Иисус нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрать
«[Иисус] ҫӑкӑрсене хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе панӑ» (МАТФ. 14:19).
1—3. Вифсаида ҫывӑхӗнче Иисус темӗн чухлӗ халӑха мӗнле тӑрантарнине каласа парӑр.
КУҪ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗке кӑларса тӑратӑр-ха. (Матфей 14:14—21 вуласа пар.) Пирӗн эрӑри 32 ҫулхи Пасха умӗн кӑшт маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе Галилея тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗ ҫумӗнчи Вифсаида ятлӑ ял ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗрте. Вӗсемпе пӗрле, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне, пилӗк пине яхӑн арҫын.
2 Ҫынсене курсан Иисус хӗрхеннипе чирлисене сыватать те вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен нумай япалана вӗрентме пуҫлать. Кун каҫалла сулӑнать, ҫавӑнпа та вӗренекенӗсем Иисуса ҫынсене яр, вӗсем ҫумри ялсене кайса хӑйсене валли ҫимелли туянччӑр тесе ыйтаҫҫӗ. Анчах та Иисус вӗренекенӗсене калать: «Ҫимелли вӗсене эсир хӑвӑр парӑр». Унӑн сӑмахӗсем вӗсене шухӑша яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне ҫимелли ҫукпа пӗрех.
3 Ҫын хуйхине чӗре патне илсе Иисус тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвать. Ҫак ӗҫ ҫинчен кӑна тӑватӑ Евангелире те каласа панӑ (Марк 6:35—44; Лука 9:10—17; Иоанн 6:1—13). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫынсене ҫерем ҫине ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫӗршерӗн, алӑшарӑн ларса тухма калӑр тесе хушать. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл ҫӑкӑра хуҫса пама тата пулла пайлама пуҫлать. Анчах та апата Иисус хӑй валеҫмест, вӑл ӑна «вӗренекенӗсене парать, вӗренекенӗсем вара халӑха валеҫсе» параҫҫӗ. Тӗлӗнмелле те, апат пурне те ҫитет кӑна мар, ытлашшипех тӑрса юлать! Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иисус темиҫе пин ҫынна сахалӑшӗ — хӑйӗн вӗренекенӗсем — урлӑ тӑрантарнӑa.
4. а) Пуринчен ытла Иисус мӗн тӑвас тесе тӑрӑшнӑ тата мӗншӗн? ӑ) Ҫак тата тепӗр вӗренмелли статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
4 Пуринчен ытла Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентес тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав чӑнлӑхсене йышӑнакансем ҫеҫ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултарнине вӑл пӗлнӗ (Иоанн 6:26, 27; 17:3). Хӗрхенни Иисуса темӗн чухлӗ халӑха ҫӑкӑрпа тата пулӑпа тӑрантарма хавхалантарнӑ пекех, ҫав хӗрхенӗве пулах вӑл хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене вӗрентме нумай вӑхӑт уйӑрнӑ (Марк 6:34). Анчах та вӑл хӑйӗн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ кӗҫех вӗҫленессе, унтан вара пӗлӗте таврӑнасса пӗлнӗ (Матф. 16:21; Иоанн 14:12). Апла пулсан, Иисус пӗлӗтрен хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене мӗнле тӑрантарса, урӑхла каласан, Библири чӑнлӑхсене мӗнле вӗрентсе тӑрӗ-ши? Вӑл ҫавна унччен тунӑ пекех тӑвӗ: нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрӗ. Анчах та ҫав сахалӑшсем камсем пулӗҫ-ши вӗсем? Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене нумайӑшне Иисус пӗрремӗш ӗмӗрте сахалӑшӗ урлӑ мӗнле тӑрантарнине пӑхса тухар. Тепӗр статьяра эпир хамӑршӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва сӳтсе явӑпӑр: ҫав сахалӑшӗ — Иисус пире паян кам урлӑ тӑрантарса тӑрать, ҫавсем — камсем-ши вӗсем?
ИИСУС САХАЛӐШНЕ СУЙЛАСА ИЛЕТ
5, 6. а) Иисус хӑй вилнӗ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем мӗн тумаллине кӑтартакан ӳкӗтсем илсе тӑччӑр тесе мӗнле питӗ кирлӗ йышӑну тунӑ? ӑ) Хӑй вилнӗ хыҫҫӑн апостолсем питӗ кирлӗ ӗҫе тума пултарччӑр тесе Иисус вӗсене мӗнле хатӗрленӗ?
5 Малашлӑх ҫинчен шутлакан ҫемье пуҫӗ хӑй вилсен ҫемйин мӗн кирли пурте пултӑр тесе тӑрӑшать. Иисус та — христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ пуласскер — хӑй вилнӗ хыҫҫӑн хӑйӗн вӗренекенӗсем ӑса вӗрентекен тата мӗн тумаллине кӑтартакан ӳкӗтсем илсе тӑччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Эф. 1:22). Сӑмахран, хӑй виличчен икӗ ҫул маларах Иисус питӗ кирлӗ йышӑну тунӑ. Вӑл сахалӑшӗсенчен чи малтанхисене суйласа илнӗ, ҫавсем урлӑ вӑл каярахпа нумайӑшне тӑрантарса тӑрӗ.
6 Ҫӗрӗпе кӗлтунӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пуҫтарнӑ та вӗсенчен 12 апостол суйласа илнӗ (Лука 6:12—16). Ҫакӑн хыҫҫӑнхи икӗ ҫул хушшинче вӑл 12-шне хӑйӗн сӑмахӗпе, тӗслӗхӗпе вӗрентсе вӗсемпе питӗ тачӑ хутшӑннӑ. Вӗсен тата нумайӑшне вӗренмелле пулнине вӑл пӗлнӗ. Ҫакна та палӑртмалла: вӗсем пирки ун чухне те «вӗренекенсем» тенӗ (Матф. 11:1; 20:17). Иисус апостолсене усӑллӑ канашсем панӑ тата сӑваплӑ ӗҫе тума тӗплӗн хатӗрленӗ (Матф. 10:1—42; 20:20—23; Лука 8:1; 9:52—55). Вӑл вӗсене хӑй вилнӗ тата пӗлӗте таврӑннӑ хыҫҫӑн питӗ кирлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗ курӑнать.
7. Апостолсем пуринчен ытла мӗнле ӗҫе мала хурассине Иисус епле палӑртнӑ?
7 Апостолсен мӗнле ӗҫ тумалла пулнӑ? Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ ҫывхарнӑ май апостолсем «пӑхса тӑрас тивӗҫе» туса тӑрасси уҫӑмлӑн палӑрма пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 1:20, ҪТ). Анчах та вӗсен пуринчен ытла мӗнле ӗҫе мала хумалла пулнӑ? Ҫакна вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Петр апостолпа мӗн ҫинчен калаҫнинчен пӗлме пулать. (Иоанн 21:1, 2, 15—17 вуласа пар.) Ытти апостолсем умӗнче Иисус Петра каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсене кӗт [«тӑрантар», ҪТ]». Ҫакӑн пек каланипе Иисус нумайӑшне тӑрантарса тӑма, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑма усӑ куракан сахалӑшӗ шутне апостолсем те кӗрӗҫ тесе палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫак сӑмахсем Иисус хӑйӗн «сурӑхӗсене» питӗ хытӑ юратнине кӑтартса параҫҫӗ!b
АЛЛӐМӖШ КУН УЯВӖНЧЕН ПУҪЛАСА ИИСУС НУМАЙӐШНЕ ТӐРАНТАРАТЬ
8. Аллӑмӗш кун уявӗнче ҫӗнӗ вӗренекенсем Иисус кампа усӑ курнине пӗлнине мӗнле кӑтартнӑ?
8 Пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнчен пуҫласа Иисус апостолсемпе усӑ курса святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ытти вӗренекенӗсене тӑрантарса тӑнӑ, е Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:41, 42.) Ҫав кун святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем пулса тӑнӑ иудейсемпе прозелитсем Иисус кампа усӑ курнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Вӗсем пӗр иккӗленмесӗр «апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ». Пӗр библеист каланӑ тӑрӑх, «яланах тӑнласа тӑнӑ» тесе куҫарнӑ грек глаголӗ «пӗр-пӗр ӗҫе яланхи пек, тӗллевлӗн тата чунтан парӑнса туни» тенине кӑтартма пултарать. Ҫӗнӗ вӗренекенсем Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене пӗлесшӗн ҫуннӑ, ҫав чӑнлӑхсене кам вӗсене вӗрентме пултарнине вӗсем пӗлнӗ. Вӗсем хӑйсене апостолсем Иисусӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем мӗне пӗлтернине тата Ҫырури унпа ҫыхӑннӑ сӑвӑ йӗркисен пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшасса шанса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 2:22—36)c.
9. Апостолсем хӑйсен тӗп ӗҫне нихӑҫан та манманнине мӗнле кӑтартнӑ?
9 Апостолсем хӑйсен тӗп ӗҫне — Иисусӑн сурӑхӗсене тӑрантарас ӗҫе — нихӑҫан та манман. Сӑмахран, тин кӑна йӗркеленнӗ пухӑва пайласа яма пултарнӑ кӑткӑс ыйтӑва вӗсем мӗнле татса панине пӑхса тухар. Тӗрӗссипе каласан, ӗҫ кунта ахаль апат пирки пынӑ. Кулленхи апата валеҫнӗ чухне грекла калаҫакан тӑлӑх арӑмсене хисепе хуман пулнӑ, анчах еврейла калаҫаканнисемпе ун пек хӑтланман. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва апостолсем мӗнле татса панӑ? «Вуникӗ апостол» ҫичӗ юрӑхлӑ арҫынна «ҫак ӗҫе туса пыма» — апат валеҫме — суйласа лартнӑ. Апостолсенчен нумайӑшӗ Иисус тӗлӗнмелле майпа темӗн чухлӗ халӑха тӑрантарнӑ чухне апат валеҫме пулӑшнӑ паллах. Ҫапах та вӗсем пухусене Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑни чылай кирлӗрех пулнине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен пӗтӗм вӑхӑтне «Турӑ сӑмахне вӗрентес» ӗҫе панӑ (Ап. ӗҫ. 6:1—6).
10. Иисус Иерусалимри апостолсемпе тата старейшинӑсемпе мӗнле усӑ курнӑ?
10 Пирӗн эрӑри 49 ҫул тӗлнелле ертсе пыракан совет ҫав вӑхӑтра чӗрӗ юлнӑ апостолсемпе хӑш-пӗр опытлӑ старейшинӑсенчен тӑнӑ. Библире вӗсем пирки Иерусалимри «апостолсемпе пресвитерсем [«старейшинӑсем», ҪТ]» тӗнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 15:1, 2 вуласа пар.) Пуху Пуҫӗ пулнӑ май Христос тӗн вӗрентӗвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парас тата Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарас ӗҫе ертсе пырас тесе ҫав юрӑхлӑ арҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗпе усӑ курнӑ (Ап. ӗҫ. 15:6—29; 21:17—19; Кол. 1:18).
11, 12. а) Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ пӗрремӗш ӗмӗрти пухусене мӗнле майпа тӑрантарса тӑнине пиллени ӑҫтан курӑнать? ӑ) Христос пухусене тӑрантарас тесе кампа усӑ курнине ҫынсем мӗнле пӗлме пултарнӑ?
11 Христос пӗрремӗш ӗмӗрти пухусене тӑрантарса тӑрас тесе ертсе пыракан советпа усӑ курнӑ. Иегова ҫакна пилленӗ-и? Паллах! Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекинче каланӑ: «Хуласем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсем [Павел апостолпа унӑн юлташӗсем] ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимра хунӑ йӗркесене тытса тӑма вӗрентнӗ. Ӗненекен ушкӑнсем ҫапла тӗн тӗлӗшӗнчен тӗреклӗленсе пынӑ, куллен-кун йышлӑланнӑ» (Ап. ӗҫ. 16:4, 5). Асӑрхӑр-ха, пухусем Иерусалимри ертсе пыракан совет панӑ йӗркесене тытса тӑнӑран ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫакӑ Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ пухусене мӗнле майпа тӑрантарса тӑнине пилленине кӑтартса памасть-и? Айтӑр ҫакна яланах асра тытар: Иегова туллин пилленипе кӑна Турӑ халӑхӗ хушшинче мир пулма тата йышлӑланса пыма пултарать (Ытар. 10:22; 1 Кор. 3:6, 7).
12 Эппин, Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене мӗнле тӑрантарнине куртӑмӑр ӗнтӗ: вӑл нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарнӑ. Пухусене тӑрантарас тесе вӑл кампа усӑ курнине уйӑрса илме йывӑр пулман. Вӗт апостолсем, ертсе пыракан советӑн пӗрремӗш членӗсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарнӑ, ҫакӑ вара вӗсене Иегова пулӑшса тӑнине ҫирӗплетсе панӑ. «Апостолсем халӑх хушшинче темӗн чухлӗ паллӑсемпе хӑватсем тунӑ»,— тенӗ Апостолсен ӗҫӗсем 5:12-мӗшӗнчеd. Ҫавӑнпа христиансем пулса тӑнӑ ҫынсен: «Христос хӑйӗн сурӑхӗсене камсем урлӑ тӑрантарать?» — текен ыйту сиксе те тухман. Анчах та пӗрремӗш ӗмӗр вӗҫнелле йӑлтах улшӑннӑ.
ПУКРА НУМАЙ, ТУЛӐ САХАЛ ПУЛНӐ ЧУХНЕ
13, 14. а) Пуху хӑрушлӑха лекӗ тесе Иисус мӗнле асӑрхаттарнӑ тата унӑн сӑмахӗсем хӑҫан пурнӑҫланма пуҫланӑ? ӑ) Ҫав хӑрушлӑх мӗнле икӗ енчен тухса тӑнӑ? (Асӑрхаттарӑва пӑхӑр.)
13 Христиансен пухӑвӗ хӑрушлӑха лекӗ тесе Иисус малтанах каласа хунӑ. Иисус тулӑпа пукра ҫинчен пророкла каланӑ ытарӑшра тулӑ (святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене) акнӑ хирте пукра (суя христиансене) акӗҫ тесе асӑрхаттарнине аса илӗр-ха. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кусен те, лешӗсен те вырма вӑхӑчӗ — «тӗнче вӗҫӗ» — ҫитиччен ӳсмелле (Матф. 13:24—30, 36—43). Нумаях та вӑхӑт иртмен, Иисусӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланма тытӑннӑe.
14 Пӗрремӗш ӗмӗрте чӑнлӑхран пӑрӑнасси пуҫланнӑ пулин те, Иисусӑн шанчӑклӑ апостолӗсем, «чарса тӑракансем» пулнӑ май, суя вӗрентӳсене христиансен пухӑвӗсенче сарӑлма паман (2 Фес. 2:3, 6, 7). Анчах та юлашки апостол вилнӗ хыҫҫӑн чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси тымар янӑ та темиҫе ӗмӗр хушшинче ӳссе, вӑй илсе пынӑ. Унсӑр пуҫне ҫав вӑхӑт хушшинче пукра нумайланса, тулӑ сахалланса пынӑ. Ҫав тапхӑрта пӗр вӗҫӗмсӗр апат парса тӑракан, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентсе тӑракан ятарлӑ ушкӑн пулман. Анчах та улшӑнусем пулса иртмелле пулнӑ. Ҫакӑ вара хӑҫан пулмалла пулнӑ?
ВЫРМА ВӐХӐТӖНЧЕ КАМ АПАТ ПАРСА ТӐРӖ?
15, 16. Библи Тӗпчекенсем Ҫырӑва пикенсе тӗпчени мӗнле усӑ панӑ тата мӗнле ыйту тухса тӑрать?
15 Тулӑпа пукра пӗрле ӳснӗ тапхӑр вӗҫленсе пынӑ май хӑш-пӗр ҫынсем Библири чӑнлӑхсемпе хытӑ интересленме пуҫланӑ. 1870-мӗш ҫулсенче тӳркӑмӑллӑ, чӑнлӑха шыракан ҫынсенчен тӑракан пӗчӗк ушкӑн Библи вӗренмелли кружоксем йӗркеленӗ те пукрасенчен — христиан тӗнчинчи тӗрлӗ чиркӳсемпе сектӑсене ҫӳрекен суя христиансенчен — уйрӑм пухӑнма пуҫланӑ. Ҫак хӑйсене кӗҫӗне хуракан, тӳркӑмӑллӑ тата вӗренме хатӗр Библи Тӗпчекенсем (вӗсене ун чухне ҫакӑн пек чӗннӗ) Ҫырӑва кӗлтуса тӗплӗн тӗпченӗ (Матф. 11:25).
16 Ҫырӑва пикенсе тӗпчени питӗ пысӑк усӑ панӑ. Ҫав шанчӑклӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем суя вӗрентӳсене питленӗ, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене ыттисене каласа панӑ тата Библие ӑнлантарса паракан литературӑна пичетлесе кӑларса пур ҫӗрте те салатнӑ. Вӗсен ӗҫӗ нумай ҫыннӑн, Библи чӑнлӑхне пӗлесшӗн ҫунакансен, чӗрипе ӑстӑнне хускатнӑ. Ҫав тӗлӗшрен интереслӗ ыйту тухса тӑрать: 1914 ҫулчченхи тапхӑрта Библи Тӗпчекенсем Иисус хӑйӗн сурӑхӗсене тӑрантарса тӑма усӑ куракан ушкӑн пулнӑ тесе калама пулать-и? Ҫук. Вӑл вӑхӑтра тулӑпа пукра пӗрле ӳснӗ пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та Христос апат парса тӑма, е Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентме усӑ курма пултаракан ушкӑн ун чухне хатӗр пулман. Ҫав вӑхӑтра пукрапа танлаштарнӑ суя христиансене тулӑпа танлаштарнӑ чӑн христиансенчен уйӑрас вӑхӑт ҫитмен пулнӑ-ха.
