Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 10/15 10—16 с.
  • Иеговӑн чурисем пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн чурисем пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • «ХАМӐН ХУҪАМА... ЮРАТАТӐП»
  • ИРӖКЛӖ, ҪАВ-ҪАВАХ ЧУРАСЕМ
  • КӐМӐЛА ҪЫРЛАХТАРАКАН КАРЬЕРА
  • ӐСЛӐ ПӖЛӲ-И Е ЧИ АСЛӐ ПӖЛӲ-И?
  • ЧИ АСЛӐ ПӖЛӲРЕН УСӐ ИЛӖР
  • ЧУРА ИЛЕКЕН НАГРАДА
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 10/15 10—16 с.

Иеговӑн чурисем пулӑр

«Эсир... Турӑ чури пултӑр» (РИМ 6:22).

ЭСИР МӖНЛЕ ШУТЛАТӐР?

  • Рим 6:22-мӗшӗнче асӑннӑ чуралӑх шутне мӗн кӗрет?

  • Сатанапа унӑн тӗнчин чурисем пулас мар тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

  • Иегова хӑйӗн чурисене мӗнле награда сӗнет?

1. Нумай ҫын чуралӑх пирки мӗн шухӑшлать тата ҫавӑнтан Рим 6:22-мӗшӗнче чуралӑх ҫинчен калани мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

НУМАЙ ҫын шухӑшланӑ тӑрӑх, чура вӑл хуҫине пур енчен те пӑхӑнса тӑракан, пусмӑрпа тӗрӗсмарлӑха чӑтса пурӑнакан ҫын. Анчах та Турӑ чури пуласси вӑл пачах урӑхла. Турӑ Сӑмахӗнче юратакан Хуҫашӑн харпӑр хӑй ирӗкӗпе ӗҫлесе тӑнипе ҫыхӑннӑ чуралӑх ҫинчен каланӑ. Павел апостол христиансем пирки «Турӑ чурисем» тенӗ чухне вӑл вӗсем сӑваплӑ ӗҫе Турра юратнӑран туса тӑраҫҫӗ тесе каланӑ (Рим 6:22, ҪХ). Ҫак чуралӑх вӑл — мӗнле чуралӑх? Сатанапа унӑн тӗнчин чурисем пулас мар тесен пирӗн мӗн тумалла? Иеговӑн чури пулни тата уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни мӗнле усӑ парать?

«ХАМӐН ХУҪАМА... ЮРАТАТӐП»

2. а) Мӗншӗн израильтянин чура ирӗке тухас мар теме пултарнӑ? ӑ) Чура хӑйӗн хӑлхине чиксе шӑтарма ирӗк панипе мӗн кӑтартнӑ?

2 Турӑ Израиле панӑ Саккун пире Иеговӑн чури пулас тесен мӗн тума кирлине ӑнланма пулӑшать. Еврей чурана ҫиччӗмӗш ҫулне чуралӑхран ирӗке кӑлармалла пулнӑ (Тух. 21:2). Анчах та хӑйӗн хуҫине юратакан тата уншӑн малалла ӗҫлес текен чурана Иегова тӗлӗнмелле май панӑ. Хуҫин хӑйӗн чурине алӑк патне е алӑк янахӗ патне тӑратса унӑн хӑлхине атпӑрипе, е аптӑрипе, чиксе шӑтармалла пулнӑ (Тух. 21:5, 6). Анчах та мӗншӗн ҫавна тумалла пулнӑ унӑн? Еврей чӗлхинче пӑхӑнса тӑрас шухӑш итлес тата илтес шухӑшпа ҫыхӑннӑ. Ҫавӑнпа та чура хӑйӗн хӑлхине чиксе шӑтарма панипе малашне те хӑйӗн хуҫине пӑхӑнса тӑрасшӑн, уншӑн ӗҫлесшӗн пулнине кӑтартнӑ. Хамӑра халаллани пирки те ҫавнах калама пулать. Эпир хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне Турра юратнӑран ӑна пӑхӑнса тӑрас килни ҫинчен калатпӑр.

3. Мӗншӗн эпир хамӑра Турра халаллама шут тытрӑмӑр?

3 Шыва кӗричченех эпир Иеговӑшӑн ӗҫлеме, урӑхла каласан, унӑн чурисем пулма шут тытрӑмӑр. Эпир Турра итлесшӗн тата унӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн пулнӑран хамӑра ӑна халалларӑмӑр. Ҫакна пире никам та вӑйпа тутарман. Ачасем те хӑйсене Иеговӑна халалланӑ хыҫҫӑн кӑна шыва кӗреҫҫӗ, ҫакна вара вӗсем ашшӗ-амӑшне юрас тесе тумаҫҫӗ. Эпир пурте хамӑрӑн ҫӳлти Хуҫана, Иеговӑна, юратнӑран хамӑра ӑна халаллама шут тытрӑмӑр. «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни,— ҫырнӑ Иоанн апостол,— Ӑна юратни пулать» (1 Иоанн 5:3).

ИРӖКЛӖ, ҪАВ-ҪАВАХ ЧУРАСЕМ

4. «Тӳрӗлӗх чурисем» пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

4 Иегова пире хӑйӗн чурисем пулма май панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! Христосӑн каҫарттаракан парнине ӗненни пире ҫылӑх ҫӗклемӗнчен хӑтӑлма май парать. Эпир ҫитменлӗхлӗ пулин те, Иеговӑпа Иисусӑн влаҫне хамӑр ирӗкпе пӑхӑнтӑмӑр. Павел ҫакна хӑйӗн ҫырӑвӗсенчен пӗринче питӗ лайӑх ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр». Унтан вӑл ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эсир кама та пулин пӑхӑнатӑр пулсассӑн, ӑна итлеме хатӗр пулсассӑн, ҫавӑн чури пулса тӑратӑр: е вилӗм патне илсе каякан ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрӗлӗх патне тухмашкӑн итлекен чура пулатӑр. Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр. Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пултӑр» (Рим 6:11, 16—18). Асӑрхӑр-ха, апостол «чунтан итлесе» тӑмалла тет. Ҫавӑнпа та хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне эпир «тӳрӗлӗх чурисем» пулса тӑратпӑр.

5. Пирӗн хамӑр ӑшра мӗнпе кӗрешме тивет тата мӗншӗн?

5 Ҫав-ҫавах чӑрмавсем пур, пирӗн вара, хамӑра халалланипе килӗшӳллӗ пурӑннӑ май, ҫав чӑрмавсене ҫӗнтерсех тӑмалла. Пирӗн икӗ тӗрлӗ ҫапӑҫӑва хутшӑнма тивет. Пӗрремӗшӗнчен, Павел мӗнпе кӗрешнӗ, эпир те ҫавӑнпа кӗрешетпӗр. «Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп,— ҫырнӑ вӑл,— ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать» (Рим 7:22, 23). Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран пирӗн хамӑрӑн ӳт илӗртнипе, урӑхла каласан, Турӑ юратман ӗҫсене тӑвас кӑмӑлпа кӗрешмелле. Петр апостол пире ҫапла ӳкӗтленӗ: «Ирӗклӗ ҫынсем пулин те, ирӗклӗхпе витӗнсе усал тӑвакансем пек мар, Турӑ чурисем пек пурӑнӑр» (1 Петр 2:16, ҪХ).

6, 7. Сатана ҫак тӗнчене мӗнле майпа илӗртӳллӗ кӑтартать?

6 Иккӗмӗшӗнчен, эпир демонсем витӗм кӳрсе тӑракан тӗнчепе кӗрешетпӗр. Сатана, ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ, пире Иеговӑпа Иисуса чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахтарас тесе пирӗн ҫине хӑйӗн ҫӗмренӗсене вирхӗнтерет. Вӑл пире хӑйӗн ирсӗрлетекен витӗмне парӑнтарса хӑйӗн чурисем туса хурас тесе пурне те тӑвать. (Эфес 6:11, 12 вуласа пар.) Сатана усӑ куракан майсенчен пӗри вӑл — ҫак тӗнчене илӗртӳллӗ, кӑмӑла каякан пек кӑтартасси. «Тӗнчене юратакан Атте Турра юратмасть,— асӑрхаттарнӑ Иоанн апостол.— Мӗншӗн тесен тӗнчере мӗн пурри йӑлтах: ӳт-пӳ хистени те, куҫ илӗртни те, пурӑнан пурӑнӑҫри мӑнкӑмӑллӑх та — Атте Турӑран мар, ку тӗнчерен» (1 Иоанн 2:15, 16, ҪХ).

7 Пӗтӗм тӗнчипе ҫынсем ытларах та ытларах пурлӑх пухасшӑн. Сатана ҫынсене нумай укҫа пурри телейлӗ тӑвать тесе ӗнентерме тӑрӑшать. Пур ҫӗрте те гипермаркетсем. Рекламӑсенче пурнӑҫ пурлӑхпа кануран тӑмалла теҫҫӗ. Туризм агентствисем час-часах интереслӗ вырӑнсене ҫак тӗнчере шухӑшланӑ пек шухӑшлакан ҫынсемпе пӗрле кайса килме сӗнеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те пире пурнӑҫна улӑштарӑр тенине илтетпӗр, анчах ҫакна яланах тӗнче тӑвас тенӗ пек тумалла иккен.

8, 9. Мӗнле чӑн-чӑн хӑрушлӑх пур тата мӗншӗн?

8 Пӗрремӗш ӗмӗрте пухусенче кам ҫак тӗнче шухӑшланӑ пек шухӑшлама пуҫланӑ, ҫавсем пирки каланӑ май Петр асӑрхаттарнӑ: «Вӗсем куллен киленсе пурӑннине савӑнӑҫ вырӑнне хураҫҫӗ; намӑссӑрланса, ыттисене ирсӗрлетсе пурӑнаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем хӑйсем улталанипе киленсе лараҫҫӗ. Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ. Вӗсене ирӗке кӑларма пулаҫҫӗ, хӑйсем вара — ирсӗр ӗҫ чурисем, мӗншӗн тесессӗн кам кама парӑннӑ, вӑл унӑн чури пулать» (2 Петр 2:13, 18, 19).

9 «Куҫ илӗртни» хыҫҫӑн кайни ҫынна ирӗклӗх памасть. Ун вырӑнне вӑл ҫак тӗнчен куҫа курӑнман хуҫин, Сатана Шуйттанӑн, чури пулса тӑрать (1 Иоанн 5:19). Материализм чуралӑхне кӗрсе ӳкес чӑн-чӑн хӑрушлӑх пур, ҫав чуралӑхран вара хӑтӑлма шутсӑр йывӑр.

КӐМӐЛА ҪЫРЛАХТАРАКАН КАРЬЕРА

10, 11. Кам паян Сатанан ятарлӑ мишенӗ? Аслӑ пӗлӳ илесси ҫамрӑк христиансем умне йывӑрлӑхсем мӗнле кӑларса тӑратма пултарать?

10 Эдемри пекех, Сатана халӗ пурнӑҫ тутине пӗлменнисем ҫине тапӑнать. Ҫамрӑксем уншӑн — ятарлӑ мишень. Ҫамрӑксем — тӗрӗссипе каласан, кирек кам та — хӑйсен ирӗкӗпе Иеговӑн чурисем пулса тӑни Сатанана килӗшмест. Хӑйсене Иеговӑна халаллакансене пурне те Турра чунтан парӑнса пурӑнма пӑрахтарас килет Сатанан.

11 Хӑйӗн хӑлхине чиксе шӑтарма ирӗк панӑ чуран тӗслӗхне тепӗр хут пӑхса тухар-ха. Чи малтан, паллах ӗнтӗ, унӑн питӗ ыратнӑ, анчах та кӗҫех ыратни иртсе кайнӑ та ун ҫинче хуҫин харпӑрлӑхӗ пулнине кӑтартакан паллӑ юлнӑ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк христианина хӑйӗн тантӑшӗсенчен уйрӑлса тӑракан пурнӑҫ ҫулне суйласа илме йывӑр пулма пултарать, тен, ҫакӑ ыратуллӑ та пулӗ. Сӑмахран, Сатана ҫынсене пурнӑҫ ӑнса пытӑр тесен хӑйӗн тӗнчинче карьера тумалла тесе ӗнентерме тӑрӑшать. Анчах та христиансен ҫакна асра тытмалла: пурнӑҫра чи кирли вӑл Турра юрӑхлӑ пуласси. Иисус каланӑ: «Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланакансем телейлӗ» (Матф. 5:3, ҪТ). Хӑйсене Турра халалланӑ христиансем Сатанан ирӗкне мар, Туррӑн ирӗкне тӑвас тесе пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем «кунӗн-ҫӗрӗн» Библи вулаҫҫӗ те мӗн вулани ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. (Псалом 1:1—3 вуласа пар.) Анчах та хальхи вӑхӑтра аслӑ пӗлӳ илме пулӑшакан программӑсем чылайӑшӗ Туррӑн ӗҫлекенӗсем валли Турӑ Сӑмахӗ ҫинчен шухӑшлама тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме вӑхӑт та хӑвармаҫҫӗ.

12. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑк христиансем нумайӑшӗ мӗн суйласа илме пултараҫҫӗ?

12 Христианин чуран пурнӑҫне хуҫи питӗ йывӑрлатма пултарнӑ. Коринфсем патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче Павел ыйту панӑ: «Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ⁠-и?» (ҪХ) Унтан вӑл канаш панӑ: «Ан имен; анчах та ирӗке тухма пултаратӑн пулсассӑн, ҫакӑнпа усӑ кур» (1 Кор. 7:21). Чура пуличчен ирӗклӗ пулни лайӑхрах паллах. Хальхи вӑхӑтра нумай ҫӗршывра саккун тӑрӑх пурин те пӗтӗмӗшле тӗп шкулта вӗренсе пӗлӳ илмелле. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксем малалла вӗренессипе вӗренес маррине хӑйсем суйласа илме пултараҫҫӗ. Христианин ҫак тӗнчере карьера тӑвас тесе аслӑ пӗлӳ илес тет пулсан, ҫакӑ Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне тулли вӑхӑтпа тума чӑрмантарнӑ пулӗччӗ. (1 Коринф 7:23 вуласа пар.)

ӐСЛӐ ПӖЛӲ-И Е ЧИ АСЛӐ ПӖЛӲ-И?

13. Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗнле пӗлӳ пуринчен ытла усӑ парӗ?

13 Колоссӑра пурӑнакан христиансене Павел ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: «Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар» (Кол. 2:8). «Ниме тӑман суя философи» тата «ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах» хальхи вӑхӑтра вӗреннӗ ҫынсем ҫак тӗнчере саракан шухӑшсенче палӑрса тӑрать. Вузсенче час-часах ҫав вӗрентӳсене вӗрентеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене пӗтернӗ студентсем ӗҫе кӑшт кӑна хӑнӑхнӑ е пачах хӑнӑхман, ҫавӑн пекех вӗсем кулленхи пурнӑҫра сиксе тухакан ыйтусене татса пама та хатӗр мар. Вӗсемпе танлаштарсан, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене ансат пурнӑҫпа пурӑнма, ҫапла вара Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма май паракан специальноҫа алла илме пулӑшакан пӗлӗве суйласа илеҫҫӗ. Вӗсем Павел Тимофее панӑ канаша чӗре ӑшне хураҫҫӗ: «Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлекен ҫынсемшӗн Турра хисеплени, чӑнах та, пысӑк пуянлӑх. Ҫимелли, тумланмалли пулсассӑн ҫырлахӑпӑр» (1 Тим. 6:6, 8, ҪХ). Ученӑй степенӗсем тата титулсем илес вырӑнне чӑн христиансем «ырлакан ҫыру» туянас, урӑхла каласан, ҫынсене Христосӑн вӗренекенӗсем пулма пулӑшас тесе вӑй хураҫҫӗ. Вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе май ҫитнӗ таран ытларах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. (2 Коринф 3:1—3 вуласа пар.)

14. Филиппӑ 3:8-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Турӑпа Христосӑн чури пуласси ҫине Павел мӗнле пӑхнӑ?

14 Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл саккуна вӗрентекен Гамалиил ури умӗнче вӗреннӗ. Павел илнӗ пӗлӗве хальхи вӑхӑтра университетсенче паракан пӗлӳпе танлаштарма пулать. Анчах та Павел ҫав пӗлӳ ҫине, ӑна Турӑпа Христосӑн чури пулмалли майпа танлаштарнӑ чухне, мӗнле пӑхнӑ? Вӑл ҫырнӑ: «Христос Иисуса, хамӑн Ҫӳлхуҫамӑма, пӗлни пуринчен те паха иккенне кура, эпӗ ыттине нимӗн вырӑнне те хумастӑп». Малалла вӑл каланӑ: «Эпӗ Уншӑн нимӗнсӗр юлтӑм, ҫакна пурне те ҫӳпӗ вырӑнне ҫеҫ хуратӑп — манӑн Христоса ҫеҫ тупасчӗ» (Флп. 3:8). Павел ҫавӑн пек пӑхни ҫамрӑк христиансемпе вӗсен Турӑран хӑракан ашшӗ-амӑшӗсене пӗлӳ илес тӗлӗшрен тӗрӗс йышӑну тума пулӑшать.

ЧИ АСЛӐ ПӖЛӲРЕН УСӐ ИЛӖР

15, 16. Иеговӑн организацийӗ мӗнле пӗлӳ парса тӑрать тата унӑн тӗп тӗллевӗ мӗнле?

15 Ҫак тӗнчери вузсенче мӗн асӑрхама пулать? Хӑш-пӗр чухне правительствӑна тата ытти власть тытӑмӗсене хирӗҫ каякан пӑлхавҫӑсен йӑви пулса тӑмаҫҫӗ-и-ха вӗсем? (Эф. 2:2.) Вӗсемпе танлаштарсан, Иеговӑн организацийӗ христиансен мирлӗ пухӑвӗнче чи аслӑ пӗлӳ парса тӑрать. Пирӗн пурин те кашни эрнере Теократи ӗҫӗн шкулӗнче вӗренме май пур. Унсӑр пуҫне пионер пулса ӗҫлекен авланман арҫын тӑвансем валли ятарлӑ курс пур — Авланман тӑвансем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗ, пионер пулса ӗҫлекен мӑшӑрсем валли вара — Мӑшӑрсем валли йӗркеленӗ Библи шкулӗ. Ҫак шкулсем пурте пире хамӑрӑн ҫӳлти Хуҫана, Иеговӑна, пӑхӑнса пурӑнма пулӑшаҫҫӗ.

16 Эпир хаклӑ чӑнлӑхсене нумайӑшне «Индекс публикаций Сторожевой Башни» ятлӑ индексра тата компакт-диск ҫине ҫырнӑ Хурал Башнин электронлӑ библиотекинче тупма пултаратпӑр. Теократи пӗлӗвне илессин тӗп тӗллевӗ вӑл — Иеговӑна лайӑхрах пуҫҫапма вӗренесси. Ҫавнашкал пӗлӳ илни урлӑ эпир ыттисене Туррӑн тусӗсем пулма мӗнле пулӑшмаллине пӗлсе пыратпӑр (2 Кор. 5:20). Ҫакӑ вара вӗсене те ыттисене вӗрентме пулӑшӗ (2 Тим. 2:2).

ЧУРА ИЛЕКЕН НАГРАДА

17. Чи аслӑ пӗлӗве суйласа илни пире мӗнле усӑ парать?

17 Иисус талантсем ҫинчен каланӑ ытарлӑхра икӗ шанчӑклӑ чура мухтава тивӗҫлӗ пулнӑ та хуҫипе пӗрле савӑннӑ. Хуҫи вара вӗсене тата нумай ӗҫ шанса панӑ. (Матфей 25:21, 23 вуласа пар.) Паян чи аслӑ пӗлӗве суйласа илекенсем савӑнӑҫпа пиллӗх илсе тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, Майкл шкулта лайӑх вӗреннӗ, ҫавӑнпа та учительсем ӑна университета кӗмелли майсене сӳтсе явма хӑйсем патне чӗннӗ. Анчах та Майкл университет вырӑнне хӑйне тӑрантарса усрама тата пионер пулса ӗҫлеме пулӑшакан специальноҫа алла илес тесе курссене кайса вӗренме шут тытнӑ. Ҫакӑ вара унӑн учителӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек турӑм-ши тесе вӑл ӳкӗнет⁠-и? «Пионер, халӗ вара пухура старейшина пулса ӗҫленӗ чухне илнӗ теократи пӗлӗвне нимпе танлаштарма ҫук,— калать вӑл.— Эпӗ илекен пиллӗхсем тата мана шанса панӑ тивӗҫсем эпӗ ӗҫлесе илме пултарнӑ кирек мӗнле укҫаран та хаклӑрах. Аслӑ пӗлӳ илме тӗллев лартманшӑн эпӗ чӗререн савӑнатӑп».

18. Сире чи аслӑ пӗлӗве суйласа илме мӗн хавхалантарать?

18 Чи аслӑ пӗлӳ пире Туррӑн ирӗкне пӗлме тата Иеговӑн чурисем пулма пулӑшать, ҫавӑн пекех «ҫӗрсе пӗтес чуралӑхран» хӑтӑлма, юлашкинчен вара «Турӑ ачисен мухтавлӑ ирӗклӗхне» илме май уҫса парать (Рим 8:21, ҪТ). Пуринчен ытла эпир хамӑрӑн ҫӳлти Хуҫана, Иеговӑна, юратнине кӑтартмалли чи лайӑх мая пӗлсе пыратпӑр (Тух. 21:5).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр