Иегова паракан хӳтлӗх айлӑмӗнче тӑрса юлӑр
«Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ]... ҫак халӑхсене вӑрҫӑ кунӗнче тапӑннӑ пек пырса тапӑнӗ» (ЗАХ. 14:3).
1, 2. Кӗҫех мӗнле вӑрҫӑ пуҫланӗ тата ҫав вӑрҫӑра Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗн тумалла пулмӗ?
ПӖРЛЕШӲЛЛӖ Штатсенче 1938 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче миллион-миллион ҫын радиопа спектакль итлесе ларнӑ. Ҫав каҫ «Тӗнчесен вӑрҫи» ятлӑ наукӑпа фантастикӑллӑ роман тӑрӑх лартнӑ спектакль пынӑ. Марс ҫинче пурӑнакансем Ҫӗр ҫине тапӑннӑ та пысӑк аркатусем тума пуҫлани ҫинчен калакан репортаж евӗрлӗ хатӗрленӗ пулнӑ ҫав спектакле. Ҫакӑ спектакль тесе пӗлтерсе хунӑ пулин те, радио итлекенсем нумайӑшӗ чӑннипех тапӑннӑ тесе шутланӑ та хӑраса ӳкнӗ. Хӑш-пӗрисем ҫав шутласа кӑларнӑ хурахсенчен хӳтӗленес тесе сыхланмалли мерӑсем те йышӑннӑ.
2 Кӗҫех чӑн-чӑн вӑрҫӑ пуҫланать. Анчах та ҫынсем ҫавӑн ҫинчен шутласшӑн та мар. Ҫав вӑрҫӑ ҫинчен фантастикӑллӑ хайлавра мар, Турӑ Сӑмахӗнче, Библире, малтанах каласа хунӑ. Ҫакӑ Армагеддон — Туррӑн ҫак йӗркесӗр тӗнчене хирӗҫ пулмалли вӑрҫи (Ӳлӗм. 16:14—16). Ҫав вӑрҫӑра Туррӑн ӗҫлекенӗсен ҫапӑҫмалла пулмӗ. Ун вырӑнне Иегова вӗсене ҫӑлас тесе хӑйӗн вӑйӗпе тӗлӗнмелле майпа усӑ курӗ.
3. Мӗнле пророкла сӑмахсене эпир пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн вӗсем пирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
3 Захария кӗнекинчи 14-мӗш сыпӑкри пророкла сӑмахсем пире Армагеддон вӑрҫи ҫинчен нумайӑшне каласа параҫҫӗ. Ҫав сӑмахсене 2 500 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ пулин те, вӗсем пирӗн пурнӑҫпа тӳррӗн ҫыхӑннӑ (Рим 15:4). Ҫав пророкла сӑмахсен пысӑк пайӗ Христос 1914 ҫулта патшана ларнӑранпа Туррӑн халӑхӗпе пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен, ҫавӑн пекех кӗҫех пулас тӗлӗнмелле событисем ҫинчен каласа парать. Унта «питӗ пысӑк айлӑм» туса хунипе «чӗрӗлӗх шывӗн» юхӑмӗ ҫинчен те сӑмах пырать (Зах. 14:4, 8). Ҫак статьяра эпир ҫав айлӑм мӗн иккенне тата Туррӑн ӗҫлекенӗсем унта хӳтлӗх мӗнле тупма пултарнине пӗлӗпӗр. Ҫавӑн пекех чӗрӗлӗх шывӗсем мӗне пӗлтернине те, вӗсенчен эпир мӗнле усӑ илме пултарнине те курӑпӑр. Ҫавна пула эпир ҫав шывсене ӗҫме кирлине кӑна мар ӑнланӑпӑр, вӗсене ӗҫес те килӗ пирӗн. Ҫавӑнпа та ҫав пророкла сӑмахсене тимлӗ пӑхса тухар (2 Петр 1:19, 20).
«ҪӲЛХУҪА КУНӖ» ПУҪЛАНАТЬ
4. а) «Ҫӳлхуҫа кунӗ» хӑҫан пуҫланнӑ? ӑ) Иеговӑн ӗҫлекенӗсем 1914 ҫулччен вун-вун ҫул хушши мӗн ҫинчен пӗлтерсе тӑнӑ тата тӗнчери пуҫлӑхсем ҫавӑн ҫине мӗнле пӑхнӑ?
4 Захария кӗнекин вунтӑваттӑмӗш сыпӑкӗ «Ҫӳлхуҫа кунӗ» ҫинчен каласа панипе пуҫланать. (Захария 14:1, 2 вуласа пар.) Ҫав кун мӗнле кун вӑл? Ҫав «Ҫӳлхуҫа кунӗ» Иисус 1914 ҫулта пӗлӗтре Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑрсан пуҫланнӑ (Ӳлӗм. 1:10; 11:15). 1914 ҫулччен вун-вун ҫул хушши Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫав ҫул «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗ» вӗҫленӗ те тӗнчере нихӑҫан пулман инкексем пуҫланӗҫ тесе пӗлтерсе тӑнӑ (Лука 21:24). Халӑхсем ҫакӑн пек асӑрхаттарса каланине итленӗ-и? Ҫук. Ун вырӑнне политика ертӳҫисемпе тӗн пуҫлӑхӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ҫав хастарлӑ хыпарҫӑсенчен кулнӑ, вӗсене хӗсӗрленӗ. Ҫапла тунипе тӗнчери пуҫлӑхсем Пурне те Тума Пултаракан Турӑран кулнӑ, мӗншӗн тесен святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем «тӳпери Иерусалимӑн» — Мессианла Патшалӑхӑн — представителӗсем (Евр. 12:22, 28).
5, 6. а) Пророкла калани тӑрӑх, Турӑ халӑхӗн тӑшманӗсем мӗн тунӑ? ӑ) Захария пророкла каланинче «тӑрса юлнисем» камсем вӗсем?
5 Захария халӑхсем мӗн тӑвасси ҫинчен ҫапла пророкла каланӑ: «Хулана [Иерусалима] туртса илӗҫ». Ҫав «хула» вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем — ҫав Патшалӑхӑн представителӗсем (Флп. 3:20). Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иеговӑн ҫӗр ҫинчи организацийӗнче ертсе пыракансене «туртса илнӗ», урӑхла каласан, арестленӗ те Атлантӑри (Джорджия штат, АПШ) тӗрмене хупса лартнӑ. Тӑшмансем хӑйсене ҫав арҫын тӑвансемпе тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти христиансемпе тӗрӗс мар, хаяррӑн тытнӑ, вӗсен литературипе усӑ курма чарнӑ тата ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма хӑтланнӑ. Ҫакӑ вӑл тӑшмансем хулан ҫурчӗсене «ҫаратса тухнӑпа» пӗрех пулнӑ.
6 Тӑшманӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрленӗ, вӗсем ҫинчен суя сарнӑ пулин те, тӗрӗс пуҫҫапассине пӗтерме пултарайман. «Ытти халӑхӗ [«тӑрса юлнисем», ҪТ]», урӑхла каласан, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансенчен ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем, Турра чунтан парӑнса пурӑннӑскерсем, хӑйсене «хуларан» хӑваласа кӑларса яма паман.
7. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем чӑн христиансене паян мӗнле тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ?
7 Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленсен тӑшмансем Туррӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлеме пӑрахнӑ-и? Ҫук. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен, ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисен, тата вӗсен шанчӑклӑ юлташӗсен, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен, хӑйсем ҫине халӑхсем тапӑннине пӗрре анчах мар курма тивнӗ (Ӳлӗм. 12:17). Сӑмахран, ҫавӑн пекки Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем шанчӑклӑ пулни Туррӑн ӗҫлекенӗсене паян кирек мӗнле йывӑрлӑхра та, сӑмахран, хӑйсен ӗненӗвӗнчен мӑшкӑлласа кулакан ӗненмен хурӑнташсем, пӗрле ӗҫлекенсем тата пӗр класра вӗренекенсем хирӗҫ тӑнӑ чухне, чӑтӑмлӑ пулма хавхалантарать (1 Петр 1:6, 7). Чӑн христиансем, кирек ӑҫта пурӑнсан та, «пӗр шухӑшпа... хирӗҫ тӑракансенчен пачах та хӑрамасӑр» тӑма ҫирӗп шут тытнӑ (Флп. 1:27, 28). Анчах Иеговӑн халӑхӗ хӑйне курайман тӗнчере хӳтлӗх ӑҫта тупма пултарать? (Иоанн 15:17—19.)
ИЕГОВА «ПИТӖ ПЫСӐК АЙЛӐМ» ТӐВАТЬ
8. а) Библире тусем мӗне пӗлтерме пултараҫҫӗ? ӑ) «Ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ» мӗне пӗлтерет?
8 Иерусалим — «хула» — ҫӳлти Иерусалима, е Турӑ Патшалӑхне, пӗлтерет пулсан, «Иерусалим умӗнчи тухӑҫ енчи Елеон [«ҫу йывӑҫӗсен», ҪТ] тӑвӗн» те сӑнарлӑ пӗлтерӗш пулмалла. Ҫав ту мӗне пӗлтерет? Мӗнле майпа вӑл «икке уйӑрӑлӗ» те икӗ ту пулса тӑрӗ? Мӗншӗн Иегова вӗсем ҫинчен «Манӑн тӑвӑмсем» тет? (Захария 14:3—5 вуласа пар.) Библире тусем патшалӑхсене, е правительствӑсене, пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Ҫырура пиллӗхсемпе хӳтлӗх Туррӑн тӑвӗнчен килет тесе час-часах каланӑ (Пс. 71:3; Ис. 25:6, 7). Апла пулсан, Турӑ тӑракан ту — ҫӗр ҫинчи Иерусалимран тухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ — вӑл Иеговӑн чи аслӑ влаҫне пӗлтерет.
9. «Ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ» икке уйӑрӑлӗ тенине мӗнле ӑнланмалла?
9 Ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ икке уйӑрӑлӗ тенине мӗнле ӑнланмалла? Иерусалимран тухӑҫалла вырнаҫнӑ ту икке пайланса каять тени вӑл Иегова ятарлӑ тӗллевпе тепӗр власть йӗркелет тенине пӗлтерет. Ҫав власть вӑл — Иисус Христос ертсе пыракан Мессианла Патшалӑх. Акӑ мӗншӗн «ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ» пайланса кайнӑ хыҫҫӑн пулса тӑнӑ икӗ ту ҫинчен Иегова «Манӑн тӑвӑмсем» тет (Зах. 14:4). Ҫав икӗ тӑвӗ те — унӑн.
10. Икӗ ту хушшинчи «питӗ пысӑк айлӑм» мӗн вӑл?
10 Сӑнарлӑ ту икке уйӑрӑлсан, ҫур тӑвӗ ҫурҫӗрелле куҫать, тепӗр ҫуррийӗ — кӑнтӑралла, Иеговӑн урисем вара ҫав икӗ ту ҫинче тӑрса юлаҫҫӗ. Иеговӑн ури айӗнче «питӗ пысӑк айлӑм» пулса тӑрать. Ҫав сӑнарлӑ айлӑм Туррӑн хӳтлӗхне пӗлтерет, ҫавна пула Иеговӑн ӗҫлекенӗсем унӑн аслӑ влаҫӗн тата унӑн Ывӑлӗн Мессианла Патшалӑхӗн влаҫӗн хӳттинче хӑрушсӑрлӑхра пулаҫҫӗ. Тӗрӗс пуҫҫапассине Иегова нихӑҫан та пӗтерме памӗ. Ҫу йывӑҫӗсен тӑвӗ хӑҫан пайланса кайнӑ? Ҫакӑ 1914 ҫулта суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ вӗҫленсен Мессианла Патшалӑха йӗркелесе ярсан пулса иртнӗ. Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсем ҫав сӑнарлӑ айлӑма хӑҫан тарма пуҫланӑ?
АЙЛӐМА ТАРМА ПУҪЛАНӐ!
11, 12. а) Сӑнарлӑ айлӑма хӑҫан тарма пуҫланӑ? ӑ) Иегова тӗреклӗ аллипе хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе тӑнине мӗн ҫирӗплетсе парать?
11 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене асӑрхаттарнӑ: «Мана пула сире пур халӑх та курайми пулӗ» (Матф. 24:9). Ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче, 1914 ҫултан пуҫласа, вӗсене тата ытларах курайми пулчӗҫ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче тӑшмансем хаяррӑн тапӑнсан та вӗсем ҫӗр ҫинче тӑрса юлнӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнисене — ҫав шанчӑклӑ ушкӑна тӗп тума пултарайман. 1919 ҫулта вӗсем суя тӗнрен, Аслӑ Вавилонран, ирӗке тухнӑ (Ӳлӗм. 11:11, 12). Ҫавӑн чухне ӗнтӗ Иеговӑн тӑвӗсем хушшинчи айлӑма тарма пуҫланӑ та.
12 Турӑ паракан хӳтлӗхӗн айлӑмӗ 1919 ҫултан пуҫласа Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗсене, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, хӳтлӗх парса тӑрать. Вун-вун ҫул хушши нумай ҫӗршывра ырӑ хыпар сарма тата Иегова Свидетелӗсен Библие ӑнлантарса паракан литературипе усӑ курма чӑрмантарнӑ е ирӗк паман. Ҫавӑн пек чарусем халӗ те хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пур. Анчах та ҫавӑн пек хӑтланни ӑнӑҫлӑ пулмӗ, халӑхсем тӗрӗс пуҫҫапассине нихӑҫан та тӗп тӑваймӗҫ! Тӗреклӗ аллипе Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлесе тӑрӗ (Сак. аст. 11:2).
13. Турӑ паракан хӳтлӗхӗн айлӑмӗнче тӑрса юлас тесен мӗн тумалла тата мӗншӗн унта тӑрса юлни халӗ пире нихӑҫанхинчен те ытларах кирлӗ?
13 Эпир Иеговӑна шанчӑклӑ пулсан тата чӑнлӑх майлӑ ҫирӗп тӑратпӑр пулсан, Турӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, пире пулӑшса тӑрӗҫ, пирӗн Атте вара пире никама та, ниме те хӑйӗн аллинчен туртса илме памӗ (Иоанн 10:28, 29). Иегова пире, хӑйне Чи Аслӑ Патша вырӑнне хурса пӑхӑнса тӑччӑр тата Мессианла Патшалӑхӑн шанчӑклӑ ҫыннисем пулччӑр тесе, пур енчен те пулӑшса тӑма хатӗр. Хӑвӑрт ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑтӗнче унӑн пулӑшӑвӗ тата ытларах кирлӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та Иегова паракан хӳтлӗхӗн айлӑмӗнче тӑрса юлни халӗ пире нихӑҫанхинчен те ытларах кирлӗ.
«ВӐРҪӐ КУНӖ» ҪЫВХАРСА КИЛЕТ
14, 15. Турӑ хӑйӗн тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ кун айлӑмра пулманнисемпе мӗн пулӗ?
14 Ҫак тӗнчен пӗтес вӑхӑчӗ ҫывхарса килнӗҫемӗн Сатана Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫине тата хаяртарах тапӑнӗ. Анчах Иегова хӑйӗн халӑхӗ ҫине Сатана тапӑннине чарса лартӗ. Ҫавӑн чухне тӑшманӗсене хирӗҫ Туррӑн «вӑрҫӑ кунӗ» пуҫланӗ. Ҫав кун Ҫут тӗнчен Чи Аслӑ Патши хӑй вӑрҫӑ Арӗ пулнине унчченхи кирек хӑш ҫапӑҫу кунӗнче кӑтартнинчен те чаплӑрах кӑтартӗ (Зах. 14:3, ҪТ).
15 Туррӑн вӑрҫӑ кунӗнче Турӑ паракан хӳтлӗхӗн «пысӑк айлӑмӗнче» пулманнисемпе мӗн пулӗ? Пророкла каланӑ тӑрӑх, вӗсен «ҫутӑ пулмӗ», урӑхла каласан, вӗсене Турӑ ырламӗ. Ҫав пулас ҫапӑҫу кунӗнче «лашасем те, ашакла лашасем те, тӗвесем те, ашаксем те, мӗнпур тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗх те» «ҫухалӗҫ [«хытса ларӗҫ», ҪТ]. Ҫакӑ вӑрҫӑра усӑ куракан вӑрҫӑ хатӗрӗсем, сивӗре шӑнса ларнӑ пекех, юрӑхсӑра тухӗҫ тенине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн тӑшманӗсене «пӗтерсе тӑкӗ», урӑхла каласан, вӗсене чир-чӗр ярса наказани парӗ. Вӗсен «куҫ лупашкинче куҫӗ сӳнсе ларӗ, ҫӑварӗнче чӗлхи типсе ларӗ». Ҫакӑ ахаль чир пулать-и е ҫук, эпир пӗлместпӗр. Анчах та эпир ҫакна пӗлетпӗр: вӗсем пире сиен тӑвайми тата Турра хирӗҫ калаҫайми пулса тӑрӗҫ (Зах. 14:6, 7, 12, 15). «Ҫӗр ҫинчи патшасем, вӗсенӗн ҫарӗсем» пурте Сатана майлӑ тӑрӗҫ. Анчах та вӗсем ҫӗр ҫинче кирек ӑҫта пулсан та, вӗсене тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм. 19:19—21). «Ҫав кун Ҫӳлхуҫа пӗтерсе тухнисем ҫӗрӗн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех пулӗҫ» (Иер. 25:32, 33).
16. а) Туррӑн вӑрҫӑ кунӗ ҫывхарса килнине кура пирӗн мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшламалла? ӑ) Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пирӗн мӗн тумалла пулать?
16 Вӑрҫӑ яланах хӗн-асап кӳрет — ҫӗнтерӳҫӗсене те. Апат-ҫимӗҫ ҫитсех кайманни пулма пултарать. Пурлӑхсӑр тӑрса юлма пулать. Пурнӑҫ шайӗ чакма пултарать. Хӑш-пӗр правасене хӗсме пултараҫҫӗ. Пирӗн хамӑрӑн ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем курма тиврӗ пулсан, эпир хамӑра мӗнле тытӑпӑр-ши? Хӑраса-аптӑраса ӳкӗпӗр-ши? Хӗсме пуҫланӑран хамӑр мӗне ӗненнинчен тунӑпӑр-ши? Шанчӑка ҫухатса хуйха ӳкӗпӗр-ши? Хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Иегова пире ҫӑлма пултарнине ӗненме пӑрахманни тата Иегова паракан хӳтлӗхӗн айлӑмӗнче тӑрса юлни пире питӗ кирлӗ пулӗ! (Аввакум 3:17, 18 вуласа пар.)
«ЧӖРӖЛӖХ ШЫВӖ ЮХМА ТЫТӐНӖ»
17, 18. а) Мӗн вӑл «чӗрӗлӗх шывӗ»? ӑ) «Тухӑҫри тинӗс» тата «анӑҫри тинӗс» мӗнӗн символӗсем? б) Пулас событисене кӗтнӗ май эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
17 Армагеддон хыҫҫӑн Мессианла Патшалӑхран «чӗрӗлӗх шывӗ» тата ытларах юхма пуҫлӗ. Ҫав шыв ҫынсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма пултарччӑр тесе Турӑ вӗсене мӗн панӑ, ҫавсене пурне те пӗлтерет. «Тухӑҫри тинӗс» Вилӗ тинӗсе пӗлтерет, «анӑҫри тинӗс» — Вӑтаҫӗр тинӗсе. Ҫак икӗ тинӗс ҫынсене символласа парать. Вилӗ тинӗс — пӗтӗм этемлӗхӗн масарӗнчи ҫынсен вырӑнлӑ символӗ. Вӑтаҫӗр тинӗсӗнче темтепӗр пурӑннӑран вӑл Армагеддона пурӑнса ирттерекен «имсӗр-сумсӑр ҫынна» пӗлтерет. (Захария 14:8, 9 вуласа пар; Ӳлӗм. 7:9—15.) Ҫапла вара ҫынсен ҫав икӗ ушкӑнӗ «чӗрӗлӗх шывӗ юхса выртакан юханшывран» «чӗрӗлӗх шывне» ӗҫӗ. Ҫавна пула вӗсем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ (Ӳлӗм. 22:1, 2).
18 Иегова ҫак йӗркесӗр тӗнчене пӗтернӗ чухне пире хӳтӗлӗ те хӑйӗн тӳрӗ ҫӗнӗ тӗнчине кӗртӗ. Пире пур халӑх та кураймасть пулин те, Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнма тата Иегова паракан хӳтлӗхӗн айлӑмӗнче тӑрса юлма ҫирӗп шут тытар.