Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • lmd 12 урок
  • Хӑраса ан тӑрӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑраса ан тӑрӑр
  • Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • Иисус мӗн тунӑ?
  • Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?
  • Иисусран тӗслӗх илӗр
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • Библи вӗренекенсене шыва кӗме хатӗрлес тесе мӗн тумалла? (1-мӗш пайӗ)
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2020
Ытларах пӗлӗр
Ҫынсене юратӑр. Вӗренекенсене хатӗрлӗр
lmd 12 урок

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ХАТӖРЛӖР

Иисус хӑйӗнпе хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ ҫынпа ыррӑн калаҫать.

Марк 10:17—22

12-МӖШ УРОК

Хӑраса ан тӑрӑр

Библири принцип: «Паха сӗрӗш тата ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрни чӗрене савӑнӑҫ кӳрет; чун-чӗререн канаш паракан тус ҫапла кӑмӑла ҫӗклет» (Ытар. 27:9).

Иисус мӗн тунӑ?

Иисус хӑйӗнпе хӑйӗн вӗренекенӗсем умӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ ҫынпа ыррӑн калаҫать.

ВИДЕО: «Иисус ҫамрӑк пуҫлӑха канаш парать»

1. ВИДЕО пӑхӑр е Марк 10:17—22 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1. а) Иисус ҫав ҫынра мӗнле лайӑх енсем курма пултарнӑ?

  2. ӑ) Мӗншӗн Иисуса ҫав ҫынна канаш пама юрату та, хӑюлӑх та кирлӗ пулнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Ҫынна Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма мӗн те пулин чӑрмантарать пулсан, пирӗн ӑна ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн каламалла, ҫав вӑхӑтрах ҫавна ыррӑн тумалла.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Библи вӗренекене хӑйӗн умне тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшӑр.

  1. а) «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр» кӗнекери «Манӑн тӗллевсем» текен рамкӑпа усӑ курӑр.

  2. ӑ) Вӗренекене хӑйӗн умне кӗске вӑхӑтлӑха тата нумай вӑхӑтлӑха пыракан тӗллевсем лартма тата вӗсене пурнӑҫа кӗртме унӑн мӗнле утӑмсем тумаллине курма пулӑшӑр.

  3. б) Вӗренекене ҫитӗнӳсем тунӑшӑн час-часах мухтаса илӗр.

4. Вӗренекене ҫитӗнӳсем тума мӗн чӑрмантарнине пӗлӗр те ӑна ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерме пулӑшӑр.

  1. а) Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр:

    • Вӗренекене шыва кӗме мӗн чӑрмантарать?

    • Эпӗ ӑна мӗнле пулӑшма пултаратӑп?

  2. ӑ) Вӗренекене мӗнле улшӑнусем тумалли ҫинчен тӳррӗн те ыррӑн калас тесе кӗлӗре хӑюлӑх ыйтӑр.

5. Ҫын ҫитӗнӳсем тумасть пулсан, унпа вӗренме пӑрахӑр.

  1. а) Вӗренекен ҫитӗнӳсем тунипе туманнине пӗлес тесе хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр:

    • Вӗренекен хӑй мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курать-и?

    • Вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрет-и тата Библири чӑнлӑхсене ыттисене каласа парать-и?

    • Вӑл чылай вӑхӑт хушши Библи вӗренет пулсан, унӑн Иегова Свидетелӗ пулса тӑрас кӑмӑл пур-и?

  2. ӑ) Библи вӗренекен ҫитӗнӳсем туни курӑнмасть пулсан:

    • Унран ӑна мӗн чӑрмантарни ҫинчен ыйтӑр.

    • Мӗншӗн эсир унпа вӗренме пӑрахма шут тытнине ӑна хисеплӗн ӑнлантарса парӑр.

    • Малашне вӑл каллех вӗренме пуҫлас тет пулсан, унӑн мӗнле улшӑнусем тумаллине ӑна ӑнлантарса парӑр.

ҪАКСЕНЕ ТЕ ПӐХӐР

Пс. 140:5; Ытар. 25:12; 27:6; 1 Кор. 9:26; Кол. 4:5, 6

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр