Эпир Иеговӑн халӑхӗ
«Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ» (ПС. 32:12).
1. Мӗншӗн мӗн пурри веҫех Иеговӑн тесе калама пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
«ТӲПЕ те, тӳпе пӗлӗчӗсем те, ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те» — ҫаксем пурте Иеговӑн (Сак. аст. 10:14; Ӳлӗм. 4:11). Ҫынсене те Турӑ пултарнӑ, ҫавӑнпа эпир пурте унӑн (Пс. 99:3). Анчах та вӑл этемлӗх историйӗ тӑршшӗпех хӑш-пӗр ҫынсене хӑйӗн харпӑрлӑхӗ пулма суйласа илнӗ.
2. Иеговӑн харпӑрлӑхӗ шутне камсем кӗреҫҫӗ?
2 Тӗслӗхрен, 134-мӗш псаломра Иегова авалхи шанчӑклӑ израильтянсене «Хӑйӗн халӑхӗ тунӑ» тесе ҫырнӑ (Пс. 134:4). Осия кӗнекинче вара урӑх халӑх ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑн халӑхӗ шутне кӗрӗҫ тесе ҫырнӑ пулнӑ (Ос. 2:23). Ҫав пророкла сӑмахсем Иегова ытти халӑхри ҫынсене Христоспа пӗрле патшана лартмашкӑн суйласа илме пуҫланӑ чухне пурнӑҫланнӑ (Ап. ӗҫ. 10:45; Рим 9:23—26). Ҫав «сӑваплӑ халӑх» Иегова «Хӑй валли илнӗ ҫынсенчен» тӑрать (1 Петр 2:9, 10). Вӗсене святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тата вӗсем пӗлӗтре пурӑнӗҫ. Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнакансенчен нумайӑшӗ пирки вара, ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансем пирки, мӗн калама пулать? Иегова вӗсене те манӑн халӑхӑм тата «Эпӗ суйласа илнийӗсем» тет (Ис. 65:22).
3. а) Паян кампа Иегова хушшинчи хутшӑнусем уйрӑмах ҫывӑх? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Хальхи вӑхӑтра «пӗчӗкҫӗ кӗтӳ» тата ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакан «урӑх сурӑхсем» Иеговӑна «пӗр кӗтӳ» пулса пуҫҫапаҫҫӗ (Лука 12:32; Иоанн 10:16). Иегова пире ҫапла чыс тунӑшӑн эпир ҫав тери пархатарлӑ! Ҫак статьяра эпир хамӑр пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмаллине пӑхса тухӑпӑр.
ХАМӐР ПУРНӐҪА ИЕГОВӐНА ХАЛАЛЛАТПӐР
4. Иеговӑн халӑхӗ хушшинче пулма май пурришӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хатӗр пулнине Иисус мӗнле кӑтартнӑ?
4 Иеговӑна пархатарлӑ пулнине эпир хамӑр пурнӑҫа чун-чӗререн ӑна халалланипе кӑтартатпӑр. Шыва кӗнӗ чухне эпир Иеговӑн харпӑрлӑхӗ пулнине тата ӑна пӑхӑнса пурӑнма шут тытнине пурин умӗнче те кӑтартатпӑр (Евр. 12:9). Иисус шыва кӗни те ҫавнашкал пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Вӑл Иеговӑна халалланӑ халӑх хушшинче ҫуралнӑ пулсан та шыва кӗнӗ. Ҫапла Иисус ҫӳлти Туррӑн ирӗкне пурнӑҫлама хатӗр пулнине кӑтартнӑ. Вӑл: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн»,— тесе каланӑ теме пулать (Пс. 39:8, 9).
5, 6. а) Иисус шыва кӗнӗ чухне Иеговӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ? ӑ) Иегова эпир хамӑр пурнӑҫа ӑна халалласан мӗн туять? Тӗслӗхпе ӑнлантарса парӑр.
5 Иисус шыва кӗнӗ чухне Иеговӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ-ши? Библире каланӑ: «Иисус Хӑйне шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах шывран тухнӑ, акӑ тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Ун ҫине Турӑ Сывлӑшӗ кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине курнӑ. Тата тӳперен: „Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ирӗкӗм Ун ҫинче“ тесе каланӑ сасӑ илтӗннӗ» (Матф. 3:16, 17). Иисус яланах Иеговӑн пулнӑ пулсан та, хӑйӗн Ывӑлӗ унӑн ирӗкне кӑна пурнӑҫласшӑн пулнине курса вӑл питӗ савӑннӑ. Эпир те Иеговӑна хамӑр пурнӑҫа халалланӑ чухне вӑл савӑнать тата пире пиллет (Пс. 149:4).
6 Хӑйӗн пахчинче хитре чечексем ӳстерекен арҫынна куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Пӗррехинче унӑн пӗчӗк хӗрӗ пӗр чечекне татса илет те ашшӗне парнелет. Анчах та ҫав чечек ахаль те ашшӗн мар-и-ха? Хӗрӗ ӑна унӑн чечекнех парнелеме пултарать-и вара? Ун пек шухӑш юратакан ашшӗн пуҫра та пулас ҫук. Вӑл ҫав парнене хаваспах илет, хӗрӗ ӑна юратнӑран ҫапла тӑвать вӗт. Ҫак чечек ашшӗшӗн пахчари ытти пур чечекрен те хаклӑрах пулать. Пирӗн ҫӳлти Атте те эпир хамӑр пурнӑҫа ӑна халалласан питӗ савӑнать (Тух. 34:14).
7. Малахиян сӑмахӗсем тӑрӑх, Иегова хӑйӗншӗн хатӗр пулсах ӗҫлекенсем ҫине мӗнле пӑхать?
7 Малахия 3:16 вуласа пар. Мӗншӗн хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗмелле? Паллах, ҫӗр ҫинчи пӗтӗм ҫынсен пурнӑҫӗпе пулнӑ пекех сирӗн пурнӑҫ та тӗвӗленсенех Иеговӑн пулса тӑнӑ. Анчах та шухӑшласа пӑхӑр-ха: эсир унӑн влаҫне йышӑнсан тата хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халалласан вӑл мӗн тери савӑнӗ! (Ытар. 23:15.) Иегова хӑйшӗн чун-чӗререн ӗҫлекенсене пӗлет тата вӗсен ячӗсене «астӑвӑм кӗнекине» ҫырать.
8, 9. Ячӗсене «чӗрӗлӗх кӗнекине» ҫырса хунӑ ҫынсенчен Иегова мӗн кӗтет?
8 Иегова пирӗн ятсене «астӑвӑм кӗнекине» ҫырни пирӗн ҫине яваплӑх хурать. Малахия каланӑ тӑрӑх, пирӗн Иеговӑран хӑрамалла тата унӑн ячӗ ҫинчен шухӑшламалла. Эпир Иеговӑсӑр пуҫне кама е мӗне те пулин урӑххине пуҫҫапма пуҫлас пулсан, вӑл пирӗн ятсене «чӗрӗлӗх кӗнекинчен» хуратса пӑрахӗ (Ӳлӗм. 3:5; Тух. 32:33).
9 Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗни кӑна ҫителӗксӗр, мӗншӗн тесен ҫав утӑма эпир ӗмӗрте пӗрре кӑна тӑватпӑр. Уншӑн ӗҫлессе вара пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ӗҫлесе тӑмалла. Иеговӑна итлесе пурӑннине пирӗн кунран-кун кӑтартмалла (1 Петр 4:1, 2).
ТӖНЧЕ ИЛӖРТНИ ХЫҪҪӐН КАЙМАСТПӐР
10. Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракансен уншӑн ӗҫлеменнисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑмалла?
10 Унчченхи статьяра эпир Каинӑн, Соломонӑн тата авалхи израильтянсен тӗслӗхне пӑхса тухрӑмӑр. Вӗсем пурте эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр тесе каланӑ пулин те, ӑна шанчӑклӑ пулман. Вӗсен тӗслӗхӗнчен эпир ҫакна вӗренетпӗр: Иеговӑна пуҫҫапатӑп тени ҫеҫ сахал, пирӗн ыррине юратмалла, усаллине курайми пулмалла (Рим 12:9). «Астӑвӑм кӗнеки» ҫинчен асӑннӑ чухне Малахия Иеговӑн ҫак сӑмахӗсене ҫырса хунӑ: «Ун чухне эсир каллех тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑраканпа Ӑна ӗҫлесе тӑман ҫын хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑр» (Мал. 3:18).
11. Эпир Иегова енче пулнине мӗншӗн ыттисен уҫҫӑн курмалла?
11 Иегова пире хӑйӗн халӑхӗ хушшинче пулма суйласа илсе чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартма тата мӗнле май пур? Эпир Иегова енче пулни ыттисене уҫҫӑн курӑнмалла (Матф. 5:16; 1 Тим. 4:15). Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннине ыттисем кураҫҫӗ-и? Хам Иегова Свидетелӗ пулнине калама май пур чухне эпӗ каламасӑр тӑмастӑп-и?» Шухӑшласа пӑхӑр-ха: ыттисене эпӗ Иеговӑн ҫынни тесе калама вӑтанса тӑратӑп пулсан, ҫакӑ Иеговӑна мӗн тери кулянтарӗ (Пс. 118:46; Марк 8:38 вуласа пар).
Эсир Иегова Свидетелӗ пулни хӑвӑр мӗнле пурӑннинчен уҫҫӑн курӑнса тӑрать-и? (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)
12, 13. Мӗншӗн хӑш-пӗр христиансем пирки Иеговӑн ӗҫлекенӗ тесе калама йывӑр?
12 Шел пулин те, хӑш-пӗр христиансем ҫак тӗнче сывлӑшне хӑйсем ҫине витӗм кӳме панӑ. Ҫавӑн пек христиансене Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑман ҫынсенчен уйӑрса илме хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар (1 Кор. 2:12). Ку тӗнче сывлӑшӗ «ӳт хыҫҫӑн» кайма хистет (Эф. 2:3). Тӗслӗхшӗн, ҫи-пуҫ пирки калаҫар. Ҫакӑн пирки пӗрмаях канашсем параҫҫӗ, ҫав-ҫавах хӑш-пӗрисем пирки сӑпайлӑ христиансем тесе калама ҫук. Вӗсем ҫӑтӑ е питӗ уҫӑ тумтир тӑхӑнаҫҫӗ, пухӑва та ҫавӑн пек ҫи-пуҫпах ҫӳреҫҫӗ. Теприсем вара прическине тӑвасса та хӑйсем ҫине пӑхтарас тесе тӑваҫҫӗ (1 Тим. 2:9, 10). Ҫакӑн пек христианин ҫине пӑхсан ку ҫын Иеговӑн ҫынни-и е тӗнче тусӗ-и тесе шутласа тӑма тивет (Иак. 4:4).
13 Хӑш-пӗр христиансем ҫине ку тӗнче сывлӑшӗ тепӗр майлӑ витӗм кӳрет. Вӗсем туслӑ тӗлпулусенче мӗнле ташлани пирки тата хӑйсене мӗнле тыткалани пирки христиансене юрӑхлӑ теме ҫук. Социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксемпе комментарисенчен вара вӗсем хӑйсене ӳт шухӑшӗсемпе пурӑнакан ҫынсем пекех тытни курӑнать. Тен, вӗсем пухуран кӑларса ямалӑхах йывӑр ҫылӑх тумаҫҫӗ. Анчах та унашкал христиансем ыттисем ҫине, ҫак тӗнчери ҫынсем пек пулас мар тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшакан тӑвансем ҫине, япӑх витӗм кӳме пултараҫҫӗ. (1 Петр 2:11, 12 вуласа пар.)
Иегова енче ҫирӗп тӑман христиансене хӑвӑр ҫине витӗм кӳме ан парӑр
14. Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесе пирӗн мӗн тумалла?
14 Ку тӗнче пире «ӳт кӗлени... куҫ кӗлени» хыҫҫӑн кайма тата пуянлӑхпа мӑнаҫланма хӗтӗртсе тӑрать (1 Иоанн 2:16). Иеговӑн ҫыннисем пулнӑран пирӗн «Турӑ ҫинчен йӑнӑш шухӑшлассине, ку тӗнчешӗн анчах пурӑнассине пӑрахтарса, ҫак ӗмӗрте таса тӑма, тӳрӗ пулма, Турра юрӑхлӑ пурӑнма» вӗренмелле (Тит 2:12). Хамӑр мӗнле пурнӑҫпа пурӑннинчен, сӑмахран, мӗн ҫинчен калаҫнинчен, ҫи-пуҫран тата ӗҫ ҫине, апатпа эрех-сӑра ҫине мӗнле пӑхнинчен, эпир Иеговӑн ҫыннисем пулни курӑнса тӑмалла. (1 Коринф 10:31, 32 вуласа пар.)
ПӖР-ПӖРНЕ ХЫТӐ ЮРАТАТПӐР
15. Мӗншӗн пирӗн пухури тӑвансемпе ырӑ пулмалла тата вӗсене юратмалла?
15 Хамӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха хаклатпӑр пулсан, ҫакӑ эпир пухури тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытнинчен курӑнӗ. Вӗсем те Иеговӑн. Ҫакна асра тытсан эпир яланах вӗсемпе ырӑ пулӑпӑр тата вӗсене юратӑпӑр (1 Фес. 5:15). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:35).
16. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хакланине Моисей саккунӗ мӗнле кӑтартса парать?
16 Пухури тӑвансемпе хамӑра мӗнле тытмаллине пӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Иеговӑн храмӗнчи сӑваплӑ япаласемпе Турра пуҫҫапнӑ ҫӗрте кӑна усӑ курма юранӑ. Вӗсене мӗнле тыткаламалли пирки Моисей саккунӗнче тӗплӗн ҫырса панӑ пулнӑ. Ҫав саккунсене пӑсакансене вара вӗлерме хушнӑ (Йыша шутл. 1:50, 51). Храмри япаласемпе мӗнлерех усӑ курнине Иегова ҫав тери хытӑ сӑнанӑ пулсан, ыттисем унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе хӑйсене мӗнле тытнине вӑл тата хытӑрах сӑнать! Пӗррехинче Захария Израиль халӑхне Иегова пирки акӑ мӗн каланӑ: «Сире тӗкӗнекен Унӑн куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет» (Зах. 2:8).
17. Иегова мӗне сӑнаса тӑрать?
17 Малахия кӗнекинче Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсене мӗнле тытнине тимлӗ сӑнаса тӑрать тесе ҫырнӑ (Мал. 3:16, ҪТ). Чӑнах та, «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗннисене пӗлет» (2 Тим. 2:19). Иегова эпир мӗн каланине те, мӗн тунине те — веҫех алӑ тупанӗ ҫинчи пек курса тӑрать (Евр. 4:13). Эпир тӑвансемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулмасан, Иегова ҫавна асӑрхамасӑр хӑвармасть. Ҫав вӑхӑтрах вӑл эпир ыттисене хапӑл туса йышӑннине, вӗсемпе ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине тата вӗсене каҫарнине асӑрхать (1 Петр 4:8, 9; Евр. 13:16).
«ҪӲЛХУҪА ХӐЙӖН ХАЛӐХНЕ ТӖРТСЕ ЯМӖ»
18. Иегова пире хӑйӗн халӑхне йышӑнса чыс кӑтартнӑшӑн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
18 Эпир Иеговӑна пире хӑйӗн ҫынни пулма панӑшӑн питӗ пархатарлӑ! Хамӑр пурнӑҫа Турра халалланӑ чухне эпир чи тӗрӗс йышӑну тӑватпӑр. «Пуҫтах та пӑсӑлнӑ ӑру хушшинче» пурӑнатпӑр пулсан та, эпир «айӑпсӑр, таса» пулма тата «тӗнчене ҫутатса тӑракан ҫутӑсем пек» пулма пултаратпӑр (Флп. 2:15, 16). Ҫавӑнпа эпир Турӑ сивлекен ӗҫсенчен пуринчен те пӑрӑнма тӑрӑшатпӑр (Иак. 4:7). Ҫавӑн пекех эпир пухури тӑвансене юрататпӑр тата хисеплетпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем те Иеговӑн пулнине ӑнланатпӑр (Рим 12:10).
19. Иегова хӑйӗн ҫыннисене мӗнле пиллет?
19 Библире «Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне тӗртсе ямӗ» тенӗ (Пс. 93:14). Кирек мӗн пулса тухсан та Иегова пире нихӑҫан та хӑвармӑп тесе шантарать. Пире юратма ӑна вилӗм те чӑрмантарма пултараймасть (Рим 8:38, 39). Рим 14:8-мӗшӗнче каланӑ: «Пурӑнсан та Ҫӳлхуҫашӑн пурӑнатпӑр, вилсен те Ҫӳлхуҫашӑн вилетпӗр; ҫавӑнпа ӗнтӗ пурӑнсан та, вилсен те эпир ялан — Ҫӳлхуҫанӑн». Эпир Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗсене чӗртсе тӑратасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (Матф. 22:32). Паян та пирӗн пиллӗхсем нумай. Псалом 32:12-мӗшӗнче ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫана хӑйӗн Турри тунӑ халӑх — Турӑ Хӑй валли суйласа илнӗ ӑру — телейлӗ».