«Сывлӑш... туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать»
«Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать» (1 КОР. 2:10, Ҫ Х)
1. 1 Коринф 2:10-мӗш сӑвӑ йӗркинче святой сывлӑшӑн мӗнле пӗлтерӗшӗ пирки Павел палӑртнӑ тата ҫакна пула мӗнле ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ?
СВЯТОЙ сывлӑш витӗм кӳрсе тӑнишӗн эпир питӗ пархатарлӑ пулма пултаратпӑр! Библире ун пирки лӑплантаракан, е пулӑшакан, тивлет, е парне, пӗлтерсе тӑракан тата пирӗншӗн хута кӗрекен тесе каланӑ (Иоан. 14:16; Апост. ӗҫ. 2:38; Рим 8:16, 26, 27). Павел апостол святой сывлӑшӑн тепӗр питӗ кирлӗ пӗлтерӗшӗ пирки палӑртса каланӑ: «Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать» (1 Кор. 2:10, Ҫ Х). Паллах ӗнтӗ, Иегова хӑйӗн святой сывлӑшне хӑйӗн Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене уҫса пама усӑ курать. Святой сывлӑш пулӑшман пулсан, эпир Турӑ мӗн тума шутласа хунисене ӑнланма пултараяттӑмӑр-и вара? (1 Кор. 2:9—12). Ҫапах та ҫакӑн пек ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ: мӗнле майпа сывлӑш «Туррӑн тӗпсӗрлӗхне» тишкерет? Пирӗн эрӑри пӗрремӗш ӗмӗрте ҫав тӗпсӗрлӗхсене Иегова кам урлӑ уҫса панӑ? Паянхи кунсенче ҫав тӗпсӗрлӗхсене сывлӑш мӗнле тата кам урлӑ тишкерет?
2. Мӗнле икӗ майпа святой сывлӑшӑн витӗм кӳрсе тӑмалла пулнӑ?
2 Иисус Святой сывлӑш витӗм кӳрсе тӑмаллин икӗ майӗ ҫине кӑтартнӑ. Хӑй виличчен маларах вӑл хӑйӗн апостолӗсене каланӑ: «Аттем Ман ятӑмпа ярасси, Лӑплантаракан [е Пулӑшакан] Святой Сывлӑш, Эпӗ хӑвӑра мӗн каланине сире пӗтӗмпе вӗрентсе ҫитерӗ, пӗтӗмпе астутарӗ» (Иоан. 14:26). Ҫапла майпа святой сывлӑшӑн вӗрентмелле тата астутарса тӑмалла пулнӑ. Вӗрентсе тӑнипе вӑл христиансене малтан ӑнлансах каяйман япаласен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшнӑ. Астутарса тӑнипе сывлӑш вӗсене мӗн пӗлнине аса илме тата тӗрӗс усӑ курма пулӑшнӑ.
Пӗрремӗш ӗмӗрте
3. «Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗ» майӗпен уҫӑлса парасси пирки Иисусӑн мӗнле сӑмахӗсем кӑтартса параҫҫӗ?
3 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене, вӗсемшӗн ҫӗнӗ пулнӑ нумай чӑнлӑхсене уҫса панӑ. Анчах та вӗсен тата нумай пӗлмелле пулнӑ. Иисус апостолсене каланӑ: «Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук. Ҫав чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен, сире пур тӗрлӗ чӑнлӑха та пӗлтерӗ» (Иоан. 16:12, 13). Ҫапла майпа Иисус Библири чӑнлӑхсем святой сывлӑш пулӑшнипе майӗпен уҫӑлса пырасси пирки кӑтартса панӑ.
4. Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхине Аллӑмӗш кунӗнче святой сывлӑш мӗнле майпа вӗрентнӗ тата астутарса танӑ?
4 «Чӑнлӑх Сывлӑшӗ» пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхине Аллӑмӗш кунӗнче Иерусалимре пухӑннӑ Христос хыҫҫӑн пыракансем ҫине, пӗр 120-ӗшӗ ҫине, святой сывлӑш аннӑ чухне килнӗ. Сывлӑш витӗм кӳни курӑнса тата илтӗнсе тӑнӑ (Апост. ӗҫ. 1:4, 5, 15; 2:1—4). Вӗренекенсем тӗрлӗ чӗлхепе «Туррӑн пысӑк ӗҫӗсем» ҫинчен калаҫнӑ (Апост. ӗҫ. 2:5—11). Шӑпах ҫавӑн чухне темӗскер ҫӗннин уҫӑлмалли вӑхӑчӗ ҫитнӗ пулнӑ. Иоиль пророк святой сывлӑш анасси пирки малтанах каласа хунӑ (Иоиль 2:28—32). Ҫакӑн пек событисем пулса иртнине курса тӑракансем пророкла калани ҫапла пурнӑҫланасса кӗтменнине курса тӑнӑ, ҫавӑнпа Петр апостол ҫак пулса иртнине ӑнлантарса панӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:14—18 вуласа пар.) Ҫапла майпа святой сывлӑш вӗрентекен пулса вӗренекенсемпе мӗн пулса иртнипе авалхи пророкла каласа хуни пурнӑҫланни ҫинчен Петра ӑнлантарса панӑ. Ҫавӑн пекех сывлӑш астутарса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Петр Иоиль каланӑ сӑмахӗсемпе кӑна мар, Давид ҫырнӑ икӗ псаломпа та усӑ курнӑ (Пс. 15:8—11; 109:1; Апост. ӗҫ. 2:25—28, 34, 35). Пуҫтарӑннисенчен пурте мӗн курни тата мӗн илтни чӑннипех те Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗ пулнӑ.
5, 6. а) Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кунӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ килӗшӳпе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ мӗнле ыйтусем ҫине хурав памалла пулнӑ? ӑ) Кам урлӑ ҫак ыйтусене ҫӗкленӗ тата вӗсем пирки мӗнле майпа йышӑну тунӑ?
5 Ҫапах та пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен нумай япаласене лайӑхрах ӑнланмалла пулнӑ. Сӑмахран, вӗсен Аллӑмӑш кунӗнче вӑя кӗнӗ ҫӗнӗ килӗшӳ пирки ыйтусем пулнӑ. Ҫак килӗшӳ иудейсене тата Иудейӑри прозелитсене кӑна пырса тивнӗ-и? Ытти халӑх ҫыннисем те килӗшӗве кӗме тата святой сывлӑш урлӑ суйласа илнӗ христиансем пулма пултарнӑ-и? (Апост. ӗҫ. 10:45). Еврей халӑхӗнчен пулман арҫынсен малтан ӳт кастарса Моисей урлӑ панӑ закона пӑхӑнмалла пулнӑ-и? (Апост. ӗҫ. 15:1, 5). Ҫаксем питӗ кирлӗ ыйтусем пулнӑ. Ҫакӑн пек тӗпсӗрлӗхсене тишкерме Иеговӑн сывлӑшӗ кирлӗ пулнӑ. Анчах та вӑл ҫав ыйтусене кам урлӑ уҫса панӑ?
6 Тӗпчемелли ыйтусенчен кашнине яваплӑ та тивӗҫ илнӗ [е пухура ертсе пырассине хӑйсем ҫине илнӗ] арҫын-тӑвансем ҫӗкленӗ. Ертсе пыракан совечӗ ҫак ыйтӑва сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ тӗлпулӑвӗнче Петр, Павел тата Варнава пулнӑ, вара вӗсем Иегова еврей халӑхӗнчен пулман ӳт кастарман ҫынсемшӗн мӗн туни ҫинчен каласа панӑ (Апост. ӗҫ. 15:7—12). Еврей Ҫырӑвӗнче ҫакӑн пирки мӗн каланисене пӑхса тухсан ертсе пыракан советри тӑвансем святой сывлӑш пулӑшнипе йышӑну тунӑ. Тата ҫак йышӑнусене ҫырусем урлӑ пухусене пӗлтернӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:27—30; 16:4, 5 вуласа пар; Еф. 3:5, 6).
7. Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсем мӗнле майпа уҫӑлса пынӑ?
7 Ытти нумай ыйтусене Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Иоаннӑн, Петрӑн, Иаковӑн тата Павелӑн ҫырӑвӗсем урлӑ ӑнлантарса панӑ. Анчах та Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен пророкла калаҫасси тата пӗлӳсене тӗлӗнмелле майпа уҫса парасси пӑрахӑҫа тухнӑ (1 Кор. 13:8). Сывлӑш малалла та вӗрентсе тата астутарса тӑрӗ-и? Вӑл малалла та христиансене Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене тӗпчеме пулӑшса тӑрӗ-и? Пророкла каланӑ сӑмахсем ҫавӑн пек тесе калаҫҫӗ.
Пӗтес вӑхӑтра
8, 9. Пӗтес вӑхӑтра камӑн Библири чӑнлӑхсене ӑнланса «ҫутатса» тӑмалла пулнӑ?
8 Пӗтес вӑхӑт пирки каланӑ чухне ангел малтанах каласа хунӑ: «Ӑнланаканнисем тӳпе ҫутатса тӑнӑ пек, ҫутатса тӑрӗҫ, тата нумайӑшне тӳрӗлӗх патне илсе пыракансем — ҫӑлтӑрсем пек, ӗмӗрӗпе, ӗмӗр-ӗмӗрех. [...] ...Вара чӑн-чӑн пӗлӳ нумайланӗ» (Дан. 12:3, 4, ҪТ). Ӑнланакансем тата ҫутатса тӑракансем камсен пулмалла пулнӑ? Ҫакна пире тырӑпа пукра пирки каласа панӑ Иисусӑн ытарлӑхӗ ӑнланма пулӑшать. «Тӗнче пӗтесси» пирки каланӑ чухне вӑл ҫапла каланӑ: «Сӑваплисем хӑйсен Ашшӗн Патшалӑхӗнче хӗвел пек ҫутӑлса кайӗҫ» (Матф. 13:39, 43). Иисус хӑйӗн ӑнлантарса панинче «Патшалӑх ачисене [«ывӑлӗсене», ҪТ]», урӑхла каласан, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене, «сӑваплисем» тесе каланӑ (Матф. 13:38).
9 Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансен пурин те «ҫутатса» тӑмалла-и? Пӗтӗмӗшле каласан ҫапла, мӗншӗн тесен вӗсен пурин те, ытти пур христиансене тӗслӗх парса ырӑ хыпар сарас ӗҫе, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӗр-пӗрне тӗреклентерессинче хутшӑнмалла пулнӑ (Зах. 8:23). Анчах та унсӑр пуҫне тата Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсен пӗтес вӑхӑтра уҫӑлмалла. Даниил ҫырнӑ пророкла калани ҫав вӑхӑтчен пичетпе пичетленнӗ пулнӑ (Дан. 12:9). Сывлӑшӑн ҫак тӗпсӗрлӗхӗсене мӗнле тата кам урлӑ тишкермелле пулнӑ?
10. а) Ҫак юлашки кунсенче Туррӑн чӑнлӑхӗсене сывлӑш кам урлӑ уҫса парать? ӑ) Иеговӑн сӑнарлӑ ҫурчӗ, е храмӗ, пирки мӗнле майпа лайӑхрах ӑнлантарса панисем пур, ҫавсем пирки каласа парӑр.
10 Библири чӑнлӑхпа ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр ыйтӑва пирӗн вӑхӑтра ӑнлантарса пама вӑхӑт ҫитсен святой сывлӑш Ертсе пыракан совета — тӗп управленийӗнчи «шанчӑклӑ та ӑслӑ» чуран представителӗсене — малтан ӑнланман чӑнлӑхсене ӑнланма пулӑшать (Матф. 24:45, Ҫ Х; 1 Кор. 2:13). Ертсе пыракан совета кӗрекенсем пурте пӗрле пухӑнса улшӑнусем тумалла е тумалла мар, ҫавӑн ҫинчен сӳтсе яваҫҫӗ (Апост. ӗҫ. 15:6). Ҫак арҫын-тӑвансем йышӑну тӑваҫҫӗ те, ҫавӑ пурне те усӑ патӑр тесе ӑна пичетлесе кӑлараҫҫӗ (Матф. 10:27). Пӗр-пӗр вӑхӑт иртнӗҫемӗн лайӑхрах ӑнлантарса пани кирлӗ пулма пултарать, вӗсене те тӳррӗн ӑнлантараҫҫӗ. («Туррӑн сӑнарлӑ ҫурчӗ, е храмӗ, мӗне пӗлтернине сывлӑш мӗнле уҫса панӑ» рамкӑна пӑх.)
Святой сывлӑш паян пире мӗнле пулӑшса тӑрать
11. Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене уҫса парас тӗлӗшрен пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан святой сывлӑш паянхи кунсенче христиансене пурне те мӗнле пулӑшса тӑрать?
11 Святой сывлӑш унчченхи пекех Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене уҫса парас тӗлӗшрен пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать, ҫакӑ вара шанчӑклӑ христиансене пурне те усӑ парать. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем пекех эпир те паян святой сывлӑш ӑнланма пулӑшакан информацие вӗренетпӗр, каярах аса илетпӗр те пурнӑҫра усӑ куратпӑр (Лука 12:11, 12). Пирӗн публикацисенчи Туррӑн чӑнлӑхӗсене ӑнланас тесен пирӗн темӗнле уйрӑм пӗлӳ илме кирлӗ мар (Апост. ӗҫ. 4:13). Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене лайӑхрах ӑнланас тесен пирӗн мӗн тумалла? Темиҫе канаш пӑхса тухӑпӑр.
12. Святой сывлӑш пирки пирӗн хӑҫан кӗлӗ тумалла?
12 Святой сывлӑш пирки кӗлӗ тӑвӑр. Библири пӗр-пӗр материала пӑхса тухас умӗн святой сывлӑш пулӑштӑр тесе кӗлӗ тумалла. Ҫакна пирӗн пӗччен чухне те е вӑхӑт сахал чухне те тумалла. Хамӑра ҫакӑн пек кӗҫӗне хурса ыйтнисем, паллах ӗнтӗ, пирӗн пӗлӗтри Аттене савӑнтарӗҫ. Иисус каланӑ пекех, эпир чун-чӗререн ыйтнисем ҫине Иегова хаваспах святой сывлӑшне парӗ (Лука 11:13).
13, 14. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленни Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене ӑнланнинче мӗнле вырӑн йышӑнать?
13 Пуху тӗлпулӑвӗсене хатӗрленӗр. Эпир вӑхӑтра панӑ апата чура ушкӑнӗ урлӑ илсе тӑратпӑр. Библи тӑрӑх ҫырнӑ материалсем парса тата ҫав материалсене хӑҫан вӗренмелли программӑсем йӗркелесе «чура» хӑйне панӑ ӗҫне пурнӑҫласа тӑрать. «Пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха» информацие пӗтӗмпех тата тӗплӗн пӑхса тухма сӗнме сӑлтавсем пур (1 Пет. 2:17; Кол. 4:16; Иуда 3). Панӑ хушусене тытса пыма тӑрӑшнипе эпир святой сывлӑшпа килӗшӳллӗн ӗҫлесе тӑратпӑр (Апок. 2:29).
14 Пуху тӗлпулӑвӗсене хатӗрленнӗ чухне Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене, вӗсенчен кашнийӗ сӳтсе явакан темӑпа мӗнле ҫыхӑннине ӑнланас тесе, пӑхса тухни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пек тунине пула эпир Библие лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланса пырӑпӑр (Апост. ӗҫ. 17:11, 12). Сӑвӑ йӗркисене Библирен вуланӑ чухне вӗсем пирӗн асра тӑрса юлаҫҫӗ, вара святой сывлӑш вӗсене аса илме пулӑшма пултарӗ. Ҫавӑн пекех сӑвӑ йӗркине Библи страницийӗнче курнӑ чухне вӑл ӑҫта вырнаҫнине астуса юлма пултаратпӑр, вара ҫакӑ кирлӗ чухне ҫав кирлӗ сӑвӑ йӗркине тупма пулӑшать.
15. Мӗншӗн пирӗн юлашки публикацисемпе паллашмалла тата ҫакна эсир мӗнле тӑватӑр?
15 Юлашки публикацисен содержанипе паллашӑр. Хӑш-пӗр пубикацисен материалӗсене пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче пӑхса тухмаҫҫӗ, анчах та ҫакӑ вӗсем пирӗншӗн усӑллӑ маррине пӗлтермест. Сӗнмелли журналсен кӑларӑмӗсене те пирӗншӗн усӑллӑ пулччӑр тесе хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак тӗнчере пирӗн час-часах кама та пулин е мӗне те пулин кӗтме тивет. Пирӗн хамӑрпа пӗрле пачах вуламан е пӗтӗмпех вуласа тухман публикаци пур пулсан, темиҫе страница вуланипе эпир хамӑр вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултаратпӑр. Хӑш-пӗрисем публикацисенче мӗн ҫырнипе паллашас тесе уҫӑлса ҫӳренӗ чухне е ҫула тухсан юлашки публикацисен аудиоҫырӑвӗсене итлеҫҫӗ. Тӗплӗн, ҫавӑн пекех вулакансенчен чылайӑшӗшӗн ӑнланмалла пултӑр тесе тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫак пур материал та пире чӑнлӑха лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма тата ҫав чӑнлӑхсемшӗн пархатарлӑрах пулма пулӑшаҫҫӗ (Авв. 2:2).
16. Вуланӑ чухне сиксе тухакан ыйтусене ҫырса хуни тата тӗпчени мӗншӗн усӑллӑ?
16 Шухӑшлӑр. Библие тата ун тӑрӑх ҫырнӑ публикацисене вуланӑ чухне мӗн вулани ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Шухӑшласа вуланӑ чухне сирӗн ыйтусем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫав ыйтусене ҫырса хума тата каярахпа вӗсем патне таврӑнма пулать. Час-часах эпир пире мӗн пырса тивнӗ е интереслентернӗ, ҫавсене ытларах тӗпчетпӗр. Ҫакӑн пек тӗпченине пула илнӗ пӗлӳсем пирӗншӗн хаклӑ пулса тӑраҫҫӗ, кирлӗ чухне вара эпир вӗсемпе усӑ курма пултаратпӑр (Матф. 13:52).
17. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне е хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне мӗнле программӑна тытса пыратӑр?
17 Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапассине кашни эрнерех ирттерӗр. Ертсе пыракан совет пире, кашнинех, хамӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме эрне хушшинче пӗр каҫ (е хӑвӑра меллӗ вӑхӑт) уйӑрма хавхалантарать. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсен расписанийӗ улшӑнни ҫак канаша тытса пыма май парать. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнӑ чухне эсир мӗн вӗренетӗр? Хӑш-пӗрисем Библи вулаҫҫӗ те пӗр-пӗр сӑвӑ йӗрки пирки сиксе тухнӑ ыйтусене тӗпчеҫҫӗ. Унтан вара ҫав мӗн пӗлнине хӑйсен Библи ҫине кӗскен ҫырса хураҫҫӗ. Нумай ҫемьесем пӗр-пӗр материала, ҫакна хӑйсен ҫемйинче мӗнле усӑ курмаллине сӳтсе яваҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫемье пуҫлӑхӗсем, вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫемьешӗн усӑллӑ е килтисем пӑхса тухма ыйтнӑ темӑсемпе тата ыйтусемпе ҫыхӑннӑ материала тупаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир сӳтсе явмашкӑн ытти темӑсем те пулӗҫa.
18. Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене тӗпчессинчен мӗншӗн пирӗн пӑрӑнмалла мар?
18 Иисус святой сывлӑш пулӑшакан пулса витӗм кӳресси ҫинчен каланӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене тӗпчессинчен пӑрӑнмалла мар. Ҫавӑн пек чӑнлӑхсем «Турра пӗлме» пулӑшакан пӗлӳсен пайӗ пулса тӑраҫҫӗ, пире вара вӗсене тӗпчеме чӗнеҫҫӗ. (Ытарлӑх 2:1—5 вуласа пар.) Вӗсем Турӑ хӑйне юратакансене валли мӗн хатӗрлесе хунӑ, ҫавсем пирки нумай уҫса параҫҫӗ. Иеговӑн Сӑмахӗ ҫинчен ытларах пӗлес тесе вӑй хуратпӑр пулсан пире святой сывлӑш пулӑшӗ, мӗншӗн тесен «Сывлӑш пӗтӗмпех, ҫав шутрах Туррӑн тӗпсӗрлӗхне те, тишкерме пултарать» (1 Кор. 2:9, 10, Ҫ Х).
[Сноска]
a Ҫавӑн пекех 2008 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» (выр.) хучӗ ҫинчи 8-мӗш страницӑна пӑх.
Эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?
• Мӗнле икӗ майпа святой сывлӑш пире Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене тишкерме пулӑшать?
• Пӗрремӗш ӗмӗрте Туррӑн чӑнлӑхӗсене святой сывлӑш кам урлӑ уҫнӑ?
• Паянхи кунсенче Туррӑн чӑнлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене ӑнлантарса парас тесе святой сывлӑш мӗнле майпа витӗм кӳрсе тӑрать?
• Святой сывлӑш пире Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсене ӑнланма пулӑштӑр тесен мӗн тума пулать?
[28-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Туррӑн сӑнарлӑ ҫурчӗ, е храмӗ, мӗне пӗлтернине сывлӑш мӗнле уҫса панӑ
Пӗрремӗш ӗмӗрте Туррӑн тӗпсӗрлӗхӗсенчен нумайӑшне лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ, ҫав шутрах сӑваплӑ чатӑр тата каярахри храмсем Турра чӑнлӑхпа пуҫҫапма пулӑшакан йӗрке пулнине те. Павел ӑна «ҫын туман, Турӑ [Иегова] пултарнӑ таса вырӑн» тенӗ (Евр. 8:2). Ҫакӑ вӑл Туррӑн сӑнарлӑ ҫурчӗ, е храмӗ — Иисус Христос парнине пула тата вӑл священник пулса ӗҫленине пула Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан йӗрке — пулнӑ.
«Чӑн-чӑн чатӑр» пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта Иисус шыва кӗнӗ чухне йӗркеленнӗ тата Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пӗр ҫитменлӗхсӗр парне пек патӑр тесе килӗшнине Иегова пӗлтернӗ (Евр. 10:5—10). Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Туррӑн сӑнарлӑ ҫурчӗн, е храмӗн, сӑваплӑран та сӑваплӑ вырӑнне кӗнӗ те хӑйӗн парнин хакне «Атте Турӑ умне» пырса панӑ (Евр. 9:11, 12, 14).
Тепӗр ҫырӑвӗнче Павел апостол святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем ӳссе пыраҫҫӗ тата Иеговӑшӑн сӑваплӑ храмӗ пулса тӑраҫҫӗ тесе ҫырнӑ (Еф. 2:20—22). Ҫав храм Павел каярах еврейсем патне ҫырнӑ ҫырура ҫырса кӑтартнӑ «чӑн-чӑн чатӑр» пулнӑ-и? Иеговӑн ӗҫлекенӗсем темиҫе вуншар ҫул ҫавӑн пек тесе шутланӑ. Святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансене, вӗсем Иеговӑн пӗлӗтри храмӗнчи чулсем пулччӑр тесе ҫӗр ҫинче якатса хатӗрленӗ пулас (1 Пет. 2:5).
1970 ҫулсен пуҫламӑшӗнче чуран ушкӑнӗн яваплӑ членӗсем Павел Ефессем патне янӑ ҫырура каланӑ храм Иеговӑн сӑнарлӑ ҫурчӗ, е храмӗ, пулма пултарайманнине ӑнланма пуҫланӑ. «Чӑн-чӑн чатӑр» святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансенчен, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисенчен, тӑнӑ пулсан, вӑл вара вӗсем «Ҫӑлакан килнӗ» вӑхӑтра чӗрӗлсе тӑма пуҫланнӑ хыҫҫӑн кӑна йӗркеленнӗ пулӗччӗ (1 Фес. 4:15—17). Анчах та Павел сӑваплӑ чатӑр пирки каланӑ чухне ҫырнӑ: «Кӗлӗ чатӑрӗ хальхи вӑхӑта пӗлтерет» (Евр. 9:9).
Ҫакӑ тата ытти сӑвӑ йӗркисене тӗплӗ танлаштарса пӑхсан Туррӑн сӑнарлӑ ҫуртне, е храмне, халӗ те хӑпартса тӑраҫҫӗ теме ҫук тата святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем унӑн пайӗсем пулса тӑччӑр тесе ҫӗр ҫинче якатса калӑплакан чулсем пулманни уҫҫӑн курӑннӑ. Чӑннипе вара, святой сывлӑш урлӑ суйласа лартнӑ христиансем кашни кун Туррӑн сӑнарлӑ ҫурчӗн, е храмӗн, Сӑваплӑ пӳлӗмӗнче тата шалти картишӗнче Турра «мухтав парни» парса уншӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ (Евр. 13:15).