17. Мӗнле пӗлтерӗшлӗ событисем 1914 ҫулта пулса иртме пуҫланӑ?
17 Вырма вӑхӑчӗ 1914 ҫулта пуҫланнине эпир унчченхи статьяран пӗлтӗмӗр. Ҫав ҫул питӗ пӗлтерӗшлӗ событисем пулса иртме пуҫланӑ. Иисус патшана ларнӑ, вара юлашки кунсем пуҫланнӑ (Ӳлӗм. 11:15). Иисус хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле 1914 ҫулта сӑнарлӑ храма тӗрӗслеме тата тасатма пуҫланӑ. Ҫак кирлӗ тапхӑр 1919 ҫул пуҫламӑшӗнче вӗҫленнӗf (Мал. 3:1—4). Унтан, 1919 ҫулта, тулӑ пуҫтарма пуҫланӑ. Ун чухне Христосшӑн апат парса тӑма, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене вӗрентме пӗр ятарлӑ ушкӑн суйласа лартма вӑхӑт ҫитнӗ пулнӑ-и? Ҫитнӗ пулнӑ!
18. Пӗтес вӑхӑт ҫинчен Иисус мӗн малтанах каласа хунӑ тата юлашки кунсем пуҫлансанах мӗнле питӗ кирлӗ ыйту тухса тӑнӑ?
18 Иисус пӗтес вӑхӑт ҫинчен пророкла каланинче «вӑхӑтра апат парса» тӑма «чурана» суйласа лартӑп тенӗ (Матф. 24:45—47). Ҫав «чура» кам-ха пулӗ вӑл? Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех Иисус каллех нумайӑшне сахалӑшӗ урлӑ тӑрантарса тӑрӗ. Анчах юлашки кунсем пуҫлансанах питӗ кирлӗ ыйту тухса тӑнӑ: камсем ҫав сахалӑшӗ шутне кӗрӗҫ? Иисус пророкла каланипе ҫыхӑннӑ ҫак ыйтӑва тата ытти ыйтусене тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
a 3 абзац: Тепрехинче, хӗрарӑмсемпе ачасемсӗр пуҫне Иисус тӗлӗнмелле майпа 4 000 арҫынна тӑрантарнӑ чухне, вӑл каллех апата «вӗренекенӗсене... панӑ, вӗренекенӗсем ӗнтӗ халӑха валеҫсе панӑ» (Матф. 15:32—38).
b 7 абзац: Петр вӑхӑтӗнче апат илсе тӑнӑ «сурӑхсен» пурин те пӗлӗтре пурӑнмалли шанчӑк пулнӑ.
c 8 абзац: Ҫӗнӗ вӗренекенсем «апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ» тени вӑл апостолсем хутран-ситрен мар, пӗрмай вӗрентсе тӑнине пӗлтерет. Апостолсен хӑш-пӗр вӗрентӗвӗсем Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ кӗнекесем пулса тӑнӑ, халӗ вӗсем Христианла Грек Ҫырӑвӗсен шутне кӗреҫҫӗ.
d 12 абзац: Сывлӑшӑн тӗлӗнмелле парнисене апостолсем кӑна илнӗ пулин те, чылай чухне ҫав парнесем вӗсем урлӑ, вӗсем пулнӑ чухне теприсем ҫине куҫнӑ (Ап. ӗҫ. 8:14—18; 10:44, 45).
e 13 абзац: Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30-мӗшӗнче ҫырса хунӑ Павел апостолӑн сӑмахӗсем тӑрӑх пухӑва икӗ енчен хӑрушлӑх кӗтсе тӑни курӑнать. Пӗрремӗшӗнчен, чӑн христиансем патне суя христиансем («пукрасем») «кӗрӗҫ». Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем хушшинченех чӑнлӑхран пӑрӑнса каякансем, «урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем», тухӗҫ.