Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • wp19 1№ 4—5 с.
  • Турӑ мӗн ятлӑ?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Турӑ мӗн ятлӑ?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ТУРРӐН ЯТНЕ ПӖЛМЕЛЛЕ?
  • ҪАК ЯТ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
  • Иеговӑн аслӑ ятне чыслӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Турӑ ячӗн пӗлтерӗшӗ тата унпа усӑ курасси
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Эсир Турра ятпа чӗнетӗр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Иегова хӑйӗн ятне чапа кӑларать
    Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пырать!
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (салатмалли кӑларӑм) — 2019
wp19 1№ 4—5 с.

Турӑ мӗн ятлӑ?

Кампа та пулсан паллашнӑ чухне эпир: «Эсир мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтатпӑр. Турӑран ҫапла ыйтнӑ пулсан, вӑл мӗн хуравланӑ пулӗччӗ?

«Эпӗ — Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], ку — Манӑн ятӑм» (Исаия 42:8).

Тен, эсир ҫак ята пӗрремӗш хут илтетӗр. Ҫакӑ тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Библин куҫарӑвӗсенче ытларахӑшӗнче Туррӑн ячӗ тӗл пулсан та сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулать. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ куҫарнӑ чӑваш Библинче Туррӑн ятне ытларах чухне «Ҫӳлхуҫа» титулпа улӑштарнӑ. Анчах та Библин пирвайхи текстӗнче Туррӑн ячӗ 7 000-е яхӑн тӗл пулать. Вӑл еврей чӗлхинчи тӑватӑ хупӑ сас паллинчен тӑрать. Чӑваш алфавитӗнчи сас паллисемпе ҫырсан, ЙХВХ е ИГВГ пулать. Чӑвашла ҫак ята Иегова теме хӑнӑхнӑ.

Вилӗ тинӗс патӗнче тупнӑ алҫырури Туррӑн ячӗ (еврейла)

Псалом кӗнекен пӗр пайӗ (Вилӗ тинӗсӗнчи алҫыру) Пирӗн эрӑри I ӗмӗр, ЕВРЕЙЛА

Библин Тиндалӑн куҫарӑвӗнче Туррӑн ячӗ (акӑлчанла)

Тиндалӑн куҫарӑвӗ 1530 ҫул, АКӐЛЧАНЛА

Библин Рейна-Валера куҫарӑвӗнчи Туррӑн ячӗ (испанла)

Рейна-Валера куҫарӑвӗ 1602 ҫул, ИСПАНЛА

Библин «Юнион вершн» куҫарӑвӗнчи Туррӑн ячӗ (китайла)

«Юнион вершн» куҫарӑвӗ 1919 ҫул, КИТАЙЛА

Турӑ ячӗ еврей текстӗнче тата тӗрлӗ куҫарусенче пӗрре кӑна мар тӗл пулать

МӖНШӖН ТУРРӐН ЯТНЕ ПӖЛМЕЛЛЕ?

Ҫак ят Иеговӑшӑн хӑйӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫак ята Турра никам та паман, вӑл хӑй ӑна суйласа илнӗ. Иегова каланӑ: «Ҫакӑ Манӑн ӗмӗрлӗх ятӑм, Мана асра тытасси те сыпӑкран сыпӑка пытӑр» (Тухни 3:15). Библире Турӑ ячӗ унӑн кирек мӗнле титулӗнчен те, тӗслӗхрен, Пурне те Тума Пултаракан, Атте, Ҫӳлхуҫа е Турӑ титулсенчен, ытларах тӗл пулать тата кирек мӗнле ҫын ятӗнчен те, тӗслӗхрен, Авраам, Моисей, Давид тата Иисус ятсенчен, ытларах тӗл пулать. Унсӑр пуҫне, Иегова хӑй те пире хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн. Библире каланӑ: «Пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлхуҫа [пирвайхи текстра «Иегова» тенӗ] ятлине, пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр Эсӗ анчах Ҫӳлти Турӑ иккенне пӗлсе ҫитчӗр» (Псалом 82:19).

Ҫак ят Иисусшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Эй, Ҫӳлти Аттемӗр» текен кӗлӗре Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Турра ҫапла кӗлтума вӗрентнӗ: «Эй Ҫӳлти Аттемӗр! Санӑн яту хисеплентӗр» (Матфей 6:9). Иисус хӑй те Турра: «Эй Аттем! Хӑвӑн ятна мухтава кӑлар!» — тесе кӗлтунӑ (Иоанн 12:28). Иисусшӑн Туррӑн ятне мухтава кӑларасси малти вырӑнта пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Турра ҫапла калама пултарнӑ: «Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп» (Иоанн 17:26).

Ҫак ят Турра пӗлекенсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Турра юратнӑ ӗлӗкхи ҫынсем унӑн ячӗ хӳтлӗхпе тата ҫӑлӑнӑҫпа ҫыхӑннине ӑнланнӑ. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа [Иегова] ячӗ — тӗреклӗ пашне: тӳрӗ ҫын ҫавӑнта тарса пытанать те — хӑтӑлать» (Ытарӑшсем 18:10). Тата унта ҫапла та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа [Иегова] ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» (Иоиль 2:32). Библирен ҫакӑ курӑнать: Турӑшӑн ӗҫлекенсем унӑн ячӗпе ҫӳренипе палӑрса тӑрӗҫ. Унта каланӑ: «Халӑхсем пурте харпӑр хӑй туррин ячӗпе ҫӳреҫҫӗ; эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа [Иегова] Туррӑмӑр ячӗпе ҫӳрӗпӗр» (Михей 4:5; Апостолсен ӗҫӗсем 15:14).

ҪАК ЯТ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

Вӑл Турӑ кам иккенне уҫса парать. Библи тӗпчекенсем нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, Иегова ят «Вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Иегова Турӑ хӑйӗн ячӗн пӗлтерӗшне ӑнлантарса Моисее ҫапла каланӑ: «Эпӗ кам пулас тетӗп, ҫавӑ пулса тӑрӑп» (Тухни 3:14, ҪТ). Апла пулсан Турӑ ячӗ вӑл Пурне те Тӑваканӗ пулнине ҫеҫ пӗлтермест. Ҫак ят Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй кам пулас тет, ҫавӑ пулса тӑма пултарать тенине тата хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлама хӑй пултарнисен кам е мӗн пулса тӑмалла, вӗсене ҫавӑ пулса тӑма парать тенине те пӗлтерет. Туррӑн титулӗсем вӑл мӗнле вырӑн йышӑннине, унӑн влаҫне е вӑл мӗн тума пултарнине кӑтартса параҫҫӗ, анчах та унӑн ячӗ, Иегова, вӑл кам иккенне тата кам пулса тӑма пултарнине уҫса парать.

Ҫак ят Турӑ пирӗнпе интересленнине кӑтартать. Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ вӑл кама тунӑ, ҫавсемшӗн, ҫав шутрах пирӗншӗн те, ялан тӑрӑшасса шантарать. Унсӑр пуҫне, Турӑ пире хӑйӗн ятне уҫса пани вӑл пире хӑйӗн тусӗсем тӑвасшӑн пулнине кӑтартать. Шутласа пӑхӑр-ха: Турӑ ҫынсене лешсем унран ыйтичченех хӑйӗн ятне уҫса панӑ. Апла пулсан Турӑ пире хӑйӗн пирки таҫти аякри сывлӑш тата унпа ҫывӑхланма май ҫук тесе шутлаттарасшӑн мар, вӑл пире хӑйӗнпе ҫывӑхланма чӗнет (Псалом 72:28).

Турра ятран чӗнсе эпир ӑна хисепленине кӑтартатпӑр. Калӑпӑр, эсир кампа туслашасшӑн, ҫав ҫынна хӑвӑра ятран чӗнме ыйтатӑр. Вӑл сире ҫавах ятран чӗнмест пулсан эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир ҫак ҫын сирӗнпе туслашасшӑн пулни пирки иккӗленме пуҫлӑр пулӗ. Турӑпа та ҫавӑн пекех. Иегова пире хӑйне ятран чӗнме ыйтать. Вӑл ыйтнӑ пек тусан эпир унпа хамӑр хушӑри туслӑха хакланине кӑтартатпӑр. Вӑл вара хӑйӗн «ятне хисеплекенсене» хаклать (Малахия 3:16).

Туррӑн ятне пӗлни — унпа туслашма пулӑшакан пӗрремӗш утӑм. Анчах та ҫакӑнпа ҫеҫ ҫырлахмалла мар, Турӑпа ҫывӑхрах паллашмалла.

ТУРӐ МӖН ЯТЛӐ? Туррӑн ячӗ — Иегова. Ҫакӑ хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр ят. Ҫак ят Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавна пурнӑҫлама пултарнине кӑтартать

ТУРӐ МӖНЛЕ ПУЛСА КАЙНӐ?

Ҫак ыйту нумай ҫынна интереслентерет. Тен, сире те. Чӑнах та, Ҫут тӗнчене Турӑ тунӑ пулсан, вӑл хӑй мӗнле пулса кайнӑ вара?

Ученӑйсем, пӗтӗмӗшле илсен, Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пуррипе килӗшеҫҫӗ. Ҫакӑн пек шутлани Библири пӗрремӗш сӑмахсемпе килӗшсе тӑрать: «Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (Пултарни 1:1).

Ҫут тӗнче хӑйне хӑй ним ҫук ҫӗртен пулса кайма пултарайман. Кам та пулин тумасан нимӗн те пулмасть. Апла Ҫут тӗнчене тӑваканни пулман пулсан, Ҫут тӗнче те пулман пулӗччӗ. Эппин, пире ҫакна ӑнланма йывӑр пулин те, Ҫут тӗнчене тӑваканни ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнмалла пулнӑ тата унӑн Ҫут тӗнче ӑшӗнче пурӑнмалла пулман. Ҫакӑ Иегова Турӑ пулнӑ. Унӑн ӑслӑлӑхӗпе вӑйӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр. Унран пурте пуҫланса кайнӑ, вӑл Пурне те Тӑваканӗ (Иоанн 4:24).

Библире Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ тусем ҫураличченех, Ху ҫӗрпе тӗнчене пултаричченех пулнӑ, Эсӗ ӗмӗр-ӗмӗрех — Турӑ» (Псалом 89:2). Апла пулсан Турӑ яланах пулнӑ. Кайран, Библири чи пӗрремӗш йӗркере каланӑ тӑрӑх, «пуҫламӑшӗнче» вӑл Ҫут тӗнчене тунӑ (Ӳлӗмхине 4:11).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр