Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 март 29—31 с.
  • Эсир «аминь» тени Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир «аминь» тени Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ПӖТӖМ ХАЛӐХ: АМИНЬ, ТЕЙӖ»
  • «ПӖТӖМ ХАЛӐХ: АМИНЬ! АЛЛИЛУЙЯ! ТЕНӖ»
  • МӖНШӖН ЭСИР «АМИНЬ» ТЕНИ ИЕГОВӐШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ?
  • Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 март 29—31 с.
Пухура кӗлтунӑ чухне тӑвансем пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ

Эсир «аминь» тени Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ

ИЕГОВА хӑйне пуҫҫапакансене хаклать. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тимлӗ итлет тата вӗсем унӑн ятне мухтава кӑларас тесе мӗн тунине пурне те, пӗчӗк ӗҫсене те, курсах тӑрать (Мал. 3:16). Тӗслӗхшӗн, хамӑр нумай-нумай хут усӑ куракан пӗр сӑмаха пӑхса тухар. Ҫак сӑмах вӑл — «аминь». Иеговӑшӑн ҫак сӑмах пӗлтерӗшлӗ-и? Питӗ пӗлтерӗшлӗ! Мӗншӗнне пӗлес тесе айтӑр ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине тата Библире унпа мӗнле усӑ курнине пӗлер.

«ПӖТӖМ ХАЛӐХ: АМИНЬ, ТЕЙӖ»

Чӑваш чӗлхинче «аминь» текен сӑмах «чӑн ҫапла» е «пултӑрччӗ» тенине пӗлтерет. Авалхи вӑхӑтра ҫак сӑмахпа хӑш-пӗр чухне судра пӑхса тухмалли ӗҫсенче усӑ курнӑ. Тупа тӑвакан ҫын ҫак сӑмаха каланипе хӑй чӑннине каланине, тупана пӑссан вара ҫавӑншӑн явап тытма хатӗр пулнине ҫирӗплетсе панӑ (Йыша шутл. 5:22). Ҫын «аминь» сӑмаха халӑх умӗнче каланӑ пулсан, унӑн хӑйӗн сӑмахне тытма витӗмлӗ сӑлтав пулнӑ (Неем. 5:13).

Саккуна астутарни кӗнекери 27-мӗш сыпӑка вуланӑ май «аминь» сӑмахпа унччен мӗнле усӑ курнине лайӑх курма пулать. Пама пулнӑ ҫӗре кӗрсен израильтянсем Гевал тата Гаризим тӑвӗсем хушшинче Саккуна итлеме пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсен Саккуна итлемелле кӑна пулман, унпа килӗшнине те кӑтартмалла пулнӑ. Ҫавна вӗсем мӗнле тунӑ? Саккуна пӑссан хӑйсемпе мӗн пулассине илтсен вӗсем «аминь» тесе каланӑ (Сак. аст. 27:15—26). Пин-пин арҫын, хӗрарӑм тата ача ҫак сӑмаха янравлӑн каланине куҫ умне кӑларса тӑратӑр-ха! (Иис. Н. 8:30—35.) Паллах, ҫав кун каланӑ сӑмахсене вӗсем нихӑҫан та манман. Израильтянсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ, мӗншӗн тесен Библире ҫапла ҫырнӑ: «Иисус пурӑннӑ чухне те, ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ, кайран ун хыҫҫӑн та пурӑнса Израиль халӑхӗшӗн Ҫӳлхуҫа мӗнле ӗҫсем тунине курса тӑнӑ аслӑ пуҫлӑхсенӗн ӗмӗрӗнче те Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑннӑ» (Иис. Н. 24:31).

Иисус Христос та «аминь» (чӑвашла «чӑн» тесе куҫарнӑ) сӑмахпа усӑ курнӑ, анчах ҫакна вӑл пачах урӑх майпа тунӑ. Вӑл «аминь» сӑмаха ыттисен сӑмахӗсем хыҫҫӑн мар, хӑй мӗн те пулин калас умӗн каланӑ. Ҫапла вӑл хӑй мӗн калани шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнине кӑтартнӑ. Хӑш-пӗр чухне Иисус «аминь» сӑмаха икӗ хутчен те каланӑ (чӑвашла «чӑн-чӑнах» тесе куҫарнӑ) (Матф. 5:18; Иоанн 1:51). Ҫапла вӑл хӑйне итлекенсене хӑйӗн сӑмахӗсем тӗп-тӗрӗс пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Иисус ун пек калама пултарнӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ӑна хӑй сӑмах панисене пурне те пурнӑҫлама власть панӑ (2 Кор. 1:20; Ӳлӗм. 3:14).

«ПӖТӖМ ХАЛӐХ: АМИНЬ! АЛЛИЛУЙЯ! ТЕНӖ»

Израильтянсем «аминь» сӑмахпа Иеговӑна мухтанӑ чухне тата ӑна кӗлтунӑ чухне усӑ курнӑ (Неем. 8:6; Пс. 40:14). Кӗлле итлекенсем вӗҫӗнче «аминь» тенипе кӗлӗ сӑмахӗсемпе килӗшнине кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иеговӑна ҫапла майпа пуҫҫапма май пулнишӗн те савӑннӑ. Давид патша Иерусалима Иеговӑн арчине илсе килсен мӗн пулса тухнине аса илер. Давид чаплӑ уяв йӗркеленӗ, ҫав уявра вара вӑл хывнӑ юрра юрланӑ. Тӗрӗссипе каласан, ҫав юрӑ Иеговӑна чун-чӗререн каланӑ кӗлӗ пулнӑ. Ӑна 1 Ҫулсеренхи 16:8—36 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ. Юрӑ сӑмахӗсем ҫынсен чӗрине пырса тивнӗ, вара «пӗтӗм халӑх: аминь! аллилуйя! тенӗ». Чӑнах та, Иеговӑна пӗрле пуҫҫапни вӗсене нумай савӑнӑҫ кӳнӗ.

Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ христиансем те Иеговӑна мухтанӑ чухне «аминь» сӑмахпа усӑ курнӑ. Библи ҫыракансем хӑйсен ҫырӑвӗсенче ҫак сӑмаха час-часах ҫырнине курма пулать (Рим 1:25; 14:26; 1 Петр 4:11). Ӳлӗмхине кӗнеки тӑрӑх, ангелсем те «аминь! аллилуия!» тесе Иеговӑна мухтаса тӑраҫҫӗ (Ӳлӗм. 19:1, 4). Пӗрремӗш христиансем ялан тенӗ пекех хӑйсен тӗлпулӑвӗсенче кӗлтунӑ чухне «аминь» тенӗ (1 Кор. 14:16). Анчах ҫак сӑмаха вӗсем пӗр шухӑшламасӑр каламан.

МӖНШӖН ЭСИР «АМИНЬ» ТЕНИ ИЕГОВӐШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ?

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «аминь» сӑмахпа мӗнле усӑ курнине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир кӗлӗ вӗҫӗнче ҫак сӑмаха мӗншӗн калама кирлине куратпӑр. Хамӑрӑн кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» тенипе эпир пирӗн сӑмахсем чун-чӗререн тухнине кӑтартатпӑр. Ҫак сӑмаха ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ чухне калатпӑр пулсан (хамӑр ӑшра пулсан та), эпир кӗлӗре мӗн каланипе килӗшнине кӑтартатпӑр. Тата мӗншӗн эпир кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» тесе калатпӑр?

Турра пуҫҫапнипе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавӑн ҫине эпир ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмастпӑр. Кӗлтунӑ чухне эпир мӗн калани кӑна мар, хамӑра мӗнле тытни те пӗлтерӗшлӗ. Кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» сӑмаха таса совеҫпе калас тетпӗр пулсан, пирӗн кӗлӗ ҫине тӗрӗс пӑхмалла тата ӑна тимлӗ итлемелле.

Хамӑр хушӑри пӗрлӗх ҫирӗпленет. Пӗрле кӗлтунӑ чухне эпир пурте кӗлтӑвакана итлетпӗр (Ап. ӗҫ. 1:14; 12:5). «Аминь» сӑмаха пурте пӗр харӑс каланӑ чухне вара пирӗн хушӑри пӗрлӗх ҫирӗпленет. Эпир ҫак сӑмаха сасӑпа калатпӑр-и е хамӑр ӑшра калатпӑр-и, ҫакӑ Иеговӑна пирӗн кӗлӗ ҫине хуравлама хавхалантарать.

Тӗлпулӑва телефонпа итлекен хӗрарӑм тӑван кӗлтунине итленӗ чухне пуҫне пӗкнӗ

«Аминь» тенипе эпир Иеговӑна мухтатпӑр

Эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр. Иеговӑна пуҫҫапнӑ чухне эпир мӗн тунине — ҫав шутрах пӗчӗк ӗҫсене те — Турӑ хаклать (Лука 21:2, 3). Вӑл эпир ҫав ӗҫсене мӗншӗн тунине те, пирӗн чӗрере мӗн пуррине те курать. Тӗлпулӑва телефон урлӑ итлетпӗр пулсан та, Иегова эпир «аминь» тенине илтни пирки пӗртте иккӗленместпӗр. Ҫавӑн чухне «аминь» тенипе эпир Иеговӑна ыттисемпе пӗрле мухтава кӑларатпӑр.

Эпир «аминь» тени темех мар пек туйӑнма пултарать, анчах ку ун пек мар. «Понимание Писания» энциклопедире каланӑ тӑрӑх, Туррӑн ӗҫлекенӗсем «аминь» тенипе «ҫирӗп шаннине, тӗппипех килӗшнине тата чӗрере шанчӑк пуррине» кӑтартаҫҫӗ. Эпир «аминь» тесе каланине илтме Иеговӑна яланах кӑмӑллӑ пултӑр (Пс. 18:15).

ЯЛАНАХ «АМИНЬ» ТЕМЕЛЛЕ-И?

«Аминь» сӑмах ҫине пирӗн ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла мар. Апла, кӗлтӑвакан мӗн те пулин тӗрӗс мар калать пулсан, тен, пирӗн «аминь» каламалла мар? Яланах мар. Хушӑран эпир пурте мӗн те пулин тӗрӗс мар калама пултарнине Иегова пӗлет, анчах ҫак йӑнӑшсене вӑл асӑрхамасӑр хӑварать. Ҫавӑнпа та ыттисем кӗлтунӑ чухне вӗсем калакан сӑмахсем ҫинчен мар, вӗсем мӗн каласшӑн пулни ҫинчен шухӑшлани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вара эпир «аминь» сӑмаха таса совеҫпе калама пултарӑпӑр.

Анчах Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫын кӗлтунӑ чухне эпир «аминь» сӑмаха — сасӑпа та, хамӑр ӑшра та — каламӑпӑр. Калӑпӑр, эпир ҫак тӗнчери ҫынсем ирттерекен пӗр-пӗр мероприятире пулнӑ чухне кама та пулин кӗлтума ыйтаҫҫӗ. Е пирӗн ҫемьере Иеговӑна ӗненмен хурӑнташсем пур, ҫав шутрах ҫемье пуҫӗ те, вӑл вара ҫемьепе пӗрле кӗлтӑвас тет. Пирӗн мӗн тумалла?

Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче пирӗн хамӑра хисеплӗн тытмалла, анчах «аминь» темелле мар. Ҫавӑн пекех кӗлтунӑ чухне ыттисем пӗр-пӗрне алран тытсан, эпир ҫавна тумӑпӑр, мӗншӗн тесен ҫапла эпир вӗсемпе пӗрле кӗлтунине кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр. Эпир хамӑр ӑшра кӗлтума пултаратпӑр, анчах ыттисем эпир вӗсемпе пӗрле кӗлтӑватпӑр тесе шутласран «аминь» сӑмаха сасӑпа каламӑпӑр. Ҫынсем ура ҫине тӑнӑ чухне пирӗн тӑмалла-и, тӑмалла мар-и — эпир хамӑр йышӑну тӑватпӑр. Ыттисемпе пӗрле тӑни е пуҫа пӗкни эпир вӗсемпе пӗрле кӗлтунине пӗлтермесен те пултарать. Ҫакӑн пек лару-тӑрусенче хӑйне мӗнле тытмалли пирки кашни христианин хӑй йышӑну тӑвать. Пирӗн никама та айӑпламалла мар.

Пӑхса тухнӑ тӗслӗхсем эпир «аминь» тени Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр