Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp18 2№ 12—13 с.
  • Эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЭТЕМ ПЕККИ УРӐХ ҪУК
  • ТУРРӐН ЧИ МАЛТАНАХ ШУХӐШЛАСА ХУНӐ ТӖЛЛЕВӖ
  • МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ВИЛЕҪҪӖ?
  • ЭСИР ҪӖР ҪИНЧЕ ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНМА ПУЛТАРАТӐР
  • Турӑ пирӗн валли мӗн тунӑ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Ҫӗр валли Турӑ мӗн шухӑшласа хунӑ?
    Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать?
  • Иегова хӑй мӗн шухӑшласа хунине пурнӑҫлатех!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
  • Турӑ ҫӗр пирки мӗн тума шухӑшласа хунӑ?
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2018
wp18 2№ 12—13 с.
Амӑшӗ хӑйӗн пӗчӗк хӗрӗпе

Эсир ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр

МӖН ТЕРИ ИЛӖРТӲЛЛӖ СӐМАХСЕМ! Пурнӑҫ Паракан пире кунтах, ҫӗр ҫинчех, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултаратӑр тесе сӑмах панӑ. Анчах та нумайӑшне ҫавна ӗненме йывӑр. «Кирек кам та хӑҫан та пулин вилет,— теҫҫӗ вӗсем.— Вилӗмрен никам та тараймасть». Теприсем вара ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма пулать, анчах та ҫӗр ҫинче мар теҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе, ҫын вилсен пӗлӗте кайсан ҫеҫ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма пултарать. Эсир вара мӗн шутлатӑр?

Айтӑр ҫак виҫӗ ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине пӑхар: этемӗн пултарулӑхӗсем ҫине пӑхсан, унӑн мӗн чухлӗ пурӑнмалла пек? Ҫӗрпе этемлӗх пирки Турӑ чи малтанах мӗн шутласа хунӑ? Мӗншӗн ҫынсем вилеҫҫӗ?

ЭТЕМ ПЕККИ УРӐХ ҪУК

Турӑ этеме мӗнлерех туни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Ҫӗр ҫинче ун пекки урӑх ҫук. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Библире Турӑ этеме кӑна «хӑй сӑнарлӑ» тунӑ тенӗ (Пултарни 1:26, 27). Урӑхла каласан, этем ҫеҫ Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартма пултарать, сӑмахран, ҫыннӑн юрату туйӑмӗпе тӗрӗслӗх туртӑмӗ пур.

Унсӑр пуҫне, ҫынсен шухӑшлама, шухӑшсене пӗтӗмлетме пултарулӑх пур тата Турӑ ҫинчен пӗлсе унпа ҫывӑхланас туртӑм та пур. Эпир ырӑпа усала уйӑрса илме те пултаратпӑр. Акӑ мӗншӗн Ҫут тӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр пулни пирӗн чуна ҫӳҫентерсе ярать тата пире ҫутҫанталӑк илемӗ килентерет. Ҫавӑн пекех юрӑ-кӗвӗ, поэзи тата ӳнер ӗҫӗсем те пире савӑнӑҫ кӳреҫҫӗ. Чи кирли вара — ҫынсем кӑна Турра пуҫҫапма пултараҫҫӗ. Ҫаксем пурте ҫынсемпе чӗрчунсем хушшинче питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пуррине уҫҫӑн кӑтартаҫҫӗ.

Турӑ пире 70—80 ҫул кӑна пурӑнтарас тенӗ пулсан, мӗншӗн вара вӑл пире ҫав тери тӗлӗнмелле пултарулӑхсем парса вӗсене пӗр вӗҫӗм аталантарма май панӑ? Ҫӗр ҫинчех ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарас тесе ӗнтӗ вӑл пире ҫав чаплӑ енсемпе пултарулӑхсене панӑ.

ТУРРӐН ЧИ МАЛТАНАХ ШУХӐШЛАСА ХУНӐ ТӖЛЛЕВӖ

Ҫав-ҫавах хӑш-пӗрисем ҫынсене ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтарасси Туррӑн шухӑшра та пулман теҫҫӗ. Вӗсен шучӗпе ҫӗр вӑл — ҫынсене тӗрӗслесе пӑхмалли вырӑн кӑна. Ҫапла майпа Турӑ хӑйпе пӗрле пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма тивӗҫлисене суйласа илет теҫҫӗ вӗсем. Ку чӑнах та ҫапла пулсан, вара ҫӗр ҫинчи усал ӗҫсемшӗн те, хӗн-хуршӑн та Турӑ айӑплӑ. Анчах та ун пек пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен Библире Турӑ ҫинчен ҫапла каланӑ: «Унӑн пӗтӗм ҫулӗ тӳрӗ; Туррӑмӑр шанчӑклӑ, ҫук [Унӑн] тӗрӗс марри; Вӑл — тӗрӗслӗх те чӑнлӑх» (Саккуна астутарни 32:4).

Турӑ чи малтанах ҫӗр пирки мӗн шутласа хуни Библири ҫак сӑмахсенчен уҫҫӑн курӑнать: «Тӳпе — тӳпе Ҫӳлхуҫа валли, ҫӗре Вӑл этем ывӑлӗсене панӑ» (Псалом 113:24). Турӑ ҫӗре ҫынсене валли хитре те ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнмалли кил пултӑр тесе тунӑ. Ҫавӑнпа та ҫынсене ҫӗр ҫинче нихҫан вилмесӗр тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнма мӗн кирли веҫех пур (Пултарни 2:8, 9).

«Тӳпе — тӳпе Ҫӳлхуҫа валли, ҫӗре Вӑл этем ывӑлӗсене панӑ» (Псалом 113:24).

Ҫавӑн пекех Библире Турӑ ҫынсем пирки мӗн шутласа хуни ҫинчен те ҫырнӑ. Вӑл пӗрремӗш мӑшӑра акӑ мӗнле хушу панӑ: «Ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр... ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр» (Пултарни 1:28). Турӑ ҫынсене хӑйсене панӑ килшӗн тӑрӑшма, пӗтӗм ҫӗр ҫинче рай тума хушнӑ. Ҫапла вара Адампа Евӑн хӑйӗн тӑхӑмӗсемпе пӗрле ҫӗр ҫинче, пӗлӗтре мар, ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнмалла пулнӑ.

МӖНШӖН ҪЫНСЕМ ВИЛЕҪҪӖ?

Мӗншӗн апла ҫынсем вилеҫҫӗ? Библире каланӑ тӑрӑх, Туррӑн ангелӗсенчен пӗри, кайран ӑна Сатана Шуйттан пек пӗле пуҫланӑ, Турра хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама чӑрмантарма хӑтланнӑ. Мӗнле майпа?

Сатана Эдем пахчинче Адампа Евӑна хӑйпе пӗрле Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗклеме хӗтӗртнӗ. Вӑл мӗн ырӑ, мӗн усал пулни пирки йышӑну тума Турӑ ҫынсене ирӗк парасшӑн мар тенӗ. Вара Адампа Ева Сатана майлӑ тӑма шут тытнӑ та Турра хирӗҫ кайнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Турӑ асӑрхаттарса каланӑ пекех, вӗсем вилнӗ. Ҫапла вара пӗрремӗш мӑшӑр ҫӗр ҫинчи райри ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫухатнӑ (Пултарни 2:17; 3:1—6; 5:5).

Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленине пула ҫынсем халӗ те нумай асап кураҫҫӗ. Библире каланӑ: «Ҫылӑх тӗнчене пӗр ҫын [Адам] урлӑ кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ, вара пур этем те вилӗмлӗ пулса тӑнӑ» (Рим 5:12). Ҫынсем вилессе те Турӑ ҫапла шутласа хунӑран мар, вӗсем ҫине Адампа Евӑн ҫылӑхӗ куҫнине пула вилеҫҫӗ.

ЭСИР ҪӖР ҪИНЧЕ ӖМӖР-ӖМӖР ПУРӐНМА ПУЛТАРАТӐР

Адампа Ева Эдем пахчинче пӑлхав ҫӗкленӗ пулсан та, Турӑ ҫӗрпе этемлӗх пирки мӗн шутласа хунине пӑрахӑҫламан. Турӑ пире питӗ хытӑ юратнӑран тата тӗрӗслӗхшӗн тӑнӑран этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен хӑтарма май тупнӑ. Павел апостол ӑнлантарнӑ: «Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать» (Рим 6:23). Тата Библире ҫапла ҫырнӑ: «Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне [Иисус Христоса] панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ» (Иоанн 3:16). Иисус ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе хӑйӗн пурнӑҫне хӑй ирӗкӗпе парса этемлӗхе Адам мӗн ҫухатнине, ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнмалли мая, каялла тавӑрса панӑ.

Кӗҫех Турӑ ҫӗр ҫинче рай тума сӑмах пани пурнӑҫа кӗрӗ. Иисус хушнине тусан эсир те ҫавӑ мӗнле пурнӑҫланнине курма пултаратӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: «Тӑвӑр хапхаран кӗрӗр, мӗншӗн тесессӗн пысӑк хапхапа аслӑ ҫул пӗтме илсе каяҫҫӗ; нумайӑшӗ ҫав ҫулпа ҫӳрет; тӑвӑр хапхапа ансӑр ҫул чӗрӗлӗхе илсе каяҫҫӗ, вӗсене тупакан сахал» (Матфей 7:13, 14). Эппин, сирӗн пуласлӑх мӗнле пуласси хӑвӑртан килет. Эсир хӑш ҫулне суйласа илетӗр?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр