Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 5 урок
  • Хӑвӑра хисеплӗн тытӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑра хисеплӗн тытӑр
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Павел мӗн тунӑ?
  • Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Павелран тӗслӗх илӗр
  • Хӑвӑра кӗҫӗне хурӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Кама ырӑ хыпар калатӑр, ҫавсем ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Калаҫу хӑйне хӑех пулса пытӑр
    Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 5 урок

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

Павел апостол Афина ҫыннисемпе калаҫать.

Ап. ӗҫ. 17:22, 23

5-МӖШ УРОК

Хӑвӑра хисеплӗн тытӑр

Библири принцип: «Сирӗн сӑмахсем... яланах кӑмӑллӑ пулччӑр» (Кол. 4:6).

Павел мӗн тунӑ?

Павел апостол Афина ҫыннисемпе калаҫать.

ВИДЕО: «Павел Афина ҫыннисене ырӑ хыпар калать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Апостолсен ӗҫӗсем 17:22, 23 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Павел Афинӑра йӗрӗхсене курсан хӑйне мӗнле туйнӑ? (Апостолсен ӗҫӗсем 17:16 пӑхӑр.)

  2. ӑ) Афина ҫыннисене айӑплас вырӑнне Павел, вӗсем мӗне ӗненнине шута илсе, вӗсене ырӑ хыпара хисеплӗн мӗнле каласа панӑ?

Павелран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Эпир мӗн, мӗнле тата хӑҫан каламалли ҫинчен тӗплӗн шутлатпӑр пулсан, ҫынсен пире итлес кӑмӑл ытларах пулӗ.

Павелран тӗслӗх илӗр

3. Мӗн каламалли ҫинчен тӗплӗн шутлӑр. Сӑмахран, христиан тӗнне тытса тӑман ҫынпа калаҫнӑ чухне тӳррӗн Библи е Иисус Христос тени лайӑхах мар пулнӑ пулӗччӗ.

4. Ҫынна тӳрлетме ан васкӑр. Ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене калама парӑр. Вӑл мӗн калани Библие хирӗҫлет пулсан, унпа тем пек тавлашас килсен те ан тавлашӑр (Иак. 1:19). Ӑна тимлӗ итлӗр, вара эсир вӑл мӗне ӗненнине тата мӗншӗн ҫавна ӗненнине пӗлме пултаратӑр (Ытар. 20:5).

5. Вырӑнлӑ пулсан, ҫынпа килӗшӗр тата ӑна мухтаса илӗр. Ялан тенӗ пекех, ҫынсем хӑйсем мӗне ӗненнине тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ. Эсир иксӗр мӗнпе килӗшетӗр, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр. Унтан вара ҫынна Библи мӗне вӗрентнине ӑнланма пулӑшӑр.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Ытар. 25:15; 2 Тим. 2:23—26; 1 Пётр 3:15

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр