Мартӑн 9-мӗшӗнче пуҫланакан эрнелӗх программи
МАРТӐН 9-МӖШӖНЧЕ ПУҪЛАНАКАН ЭРНЕ
44-мӗш юрӑ тата кӗлӗ
Пухура Библи вӗренни
lr 40 сып. (30 мин.)
Теократи ӗҫӗн шкулӗ
Библи вулани: 1 Патшасен 1—4 (8 мин.)
1 №: 1 Патшасен 2:30—36 (3 мин. е сах.)
2 №: Библи Мессия пирки мӗн малтанах каласа хунӑ? (igw-U 10 с.) (5 мин.)
3 №: Турра тӗрӗс пуҫҫапассине хастарлӑн хӳтӗле (it-U «Аса», 1 №) (5 мин.)
Сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗ
Ҫак уйӑхри тема: «Пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр» пулӑр (Тит 3:1).
10 мин. «Пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тума хатӗр» пулӑр. Ҫак уйӑхӑн теми тӑрӑх тунӑ доклад. Ытарӑшсем 13:4, Тит 3:1 тата 1 Петр 3:15 вуласа, ӑнлантарса пар. Лайӑх хатӗрленни христиансене мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа пар. Ҫак уйӑхри сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗсенчи хӑш-пӗр пунктсене кӗскен пӑхса тух та вӗсем уйӑхӑн темипе мӗнле ҫыхӑннине палӑрт.
10 мин. Теократи ӗҫӗн шкулӗн надзирателӗнчен интервью илни. Эсӗ пухура мӗнле ӗҫсем туса тӑратӑн? Кашни эрнере шкула ертсе пыма эсӗ мӗнле хатӗрленетӗн? Мӗншӗн вӗренекенсен хӑйсене панӑ заданисене лайӑх хатӗрленмелле? Материала маларах вуласа тухни мӗнле усӑ парать?
10 мин. «Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне эсӗ хатӗрленетӗн-и?» Сӳтсе явни. 2013 ҫулхи март уйӑхӗнчи «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫри» информацие кӗскен пӑхса тух, 2 с. Демонстраци хатӗрле: хыпарҫӑ Каҫхи апат уявне килнӗ ҫынна ӑшшӑн кӗтсе илет.
8-мӗш юрӑ тата кӗлӗ