БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулас тесен мӗн тумалла?
Библири канашсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иегова Турӑран, ҫемьене Никӗслекенрен. Библи пире мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшакан лайӑх енсене аталантарма вӗрентет тата ҫемьене аркатма пултаракан ӗҫсенчен асӑрхаттарать. Ҫавӑн пекех вӑл ҫемьене телейлӗ тумашкӑн пӗр-пӗринпе калаҫма-хутшӑнма та вӗрентет. (Колоссӑ 3:8—10, 12—14 вулӑр.)
Упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне чыс кӳмелле, хисеплемелле. Вӗсем Турӑ ҫемьере мӗн тума хушнине туса тӑраҫҫӗ пулсан телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. (Колоссӑ 3:18, 19 вулӑр.)
Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа упраса хӑварма мӗн пулӑшӗ?
Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен ҫемйине упраса хӑварма пултараҫҫӗ. Турӑ пире юратма вӗрентет. Вӑл тата унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, чун-чӗререн юратас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. (1 Иоанн 4:7, 8, 19 вулӑр.)
Мӑшӑрсем ҫемье ҫине Турӑ хунӑ йӗрке ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ тата ӑна хисеплеҫҫӗ пулсан, вӗсен уйрӑлас шухӑш та пулмӗ. Турӑ шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, арҫынпа хӗрарӑмӑн мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗрле пурӑнмалла, ҫавна пула ҫемьерисем хӑйсене шанчӑклӑ хӳтлӗхре пулнӑ пек туйӗҫ. Ҫемье чӑнах та ҫирӗп пулма пултарать, мӗншӗн тесен Турӑ арҫынпа хӗрарӑма тӑвасса та вӗсем пӗр-пӗрне чун ӑшшине тата мӗн кирлине парса тӑма пултарччӑр тесе тунӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова ҫынсене хӑй евӗрлӗ пултарнӑ, ҫавӑнпа вӗсем те Турӑ юратнӑ пек юратма пултараҫҫӗ. (Пултарни 1:27; 2:18, 24 вулӑр.)