Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ тата ырӑ ӑслӑ пулнине хаклӑр
«Ҫӳлхуҫа Хӑй мӗн пултарнине пурне те юратать, Унӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те курӑнать» (ПС. 144:9).
1, 2. Иеговӑн тусӗсен мӗнле май пур?
«ЭПИР мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа 35 ҫула яхӑн пурӑнатпӑр ӗнтӗ,— калать Моника ятлӑ пӗр христианка.— Упӑшкапа иксӗмӗр эпир пӗр-пӗрне питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Ҫапах та ҫавӑн чухлӗ ҫул хыҫҫӑн та эпир пӗр-пӗрин ҫинчен ҫӗннине пӗлсе пыратпӑр!» Пирӗнтен нумайӑшӗ хӑйӗн мӑшӑрӗпе тусӗсем пирки ҫавнах калама пултарать.
2 Кама эпир юрататпӑр, ҫавсене пирӗн лайӑхрах пӗлес килет. Анчах та эпир аталантарма пултаракан туслӑ хутшӑнусенчен чи кирли вӑл — Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрти туслӑх. Эпир нихӑҫан та Иегова ҫинчен пурне те пӗлсе ҫитеймӗпӗр (Рим 11:33). Ӗмӗрсем хушши пирӗн Иеговӑн лайӑх енӗсене тарӑнрах ӑнланса пыма тата ытларах хаклама май пулӗ (Еккл. 3:11).
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Унчченхи статья пире Иегова кӑмӑллӑ пулнине тата никама та камне кура уйӑрманнине ытларах ӑнланма, хаклама пулӑшрӗ. Халӗ вара Иеговӑн кӑмӑла каякан тепӗр икӗ енне — вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ тата ырӑ ӑслӑ пулнине — пӑхса тухар. Ҫавна пула эпир Иегова «Хӑй мӗн пултарнине пурне те» юратнине тата «Унӑн ырӑлӑхӗ пур ӗҫӗнче те» курӑннине лайӑхрах ӑнланӑпӑр (Пс. 144:9).
ИЕГОВА УҪӐ КӐМӐЛЛӐ
4. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
4 Уҫӑ кӑмӑллӑ пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла? Хуравне эпир Апостолсен ӗҫӗсем 20:35-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенче тупатпӑр: «Илессинчен парасси ҫынна телейлӗрех тӑвать». Ҫак ансат сӑмахсемпе Иисус чӑннипех уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси мӗн иккенне ӑнлантарса панӑ. Уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын ыттисене пулӑшас тесе хӑйӗн вӑхӑтне, вӑйне тата япалисене кӑмӑлтан парать — ҫавна вӑл хаваспах тӑвать. Уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси пысӑк та хаклӑ парне панинчен мар, паракан ҫавна мӗнле кӑмӑлпа тунинчен килет. (2 Коринф 9:7 вуласа пар.) Пирӗн «телейлӗ Турӑ» — Иегова — пек уҫӑ кӑмӑлли урӑх никам та ҫук (1 Тим. 1:11, ҪТ).
5. Иегова хӑй уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартать?
5 Иегова хӑй уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартать? Вӑл пур ҫынна та, ҫав шутрах хальлӗхе хӑйне пуҫҫапманнисене те, мӗн кирлине парса тӑрать. Чӑнах та, Иегова «Хӑй мӗн пултарнине пурне те юратать». Вӑл «Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матф. 5:45). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Павел апостол Иеговӑна ӗненмен ҫынсемпе калаҫнӑ чухне Турӑ «тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса» тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартать теме пултарнӑ (Ап. ӗҫ. 14:17). Ҫапла, Иегова пур ҫынпа та уҫӑ кӑмӑллӑ (Лука 6:35).
6, 7. а) Иегова уйрӑмах камсене савӑнсах пулӑшать? ӑ) Турӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
6 Иеговӑна уйрӑмах хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме килӗшет. Давид патша ҫапла каланӑ: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25). Шанчӑклӑ христиансем нумайӑшӗ хӑйсемшӗн Иегова мӗнле тӑрӑшнине хӑйсен пурнӑҫӗнче курнӑ. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар.
7 Пионер пулса ӗҫлекен Нэнси темиҫе ҫул каялла йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ. «Хватершӗн манӑн 66 доллар тӳлемеллеччӗ, ҫавна вара тепӗр кунне тумаллаччӗ,— аса илет Нэнси.— Укҫа ӑҫтан илес-ши тесе аптраса тӑтӑм. Ҫакӑн ҫинчен кӗлтунӑ хыҫҫӑн ӗҫе кайрӑм. Эпӗ официантка пулса ӗҫлекен ресторана эрнен ҫав кунӗнче ҫынсем ҫӳресех каймастчӗҫ, ҫавӑнпа та чейлӗх нумай укҫа илессе шанманччӗ. Тӗлӗнмелле те, ҫав каҫ ресторана ҫынсем самаях килчӗҫ. Сменӑна пӗтерсен эпӗ чейлӗх илнӗ укҫана шутласа пӑхрӑм та, унта вара 66 долларччӗ!» Хӑйне мӗн чухлӗ кирлӗ пулнӑ, шӑп ҫавӑн чухлӗ илме Иегова пулӑшрӗ тесе шутлать Нэнси (Матф. 6:33).
8. Иегова панӑ мӗнле парне — чи хаклӑ парне?
8 Иегова панӑ чи хаклӑ парнене кашни илме пултарать. Ҫавӑ мӗнле парне вӑл? Унӑн Ывӑлӗ тӳлесе илме панӑ парне. Иисус каланӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Кунта «тӗнче» тени этемлӗхе пӗлтерет. Иегова хӑйӗн чи хаклӑ парнине илес текенсене пурне те парать. Иисуса ӗненекенсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗҫ (Иоанн 10:10). Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине ҫакӑнтан ытларах урӑх мӗн кӑтартса пама пултартӑр?
ИЕГОВА ПЕК УҪӐ КӐМӐЛЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР
9. Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
9 Иегова пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? «Савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать», ҫавӑнпа эпир те «яланах ыттисене пулӑшма хатӗр» пуласшӑн, ҫапла вара вӗсене савӑнӑҫлӑ тӑвасшӑн (1 Тим. 6:17—19). Эпир хамӑр туссене, килтисене тата ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнакансене пулӑшас тесе хаваспах парнесем паратпӑр. (Саккуна астутарни 15:7 вуласа пар.) Уҫӑ кӑмӑллӑ пулмаллине асра тытма пире мӗн пулӑшать? Хӑш-пӗр христиансем ҫакӑн пек йӗркене тытса пырас тенӗ: пӗр-пӗр парне илсен, хӑйсем те кама та пулин парне пама май шыраҫҫӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулас тӗлӗшрен паян Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
10. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартмалли чи лайӑх майсенчен пӗри хӑшӗ вӑл?
10 Уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартмалли чи лайӑх майсенчен пӗри вӑл — ыттисене ӗҫпе тата сӑмахпа пулӑшасси. Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Ыттисене пулӑшас тата хавхалантарас тесе вӑхӑт уйӑрнипе, вӑй хунипе (Гал. 6:10). Ҫакӑ пирӗн мӗнле пулса пынине тӗрӗслес тесе хамӑртан ҫакӑн пек ыйтма пулать: «Эпӗ ыттисемшӗн вӑхӑт уйӑрма, вӗсемпе тимлӗ пулма тата вӗсен хуйхи-суйхине итлеме хатӗр пулнине вӗсем туяҫҫӗ-и? Мана пулӑшма е мӗн те пулин тума ыйтсан, эпӗ май пур чухне ҫавна тума килӗшетӗп-и? Хамӑн ҫемьере кама та пулин е пухури пӗр-пӗр тӑвана эпӗ юлашки хут хӑҫан чунтан мухтаса илнӗ?» Парса тӑнипе эпир Иеговӑпа та, хамӑр туссемпе те ҫывӑхланса пырасса шанма пултаратпӑр (Лука 6:38; Ытар. 19:17).
11. Иеговӑна уҫӑ кӑмӑлпа эпир мӗнле пама пултаратпӑр?
11 Эпир Иеговӑна та уҫӑ кӑмӑлпа пама пултаратпӑр. «Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан [«хаклӑ япалусенчен», ҪТ]... парне кӳрсе хисепле» (Ытар. 3:9). Ҫав «хаклӑ япаласем» шутне уншӑн ӗҫленӗ чухне эпир хаваспах усӑ курма пултаракан вӑхӑт, вӑй-хал тата укҫа-тенкӗ кӗрет. Пӗчӗк ачасем те Иеговӑна уҫӑ кӑмӑлпа пама вӗренме пултараҫҫӗ. «Пирӗн ҫемье Патшалӑх Залӗнче ырӑ кӑмӑл парнине панӑ чухне эпир укҫана хамӑр ачасене ҫавна валли ятарласа тунӑ ещӗке яртаратпӑр,— калать Джейсон ятлӑ арҫын тӑван.— Ҫакна тума вӗсене килӗшет, мӗншӗн тесен ҫапла вӗсем Иеговӑна мӗн те пулин параҫҫӗ». Ачасем Иеговӑна пани хӑйсенех телейлӗ тунине пӗчӗкренех ӑнлансан, ӳссе ҫитсен те вӗсем ӑна уҫӑ кӑмӑлпа парса тӑрӗҫ (Ытар. 22:6).
ИЕГОВА ЫРӐ ӐСЛӐ
12. Ырӑ ӑслӑ пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?
12 Иеговӑн кӑмӑла каякан тепӗр лайӑх енӗ — вӑл ырӑ ӑслӑ пулни. «Лӑпкӑ [«ырӑ ӑслӑ», ҪТ]» пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла? (Тит 3:1, 2.) Ырӑ ӑслӑ ҫын хӑйӗнни ҫинче тӑмасть. Вӑл яланах кун пек е ун пек тумалла тесе хистемест, ун пирки шутсӑр хаяр, хытӑ кӑмӑллӑ тата хӑйӗннех перет тесе калама май ҫук. Ун вырӑнне вӑл хӑйне ыттисемпе ыррӑн тытать, вӗсен лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑшать. Вӑл ыттисене итлеме, кирлӗ пулсан, вӗсен сӗнӗвӗсене шута илме, вӗсем ыйтнӑ пек тума хатӗр.
13, 14. а) Иегова хӑй ырӑ ӑслӑ пулнине мӗнле кӑтартать? ӑ) Турӑ хӑйне Лотпа мӗнле тытнинчен ырӑ ӑслӑ пуласси ҫинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?
13 Иегова хӑй ырӑ ӑслӑ пулнине мӗнле кӑтартать? Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулса хӑйӗн ӗҫлекенӗсен туйӑмӗсене шута илет тата час-часах вӗсем мӗн ыйтнине пурнӑҫлать. Сӑмахран, вӑл хӑйне Лот ятлӑ тӳрӗ ҫынпа мӗнле тытнине пӑхса тухар. Содомпа Гоморрӑна тӗп тума шут тытсан Иегова Лота тусем ҫине тар тесе тӳррӗн каланӑ. Анчах та лешӗ урӑх ҫӗрелле тарма ирӗк парсам тесе йӑлӑннӑ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Лот Иеговӑна Хӑйӗн хушӑвӗсене улӑштарма ыйтнӑ! (Пултарни 19:17—20 вуласа пар.)
14 Ҫакӑн ҫинчен вуланӑ чухне кам та пулин Лотӑн ӗненӗвӗ начар пулнӑ е вӑл итлесшӗн мар пулнӑ тесе шутлама пултарать. Вӗт Иегова Лота кирек ӑҫта та ҫӑлса хӑварма пултарнӑ-ҫке, ҫавӑнпа унӑн хӑрама нимле сӑлтав та пулман. Ҫапах та Лот хӑранӑ. Иегова унӑн туйӑмӗсене шута илнӗ те ӑна урӑх хулана, хӑй пӗтерме палӑртса хунӑ хулана, тарма ирӗк панӑ. (Пултарни 19:21, 22 вуласа пар.) Ҫакӑнтан Иегова хытӑ кӑмӑллӑ марри тата хӑйӗнни ҫинче тӑманни, ырӑ ӑслӑ пулни курӑнать.
15, 16. Иегова ырӑ ӑслӑ пулни Моисей саккунӗнче мӗнле палӑрса тӑрать?
15 Иегова ырӑ ӑслӑ пулнине Моисей саккунӗ мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухар. Израиль ҫынни сурӑха е качакана парне кӳмешкӗн питӗ чухӑн пулнӑ пулсан, вӑл икӗ улатӑпа е икӗ кӑвакарчӑн пама пултарнӑ. Израиль ҫынни ҫав тери чухӑн пулнӑран икӗ кӑвакарчӑн та парне кӳме пултарайман пулнӑ пулсан, вара мӗнле? Ҫавӑн пек чухне Иегова ӑна кӑштах ҫӑнӑх кӳме ирӗк панӑ. Анчах та питӗ кирлӗ уйрӑмлӑха асӑрхӑр-ха: парне кӳмешкӗн кирек епле ҫӑнӑх та юрӑхлӑ пулман. Хисеплӗ хӑнасем валли апат пӗҫерме уйӑрнӑ «паха ҫӑнӑх» памалла пулнӑ (Пулт. 18:6). Иегова ырӑ ӑслӑ пулнине ҫак тӗслӗх мӗнле кӑтартса парать? (Левит 5:7, 11 вуласа пар.)
16 Калӑпӑр, эсир Израильри шутсӑр чухӑн ҫын. Иеговӑна парне кӳрес тесе эсир сӑваплӑ чатӑр патне кӑштах ҫӑнӑх илсе пыратӑр. Ҫав вӑхӑтра эсир чатӑр патне выльӑх илсе пыракан пуян израильтянсене куратӑр. Ҫӑнӑх вӑл пӗчӗк парне тесе шутласа эсир аванмарланса кайма пултаратӑр. Унтан эсир Иеговӑшӑн сирӗн парне питӗ хаклӑ пулнине аса илетӗр. Мӗншӗн? Иегова чи паха ҫӑнӑх пама ыйтнӑ. Ҫакӑнпа вӑл чухӑн израильтянсене ҫапла каланӑ теме пулать: «Эсир ыттисем чухлӗ пама пултарайманнине эпӗ ӑнланатӑп, анчах та эсир хӑвӑрӑн мӗн пурринчен чи лайӑххине панине те эпӗ пӗлетӗп». Ҫак тӗслӗх Иегова ырӑ ӑслӑ пулнине кӑтартса парать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен вӗсем пама пултарнинчен ытла ыйтмасть (Пс. 102:14).
17. Сӑваплӑ ӗҫе мӗнле тунине Иегова йышӑнать?
17 Иегова ырӑ ӑслӑ пулнине тата эпир уншӑн чунтан-вартан ӗҫлесе тӑнине вӑл йышӑннине пӗлни пире йӑпатать (Кол. 3:23). Италире пурӑнакан Констанс ятлӑ ватӑ христианка каланӑ: «Пуринчен ытла манӑн ыттисемпе Пултаракан ҫинчен калаҫас килет. Акӑ мӗншӗн эпӗ халӗ те ырӑ хыпар саратӑп тата ҫынсене Библи вӗрентетӗп. Хӑш-пӗр чухне эпӗ сывлӑха пула нумай тума пултарайманран кулянатӑп. Анчах та Иегова эпӗ мӗн тума пултарайманнине пӗлнине ӑнланатӑп. Вӑл мана юратать тата эпӗ мӗн тума пултарнине хаклать».
ИЕГОВА ПЕК ЫРӐ ӐСЛӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР
18. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсене Иегова пек тытас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
18 Иегова пек ырӑ ӑслӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Вӑл хӑйне Лотпа мӗнле тытнине тепӗр хут аса илер-ха. Лота ӑҫта каймаллине калама Иеговӑн, паллах, власть пулнӑ, анчах та Лот хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл ӑна ыррӑн итленӗ. Вара Турӑ вӑл мӗн ыйтнине тунӑ. Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир хӑвӑра Иегова пек тытма пултаратӑр-и? Хӑвӑр ачусем мӗн ыйтнине эсир тӑнлама, унтан вара, вырӑнлӑ пулсан, вӗсен сӗнӗвӗсене шута илме пултаратӑр-и? Ҫав тӗлӗшрен 2007 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналта хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисемпе килте мӗнле йӗркене тытса пымаллине сӳтсе яваҫҫӗ тесе каланӑ. Сӑмахран, ашшӗ-амӑшӗ ачисен каҫхине хӑш сехетре киле килмеллине палӑртса хурасшӑн. Паллах ӗнтӗ, вӗсен ҫавна тума ирӗк пур, анчах та вӗсем ҫавӑн пек чухне те ачисем мӗн сӗннине тӑнлама пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне ашшӗ-амӑшӗ палӑртса хунӑ вӑхӑта, ҫакӑ Библи принципӗсене пӑсмасть пулсан, улӑштарас тейӗҫ. Килте мӗнле йӗркене тытса тӑмалли пирки ачисем мӗн шутланине ашшӗ-амӑшӗ шута илет пулсан, ачисем те вара ҫав йӗркене лайӑхрах ӑнланӗҫ, кӑмӑлтан пурнӑҫласа тӑрӗҫ.
19. Иегова пек ырӑ ӑслӑ пулас тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ?
19 Старейшинӑсем пухури тӑвансен лару-тӑрӑвне шута илнипе Иегова пек ырӑ ӑслӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Иегова чухӑн израильтянсем панӑ парнесене те хакланине ан манӑр. Ҫавӑн пекех сывлӑх начар пулнӑран е ватлӑха пула хӑш-пӗр хыпарҫӑсем сӑваплӑ ӗҫе питӗ сахал тӑваҫҫӗ. Ҫав хаклӑ тӑвансем тӑвас килнӗ чухлӗ тума пултарайманран хуйха ӳкеҫҫӗ пулсан, вара мӗнле? Иегова вӗсене юратать, мӗншӗн тесен вӗсем ӑна чи лайӑххине параҫҫӗ тесе старейшинӑсем вӗсене ыррӑн шантарса калама пултараҫҫӗ (Марк 12:41—44).
20. Иеговӑшӑн кӑштах ӗҫлесен те ҫитет тенине ырӑ ӑслӑ теме пулать-и? Ӑнлантарса парӑр.
20 Паллах ӗнтӗ, ырӑ ӑслӑ пуласси вӑл «хӑвна хӗрхен», урӑхла каласан, Турӑшӑн кӑштах ӗҫлесен те ҫитет тенине пӗлтермест (Матф. 16:22). Эпир ытларах тума пултарнӑ ҫӗртенех сахал тӑвасшӑн мар. Ун вырӑнне пирӗн Иисусӑн ҫак сӑмахӗсене асра тытмалла: «Пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр» (Лука 13:24, ҪХ). Ҫавӑнпа та пирӗн виҫине пӗлмелле. Пӗр енчен эпир Турӑшӑн пӗтӗм вӑйран ӗҫлесшӗн. Тепӗр енчен эпир Иегова пирӗнтен хамӑр пама пултарайманнинчен ытла ыйтманнине асра тытатпӑр. Эпир ӑна хамӑрӑн мӗн пурринчен чи лайӑххине панӑ чухне вӑл пирӗнпе кӑмӑллӑ пулассине шанма пултаратпӑр. Эпир ҫавӑн пек пархатарлӑ та ырӑ ӑслӑ Хуҫашӑн ӗҫлесе тӑма хавас мар-и? Тепӗр статьяра эпир Иеговӑн кӑмӑла каякан тепӗр икӗ лайӑх енне пӑхса тухӑпӑр (Пс. 72:28).