Майӑн 10-мӗшӗн эрнелӗх программи
МАЙӐН 10-МӖШӖН ЭРНИ
33-мӗш юрӑ (129)
□ Пухура Библи вӗренни
lv 5 сып., 1—6 абз., 52, 55 с. рамкӑсем
□ Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: Псалом 59—67
1 №: Псалом 59:3—60:9
2 №: Святой Валентин кунӗ, Мӑнкун тата ҫӗршыв уявӗсем пирки мӗн пӗлмелле? (rs 291 с., 2—4 абз.; 293 с., 4 абз.; 294 с., 1—4 абз.)
3 №: Мӗншӗн ҫӑткӑнлӑх йӗрӗхе пуҫҫапни шутланать (Еф. 5:5)
□ Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
25-мӗш юрӑ (200)
5 мин. Пӗлтерӳсем.
10 мин. Хӑв пурӑнакан вырӑнти ҫынсене пулӑшу пар. «Школа служения» кӗнеке тӑрӑх итлекенсемпе сӳтсе явни, 188 с., 4 абз. — 189 с., 4 абз. Кам хӑйӗнпе чӗререн интересленнӗ хыҫҫӑн Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи туслӑха аталантарма пултарнӑ, ҫавӑнтан кӗске интервью ил.
10 мин. Патшалӑх Залӗсем таса пулни Иеговӑна мухтава кӑларать. Доклад. Старейшина тӑвать. Иегова — таса Турӑ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫлекенӗсен таса пулмалла (Тух. 30:17—21; 40:30—32). Турра пуҫҫапмалли вырӑна таса та тирпейлӗ тытнипе эпир Иеговӑна мухтава кӑларатпӑр (1 Пет. 2:12). Патшалӑх Залӗнчи тасалӑхшӑн тата юсав ӗҫӗсемшӗн яваплӑ арҫын-тӑванран интервью ил. Вӑл Зала тирпейлӗ тытассине мӗнле йӗркеленине каласа патӑр. Патшалӑх Залӗсене таса тытни лайӑх свидетельство пани ҫинчен тӗслӗх — хӑвӑр вырӑнта пулса иртнине е публикацисенчен — илсе пар. Пурне те Зала таса тытма хавхалантар.
10 мин. «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ»! Ыйту-хурав меслетпе сӳтсе явни.
21-мӗш юрӑ (155)