышӑнать Библи (4 Патшасен 4:27). Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ ачине ҫухатнӑ ашшӗшӗн те йывӑр. «Ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ»,— йӗнӗ Давид патша хӑйӗн ывӑлӗ Авессалом вилсен (2 Патшасен 18:33).
Ҫапах та, чӗрӗлсе тӑни пуласса эсӗ ӗненетӗн пулсан, санӑн хуйху пусарӑнайми пулмӗ. Библи каланӑ тӑрӑх, «шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла» пулмӗ (1 Фессалоника 4:13). Ун вырӑнне, кӗлӗ тунӑ май, эсӗ Турӑ патне ҫывхарӑн, Библи вара «Вӑл сана пулӑшӗ» тесе шантарать (Псалом 54:23).